Ҫемьере иккӗмӗш е ун хыҫҫӑнхи ача ҫуралсан амӑш укҫине пама пуҫланӑранпа самай ҫул иртрӗ. Халӗ вӑл укҫа ҫур миллионтан кӑшт кӑна пӗчӗкрех.
Ача ҫуратнишӗн паракан тупрана пули-пулми тӑкаклама юрамасть: е ҫурт-йӗр условине лайӑхлатма ямалла, е пулас пенси валли тытса тӑмалла, е ачасене вӗрентме илмелле. Анчах ҫав укҫан пӗр пайне кулленхи тӑкак влали тесе хӑй вӑхӑтӗнче панӑччӗ-ха. Халӗ каллех ҫапла тума йышӑннӑ. Кулленхи тӑкак валли вӑл укҫаран 20 пинне илме юрать. Укҫа кирли пирки ыйтса ҫырнисене Пенси фончӗн территорири уйрӑмӗсенче е нумай ӗҫ тӑвакан центрсенче йышӑнаҫҫӗ.
20 пине амӑш укҫине тивӗҫнӗ пур ҫемьен те илме ирӗк пур. «Кӗмӗл» пама кӑҫал ҫулталӑкӗпех тата килес ҫулхи пуш уйӑхӗн вӗҫӗччен ҫырма юрать.
Раҫҫейре ҫӗнӗ уяв — Ашшӗн кунне — туса хурасшӑн иккен. Ӑна килес ҫултан календарьти паллӑ кунсен шутне кӗртме палӑртаҫҫӗ иккен. Унччен вара ку куна хӑҫан палӑртасси пирки пуҫ ватаҫҫӗ.
Ҫӗртмен виҫҫӗмӗш вырсарни кунне сӗнекенсем те пур. Ашшӗн кунне шӑпах ҫавӑн чухне Аргентинӑра, Аслӑ Брибанире, Ӗнчӗре (Индире), Канадӑра, Китайра, Турцинче, Францинче, Японире тата ытти хӑш-пӗр ҫӗршывра уявлаҫҫӗ иккен. Чӳк уйӑхӗн юлашки вырсарни кунӗнче текенсен хӑйсен ӑнлантарӑвӗ. Ҫав кун пирӗн ҫӗршывра Амӑшӗн кунне палӑртаҫҫӗ-ҫке. Ача-пӑчана ашшӗ те, амӑшӗ те кирлине шута илсен ик уява пӗрлештерни япӑх мар-тӑр. Юпа уйӑхӗн юлашки вырсарникунӗнче Дмитрий Донской ҫуралнӑ. Вӑл кнеҫ кӑна мар, нумай ача ашшӗ те пулнӑ. Нарӑс уйӑхӗн 23-мӗшӗнче арҫынсен кунӗ евӗр йышӑннӑран ку уява Ашшӗсен кунӗ пек палӑртма сӗнекенсем те пур.
Ҫынсене те ҫак енӗпе шухӑш-кӑмӑла пӗлтерме ыйтаҫҫӗ.
Чӑваш полицейскине Крымра асӑрханӑ. Унти йӗрке хуралҫисем ӑна вӑл ҫав тӑрӑхра ӗҫлӗ командировкӑра пулнӑ чух астуса юлма ӗлкӗрнӗ.
Ҫул-йӗрпе патруль службин ятарлӑ батальонӗн инспекторӗ Александр Сулагаев хӑйне чӑн-чӑн профессионал пек кӑтартни пирки унӑн кунти ӗҫтешӗсем лерен тав ҫырӑвӗ килнӗ хыҫҫӑн пӗлнӗ. Хута Чӑваш Енӗн шалти ӗҫсен министрӗ Сергей Семенов ячӗпе янӑ. Унта Сулагаева ҫар гранатиллӗ хураха сиенсӗрлетнишӗн тем пек тав тунӑ. Крымри тӗпчевҫӗсем тав тунипех ҫырлахман, хӑюллӑ йӗрке хуралҫине хавхалантарма та ыйтнӑ-мӗн.
Ӗҫӗ ҫапларах пулса иртнӗ. Крымра служба тивӗҫне пурнӑҫлаканскер патне урамра ӳсӗр арҫын утса пынӑ. Йӗрке хуралҫи ӑна такӑр ҫул сунса пӑрӑнма ыйтнӑ, халӑх ҫӳрекен вырӑнта ӳсӗрле ҫӳренишӗн административлӑ майпа явап тыттарасси пирки асӑрхаттарнӑ. Лешӗ пӑрӑнас вырӑнне кӗсьерен граната туртса кӑларнӑ. 36 ҫулти инспектор ҫухалса кайман — гранатӑна туртса илнӗ, арҫынна тытса чарнӑ. Сирпӗтмелли хатӗрпе ҫӳрекен арҫынна хирӗҫле пуҫарнӑ ӗҫ халӗ суда ҫитнӗ. Тата леш арҫынна йӗрке хуралҫине хирӗҫ тӑнишӗн те явап тыттармалла.
Ҫынсене Раҫҫей ялавӗллӗ мисс тарӑхтарнӑ.
Тӗнче тетелӗнче ларакансем 2015 ҫулта Раҫҫей мисӗ ята тивӗҫнӗ пике Раҫҫей ялавӗ тӗслӗ платьепе сӑн ӳкерӗннишӗн кӑмӑлсӑрланнине пӗлтернӗ. Ҫӗршыв шайӗнче чипер пике ята тивӗҫнӗ скерӗн хыҫӗнче те ялав вӗлкӗшет иккен.
София Никитчук сӑн ӳкерчӗкне «Стольник» журналӑн ҫу уйӑхӗнче кун ҫути крунӑ номерӗнчи хуплашки ҫине вырнаҫтарнӑ. Фотона пӑхсан хӗр ялавпа пӗркенсе тӑрать-и е платье пусми ҫавӑн пек-и — калама йывӑртарах-мӗн.
Кун пек сӑн ӳкерӗнни килӗшӳсӗр тесе тарӑхнӑ халӑх тетелӗнче сӑн ӳкерчӗке сӳтсе явакансем. Ҫитменнине, Ҫӗнтерӳ кунӗ умӗн кун пек хӑтланни пушшех те килӗшӳсӗр тесе шухӑшлаҫҫӗ иккен вӗсем. Патшалӑх элемӗнчен кулни вырӑнне йышӑннисен кӑмӑл-туйӑмне ӑнланма пулать ӗнтӗ.
РФ Сывлӑх министерствин ҫӗнӗ хушӑвӗ ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен вӑя кӗнӗ. Унпа килӗшӳллӗн, малашне профессионал водительсене те, ҫав шутра харпӑр усламҫӑсене те, рейса тухас умӗн тухтӑр тӗрӗслӗ. Пассажирсене тата сиенлӗ тиев турттаракансен вара рейс хыҫҫӑн та тӗрӗсленме тивӗ.
Тӗнче тетелӗнчи канашлура ҫынсем ҫакна ырласа йышӑннӑ. Сисчӗвленмелли пурах ҫав. Ав нумаях пулмасть Шупашкарти Эльмен урамӗнче 37-мӗш маршрут водительне тытса чарнӑччӗ. Ҫынсене ир-ирех ӳсӗр турттарнӑ-мӗн вӑл.
Ӗҫпе тивӗҫтерекенсен кунашкал медтӗрӗслевсене хӑйсен укҫипе ирттерме тивӗ. Медиксен лицензиллӗ пулмалла. Тӗрӗслеве ятарлӑ службӑсен водителӗсем, васкавлӑ шӑнкӑравпа ҫула тухаканскерсем, ҫеҫ хутшӑнмасан та пултараҫҫӗ.
Ведомство хушӑвӗнче тӗрӗслев мӗнле иртессине те палӑртнӑ: ӳт температурине, чӗре мӗнле тапнине, юн пусӑмне виҫӗҫ, ӳсӗр пулнипе пулманнине тӗрӗслӗҫ.
Алкотестер юнра алкоголь пулманнине ҫирӗплетет, анчах тухтӑр иккӗленет пулсан водителӗн шӑкне анализ тума пултарӗҫ. Ведомство палӑртнӑ тӑрӑх, ку ҫул ҫинчи хӑрушсӑрлӑха ӳстерме пулӑшӗ.
Иртнӗ уйӑхӑн вӗҫӗнче Красноярск енӗнчи чӑвашсем регионти конференцие пухӑннӑ. Хӑй тӗллӗн вӗреннӗ артистсем Ачинск, Бородино, Дивногорск, Железногорск, Зеленогорск, Канск, Красноярск, Лесосибирск, Назарово, Сосновоборск тата ытти хулари, Кедр поселокӗнчи тата районсенчи 300 хӑнапа конференцие кайма суйланӑ ҫынсене чӑваш юррипе кӗтсе илнӗ.
Ятарласа капӑрлатнӑ залра Красноярск енӗнчи чӑвашсен пурнӑҫӗпе паллаштаракан фото- тата видеоматериалсем вырӑн тупнӑ. Унтах Раҫҫейӗн, Красноярск енӗн тата Чӑваш Республикин ялавӗсене вырнаҫтарнӑ. Мероприятие Раҫҫей тата Чӑваш Республикин гимнӗсенчен пуҫланӑ. Унтан вӑл тӑрӑхри чӑвашсен автономийӗн благочиннӑйӗ Иоанн протоирей Пантелеймон владыка Красноярск чӑвашӗсене саламласа вӗсене ырӑ ӗҫсем тума ырӑ суннине пӗлтернӗ.
Красноярск чӑвашӗсене саламлама крайри Саккун кӑларакан Пухӑвӑн депутачӗ Николай Фокин, кӗпӗрнаттӑр администрацийӗнче тӑрӑшакан Наталья Янушкевич, Казачински район пуҫлӑхӗ Юрий Озерских пырса ҫитнӗ.
Конференцинче чӑвашсем хӑйсен тӑрӑхӗнче чӑваш чӗлхине тата культурине упраса хӑварас тата ытти ыйтӑва сӳтсе явнӑ.
Чӑваш Енӗн Элтеперӗн Михаил Игнатьевӑн позицийӗ лайӑхланать. Ҫапла кӑтартса панӑ «Рейтинг» информаци коммуникацийӗсен центрӗ ирттернӗ тӗпчев. Танлашӑма вӑл кӑрлач–ака уйӑхӗсем тӑрӑх йӗркеленӗ. Ун валли уҫӑ ҫӑлкуҫсем пӗлтернӗ материалсемпе те, патшалӑх органӗсенчисемпе те.
Хальхи танлашӑмра Михаил Игнатьев кӗпӗрнаттӑрсен хушшинче 30-мӗш йӗрке йышӑннӑ. Унчченхинчен ҫакӑ 2 пункт лайӑхланнине пӗлтерет.
Танлашӑма 3 ушкӑна пайланӑ иккен. Игнатьев иккӗмӗшне лекнӗ. Унта 26–60-мӗш вырӑн йышӑнаканнисем кӗреҫҫӗ. Атӑлҫи федераци округӗнчи регионсене илсен, Михаил Васильевич улттӑмӗш вырӑнта тӑрать.
Малта пыракан кӗпӗранттӑрсен хушшинче Тутарстан ертӳҫине Рустам Минниханова, Белгород облаҫӗн пуҫлӑхне Евгений Савченкӑна тата Тӗмен облаҫне ертсе пыракан Владимир Якушева асӑннӑ. Чи кайри — Карели пуҫлӑхӗ Александр Худилайнен.
Амур облаҫӗнчи Белогорск хулинче «кӑмӑллӑ ҫынсен» ячӗпе палӑк уҫма шухӑшлаҫҫӗ. Шухӑшлаҫҫӗ кӑна та мар. Ӗҫне вӗҫлесси кӑна юлнӑ. Палӑкӗ хатӗр. Ӑна хулана илсе пынӑ. Ӑна савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура ҫу уйӑхӗн 6-мӗшӗнче уҫмалла.
Хӑйне евӗр палӑк пирки облаҫ правительствин сайтӗнче хыпарланӑ иккен.
Чукун монумент 1,8 метр ҫӳллӗш. Палӑк аллинче кушак ҫури тытса тӑракан салтака сӑнланӑ.
Палӑка вырнаҫтарасси Белогорск хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн Станислав Мелюковӑн пуҫарӑвӗ пулнине пӗлтереҫҫӗ.
Мэр кӑмӑлне тивӗҫтерме — палӑка тума — 1,3 миллион тенке кайса ларнӑ. Ӑна нимелле хӑпартнӑ. Укҫана уйрӑм ҫынсенчен те, предприяти-организацисенчен те пуҫтарнӑ.
«Кӑмӑллӑ ҫынсем» тесе иртнӗ ҫулхи пуш уйӑхӗнче Крыма Раҫҫейпе пӗрлештермелли операци ирттернӗ патшалӑх разведка управленийӗн, тинӗс пехотин тата десантниксен подразделенийӗсене калаҫҫӗ иккен.
Мотосезон уҫӑлнӑ май ҫул ҫинче уйрӑмах асӑрхануллӑ пулмалла тесе калаҫҫӗ ҫул-йӗр инспекторӗсем. Икӗ урапаллӑ транспорт кирек хӑш самантра та сиксе тухма пултарать. Вӗсемпе ҫул-йӗр инспекторӗсен мотовзвочӗсем ӗҫлемелле. Ҫитменнине, кӑҫалтан мопедистсен тата скутеристсен права пулмалла.
Инкекӗсем халех сиксе тухма ӗлкӗрнӗ иккен. Мопедпа ҫыхӑннӑ инкек ака уйӑхӗн 28-мӗшӗ тӗлне Раҫҫейре 14 хутчен пулнӑ та иккен. Вӗсен рульне кашнинчех 16 ҫула ҫитмен ҫамрӑксем тытса пынӑ.
Пӗлтӗрхи чӳк уйӑхӗччен скутерпа 14 ҫултанах ҫӳреме ирӗк паратчӗҫ-ха. Кӑҫал вара 16-ран иртсен кӑна руль умне ларма юрать тата, маларах палӑртрӑмӑр ӗнтӗ, кун валли права кирлӗ. Права пурри ҫул ҫинче асар-писер вӗҫтермеллине пӗлтермест.
Раҫҫейӗн субъекчӗсене ертсе пырас текен ҫыннӑн ҫав регионта 5 ҫултан кая мар пурӑнмалла е ӗҫлемелле. Ҫапла сӗнет иккен РФ Патшалӑх Думин депутачӗ Витали Злочевский хатӗрленӗ саккун проекчӗ. Кунсӑр пуҫне парламентари кӗпӗрнаттӑр посчӗшӗн кӗрешӗве РФ Патшалӑх Думин депутачӗсем е Федераци канашӗн пайташӗсем тухма пултараҫҫӗ тесе палӑртнӑ.
— Регион пуҫлӑхӗн хӑйӗн тивӗҫне пурнӑҫлама опыт пулнипе пӗрлех унӑн РФ субъекчӗн ыйтӑвӗсене те пӗлмелле. Ун пек чух кӑна унӑн ӗҫӗ тухӑҫлӑрах та актуаллӑрах пулӗ, — тенӗ саккун проекчӗн авторӗ.
РФ Патшалӑх Думин экономика политики тата усламҫӑлӑх енӗпе ӗҫлекен комитечӗн ертӳҫи Евгений Федоров та ырланине пӗлтернӗ.
Сӗнӳ саккуна ҫаврӑнайӗ-и е ҫук-и — кӑна депутатсем татса парӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (04.05.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 743 - 745 мм, 18 - 20 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Фёдоров Михаил Фёдорович, чӑваш этнографӗ, ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
| Васан Анатолий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, литература тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Н.В. Фёдоров Республика кунне патшалӑх уявӗ шутне кӗртнӗ. | ||
| Республика кунне патшалӑх уявӗсен шутне кӗртнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |