Чӑваш Ен мусӑкҫи Алексей Айхи Раҫҫейри сумлӑ «Ника» премие тивӗҫнӗ. Вӑл «Фильм валли ҫырнӑ чи лайӑх кӗвӗ» номинацире чи лайӑххи пулса тӑнӑ. Кун пирки Чӑваш Республикин влаҫӗсен официаллӑ порталӗнче ҫырнӑ.
Кинематографи премийӗ ака уйӑхӗн 2-мӗшӗнче иртнӗ. Чӑваш композиторӗ Алексей Айхи Александр Коттӑн «Испытание» фильмӗ валли кӗвӗ ҫырнӑ.
«Чи лайӑх фильм» номинацире вара Алексей Германӑн «Трудно быть Богом» фильмӗ ҫӗнтернӗ.
Алексей Айхи «Ника» премие 2003 тата 2013 ҫулсенче те илнине палӑртмалла. Вӑл ӑна ун чухне «Любовник» тата «Орда» фильм валли кӗвӗ ҫырнӑшӑн тивӗҫнӗ.
Алексей Айхи «Золотой овен», «Золотой орел», «Белый слон» премисене тата «Кинотавр» кинофестивальте М.Таривердиева ячӗллӗ премисене те илнине палӑртмалла.
Халӗ тем тӗрле танлаштарӑм йӗркелекен те пур. Пӗрисем укҫа-тенкӗ тӑрӑмне палӑртма ӑнтӑлаҫҫӗ, теприсем ӑҫта пурӑнма лайӑхраххине пӗлесшӗн ҫунаҫҫӗ.
Халӗ тата «Симӗс патруль» экологи организацийӗ Раҫҫей субъекчӗсен экологи танлашӑмне хатӗрленӗ иккен. «Савӑнмалли хыпар: Чӑваш Ен ТОП-10 рейтинга кӗме пултарнӑ», — пӗлтерет «Хыпар» хаҫат.
Иртнӗ ҫул та пирӗ республика унта палӑрнӑ-ха. Хальхинче те вӑл унчченхи евӗрех 9-мӗш вырӑн йышӑннӑ.
Малти йӗркесене Тамбов, Белгород облаҫӗсем, Чукотка автономи округӗ йышӑннӑ. Чӑваш Ен малти вырӑнсенчен пӗрине йышӑннинче Ҫӗнӗ Шупашкарти «Хӗвел» савут хута кайнин тӳпи те пур иккен. Списокра мала лекнисем — Челепи, Мускав облаҫӗсем, Ханты-Манси автономи округӗ. Рейтинг «хӳрешкинче» — Сарӑту, Свердловск, Тула облаҫӗсем.
Тӗрлӗ ток-шоу пӑхма юратакансем Раҫҫейӗн паллӑ актерӗ, «Жесткий романс» фильмра выляса ят ҫӗнсе илнӗ Лариса Гузеева ертсе пыракан «Давай поженимся» кӑларӑма сиктермеҫҫех-тӗр. Ӑна 1-мӗш каналпа эрне варринче каҫсерен кӑтартаҫҫӗ. Кӑларӑма такам та пырать. Пуянни те, пуянах марри те, палли те, паллах марри те.
Ака уйӑхӗн 1-мӗшӗнчи ток-шоуна Кубӑра пурӑнакан Вилкин текен каччӑ авланас йӳтӗмпе пынӑ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, вырӑс хӗрне арӑм тӑвасшӑн. Хӗрсемпе паллаштарма тытӑниччен каччӑн амӑшӗ Вилкин хӑйӗн ывӑлӗ мар пулин те ӑна мӗн ӗмӗр тӑршшӗпех тӑван ывӑл евӗр пӑхса ӳстернине пӗлтерчӗ. Унтан ҫав хӗрарӑм Вилкин амӑшӗ Лариса Гузеева тесе хучӗ. Гузеева тунса тӑмарӗ. Совет Союзӗ вӑхӑтӗнче Кубӑра пулнине, унти пӗр арҫынпа «роман» пулнине, унпа ача ҫуратнине йышӑнчӗ. Вилкина ыталаса илчӗ, ӑна пӑхса ӳстернӗ хӗрарӑма тав турӗ, мӗншӗн малтанах хӑйне шыраманнипе кӑсӑкланчӗ. Хумханнӑҫи пулса кӑларӑма ӳкернӗ ҫӗртен айккинелле пӑрӑнса та илчӗ. Унтан хӑйне алла илнӗҫи туса, «Кӑларӑма манӑн ертсе пымаллах», — тесе тепӗр хут пырса ларчӗ.
Анчах ку вӑл ака уйӑхӗн 1-мӗшӗнчи шӳт пулнине кӑларӑма ертсе пыракансем шарламасӑрах ирттерчӗҫ.
Раҫҫейӗн тӗп прокурорӗ Юрий Чайка Ханты-Мансийск автономи округӗнче йӗрке тума Нягань прокурорне куҫарнӑ. Ҫав должноҫре Ҫӗмӗрле ҫынни Михаил Павлов тӑрӑшнӑ иккен. Халӗ, ав, ӑна Ханты-Мансийскра ӗҫлеме шаннӑ. Унти районсем хушшинчи прокурорта.
Михаил Александрович пирки каласан, вӑл 1975 ҫулта Чӑваш ССРӗнчи Ҫӗмӗрле хулинче ҫуралнӑ. Кун пирки «Накануне.ру» интернет-кӑларӑм хыпарлать. Прокуратура органӗсенче Ҫӗмӗрлере ҫуралнӑ арҫын 2002 ҫулхи утӑ уйӑхӗнченпе тӑрӑшать иккен. Прокуратурӑра тӗпчевҫӗре тимленӗ, район прокурорӗн ҫумӗ, шалти ӗҫсен органӗсене тӗрӗслесе тӑрас енӗпе ӗҫлекен пай прокурорӗ, пай пуҫлӑхӗн ҫумӗ пулнӑ. Наркотӗрӗслевре те ӗҫлеме ӗлкӗрнӗ. Халӗ вӑл ҫӗнӗ вырӑнта та чӑваш ятне ӳкермессе шанас килет.
Чӑваш Енӗн Финанс министерствин специалисчӗ Пӗтӗм Раҫҫейри конкурсра ҫӗнтернӗ. «Финанс пуҫламӑшӗ» конкурса «Раҫҫейӗн финансисчӗсен пӗрлӗхӗ» коммерцилле мар юлташлӑх йӗркеленӗ. Конкурса Раҫҫейӗн регионӗсен финанс тытӑмӗсен тата муниципалитетсенчи специалисчӗсем хӑйсен пултарулӑхне тӗрӗсленӗ.
Ҫӗршыв шайӗнчи конкурса кайма хӑюлӑх ҫитернисен хушшинче Чӑваш Енӗн Финанс министерствин виҫӗ специалисчӗ пулнӑ, Владимир Миронов, Ирек Ямалиев тата Алена Постнова. Вӗсем «Профессире чи лайӑххи» ятшӑн «Чи лайӑх ҫамрӑк финансист» номинацире тупӑшнӑ. Конкурса хутшӑннисен «2015-мӗш ҫулта тата 2016–2017-мӗш ҫулсенче хыснан тупӑш пайне ҫул-йӗрпе майсем» темӑпа ӑслӑлӑхпа практика ӗҫӗ ҫырма тивнӗ. Конкурсра Алена Постнова лауреат пулса тӑнӑ.
Ҫӗршывӑн правительстви ипотекӑна субсидилеме йышӑнни пирки Чӑваш халӑх сайчӗ маларах пӗлтернӗччӗ. Аса илтеретпӗр, банксен процент ставкине патшалӑх субсидиленӗ хыҫҫӑн ҫынсен 12 процентпа ҫеҫ тӳлемелле тӑрса юлать.
Ҫӑмӑллӑхлӑ кредит паракан программа пуш уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пурнӑҫа кӗме тытӑнчӗ. Вӑл шӑп та лӑп ҫулталӑка, 2016 ҫулхи пуш уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен, пымалла.
Ҫӑмӑллӑхлӑ программӑпа парас кӑмӑллине ҫӗршыври темиҫе кредит организацийӗ пӗлтернӗ те ӗнтӗ. Ҫав шутра — Перекет банкӗ, ВТБ, Россельхозбанк. Юлашкинчен асӑннӑ банкӑн Чӑваш Енри филиалӗн пресс-служби кредита илес тесен ҫынсен хӑйсен кӗсйинчен ҫурт-йӗр хакӗн 20 процентӗнчен кая мар кӑларса хумаллине пӗлтерет. Кивҫен укҫана 30 ҫул таран параҫҫӗ.
Раҫҫей Президенчӗ Наци ӗҫӗсемпе тимлекен федерации агентстви йӗркелеме сӗннӗ. Кун пирки Кремлӗн пресс-служби хыпарлать. Владимир Путин ҫӗршывӑн премьер-министрне Дмитрий Медведева ҫакна пӑхса тухса акан 15-мӗшӗ тӗлне сӗнӳсем тӑратма хушнӑ.
Наци ӗҫӗсем енӗпе тимлекен федераци агентстви наци тата конфесси хушшинчи хутшӑнусене мала кӑларса тӑратнӑ май Раҫҫейӗн нумай нациллӗ халӑхӗн пӗрлӗхне ҫирӗплетессипе ҫине тӑмалла. Кунсӑр пуҫне агентство халӑхсен этнокультурине аталантарассипе тӑрӑшмалла. Ҫак ыйтусемпе ҫыхӑннӑ федерацин тӗллевлӗ программисем те асӑннӑ агентство яваплӑхӗ шутланӗҫ.
Маларах ҫӗршывра кун пек ведомство пулнӑ. 2001 ҫулта ӑна пӗтернӗ. Унӑн тивӗҫне темиҫе министерствӑна пайласа янӑ. Патшалӑхӑн наци политикипе Регионсен аталанӑвӗн министерстви тимлеме пуҫланӑ. Пӗлтӗр вӑл министерствӑна пӗтерсе наци ыйтӑвне Культура министерствине панӑ.
Чӑваш Ен каччи, велосипедпа ҫулҫӳреве тухнӑскер, ҫак кунсенче Кавказ тӑрӑхне ҫитнӗ. Унтан Беслана кайнӑ.
Никита Васильев Раҫҫейпе Грузи чикки урлӑ пуш уйӑхӗн 21-мӗшӗнче каҫнӑ та Владикавказ тӑрӑх ҫӳреме тытӑннӑ. Никита каланӑ тӑрӑх, Ереванран Карабах таран 350 ҫухрӑм. Ҫул сӑртсем урлӑ выртать. Никита Васильев тӗнче курса ҫӳренӗ хыҫҫӑн, ҫичӗ уйӑхран, Раҫҫей ҫӗрӗ ҫине кӗнӗ.
Чӑваш каччине Владикавказри транспорт шавӗ йӑлӑхтарнӑ-мӗн. Бесланра ӑна ӑшшӑн та тарават кӗтсе илнӗ. Унта велокультура та вӑйлӑ аталаннӑ-мӗн.
Халӗ Никита Васильев Бесланра. Унтан вӑл Чӑваш Ене килме тухасшӑн.
Пуш уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Мурманскра «Мускав – транзит – Мурманск» эстрада ӳнерӗн пӗтӗм тӗнчери фестивалӗ иртнӗ. Ӑна 10 ҫул ытла йӗркелеҫҫӗ пулин те Мурманскра ун пекки халиччен пулман. Фестивале Мурманскри чӑвашсен «Чӑваш ен» культура обществин тата чӑваш юррин «Акатуй» вокал ансамблӗн пайташӗ Дина Агеева хутшӑннӑ. Дина Агеева шӑрантарнӑ «Лашисене шӑварнӑччӗ» чӑваш халӑх юрри тӳресен чунне хӑйне евӗр янӑранипе тыткӑнланӑ-мӗн.
Дина Тутарстанри Ҫӗпрел районӗнчи Матак ялӗнче ҫуралнӑ. 2009 ҫулта вӑл Тутарстанра иртнӗ «Чӑваш шӑпчӑкӗ» конкурса хутшӑннӑ. Вӑтам шкул пӗтернӗ хыҫҫӑн хӗр Шупашкарти И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетне вӗренме кӗнӗ. Студент чухне пике чӑваш каччипе, Никита Агеевпа, паллашнӑ. Ҫар службине суйласа илнӗскерпе кӗҫех ҫемье ҫавӑраҫҫӗ. Мӑшӑрӗ хыҫҫӑн ҫамрӑк арӑм тӗнче хӗрне тухса каять. Ҫапла-ҫапла, тӗнче хӗрнех. Малтан Агеевсем Тинӗсҫум крайӗнчи Славянка поселокра пурӑнаҫҫӗ, кайран Сахалинти Шикотан утравӗ ҫине куҫса каяҫҫӗ. Халӗ ҫемье Мурманск хулинче тӗпленнӗ. Хастар ҫамрӑк хӗрарӑм ахаль ларас темен — вырӑнти чӑвашсем ирттерекен мероприятисене хутшӑнма тытӑннӑ, «Акатуй» ушкӑн солисчӗ пулса тӑнӑ.
Тюменьте ача-пӑча пултарулӑхӗн «Асамат кӗперӗ» наци пултарулӑхӗн 25-мӗш юбилей фестиваль-конкурсӗ иртнӗ. Унта Ямалти тата Юграри пултарулӑх ушкӑнӗсем хутшӑннӑ. Фестивале кӑҫал 2,5 пин ытла конкурсант хутшӑннӑ.
Фестивальте Муравленко хулинчи «Шевле» ансамбль те хӑйӗн пултарулӑхне кӑтартнӑ. Вӗсен унта хӑйсен чи хаклӑ туприне — ҫӗнӗ юрӑсене — илсе пынӑ. Ансамбль ҫавсене Ямалти хуласемпе ялсем тӑрӑх фольклор экспедицийӗсене ҫӳресе пӗрчӗн-пӗрчӗн пухнӑ. Кашни нотӑна ҫавӑрттарса илме ҫӑмӑлах пулин те чӑваш юррисене шӑрантаракансем хӑйсен ҫепӗҫлӗхӗпе, сцена ҫинче тытма пӗлнипе куракана тыткӑнланӑ.
«Шевле» ансамбле ҫӳрекен хӗрсем юрланипе пӗрлех тӗпчев ӗҫӗпе те аппаланаҫҫӗ. Чӑваш халӑхӗн кун-ҫулне тӗпчеҫҫӗ, йӑли-йӗркине тата чӗлхене хӑйне. Ушкӑна ҫӳрекен Марина Михайлова хӑй украинка пулин те ҫепӗҫ чӑваш кӗввине ытараймасӑр «Шевле» солистки пулса тӑнӑ. Ушкӑна ҫӳрекен тепӗр хӗр, Кристина Лебедева, Сургутран, Вӑл чӑваш пуканисем ҫӗлет. Тӑван чӗлхепе хитре калаҫнипе вӑл 3-мӗш вырӑн йышӑннӑ. «Шевлен» солистки Виктория Иванова «Вокал» номинацире ҫӗнтернӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (04.05.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 743 - 745 мм, 18 - 20 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Фёдоров Михаил Фёдорович, чӑваш этнографӗ, ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
| Васан Анатолий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, литература тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Н.В. Фёдоров Республика кунне патшалӑх уявӗ шутне кӗртнӗ. | ||
| Республика кунне патшалӑх уявӗсен шутне кӗртнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |