«Раҫҫей хаҫачӗ» пӗлтернӗ тӑрӑх, Парламентри пӗр партире ачасене ят панӑ чухне хисепсемпе, чарӑну паллисемпе, тӗрлӗ паллӑсемпе усӑ курма чаракан саккун проектне хатӗрлеме тытӑннӑ.
Унӑн пуҫаруҫисенчен пӗри Виктория Пашкова адвокат пӗлтернӗ тӑрӑх, халӗ ашшӗ-амӑшӗ ачине кирек мӗнле ят та пама пултарать. ЗАГС, ят хитре мар янӑрать, кӳрентерет пулсан та, регистрацилеме хирӗҫлеймест.
Пӗр арҫын ачапа ӑнланманлӑх сиксе тухнӑ. Ӑна ашшӗ-амӑшӗ БОЧ рВФ 260602 ят панӑ (вырӑсла — Биологический объект рода Ворониных-Фроловых, родившийся 26 июня 2002 года). Ята 10 ҫул усӑ курма ирӗк памаҫҫӗ. Пӗчӗк БОЧ халӗ те документсемсӗр пурӑнать. Мӗншӗн тесен суд ята регистрацилеме хирӗҫленӗ Мускаври ЗАГС майлӑ пулнӑ.
Ашшӗ-амӑшӗн шухӑш хӑвачӗ ҫулсерен ӳснине палӑртаҫҫӗ. Пӗлтӗр Космоса, Океана, Ская, Алиса-Нефертитие регистрациленӗ. Ав Беларуҫра наци йӑлисене, кӑмал-сипетне хирӗҫлекен ятсем пама юрамасть. Швецире кӳрентерекен ятсене регистрацилемеҫҫӗ.
Ҫӗнӗ Зеландире усӑ курма юракан ятсен списокӗ пур. Ӑна 2001 ҫултанпа аслисем хӑйсен ачисене Правосуди — 62 хут, Король ята 31 хут хума тытӑнсан хатӗрленӗ.
Ҫакӑн пирки newsru.com сайт хыпарлани тӑрӑх Рамблер пӗлтерет. Microsoft компани Раҫҫей шкулӗсене вӗренӳ планшечӗсемпе тивӗҫтермелли проектран тухать иккен. Проекта «Просвещение» издательствӑн директорӗсен канашне ертсе пыракан Аркадий Ротенберг ҫакланнӑ. Унӑн фончӗ санкцие лекмен, анчах Ротенбергран Америка компанийӗ сыхланас тенӗ пулать.
Хут кӗнекесене тӗрлӗ сӑлтавпа ура хунине палӑртса электрон учебниксем ҫине куҫма ӑнтӑлни ҫинчен The New York Times хаҫат каласа кӑтартнӑ. Анчах кӗтмен ҫӗртен проект йывӑрлӑхпа тӗл пулнӑ. Microsoft корпораци «Просвещение» ӑслӑлӑхпа вӗренӳ издательствипе килӗштерсе ӗҫлеме пӑрахас шут тытнӑ-мӗн. Компанире Америкӑри Пӗрлешӳллӗ Штатсен правительствипе тата юристсемпе канашланине палӑртнӑ, анчах «Просвещение» АПШ санкцине лекнине ҫирӗплетекен пулман имӗш.
Аркадий Ротенберг издательствӑн директорсен канашне пӗлтӗрхи авӑн уйӑхӗнче ертсе пыма тытӑннӑ. Вӑл издательство хуҫисенчен пӗри пулса тӑма хатӗрленнине пӗлтернӗ. Каярах ку информаци ҫирӗпленмен.
Юпа уйӑхӗн 30-мӗшӗнче РФ Президенчӗ Владимир Путин ҫӗршыври аслӑ шкулсен ректорӗсемпе тӗлпулнӑ. Съездра уйрӑмах историе пысӑк тимлӗх уйӑрнӑ.
Ректорсен канашӗ Президента шкултан вӗренсе тухакансене историпе патшалӑхӑн пӗрлӗхлӗ экзаменне тыттарма сӗннӗ. Ӑна вырӑс чӗлхипе математика пек тӗп экзаменсен йышне кӗрттересшӗн. Кун пирки «Раҫҫей К» канал пӗлтерет.
— Кашни ҫын историе пӗлме, хӑйӗн ҫӗрне юратма тивӗҫ, — тенӗ Мускав патшалӑх университечӗн ректорӗ Виктор Садовничий.
Съездра ҫӗршыври аслӑ пӗлӳ тытӑмне аталантарас ыйтӑва та хускатнӑ. Президент ҫак пӗлӳ шайне тиркекен те пуррине палӑртнӑ. Аслӑ шкултан вӗренсе тухакансен диплом кӑна мар, пӗлӳ, ӗҫлеме пӗлни те пулмаллине каланӑ. Кунпа вара кашни аслӑ шкулах мухтанма пултараймасть-мӗн.
Калуга облаҫӗн Смоленск облаҫӗн ҫӗрӗнче пӗр анклав вырнаҫнӑ — Калуговски посёлок. Унта 199 ҫын, ҫав шутра 55 ача пурӑнать. Посёлокра пурӑнакан ҫынсемшӗн ку хӑш-пӗр чӑрмавсем кӳнӗ пулать — куҫман пурлӑха регистрацилеме, социаллӑ инженери инфрструктурине юсама чӑрмантарнӑ.
Ӗнер вара Смоленск депутачӗсем икӗ регион хушшинче тунӑ килӗшӗве алӑ пусса ҫирӗплетнӗ. Смоленск облаҫӗ ҫапла май 386 гектар ҫӗр ҫухатать, ун вырӑнне Калуга облаҫӗ ӑна 415 гектар ҫӗр парать. Ку ылмашусене тунӑ хыҫҫӑн Калуговски посёлокӗ Калуга облаҫӗн ҫӗрӗсем ҫинче вырнаҫма тытӑнӗ, анклав шайӗнчен тухӗ.
Асаилтеретпӗр, Чӑваш Енӗн те унашкал анклавсем сахал мар: Елчӗк районӗнчи Вӑрӑмхӑва, Шӑмӑршӑ районӗнчи Улмаллӑ Ял, Канаш тата Максим Горький ялсем. Вӗсем тавра чӑваш ялӗсем пур пулин те вӗсене кӳршӗ республикӑн ҫӗрӗсем ҫавӑрса илнӗ: Канаш тӗслӗхрен Тутарстанӑн Ҫӗпрел районӗн варринче вырнаҫнӑ. Унсӑр пуҫне хӑш-пӗр чӑваш ялӗ республикӑн чиккипе юнашар пулин те Тутарстан ҫӗрне кӗрет (т-х: Чӑваш Паснапуҫ, Ҫӗнӗ Упи, Кивӗ Упи, т. ыт. те).
Юлашки вӑхӑтра ҫӗнӗ наркотик хутӑшӗсем тупӑнсах пыраҫҫӗ. Анчах наркотӗрӗслев ӗҫченӗсем вӗсене явап тыттараймаҫҫӗ. Списока кӗртмен хутӑшшӑн явап тыттарма май ҫук.
РФ Президенчӗ Владимир Путин Наркотӗрӗслеве психотроплӑ ҫӗнӗ хутӑшсене хӑвӑрт списока кӗртме майсем туса парасшӑн. Ку ҫамрӑксен пурнӑҫӗшӗнех усӑллӑ пулӗ. Кун пирки Патшалӑх Думин коррупципе кӗрешекен комитечӗн председателӗ Ирина Яровая пӗлтернӗ.
Ирина Яровая халӗ ҫӗнӗ хутӑшсене реестра кӗртме май ҫуккине аса илтернӗ. Ҫав хутӑшсене пула вара чылай ҫамрӑк наркӑмӑшланать, шар курать. Ҫӗнӗ саккуна йышӑнсан лару-тӑру лайӑх енне улшӑнасса шанать.
Патшалах Думи ку проекта чӳкӗн 10-мӗшӗнче иртекен ларура пӑхса тухӗ.
Килес ҫул мӗнпур социаллӑ тӳлеве индексацилемелле. Ҫакӑн пирки ҫӗршывӑн Ӗҫ тата социаллӑ аталану министрӗ Максим Топилин пӗлтернӗ.
«Патшалӑх Думинче ҫирӗплетекен нормативлӑ актсемпе, мӗнпур хутсемпе килӗшӳллӗн социаллӑ тӳлевсене килес ҫул 5 процент индексацилеме палӑртнӑ», — тенӗ министр. 5 процент инфляци шайӗпе танлашмалла тесе шухӑшлаҫҫӗ-мӗн. Социаллӑ тӳлеве индексацилес енчен нимле хӑрушлӑх та пулмалла маррине шантарнӑ Раҫҫейӗн V Социаллӑ форумӗнче Топилин министр.
Индексацилеме икӗ тапхӑрпа палӑртнӑ — кӑрлачӑн 1-мӗшӗнче тата ака уйӑхӗн 1-мӗшӗнче.
Раҫҫей Парламенчӗ ҫамрӑксене эрех сутмалли ӳсӗме каллех ӳстерме ыйтать. Халӗ 18 ҫул тултарнисен эрех-сӑра туянма юрать пулсан ҫак ӳсӗме 21 ҫул таран хӑпарттарасшӑн.
Мӗн тӗллевпе? Паллах, ҫамрӑксене эрех-сӑраран сивӗтес тӗллевпе. Ку тӗлӗшпе саккун проектне Федераци Канашӗн социаллӑ политика енӗпе ӗҫлекен председателӗн ҫумӗ Вячеслав Фетисов хатӗрленӗ.
Вӑл шухӑшланӑ тӑрӑх, ку ӳсӗме хӑпартни ҫамрӑксене эрех-сӑрапа ир туслашасран сыхлать. Документа Патшалӑх Думине ҫитес вӑхӑтра кӗртме палӑртаҫҫӗ. Кун пирки «Известия» хаҫат пӗлтерет.
Тӗрӗссипе, ку проекта Патшалӑх Думине пӗр хут кӑна мар кӗртнӗ. Анчах кашнинчех ӑна пӑрахӑҫланӑ. Ара, Граждан кодексӗ 18 ҫул тултарнӑ ҫамрӑксене права тӗлӗшӗнчен хӗсме юраманнине палӑртать-ҫке-ха. Анчах Патшалӑх Думине 21 ҫулта ҫеҫ суйланма юрать. Эппин, эрех-сӑрана та 21 ҫула ҫитменнисене сутма мӗншӗн чарас мар? Ҫапла шухӑшлаҫҫӗ проекта сӗнекенсем.
Чылай ҫӗршывра эрехе 21 ҫултан кӗҫӗнреххисене сутмаҫҫӗ. Нью-Йоркра ҫак ӳсӗме ҫитменнисене пирус та памаҫҫӗ.
РФ Юстици министерстви ҫӗнӗ саккун проекчӗ пирки пӗлтерет. Вӑл ӳсӗр водительсем ларнӑ транспорта полицейскисем тытсан ӑна штрафстоянкӑна илсе кайма сӗнет. Налук тӳлеменнисем вара ҫемье ҫавӑраймӗҫ. Кун пирки «Раҫҫей хаҫачӗ» пӗлтерет.
Документпа килӗшӳллӗн, водительсен малтан урӑлмалла, унтан штрафстоянкӑна пырса укҫа сахал мар тӳлемелле. Суд приставӗсем налук тӳлемен ҫынна юридици тӗлӗшӗнчен питӗ кирлӗ ӗҫе тума чарма пултарать.
Тӗрӗссипе, урапана штрафстоянкӑна ямалли пирки тахҫанах калаҫаҫҫӗ. Анчах кунта хӑш-пӗр ыйту сиксе тухать. Транспорт рулӗ умӗнче урапа хуҫи пулмасан та пултарать. Урапапа пӗтӗм ҫемье усӑ курать-ҫке-ха.
РФ Юстици министерстви штрафстоянкӑри транспорта каялла илмешкӗн 30 пин тенкӗ тӳлеттересшӗн. Ку — пӗрремӗш хутӗнче. Руль умне каллех ӳсӗрле ларсан 50 пин тенкӗ тӳлеме тивӗ-мӗн. Ҫитменнине, эвакуаторшӑн тата урапана стоянкӑра тытнӑшӑн тӳлемелле.
Саккуна пурнӑҫа кӗртес шанчӑк пысӑк. Пурин те кунашкал пысӑк укҫа ҫук. Ҫавӑнпа хӑш-пӗр ӳсӗр водитель хӑйӗн урапине, тен, урӑх кураймӗ те.
Общество палатин пайташӗ Дмитрий Чугунов тротуарпа ҫӳрекен урапасене правасӑр ҫур ҫуллӑха хӑварттарасшӑн. Сӑлтавӗ те пур. Юлашки 3 уйӑхра Раҫҫейре ҫуран ҫӳрекенсемпе пулса иртнӗ инкексен шучӗ 34% ӳснӗ. Чугунов ку тротуарпа ҫӳрекен урапасемпе те ҫыхӑннӑ тесе шухӑшлать. Вӑл Патшалӑх Думин транспорт комитетне КоАПа улӑштарма ыйтнӑ.
Дмитрий Чугунов шухӑшӗпе, хальхи штраф — 2 пин тенкӗ — витӗмлӗ мар. Кашни 10-мӗш водитель 2-3 уйӑхра ҫак штрафа тӳлет. Ку вӗсемшӗн темех мар-мӗн.
Александр Старовойтов вара правасӑр хӑварнине ытла ҫирӗп тесе шухӑшлать. Вӑл ку енӗпе мерӑна ҫирӗплетме хирӗҫ мар. Анчах урӑхла: ҪҪХПИ ӗҫченӗсене ҫак йӗркене пӑсакансем тӗлӗшпе тимлӗрех пулма ыйтать.
«Раҫҫейри автомобилистсен юхӑмӗ» общество председателӗ Виктор Похмелкин шухӑшӗпе, йӗркене пӑсакансем пӗчӗк штрафа пула мар нумай. Тротуарпа ҫӳрекен водительсене явап сахал тыттараҫҫӗ-мӗн. «ҪҪХПИ ӗҫченӗсем ку тӗлӗшпе тимсӗр. Кунашкал йӗркене пӑснӑ тӗслӗх сахал тупса палӑртнӑ», — тенӗ вӑл.
2021 ҫул тӗлне ҫӗршыври шкулсенче ачасем валли вырӑн ҫитми пулӗ. Ҫапла. Шкулсенче те. Халӗ ача-пӑча пахчисене черет лекейменнипе аптӑраҫҫӗ пулсан, кӑштахран кӗтӳҫ пушши тӑршшӗ черет шкула лекессишӗн пулса кайма пултарать. Ҫапла шухӑшланине Раҫҫейӗн Правительствин ертӳҫин ҫумӗ Ольга Голодец палӑртнӑ. Ӑна вӑл «правительство сехетӗнче» каланӑ.
Шкулсенче ачасем валли вырӑн хӗсӗнсе ҫитессин сӑлтавне тупма йывӑр мар-тӑр-ха. Укҫа-тенке перекетлес, ачисем сахал тесе шкулсене хупкаларӗҫ те. Тата халӗ амӑш укҫи, тӳлевсӗр ҫӗр панине кура та пулӗ ача ҫуратакансем йышланса кайрӗҫ. Голодец шучӗпе 2021 ҫулта 2,5 миллион ача вырӑн ҫитмӗ. Ҫӗршывӑн Правительствин ертӳҫин ҫумӗн шучӗпе ку ыйту пирки халех шухӑшлама пуҫламалла.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (04.05.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 742 - 744 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Фёдоров Михаил Фёдорович, чӑваш этнографӗ, ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
| Васан Анатолий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, литература тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Н.В. Фёдоров Республика кунне патшалӑх уявӗ шутне кӗртнӗ. | ||
| Республика кунне патшалӑх уявӗсен шутне кӗртнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |