Паня, утӑн 4-мӗшӗнче, Чунҫӳрев-2010 черетлӗ 21-мӗш ҫулҫӳреве тухать.
Чунҫӳревпе кӑсӑкланакансем унти ӗҫсем епле пынипе, ҫулҫӳревҫӗсем халӗ ӑҫта ҫитнине КУНТА пӗлме пултараҫҫӗ. Ятарлӑ сайтри кун кӗнеки ҫулҫӳрев вӑхӑтӗнчех тулса пырӗ — ҫула тухайманнисем хӑйсене вӗсемпе пӗрле пулнӑ пек туйса илейреҫҫӗ.
Чунҫӳреве 1990 ҫулта Олег Михайлович Цыпленкова Чӑваш комсомол обкомӗн секретарьне лартнӑ хыҫҫӑн йӗркеленӗ.
Чи малтанах ҫулҫӳреве Чӑваш Республикинче пурӑнакансем ҫеҫ хутшӑннӑ, 1991 ҫулта вара чунҫӳреве республика тулашӗнчи чӑвашсене те илсе кайнӑ — пурӗ 5 ПАЗ автобуспа ҫула тухнӑ. Пӗрремӗш ҫул Пӑлхара ҫеҫ кайнӑ пулсан, иккӗмӗшӗнче ҫулҫӳрев маршрутне Сӑвар хушӑннӑ. Ҫапла майӗпен ҫул вӑрӑмланнӑ, ҫӗнӗ вырӑнсемпе пуянланнӑ. Хальхи вӑхӑтра чунҫӳревҫӗсем Пушкӑрта ҫитиех каяҫҫӗ.
Чунҫӳрев маршручӗ чӑн та интереслӗ. Чӗмпӗр, Пӑлхар, Сӑвар хулисемсӗр пуҫне чӑваш ҫыравҫисен, ӳнерҫисен, тӗпчевҫисен вил тӑприсем ҫине кӗрсе тухаҫҫӗ: Митта Ваҫлейне, Г.
Утӑн 3-мӗшӗнче Нурлатра чӑваш культурин «Уяв» праҫникӗ пулать, 2006 ҫултанпах ҫакӑнта иртет вӑл. Кӑҫал унта республикӑмӑртан, кӳршӗллӗ регионсенчен 50 чӑваш фольклор ушкӑнӗ хутшӑнать. Илемлӗ пултарулӑх коллективӗсемсӗр пуҫне Шупашкартан килнӗ профессионал-юрӑҫсем те халӑх кӑмӑлне ҫавӑрӗҫ. Уява пыракансем чӑваш апачӗсене, кил-ҫурт хуҫалӑхне, вӑййисене курса хаклӗҫ. Ҫавӑн пекех кӑмӑла каякан пикепе яша «Уяв пикипе» «Уяв паттӑрӗ» ят илме пулӑшма пулать.
Нумай пулмасть Тутарстанӑн Теччӗ районӗнчи чӑваш центрӗн ертӳҫи Владимир Григорьевич Вериялов ҫӗнӗ кӗнеке кӑларчӗ — кун пирки «Сувар» хаҫат пӗлтерет. 100 экземплярлӑ «Чувашские населенные пункты. Тетюшский муниципальный район Республики Татарстан» кӗнекене Теччӗ районӗ 80 ҫул тултарнине халалласа кӑларнӑ.
Кӗнекере чӑваш халӑх академикӗ Теччӗ тӑрӑхӗнчи мӗнпур чӑваш ялӗ ҫинчен ҫырса кӑтартнӑ: Пухтел, Аслӑ Ӑнӑ, Ивански, Кӑнна Кушки, Ҫӗньял, Победа, Таяпа, Чакӑлтӑм, Хупкӗпер, Таркан Пуҫ, Юккел, Кушкуй, Шанчӑ, Кивьял, Ҫармӑс, Чӑваш Чураппанӗ. Кашни яла сӑнланӑ чух автор малтан ялӑн географилле вырӑнне илсе кӑтартать. Хусантан миҫе ҫухрӑмра вӑл, Пӑваран.
Шупашкарта, К.Иванов ячӗллӗ Литература музейӗн залӗнче, 2010 ҫулхи ҫӗртмен 10-мӗшӗнче чӑваш литературин умкаҫалӑкӗ умӗнче тӑнӑ Турхан Энтри (1888–1972) ывӑлӗ Турхан Евгений чӑваш ҫыравҫи 60 ҫул тултарнине паллӑ турӗҫ. Евгений Елчӗкри Турханта ҫуралнӑ, Патӑрьелӗнче пурӑннӑ, Хусан чӑвашӗ пулса тӑни — 15 ҫул.
Турхан Евгений чӑваш литературинче 40 ҫул ӗҫлет. Хайлавӗсем Патӑрьелӗнчи «Авангард», Шупашкарти «Пионер сасси», Хусанти «Сӑвар» тата ытти хаҫатсенче, «Капкӑн» тата ытти журналта пичетленнӗ. Кӗнекисем: «Пӑла таврашӗнче» (поэма, Патӑрьел, 1990), «Тайна обелиска» (Хусан, 1999), «Последний эльтебер» (Хусан, 2001), «Ӑҫта-ши эсӗ, юратӑвӑм?» (Шупашкар, «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2009). Халӗ вӑл трилогин «Сокровища северских эльтеберов» тата «Сын эльтебера» романӗсене ҫутта кӑларма вӗҫлесе пырать.
Ҫӗнтерӳ Кунне 65 хут уявлас умӗн кӗнеке лавккисене ҫӗнӗ кӗнеке ҫитрӗ — «Алӑкран тухрӑм — тайӑлтӑм...» юрӑсен пуххи. Ӑна пухса кӑлараканӗ — Светлана Лаврентьева. Кӗнекене пӗлтӗр пуш-ҫертме уйӑхӗсенче ирттернӗ Республикӑри вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче юрлакан юрӑсен I фестиваль тӑрӑх хатӗрленӗ.
Кӗнекене тури, анатри тата анат енчи чӑвашсен салтак юррисем кӗнӗ. Ҫавӑн пекех унта тӑлӑха юлнисен, упӑшкисене ҫухатнисен юррисем те пур. Юрӑсене республикӑри 14 районта, Тутарстанӑн Пӑва районӗнче, Сарӑту облаҫӗнчи Пасар Карапулак районӗнче ҫырса илнӗ.
Кӗнекепе Чӑваш наци музейӗнче ҫӑвӑн 5-мӗшӗнче паллаштарчӗҫ. Унта Чӑваш Республикин культурӑн, национальноҫсен ӗҫӗсен, информаци политикипе архив ӗҫӗн Министрӗ Роза Лизакова, Раҫҫей Федерацийӗн тата Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗ Михаил Кондратьев тата ыттисем пулчӗҫ. «Уяв», «Валинке» тата Ф.П. Павлов ячӗллӗ Шупашкарти музыка училищин студенчӗсем кӗнекене кӗнӗ юрӑсене шӑрантарчӗҫ.
Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче Иван Яковлевич Яковлев ҫуралнӑ кунӗ умӗн «ҫавра сӗтел» ирттересси йӑлана кӗнӗ. Кӑҫал ӑна «Чӑваш чӗлхи кунӗ: малашлӑхпа ҫӗнӗлӗх» ят панӑ. Кун йӗркине 3 пая уйӑрнӑ. «Чӗлхемӗрпе ӑс-хакӑлӑн паянхи ҫутлӑхӗ» пайра Чӑваш Енре тӗпленнӗ халӑх пултарулӑхне, пуҫарулӑхне, унӑн ӑс-тӑн, культура шайне тӑван чӗлхепе пуянлатассине сӳтсе явма палӑртнӑ. Иккӗмӗшӗнче «Чӗлхесем ҫинчен калакан» саккунпа килӗшӳллӗн 2012 ҫулчченхи программӑпа ӗҫлессине, чӑваш чӗлхин ӑнлантару словарӗ, пысӑк калӑпӑшлӑ «Вырӑсла-чӑвашла словарӗпе» «Чӑвашла-вырӑсла словарьне», лексикӑн электрон тулли версине хатӗрлессине пӑхса тухма тӗв тытнӑ. Виҫҫӗмӗш пая чӗлхемӗрӗн тӗрлӗ ыйтӑвне ҫутатса тата тишкерсе 2009 ҫулта институт пичетленӗ кӗнекесемпе паллаштарассине кӗртнӗ.
Чӗлхе ыйтӑвӗсемпе ҫыхӑннӑ ларусем тавлашуллӑ та шавлӑ иртеҫҫӗ. Кашни ӑсчах хӑйӗн шухӑшне ӗнентересшӗн тӑрӑшать. Ҫавна асра тытсах ЧР Вӗрентӳ институчӗн кафедрин ертӳҫи Ю.
Ҫӗрпӳ районӗнчи чӑваш чӗлхи вӗрентекенӗсем акан 22-мӗшӗнче Тутар Республикине, И.Я. Яковлевӑн тӑван ялне Кӑнна Кушкине кайса килчӗҫ. Вӗсем кунта хӑйсен ӗҫтешӗсемпе тӗл пулчӗҫ, чӑваш чӗлхине вӗрентес ӗҫри малашлӑхлӑ пулӑмсене хакларӗҫ, пӗр-пӗрин ӗҫ опычӗпе паллашрӗҫ. Хӑнасене И.Я. Яколвев ентешӗсем концертпа савӑнтарчӗҫ. Ҫӗрпӳсем те ташӑ-юрӑпа сцена ҫине тухрӗҫ. Тӗлпулура ҫавӑн пекех чӑваш чӗлхин паянхи электрон тата интернет тӗнчи пирки те сӑмах пулчӗ. Кунта лару-тӑру малалла аталанса пани ик ене те савӑнтарчӗ. Малашне интернет уҫлӑхра тӑтӑшах тӗлпулма, пӗр-пӗрне пулӑшса пыма калаҫса татӑлчӗҫ. Семинар хыҫҫӑн ҫӗрпӳсем И.Я. Яковлев музейӗнче экскурсире пулчӗҫ, ял тӑрӑх курса ҫӳрерӗҫ.
Музыка искусствинче тава тивӗҫлӗ ӗҫсем тунӑшӑн тата Тутарстанпа Чӑваш Республики хушшинчи наци хутшӑнӑвӗсене, культура ҫыхӑнӑвӗсене ҫирӗплетес ӗҫре нумай тӑрӑшнӑшӑн пушӑн 18-мӗшӗнче Тутарстан Президенчӗ Минтимер Шаймиев «Янра юрӑ» ансамблӗн солистне тата илемлӗх ертӳҫине Вячеслав Васильевич Христофорова «Тутарстан Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ» хисеплӗ ята парасси ҫинчен Хушу кӑларнӑ.
Тутарстан чӑвашӗсем йӗркелекен культура мероприятийӗсене, ыр кӑмӑллӑх акцийӗсене ҫулран ҫул тӑтӑш хутшӑнса В.В.Христофоров ҫак хисеплӗ ята тивӗҫнӗ.
Тава тивӗҫлӗ артиста чунтан саламлатпӑр!
Нарӑсӑн 20-мӗшӗнче Шупашкарта тӗрлӗ регионти обществӑллӑ пӗрлешӳсем Раҫҫей Федерацийӗнчи кӑк халӑх чӗлхисене упраса хӑварас тата вӗсене аталантарас ыйтусене сӳтсе явма пысӑк канашлӑва пухӑнчӗҫ. Пуху Чӑваш наци музейӗнче иртрӗ.
Пӗтӗмӗшле илсен пухӑннӑ ҫынсене 2007 ҫулхи юпан 1-мӗшӗнче йышӑннӑ 309 №-лӗ федераллӑ саккун пӑшӑрхантарать — ытларах вӗсем ӑна сӳтсе яврӗҫ, ӑна хирӗҫлесе докладсем каларӗҫ. Тухса калакансем чылай пулчӗҫ. Тутарстанран килнӗ Сафиуллин Фандас Шакирович 309 №-лӗ саккунӑн кун-ҫулне уҫса пама тӑрӑшрӗ. Ҫак саккуна пурнӑҫлама тытӑнни те — сӑмахран, ППЭ-на тӑван чӗлхесемпе ирттерме чарни — ӑна пӑшӑрхантарни пирки пӗлтерчӗ. Патшалӑх тӑван чӗлхепе 1-4 классенче ҫеҫ вӗрентме сӗнет иккен (хальхи вӑхӑтра — 9-мӗш класчен), тата тӑван чӗлхесене вырӑс чӗлхипе вӗрентмелле имӗш. Ҫак йӗркесене пурнӑҫа кӗртме шухӑшлани ун шучӗпе (тӗрӗссипе, пухӑва хутшӑннӑ ҫынсен ытларахӑшӗ те ҫапла шутлать) Раҫҫейре вырӑс мар халӑхсене вырӑслатассипе ҫыхӑннӑ.
Регионаллӑ компонент шучӗпе малтан тӑван чӗлхене, тӑван халӑх историне тата культурине вӗрентнӗ пулсан, халӗ, ӑна пӑрахӑҫланӑ хыҫҫӑн ҫак предметсем хӑйсен саккунлӑх никӗсне ҫухатнӑ пек пулса тухать.
Хусан исполкомӗн чӗлхе аталанӑвӗн тата обществӑллӑ организацисемпе ҫухӑну тытакан пай пуҫлӑхӗ Ирек Арсланов пӗлтернӗ тӑрӑх хулари реклама хӑмисене (билбордсене) икӗ чӗлхеллӗ тума палӑртнӑ — вырӑсла тата тутарла. Кун пирки тин кӑна «Про Город — Казань» портал пӗлтернӗ.
Ҫитес вӑхӑтра «Хула таврашӗнче тулаш рекламӑпа информацие вырнаҫтармалли йӗркен положенине» улшӑнусем кӗртме палӑртнӑ. Ирек Арсланов шухӑшӗпе ку ҫӗнетӳ рекламӑпа паллашма вырӑсла калаҫакансене кӑна мар, тутарла калаҫакансене те май парӗ.
Хула исполкомӗнчи тулаш рекламӑпа информаци управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх икӗ чӗлхеллӗ рекламӑна хальччен те вырнаҫтарнӑ — Библипе Коранти ҫырнисене, ҫыравҫӑсен шухӑшӗсене усӑ курнӑ социаллӑ реклама татарла тата вырӑсла пулнӑ.
Пирӗн чӑвашсен, тутарсен тӗслӗхӗпе усӑ курсан питӗ лайӑх пулӗччӗ те... пулайӗ-ши вӑл? Пирӗн пуҫлӑхсен унашкал утӑм тума хӑю ҫитеймест пулӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (17.06.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 743 - 745 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.