Пушкӑртстанри Стерлӗ (Стерлитамак) хулинче яллӑ вырӑнсенче вырнаҫнӑ вӗренӳ учрежденийӗсем хушшинче футболла выляссипе Пӗтӗм Раҫҫейри ӑмӑрту иртет. Унта 13–15 ҫулсенчи ҫамрӑксем вӑй виҫеҫҫӗ.
Пушкӑртстанри, Тутартсанри, Дагестанри, Ҫурҫӗр Осетинчи, Мӑкшӑри, Ӗремпур, Курган, Ярославль, Чулхула, Челепи облаҫӗсенчи ушкӑнсемпе пӗрлех чӑваш яшӗсем те тупӑшӗҫ. Кун пирки республикӑн Ял хуҫалӑх министерстви Пушкӑртстанри Ял хуҫалӑх министерстви хыпарлани тӑрӑх пӗлтерет. Хӑш шкулти ачасем хутшӑнни пирки, шел те, асӑнман...
Сӑмахӑмӑр «Раҫҫей пӗрлӗхӗшӗн» истори курсӗ пирки-ха. Раҫҫейӗн Вӗренӳ министерстви шкулта историе вӗрентмелли концепцие хатӗрлеме конкурс ирттересси пирки пӗлтернӗ. Тендерӑн пӗтӗмӗшле хакӗ 11,4 миллион тенкӗпе танлашать-мӗн.
Концепцие хатӗрлекенсен Раҫҫей халӑхне пӗтӗҫтерес тата ҫӗршывӑн хӑрушсӑрлӑхне тивӗҫтерес тесе (ку шухӑша конкурс условийӗнче палӑртнӑ) ӑслӑлӑхпа тӗпчев ӗҫӗ ирттермелле иккен.
Аукционта кам ҫӗнтерни кӑҫалхи юпа уйӑхӗн 2-мӗшӗнче паллӑ пулӗ. Мӗнпур ӗҫе вара килес ҫулхи ҫу уйӑхӗн 30-мӗшӗччен вӗҫлемелле.
Проектра Раҫҫейӗн историне «унӑн регионӗсен историйӗ» урлӑ вӗренмелле тесе каланӑ-мӗн-ха. Анчах, «Ирӗклӗ сӑмах» интернет-хаҫат асӑрханӑ тӑрӑх, 39 страницӑллӑ документра чӑвашсемпе тӗрӗк халӑхӗсен несӗлӗсем пирки кӗскен кӑна асӑнса хӑварнӑ иккен. «Пирӗн эрӑчченхи I ӗмӗрти Хӗвелтухӑҫ Европа» текен пайра «Хӗвелтухӑҫ Европа, Ҫӗпӗр тата Инҫет Хӗвелтухӑҫ ҫӗршывӗсемпе халӑхӗсем. Хасар каганачӗ. Атӑлҫи Пӑлхар. Тӗрӗк каганачӗсем» текен пункт пур кӑна-мӗн.
Раҫҫейӗн пӗрлехи истори учебникне хатӗрлес шухӑша ҫӗршыв Президенчӗ Владимир Путин палӑртнӑ.
Халӑха автотранспортпа тивӗҫтерессипе республика Раҫҫейри 83 регионтан 75-мӗш вырӑна лекнӗ. «АльфаСтрахование» хыпарланипе килешӳллӗн кӑҫал республикӑра пурӑнакан 1 пин ҫынна 174 урапа тухать имӗш. Автомобильленӳ шайӗ пӗлтерхинчен (166 урапа) ӳснӗ пулин те, нумай мар.
Рейтингра малти вырӑнсене Тинӗсҫум енӗ (1 пин ҫынна 547 урапа), Камчатка енӗ (452) тата Мускав облаҫӗ (323) тухнӑ, юлашки вырӑнсене вара Ингушети (115), Чечен (113) тата Чукота автономи округӗ (67) йышӑннӑ.
Атӑлҫи республикисем хушшиче рейтингра 33-мӗш вырӑнта Тутарстан (261), 49-мӗш — Пушкӑртстан (237), 55-мӗш — Удмурт республики (227), списокӑн юлашки тӑваттӑмӗш пайӗнче вара Чӑваш Республикипе пӗрле Мӑкшӑ (206) тата Мари Эл (163) вырнаҫнӑ.
«АльфаСтрахование» компани пӗтӗмӗшлетнӗ тӑрӑх Раҫҫейре кашни тӑваттӑмӗш ҫын урапапа хуҫаланать, кун пек утӑмсемпе РФ автомобильленӳ шайӗпе Япун, Хрантси, Аслӑ Британи пек ҫӗршывсене хуса ҫитме пултарӗ тесе палӑртнӑ.
«Финмаркет» информаци агентстви эрех уйрӑмах ӗҫекен 20 муниципалитет рейтингне йӗркеленӗ. Ӑна ӗненсен малти 10 йӗркене Канашпа Етӗрне хулисем лекнӗ. Етӗрнере пурӑнакан кашни ҫын ҫулталӑкне вӑтамран 27,9 литр ҫавӑрса хурать. Канашра вара 27,1 литр пушатаҫҫӗ. Сӑмах май, Раҫҫейре ку кӑтарту 7,7 литрпа танлашать иккен.
Уйрӑмах ӗҫекен муниципалитетсем йышлипе рейтинга Тутарстанран 6-ӑн ҫакланнӑ, Коми Республикинчен — 4-ӑн, Самар облаҫӗнчен — 2-ӗн.
Тутарстанри Аксу районӗнчи Кивӗ Урезеево ялӗнче чӑн чӑвашла туй ирттернӗ. Кунта чуна чи савӑнтараканни чӑн чӑвашла туй йӗркелени кӑна та мар — авалхи йӑласем манӑҫаҫҫӗ пулин те, Турра шӗкӗр, чӑвашла туй аваллӑхах юлайман-ха. Хӑпартлантараканни — унти чӑвашсен чӑвашла туйне РЕН ТВ канал хӗлле телевизорпа кӑтартасси.
Телевиденире ӗҫлекенсем наци йӑли-йӗркине кӑтартакан проекта хута янӑ пулинех теме те пулать пек. Пур-ши ун пекки ҫав каналӑн е ҫук-ши — калаймӑпӑр. Аксу районӗнчи Надежда Пименовӑпа Петр Ваструков телекамера умне каналӑн «Тӑватӑ туй» проектне хутшӑннӑ май лекнӗ. Тупӑшас ӗмӗтне палӑртса малтанласа Надя анкета шӑрҫаланӑ. Кӗҫех вӑл Мускав, Питӗр тата Пенза пикисемпе пӗрле проекта лекнӗ. Проектра палӑртнӑ тӑрӑх, пикесен хӑйсемпе тупӑшӑва тухнисен туйӗсене хакламалла. Питӗрпе Пензӑра туй иртнӗ те иккен, каярах Мускав хӗрӗн туйне ӳкерӗҫ.
Чӑваш туйне тӑван халӑхӑн йӑли-йӗркипе ирттернӗ. Мӗнпур саманчӗ пирки кӗске информацире тӗплӗн каласа параймӑпӑр. Пӗрне вара асӑнар — каччӑ килне ҫитсен хӗре тухья хывтарса хушпу тӑхӑнтартнӑ.
Пирӗн спортсменсем Мускава Раҫҫей чемпионатне ҫул тытни ҫинчен эпир маларах пӗлтернӗччӗ. Ӗнер, утӑн 22-мӗшӗнче вара чемпионатра пӗрремӗш медаль комплектне выляттарнӑ. Унта вара пирӗн ентеш Степан Киселев 5 000 метр дистанциллӗ чупура 13 минут 51,69 ҫеккунт кӑтартупа кӗмӗл медаль ҫӗнсе илме пултарнӑ.
Ку дистанцие пӗтӗмӗшле 22 спортсмен хутшӑннӑ. Пӗрремӗш финиша Ринаса Азмадеев (Тутарстан) тухнӑ, унӑн кӑтартӑвӗ — 13:49.73. Пӑхӑр медале вара Андрей Карпин (Питер) ҫӗнсе илнӗ — 13:51.87.
Ҫак кунсенче Тутарстанри Анат Кама районӗнчи Камские Поляны поселокра чӑвашсен наци уявӗ паллӑ тунӑ. Уява кӳршӗ хуласемпе район хӑнисем килсе ҫитнӗ. Ҫак кунпа саламлама уява пуҫтарӑннӑ халӑх валли ятарласа Элмет, Самар, Шупашкар артисчӗсем килнӗ. Унсӑр пуҫне тата халӑха Анат Уратьма ялӗн «Комеш чылкуч» ансамбль хӑйсен юрри-ташшипе савӑнтарнӑ.
«Тутар-хыпар» республика агентствинче палӑртнӑ тӑрӑх Анат Кама районта 7 500 чӑваш пурӑнать. Тутарстан республикинче шучӗ тӑрӑх ку виҫҫемӗш национальность.
Чӑваш юрӑ-фольклор уявне иртнинче Нижнекамскийӗнче тата Анат Уратьмӑра ирттернӗ пулнӑ.
Муркаш районӗнче вырнаҫнӑ «Хӗрлӗ парӑс» уйлӑхра тулай чӑвашӗсен ачисене кантарасси ырӑ йӑлана кӗнӗ ӗнтӗ. Ӑна 2005 ҫулта пуҫарса янӑ.
Ҫӗртмен 6-мӗшӗнче вара вӗсем вӑйӑ картине тӑнӑ. Унта вӗсем илемлӗ чӑваш кӗпине тӑхӑнса, ӗлӗкхи пек карталанса чӑваш юррине юрланӑ, чӑваш вӑййине вылянӑ. Уява чӑваш тӗррин ӑсти, Чӑваш Республикин культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ З.И. Воронова илем кӳчӗ тесе пӗлтерет ЧР Вӗренӳ министерстви. Вӑл чӑваш кӗпи ҫинчен тата хӑйӗн коллекцийӗнчи тумсем пирки каласа кӑтартнӑ.
Уяв арҫын ачасем кӗрешӳре вӑй виҫнипе вӗҫленнӗ. Чи маттуррисем Пушкӑрт Республикинчен килнӗ Никита Данилов тата Тутар Республикинчен килнӗ Виталий Сергеев пулнӑ. Вӗсене медальсем парса чысланӑ.
Сӑнсем (14)
Тулай чӑвашсем халӑхӑмӑрӑн авалхи йӑли-йӗркине тытса пыма тӑрӑшни чӑннипех савӑнтарать. Акӑ, ӗнер Тутарстанри Нурлат хулинче Пӗтӗм Раҫҫейри чӑваш культурин «Уяв — 2013» уявӗ иртнӗ. Ӑна 2006 ҫултанпа йӗркелеме тытӑннӑ. Малтанласа республика шайӗнчи мероприяти пулнӑскер тепӗр ҫулхинех вӑл Пӗтӗм Раҫҫейри статуса йышӑннӑ.
Кӑҫалхине те ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесӗнчи 130 ытла фольклор коллективӗ пухӑннӑ. Хӑнасем хушшинче Тутарстан тата Чӑваш Республикин правительствисен элчисене палӑртмалла. Чӑваш Ен ячӗпе республика парламенчӗн вице-спикерӗ Олег Мешков саламланӑ. Халӑхӑн йӑли-йӗркине упраса хӑварассипе тӑрӑшнӑшӑн Нурлат районӗн ӗҫ тӑвакан комитечӗн социаллӑ культура аталанӑвӗ енӗпе ӗҫлекен ҫумне Рамзия Сингатуллинӑна тата асӑннӑ районти Елаурск ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхне Галина Кульметьевӑна вӑл ЧР Патшалхӑ канашӗн Хисеп грамотипе наградӑланӑ.
Уява ҫавӑн пекех Турцири Джейхан хулипе Германири Рейнс тӑрӑхӗнчен хаклӑ хӑнасем пырса ҫитнӗ. Нурлат район администрацийӗ мероприяти пирки хӑйӗн сайтӗнче хыпарланинче уяв майӗпен тӗнче шайне тухать тесе палӑртнинче апла тӑк чӑнлӑхӗ пурах.
«Хӗрлӗ парӑс» уйлӑха ҫӗршывӑн тӗрлӗ регионӗнчи тата чикӗ леш енчи чӑваш диаспорин ачисене ҫулсеренех канма пухаҫҫӗ. Кӑҫал вӗсен кану тапхӑрӗ ҫак уйӑхӑн 25-мӗшӗнче пуҫланнӑ, смена утӑ уйӑхӗн 8-мӗшӗнче вӗҫленӗ. Канма Пушкӑрт тата Тутар, Мари Эл, Беларуҫ республикисенчен, Ӑренпур, Пенза, Самар, Сарту, Чӗмпӗр облаҫӗсенчен тата Мускав хулинчен 46 ача килсе ҫитнӗ. «Хӗрлӗ парӑса» лекиччен вӗсен хӑйсен пултарулӑхне тӗрлӗ енпе кӑтартма тивнӗ. Мӗншӗн тесен уйлӑха килмелли путевкӑсемпе вӗсене пултарулӑх конкурсӗсенче палӑрнӑшӑн хавхалантарнӑ.
Вӗсемпе республикӑн культура министрӗ Вадим Ефимов тӗл пулнӑ.
«Сывлӑх сунатпӑр», — тесе кӗтсе илнӗ вӗсем министра. Пысӑк хӑнана вӗсем туслӑх сулли парнеленӗ. Уйлӑхра канакансене Вадим Петрович республикӑн культура пурнӑҫӗ, Чӑваш Енӗн паллӑ вырӑнӗсемпе ҫыннисем ҫинчен каласа кӑтартнӑ.
Уйлӑхра вӑхӑта ирттернӗ вӑхӑтра ачасем республикӑри пултаруллӑ чӑвашсемпе тӗл пулӗҫ, ҫӗннине-кӑсӑклине самай пӗлӗҫ.
Сӑнсем (10)
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (17.06.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 743 - 745 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.