Иртнӗ шӑматкун Хусанта иртнӗ 1552 ҫулта хулана хӳтӗлекенсене аса илнӗ кун Чӑвашран та унта хутшӑнни пирки эпир пӗлтернӗччӗ. Хайхи ку хыпар «Про город» хаҫата та ҫитнӗ курӑнать, вӗсем ку тӗлӗшпе мӗн шутлани пирки ЧНК ҫыннинчен ыйтса пӗлнӗ иккен.
Кам хуравлани паллӑ мар, анчах Хусанти пухӑва «самозванецсем» пулни пирки пӗлтернӗ Чӑваш наци конгресӗ ятӗнчен: «Эп сире ӗнентеретӗп, ку митингра наци конгресӗн ялавӗпе самозванецсем пулнӑ. Пухура эпир унта хутшӑнма йышӑну туман», — тенӗ вӑл ҫын. Те чӑвашӗсене самозванец теесшӗн пулнӑ, те ЧНК ялавӗпе тухнисене. Чӑннипе вара ЧНК ялавӗ унта пулман та. Кунашкал хуравсене вуланӑ май Чӑваш наци конгресӗ тӑван халӑхӑмӑра хӳтӗлес вырӑнне тӳре-шарана тӗксе илессинчен сыхланине чӑн та ӗненетӗн.
Чӑваш Ен Элтеперӗн пресс-секретарӗ Михаил Васняцкий вара Чӑваш Ен ялавӗпе Хусанта ҫав митингра пулни патшалӑх символӗсене чыссӑрлатнипе танлаштарнӑ. Пӗлес килет — патшалӑх ялавӗсем халӑхӑн е влаҫ тытӑмӗнчи ҫынсен ҫеҫ-и? Уйрӑм ҫынсем нивушлӗ Чӑваш ҫӗрне мухтаса чӑваш ялавӗпе усӑ курма тивӗҫ мар (Чӑваш Ен ялавне йӑтса утакана Республика кунӗнче тытса чарни те пулкалать пирӗн тӗп хуламӑрта)?
Ҫапли-ҫапла та, анчах вӗҫӗнчен шутласан. Томск хула мэрне ӗнер, юпан 13-мӗшӗнче, вырсарникун суйланӑ. Томск облаҫӗн Чӑваш культура автономине 18 ҫул ертсе пыракан Тутарстан чӑвашӗ пурӗ те 0.71% (2 500 ытла ҫын!) сас ҫеҫ пухма пултарнӑ. Суйлав фондӗнче унӑн пӗр пус та пулманнине шута илсен, тен, ку кӑтарту пӗчӗкех те мар.
Томск мэрӗ пулассишӗн пурӗ 8 кандидат тупӑшнӑ. Ҫӗнтерессе вара «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партинчен тӑратнӑ Иван Кляйн мала тухнӑ — вӑл пурӗ 62,23% пуҫтарнӑ иккен. Суйлава пурӗ Томск хула ҫыннисенчен 20,80% ҫеҫ хутшӑннӑ пулать.
Мульдияров Яков Ярушкович Тутарстанри Элмет районне кӗрекен Багряж ялӗнче ҫуралнӑ. Томска вӑтам шкул пӗтерсессӗн куҫнӑ — кунта вӑл ҫурт-йӗр тӑвӑт институтӗнче пӗлӳ илнӗ, тӗрлӗ ҫурт-йӗре юсаса ҫӗнетес ӗҫре тӑрмашнӑ. Хальхи вӑхӑтра 62 ҫулхи Яков Мульдияров Томск ҫумӗнчи Кисловка посёлокӗнче пурӑнать.
Ӗнер Хусанта 1552 ҫулхине хулана хӳтӗленӗ ҫынсене астӑвассин кунӗ иртнӗ. Яланхи пекех унта кӳршӗллӗ халӑхсем те пухӑннӑччӗ, вӗсем шутӗнче — чӑвашсем те.
Тимӗр Акташ журналҫӑ каласа панӑ тӑрӑх халӑх пухӑвне пурӗ 400–500 (теприсем 300–400 пирки пӗлтереҫҫӗ) ҫын пуҫтарӑннӑччӗ. Ытти ҫулсенче ытларах та пулнӑ пулӗ, анчах кӑҫал ҫумӑр та ҫурӗ, ҫанталӑкӗ те ӑшах пулмарӗ.
Пухӑва Тутарстанран «Азатлык» (чӑв. Уҫӑмлӑх, Ирӗклӗх) ТҪП, «Алтын Урда» (чӑв. Ылтӑн Урта) тутарсен патриотла фрончӗ, «Правые татары» ушкӑн килнӗччӗ. Мари Элтен «Марий ушем» (чӑв. Ҫармӑссен пӗрлешӗвӗ) ушкӑн элчисем пулнӑччӗ.
Чӑвашран ку пухӑва Тимофеев Владимир, Эдуард Мочалов, Илья Алексеев тата ыттисем ҫитнӗччӗ. Пухура чӑвашсем те тухса сӑмах каларӗҫ — Эдуард Мочалов пухӑннисене нумай пулмасть вӗҫленнӗ Илле Иванов тӗлӗшӗпе пуҫарнӑ ӗҫ пирки каласа пачӗ, чӑваш чӗлхине хӳтӗленишӗн айӑплани пирки пӗлтерчӗ.
Сӑнсем: Тимӗр Акташ сӑнӗсем (10), «Правые татары» ушкӑнӗнчи (29).
Театр ӳнерне юратакансем валли ыран пирӗн республикӑра паллӑ пулӑм: Шупашкарта пуҫласа «Пурин те пӗр пек пулмасан та» ят панӑ пӗтӗм тӗнчери расна фестиваль иртмелле. Мероприятие Мари Элти, Мӑкшӑ Республикинчи, Тутарстанри, Удмуртинчи, Ханты-Мансийск автономи округӗнчи, Чӑваш Енпе Мускав облаҫӗсенчи тата Болгаринчи, Казахстанри, Литвари, Сербинчи, Украинӑри тата Францинчи пукане театрӗсем килсе ҫитмелле.
Фестиваль ырантан пуҫласа юпа уйӑхӗн 16-мӗшӗччен тӑсӑлмалла. Артистсем Шупашкарти тӗрлӗ сцена ҫинче: пукане театрӗнче, Наци вулавӑшӗнче, Культруа институчӗн вӗренӳ театрӗнче, Трактор тӑвакансен культура керменӗнче — вылӗҫ. Фестиавль ыран, каҫхи тӑватӑ сехетре, Хусанкай ячӗллӗ культура керменӗнче уҫӑлӗ.
Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ «Халал» гастроль турне тухса каять. Театршӑн ҫакӑ ҫӗнӗ проект. Ӑна вӑл Раҫҫейӗн Культура министерстви ҫӗршывра гастрольсене ирттерме пулӑшасси ҫинчен калакан программӑна пурнӑҫа кӗртнӗ май тивӗҫнӗ. Ҫула кайса ҫӳреме федераци хыснинчен укҫа уйӑраҫҫӗ.
Гастролӗн малтанхи тапхӑрӗ ҫак уйӑхӑн 7-11-мӗшӗсенче Тутарстан Республикинче иртӗ. Унта ачасем тата аслисем валли лартнӑ икӗ спектакльпе тухса кайӗҫ. Пӗри — «Ама кайӑк ҫулӗпе» асамлӑ юмах, тепри — «Ах, хуняма, хуняма» камит. Юмах авторӗ, сӑмах май, хальхи вӑхӑтри автор тата режиссер — Иосиф Трер. Чӑваш халӑхӗн ламран лама пыракан ӑслайне кӑтартакан юмах аслисемшӗн те кӑсӑклӑ пулмалла.
Чӳк уйӑхӗнче артистсем Пушкӑртстана ҫитӗҫ.
Тутар Республикинчи Кӑнна Кушки ялӗнче хӑйсен таврлӑхӗнче ҫуралса ӳснӗ паллӑ ҫынсене халаласа мемориаллӑ коплекс ҫӗклесе лартнӑ. Мемориала хӳминче чӑваш халӑхӑн ҫутӑ пуласлӑхӗшӗн нумай вӑй хунӑ И.Я. Яковлева та тивӗҫлӗ вырӑн уйӑрса панӑ.
Мемориала уҫни тата тепӗр пӗлтерӗшлӗ датӑпа та тӳр килнӗ пулнӑ — ҫак ялтах ҫуралса ӳснӗ Чӑваш АССР халӑх артисчӗ, РСФСР тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗ И.С.Максимов-Кошкинский ҫуралнӑ кунӗ. Меморил комплексне уҫнӑ хыҫҫӑн ял-йыш, хӑнасемпе делегатсем Максимов-Кошкинский тӑван килне ҫул тытнӑ пулнӑ.
Чӑваш театрӗн тата кинон ашшӗ ҫуралнӑранпа 120 ҫул ҫитнӗ ятпа К.В.Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх драмтеатрӗн артисчӗсем уяв ҫӗммине тӑснӑ. 1920 ҫулсене «Чувашкино» ӳкернӗ художествӑлла фильм «Ял» тата «Чӑваш ҫӗршывӗ» документаллӑ лента уяв каҫне вӗҫленӗ.
«Ӑҫта ҫуралнӑ — ҫавӑнта кирлӗ пулнӑ!», — каларӑша Ҫӗпрел районӗнчи Хулаҫырми ялӗнче ҫуралса ӳснӗ меценат, Шупашкарти «Тус» ХАО ертӳҫи Николай Федорович Угаслов тӗпе хурса вӑй ҫитернӗ таран хӑйӗн тӑван ялне кӑна мар, района та тӑтӑшах пулӑшу парать. Хулаҫырми ҫыннисен пурнӑҫӗ лайӑхланса пынинче Николай Федороичӑн тӳпи уйрӑмах пысӑк. Вӑл тӑрӑшнипе урамсене нумаях пулмасть чул сарса хытарнӑ. Халӗ акӑ ял варрипе иртекен тарӑн ҫырма урлӑ ҫӗнӗ пӗве тума тытӑннӑ ӗнтӗ.
«Тус» ХАО прорабӗ Петр Алексеевич Кадуков пӗлтернӗ тӑрӑх асӑннӑ ҫырма тӗлӗнче тахҫан ҫуран каҫса ҫӳремелли кӗпер кӑна пулнӑ. Халӗ ӑна кӑштах анаталла куҫарса ун вырӑнне ҫӗнӗ пӗве тума шутланӑ. Паянхи куна ӗҫсем вӗҫленсе те пыраҫҫӗ. Пӗве ҫине бетон сарас енӗпе тӑрӑшуллӑ ӗҫ пырать. Тӗпрен илсен «Тус» ХАО ӗҫченӗсем тӑрӑшаҫҫӗ кунта. Бетона Шупашкартан илсе килеҫҫӗ. Пӗве айне виҫӗ пӑрӑх хурса хӑварнӑ. Вӗсем пӗвене ҫумӑрсем тӑтӑш ҫунипе, ҫуркуннесенче капланса килекен шыв сиенлетесрен сыхлаҫҫӗ. Пушар машинисем, ытти тӗллевсем валли ҫакӑ ҫителӗклӗ ӗнтӗ.
Авӑнӑн 12–14-мӗшсенче Тутарстанра тутар фольклорӗн Пӗтӗм Раҫҫей фестивалӗ иртӗ. Тутар Республикин тӗп хулинче — Хусанта — хӑйсен пултарулӑхӗпе паллаштарма Раҫҫей Федерацийӗн чи лайӑх фольклор ушкӑнӗсене чӗннӗ. Вӗсем шутне Комсомольски районӗнчи Урмайри информаципе культура центрӗн «Мишар» фольклорпа эстрада халӑх ансамблӗ те кӗме тивӗҫлӗ пулнӑ.
Раҫҫей Федерацийӗн субъекчӗсен фольклор ушкӑнӗсем хушшинче фестиваль ирттерни тутар халӑхӑн йӑла культурине сыхласа хӑварма пулӑшӗ.
Асӑннӑ фестивале «Мишар» фольклорпа эстрада халӑх ансамблӗн 20 хутшӑнаканӗ кайӗ, вӗсем шутне Комсомольскинчи ачасен ӳнер шкулӗнчи тутар фольклорӗн, вокал, театр уйрӑмӗнче вӗренекенсем те кӗнӗ.
«Мишар» халӑх юррисене шӑрантарӗ тата тутар-мишар ташшисене ҫаптарӗ. Унсӑр пуҫне вӗсем Чӑваш Республикӑри тутарсем пурӑнакан вырӑнсенчи чӑн этнос материалӗн программипе паллаштарӗҫ.
«Мишар» фольклорпа эстрада халӑх ушкӑнне ӑнӑҫу сунатпӑр.
Тутарстанӑн Ҫӗпрел районӗнчи Ҫӗнӗ Упи ялӗ ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулне ырӑ хыпарпа пуҫларӗ тесе пӗлтерет «Сувар» хаҫат. Тунтикун, авӑнӑн 2-мӗшӗнче, кунта ҫӗнӗ шкул ҫуртне тума пуҫланӑ. Ку вырӑнти халӑха калама ҫук пысӑк савӑнӑҫ кӳчӗ тесен те йӑнӑш пулмӗ пуль.
Упи ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ А. Яруткин каласа панӑ тӑрӑх шкул кӑна мар, ялта ача пахчи те, фельдшерпа аккушер пункчӗ те пулмалла. Алексей Егорович ҫӗнӗуписен ӗмӗтне пурнӑҫласа ялта ҫӗнӗ шкул тума пуҫланӑшӑн Тутарстанӑн Президентне Р.Минниханова, район администраци пуҫлӑхне А.Шадрикова тав сӑмахӗсем каланӑ.
РеформаЖКХ текен сайт управляющи компанисем, ҫурт-йӗр харпӑрлӑхҫисен юлташлӑхӗсем, ҫурт-йӗр кооперативӗсем тата ытти ятарлӑ копперативсем хушшинче вӗсен пӗлтӗрхи ӗҫне пӗтӗмлетсе рейтинг хатӗрленӗ.
Унта ҫӗршыври 13 пин ытла организаци кӗнӗ. Рейтинга Тутарстанри, Самар тата Волгоград облаҫӗсенчи организацисем уйрӑмах хастар хушӑннӑ-мӗн. «А» текен пысӑк рейтинга 13 организаци лекнӗ. Чи кӑмӑлли — вӑл йыша 6-мӗш йӗркене «Атал» управляющи компани лекни. Вӑл Шупашкарти Университет урамӗнче вырнаҫнӑ, вӑл тӑрӑхри ҫуртсене пӑхса-тытса тӑрать.
ВВВ шайри рейтинга 149 организаци лекнӗ. Чи ҫӳллӗ картлашкана — ӑна ААА тата АА тесе палӑртнӑ — никам та йышӑнайман.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (17.06.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 743 - 745 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.