Каҫхи троллейбусен шӑпи пирки халӗ те калаҫаҫҫӗ. Аса илтерер: Алексей Ладыков раштав уйӑхӗнче вӗсене каллех пӑрахӑҫлама пултарасси пирки каланӑччӗ.
Паян Шупашкар хула администрацийӗнче иртнӗ планеркӑра каллех каҫхи троллейбуссем пирки калаҫнӑ. Троллейбус управленийӗн директорӗ Александр Каныгин пӗлтернӗ тӑрӑх, 22.50 тата 23.15 сехетсенче савутсем патӗнчен тапранакан транспорта 1-2 ҫын ҫеҫ ларать.
Алексей Ладыков лару-тӑрӑва тӗплӗнрех тишкерме ыйтнӑ. Малашне те юлашки рейса 1-2 ҫын ҫеҫ ларсан троллейбуссене 22 сехет хыҫҫӑн ҫӳреттерме пӑрахтарасшӑн. Алексей Ладыков кун валли 2 эрне вӑхӑт панӑ.
Аса илтерер: каҫхи сменӑпа ӗҫлекен савутсемпе предприятисем каҫхи троллейбуссене каялла тавӑрма ыйтнӑччӗ. 1, 2, 3, 5, 11, 16, 18, 19-мӗш маршрутсемпе ҫӳрекен троллейбуссене 22 сехет хыҫҫӑн та ҫӳреттерме тытӑннӑччӗ.
Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче ӗнер Чӑваш Республикинчи гуманитари ӑслӑлӑхӗсен аталану Канашӑн черетлӗ ларӑвӗ иртрӗ. Унта темиҫе ыйту пӑхса тухрӗҫ, Геннадий Волковпа Никита Бичурина халалласа ирттернӗ мероприятисем пирки каласа пачӗҫ.
Сӳтсе явнӑ чи пысӑк ыйтусен йышне Тутарстанра вырнаҫнӑ Сӑварпа Пӳлер хулисенче археологи тӗпчевӗсем ирттересси кӗчӗ. Ку ӗҫе тума ӑсчахсем 400 пин укҫа ыйтрӗҫ, канаш ларӑвне пынӑ тӳре-шара вӗсемпе килӗшрӗ.
Чӑваш халӑх ӑс-хакӑлӗпе ӳнер академийӗ Николай Иванович Ашмарина сума сӑвас мероприятисене ирттерме сӗнчӗ. 2020 ҫулта паллӑ ӑсчах ҫуралнӑранпа 150 ҫул ҫитет. Ҫавна май вӑл вӑхӑт тӗлне Николай Иванович ӗҫӗсен тулли пуххине пичетлесе кӑларма, Хусанти Ар ҫӑви ҫинче ӑсчах палӑкне лартма, 150 ҫулхи юбилей мероприятисен планне тума тата Ашмарин ячӗпе Шупашкарта та мӗнле те пулин палӑк е барельеф вырнаҫтарма сӗнчӗҫ. Вӗсемпе пуринпе те канаш пайташӗсем килӗшрӗҫ.
Гуманитари ӑслӑлӑхӗсен аталану Канашне Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗ ҫумӗнче 2012 ҫулта йӗркеленӗ. Председателӗ — Иван Моторин, ҫумӗ — вӗренӳ министрӗ Юрий Исаев.
Чӑваш Енри 10 ҫамрӑк кӑҫалхи кӗрхи призыв вӑхӑтӗнче Президент полкне лекӗҫ. Вӗсене паян республикӑн Министрсен Кабинечӗн Ертӳҫи Иван Моторин лайӑх служба суннӑ.
Чӳк уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Пӗтӗм Раҫҫейри призывник кунне паллӑ тунӑ май Канашри ҫар комиссариачӗн сбор пунктӗнче ҫара каякансен ячӗпе савӑнӑҫлӑ мероприяти ирттереҫҫӗ.
Иван Моторин Президент полкӗнчи службӑран кӑҫал таврӑннисене те тав тунӑ, асӑнмалӑх парне панӑ.
Чӑваш Енӗн ҫар комиссарӗ Александр Мокрушин Президент полкне ку тӑрӑхри каччӑсене кӑҫалхипе 15 хут ӑсатнине пӗлтернӗ.
Ӳссе ҫитсе каччӑ пӗвӗ кӗрсе салтака кайма вӑхӑт ҫитнӗ ывӑлӗсен ячӗпе ирттернӗ мероприятие ҫамрӑксен тӑванӗсем те йышлӑн пуҫтарӑннӑ, таса пуҫпа ҫаврӑнма килме ырӑ суннӑ.
Паян Шупашкар хулин Явӑш ҫӑви ҫинче Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн 3-мӗш тата 5-мӗш созыври депутачӗ пулнӑ Игорь Кушева асӑнса палӑк уҫнӑ.
Аса илтерер, депутат пӗлтӗрхи ҫӗртме уйӑхӗн 16-мӗшӗнче онкологи чирӗпе нумай вӑхӑт нушаланнӑ хыҫҫӑн вилнӗччӗ. Игорь Кушев 52 ҫулта ҫеҫ пулнӑччӗ.
Ӗҫтешӗсем, тусӗсем тата тӑванӗсем парламентарие асра тытаҫҫӗ. Кӑҫалхи ака уйӑхӗнче ЧР Патшалӑх Канашӗнче унӑн пурнӑҫне ҫутатакан курав йӗркеленӗччӗ. Халӗ, ав, палӑк уҫнӑ. Паянхи митинга тӳре-шара ҫеҫ мар, Игорь Кушевӑн арӑмӗ Наталья Николевна, Бориспа Артем ывӑлӗсем хутшӑннӑ. Вӗсем мӑшӑрне тата ашшӗне асра тытнӑшӑн тав тунӑ. Чӑваш парламенчӗн спикерӗ Валерий Филимонов Игорь Кушев «ҫутӑ ҫын евӗр» асра юлнине палӑртса: «Пирӗн унран тӗслӗх илмелле», — тенӗ.
Паян Шупашкар хула администрацийӗнче иртнӗ палнеркӑра Шупашкарти троллейбус управленийӗ пирки калаҫнӑ. Предприяти директорӗ Александр Каныгин троллейбуссен ҫӗнӗ расписанийӗпе паллаштарнӑ. Аса илтерер: ӑна чӳк уйӑхӗн 12-мӗшӗнчен ҫӗнетнӗ. Кун пирки Чӑваш халӑх сайтӗнче пӗлтернӗччӗ.
Ҫӗнӗ расписание хула ҫыннисен кӑмӑлне шута илсе хатӗрленӗ, хӑш-пӗр маршрут ӗҫне тӑснӑ. «Хӑш-пӗр предприяти ертӳҫисем ыйтнипе каҫхине дежурнӑй рейссем йӗркелеме йышӑннӑ. Ҫапах пассажирсем транспортпа мӗнле ҫӳренине малалла мониторинг ирттерӗҫ. Каҫхине ҫын сахал ҫӳрет пусан раштав уйӑхӗнче 22 сехет хыҫҫӑн троллейбуссене ҫӳреме пӑрахтарас ыйту патне таврӑнӑпӑр», - тенӗ Алексей Ладыков. Вӑл расписание оптимизацилени усса кайнине палӑртнӑ. Юпа уйӑхӗнче тролейбус управленийӗн тӑкакӗсем, авӑн уйӑхӗпе танлаштарсан, 2 хут чакнӑ.
Ҫӗнӗ Шупашкар хулин экс-мэрӗ тӗлӗшпе чӳк уйӑхӗн 13-мӗшӗнче суд пулӗ. Ун чухне малтанхи итлев иртӗ.
Экс-мэр дожноҫӗпе ытлашшипех усӑ курнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Следстви версийӗ тӑрӑх, Олег Бирюков мэр пулнӑ чухне администрацин ҫӗрпе пурлӑх хутшӑнӑвӗсен управленийӗн экс-пуҫлӑхӗ Елена Егорова кӳнӗ тӑкака шыраса илес тесе нимӗн те туман. Ҫӗнӗ Шупашкар хулин сучӗ пӗлтӗрхи нарӑс уйӑхӗнче палӑртнӑ тӑрӑх, Елена Егорова Ҫӗнӗ Шупашкар хулин хыснине 3,1 миллион тенкӗ тӑкак кӳнӗ. Хӗрарӑма айӑплӑ тесе йышӑннӑ, условлӑ майпа 2 ҫуллӑха айӑпланӑ, анчах Аслӑ Ҫӗнтерӳ 70 ҫул тултарнӑ ятпа ирттернӗ амнистие лекнӗ.
Хула администрацийӗ вара кӳнӗ тӑкак шыраса илмен. ФСБн Чӑваш Енри управленийӗ ҫакӑншӑн ун чухне сити-менеджер пулнӑ Олег Бирюков айӑплӑ тесе шутлать.
Йӗпреҫ послокӗнче пурӑнакан 33 ҫулти арҫын ҫӑла кӗрсе ӳкнӗ те унта темиҫе сехет выртнӑ. Унӑн тӑванӗсем кун пирки «Про Город» хаҫата каласа кӑтартнӑ.
Ҫав кун Сергей Тихонов мунче кӗме кайнӑ. Ун хыҫҫӑн вӑл киле кайма тухнӑ. Анчах 1,5 сехет иртнӗ — ҫитеймен. Ҫавна май тӑванӗсем пӑшӑрханма пуҫланӑ та ӑна шырама тухнӑ. Сергея тепӗр 1,5 сехетрен ҫеҫ тупнӑ. Арҫын ҫӑлра тӑнсӑр выртнӑ. Тӑванӗсем ӑна унтан кӑларнӑ, васкавлӑ медпулӑшу чӗннӗ. Тухтӑрсем ӑна пӑхнӑ та киле янӑ. Сергей вара самаях суранланнӑ пулнӑ. Халӗ вӑл килте выртать, ыратнине ирттерекен эмел ӗҫет.
Люк уҫӑ пулнӑшӑн кам айӑплӑ? Йӗпреҫ хула администрацийӗ ҫав ҫӑла халӗ хупнӑ ӗнтӗ. Шар курнӑ Сергея 2 пин тенкӗ парса пулӑшма шантарнӑ. Сергейӑн амӑшӗ каланӑ тӑрӑх, администраци ывӑлӗнчен каҫару та ыйтман.
Шупашкарта общество транспорчӗн тепӗр икӗ чарӑнӑвӗ пулӗ. Павильонсене вырнаҫтарнӑ ӗнтӗ, вӗсем кӗҫех ӗҫлесе каймалла.
Пӗрремӗшӗ «Мадагаскар» суту-илӳ центрӗ умӗнче пулӗ. Унта унчченхи «Ленин Комсомолӗн урамӗ» чарӑнӑва куҫарнӑ. «Раҫҫей» хӑна ҫурчӗ» чарӑну вара «Раҫҫей» хӑна ҫуртне хирӗҫ пулӗ. Унччен вӑл кӑштах аяккарах ларнӑ.
Тӗрӗссипе, павильонсен чӳк уйӑхӗн 1-мӗшӗччен ӗҫлесе каймалла пулнӑ. Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков юпа уйӑхӗн 24-мӗшӗнче чарӑнусене пӑхса ҫаврӑннӑ, ун чухне вӑл ҫӗнӗ павильонсем чӳк уйӑхӗн 1-мӗшӗччен ӗҫлесе каяссине пӗлтернӗ. Хальхинче ҫӗнӗ чарӑнусем ҫак эрне вӗҫӗччен ӗҫлеме пуҫлассине каланӑ.
Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Сӗренкасси ялӗнче пурӑнакан Матрена Ямброськина паян, чӳк уйӑхӗн 3-мӗшӗнче, 100 ҫул тултарнӑ.
Тыл ӗҫченӗ хӑйӗн чаплӑ юбилейне ачисемпе, мӑнукӗсемпе, кӳрши-аршипе тата тӑванӗсемпе паллӑ тунӑ. Саламлама ӑна район администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ — вӗрентӳ пайӗн пуҫлӑхӗ Игорь Живоев, Акчикасси ял тӑрӑхӗн специалисчӗ Ольга Сергеева ятарласа пынӑ, Владимир Путин Президентӑн ятран панӑ саламне вуласа кӑтартнӑ.
Каласа хӑвармалла: Матрена Филипповна Октябрь революцийӗн вӑхӑтӗнче ҫуралнӑ, Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин терт-нушине курнӑ. Вӑрҫӑ ҫулӗсенче вӑл фронтри салтаксемпе офицерсем валли ҫӗрулми типӗтнӗ. Кайран Павел Ямброськина качча тухнӑ, вӗсем пӗрле ултӑ ача ӳстернӗ. Матрена Филипповна «Путь Ильича» колхозра тар тӑкнӑ.
«Эпӗ чи пуян хӗрарӑм, — тет юбиляр. – Манӑн мӗн кирли йӑлтах пур: ачасем, вунӑ мӑнук, тӑватӑ кӗҫӗн мӑнук. Патшалӑх пенси парать. Хӑш-пӗр чухне ӑна ӑҫта чикмеллине те пӗлместӗп».
Паян Чӑваш Енре патшалӑх истори архивӗн ҫӗнӗ ҫурчӗ хута кайнӑ. Ҫурта уҫма федерацин архив агентствин ертӳҫи Андрей Артизов, республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев тата ытти тӳре-шара, депутатсем хутшӑннӑ. Ҫӗнӗ ҫуртра 750 пин ытла документа упранайӗ.
Михаил Игнатьев Андрей Артизовпа Правительство ҫуртӗнче ӗҫлӗ тӗлпулу ирттернӗ. Ертӳҫӗсем Чӑваш Енре архив тытӑмне аталантарассипе ҫыхӑннӑ нумай ыйтӑва тишкернӗ.
Хӑна пирӗн республикӑра архив ӗҫӗсен уйрӑмӗн пурлӑхпа техника бази чылай ҫӗнелнине, тытӑм ырӑ енне улшӑннине палӑртнӑ. Вӑл Патшалӑх архивӗн ҫуртне тӗпрен юсанине пысӑка хурса хакланӑ. «Объектра условисем ӗҫлеме ҫителӗклӗ. Документсем ӗмӗрӗпех паха упранасси те паллӑ. Информаци технологийӗ вӑй илсе пыни савӑнтарать. Пӗр сӑмахпа калас пулсан, хальхи пурнӑҫ таппипе тӳр килет ҫак учреждени», — тесе хыпарланӑ Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (14.07.2025 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 24 - 26 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Андреев Пётр Кузмич, литература тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Ишлей, Муркаш, Октябрьски, Первомайски тата Чурачӑк районӗсене пӗтернӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |