Шупашкарта ӳсӗр водитель общество транспорчӗн чарӑнӑвӗ ҫине пырса тӑрӑннӑ та конструкцие йӑтса антарнӑ. Телее, ҫав вӑхӑтра чарӑнура никмм та пулман, ҫӑпвӑнпа ҫынсем шар курман.
Пӑтӑрмах паян, пуш уйӑхӗн 3-мӗшӗнче, 12 сехет те 30 минутра Граждан урамӗнчи «Королев академик» чаранӑвӗнче пулса иртнӗ.
Чарӑну ҫине кӗрсе кайнӑ «Лада Ларгус» водителӗ ӳсӗр пулнӑ.
Чӑваш Енре пурӑнакансем хушма укҫа ӗҫлесе илес тесе час-часах улталанаҫҫӗ.
Шупашкарта пурӑнакан 56 ҫулти ӗҫсӗр хӗрарӑм, ав¸ мессенджерсенчен пӗринче пӗлтерӳ курнӑ та инвестици платформинче укҫа ӗҫлесе илес тесе 925 пин тенкӗ хывнӑ, ҫав шутран 350 пинӗ хӑйӗн, ыттине хӗрарӑм кредит илнӗ.
Канашра воспитатель пулӑшаканӗнче тӑрӑшакан 42 султи хӗрарӑм ултавҫӑсем каланӑ счёт ҫине 200-е яхӑн пин тенкӗ хунӑ, ку укҫаран пысӑк пайне вӑл кредит илнӗ.
Шупашкарти 69 ҫулти пенсионер 146 пин тенкӗсӗр юлнӑ. Юрать, кредит илмен-ха. Хӑйӗн укҫи пулнӑ. 32-ри электромонтажник тавар туянас тесе 98 пинсӗр юлнӑ.
Ҫӑварни вӗҫленсе пырать. Шупашкарти Николаев паркӗнче хӗле 3 метр ҫӳллӗш сӑмаварпа тата Илемпи ятлӑ чӑваш пикипе ӑсатасшӑн. Пушӑн 1-2-мӗшӗсенче унта «Сударыня Масляница» анлӑ уяв иртӗ.
Сӑмаварпа сӑн ӳкерӗнме пулать. Илемпи хӑйӗн кӗлеткипе, чаплӑ тумӗпе тӗлӗнтерӗ. Паллах, икерчӗпе те сӑйланма май пулӗ.
Шупашкарта пурӑнакан пӗр арҫын пӗрле пурӑнакан хӗрарӑма виҫӗ кун хӗненӗ. Чарӑнмасӑр мар пулӗ те.
Ӳсӗрскер хӗрарӑма кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗн 17-19-мӗшӗсенче хӗненӗ. Нарӑс уйӑхӗн 20-мӗшӗнче хӗрарӑм куҫне ӗмӗрлӗхе хупнӑ.
Арҫын тӗлӗшпе РФ Пуҫиле кодексӗн 111-мӗш статйин 4-мӗш пайӗпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Шупашкарта 14 ҫулти хӗрача ашшӗ-амӑше пуйма пулӑшас тенӗ те... ултавҫӑсене 170 пин тенкӗ куҫарса панӑ.
Хӗрача мессенджер урлӑ интернет-аукциона хутшӑннӑ. Унта ҫапла пӗлтернӗ: кам укна нумайрах хывать, ҫавӑ нумайрах укҫа илет. Вӑл унӑн ячӗпе уҫнӑ вкладри укҫана, 170 пин тенке, куҫарса панӑ.
Ашшӗ-амӑшӗ хушӑран вклада укҫа хурса тӑнӑ, хӗрне ӑна никама та куҫарса памалли пирки ӑнлантарнӑ. Апла пулсан та ҫапла пулса тухнӑ.
Шупашкарта куҫ микрохирургийӗн музейне уҫасшӑн. Вӑл С.Н. Фёдоров академикӑн «Куҫ микрохирургийӗ» МНТКн Шупашкарти филиалӗнче пулӗ. Музея уйрӑм вырнаҫнӑ нумай ӗҫ пурнӑҫлакан ҫуртра уҫӗҫ.
Музей уҫас пирки Чӑваш Енӗн экономика аталанӑвӗн тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министрӗ Дмитрий Краснов телеграм-каналта пӗлтернӗ.
Асӑнна филиал — пысӑк шайри офтальмологи пулӑшӑвӗ кӳрекен ҫӗршыври тӗп центрсенчен пӗри. Пӗлтӗр унта 38 пин ытла операци тунӑ. Филиал 37 ҫул хушши ӗҫленӗ вӑхӑтра филиал тухтӑрӗсем пулӑшнипе 900 пин ытла ҫын лайӑхрах курма пуҫланӑ.
Дмитрий Краснов шухӑшланӑ тӑрӑх, микрохирурги музейӗ туристсене те илӗртме пултарӗ. Космонавтика тата трактор историйӗн музейӗсенчен халӑх татӑлмасть-ҫке.
Шупашкарти Эгер бульварӗнче пурӑнакан хӗрарӑмӑн хваттерӗнчен лайӑх мар шӑршӑ тухнӑ, кӳршисем куншӑн ҫӑмхаласа ывӑннӑ. Приставсем те ку ыйтупа ӗҫленӗ. Хваттере дезинфекци тумалла пулнӑ. Анчах хӗрарӑм
ниепле те хушнине пурнӑҫламан.
Приставсем тинех ӑна хваттере ҫӳп-ҫапран тасаттарнӑ. Хӗрарӑм административлӑ майпа явап тыттарасран хӑранӑ ахӑртнех.
Шупашкарта пурӑнакан пӗр хӗр ашшӗ-амӑшне йыта туянса парас тенӗ. Хайхисем Лабрадор ӑратлӑ йытта килӗштернӗ.
31 ҫулти учитель йытӑ ҫуришӗн 15 пин те 200 тенке куҫарса панӑ. Пӗлтерӗве хӗрарам мессенджерсенчен пӗринче асӑрханӑ.
Йытта сутаканни пӗртен пӗр ҫурӑ тӑрса юлнине пӗлтернӗ. Ӑна туянас тесен транспорт тӑкакне те саплаштармалла тесе каланӑ.
Хӗрарӑм укҫана куҫарса панӑ та йыта ҫуриллӗ пулайман.
Шупашкарта соцӗҫченре вӑй хунӑ хӗрарӑм ултавҫӑсене аллине лекнӗ. Ун патне шӑнкӑравлакан ҫын пуҫлӑхӗ пулнине ӗненнӗ вӑл. Ҫавна пула пухнӑ пӗтӗм укҫине куҫарса панӑ.
Лешӗ каланӑ тӑрӑх, учрежденире тӗрӗслев пырать, кӗҫех ун патне ФСБ ӗҫченӗсем шӑнкӑравлӗҫ. Хӗрарӑмӑн счечӗ ҫинчи укҫана экстремистла организацие куҫарма хӑтланнӑ имӗш.
Хӗрарӑм хӑраса кайнӑ та палламан ҫын хушнине йӑлтах пурнӑҫланӑ. Вӑл пурнӑҫ тӑршшӗпех пухнӑ укҫана йӑлтах куҫарса панӑ. Пӗтӗмпе – 3,2 миллион ытла тенкӗ.
Чӑваш Енри икӗ ҫынна Чӑваш Республикин Хисеп грамотипе чыслама йышӑннӑ.
Вӗсенчен пӗри — Сергей Муравьев. Сергей Иванович Шупашкарти «Стандарт» тулли мар обществӑра техника директорӗ (тӗп инженерӗ) пулса ӗҫлет. Тепри вара — Юлия Стройкова. Юлия Викторовна – Чӑваш Енен Элтеперӗн Администрацийӗнче пресс-службӑпа протокол управленийӗн пуҫлӑхӗ.
Юлия Стройкова хӑй вӑхӑтӗнче республикӑн цифра аталанӑвӗн министрӗн ҫумӗ пулса тӑрӑшнӑччӗ, унтан маларах вара — Чӑваш Енӗн Наци телекуравӗнче директор ҫумӗнче.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (07.07.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Чичканов Петр Николаевич, чӑваш ҫыравҫи, тӑлмачӗ. ҫуралнӑ. | ||
| Яков Ухсай, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, ҫыравҫи вилнӗ. | ||
| Пятницкая Ольга Васильевна, нумай ҫул хушши ачасене вырӑс чӗлхипе литературине вӗрентнӗ педагог вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |