Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +1.3 °C
Ӗҫ ҫӗклет, ӳркев ӳкерет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Шупашкар

Хулара
profile.ru сайтри сӑн
profile.ru сайтри сӑн

Шупашкар хулинче пурӑнакан 23 ҫулти каччӑ каллех ултавҫӑсен аллине лекнӗ.

Вӑл пӗр сайтра театра каймалли икӗ билет туянма тӑнӑ. Кашнийӗ 5-шер пин тенкӗ тӑнӑ. Вӑл укҫа куҫарнӑ, анчах билетсӑрах юлнӑ. Пулӑшу службине шӑнкӑравласан ӑна саккаса тӗрӗс мар тунине пӗлтернӗ. Укҫана тавӑрма ӑна каллех укҫа куҫарма хушнӑ – хальхинче икӗ хут ытларах.

Каччӑ куҫарнӑ. Анчах чат-ботра каллех йӑнӑш пирки пӗлтернӗ, тепре укҫа куҫарма ыйтнӑ. Счечӗ ҫинчен 80 пин тенке яхӑн ҫухалсан тин вӑл ултавҫӑсен аллине лекнине ӑнланнӑ. Кун хыҫҫӑн унӑн полицие кайма тивнӗ.

 

Спорт
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Ку шӑматкун, авӑн уйӑхӗн 26-мӗшӗнче, Чӑваш Енре «Нацисен кросӗ» иртет. Кӑҫал ӑна Раҫҫейри халӑхсен пӗрлӗхӗн кунне халалланӑ. Пур муниципалитетра та старта тухӗҫ.

Шупашкар хулинче старт Мускав ҫыран хӗрринче пулӗ. Мандат комиссийӗ 10 сехетре ӗҫлеме тытӑнӗ. Старта ахаль ҫынсем те, профессионалсем те, ветерансем те, ачасем те тухӗҫ.

Мероприятие официаллӑ майпа 11 сехет ҫурӑра уҫӗҫ. 12 сехетре министерствӑсемпе ведомствӑсен ертӳҫисем, депутатсем, муниципалитет пуҫлӑхӗсем старта тухӗҫ, 12:20 сехетре — ыттисем. Юлашкинчен арҫынсем 12 ҫухрӑма чупӗҫ, старт 15:10 сехетре пуҫланӗ.

Кроса хутшӑнас тесен Патшалӑх пулӑшӑвӗсен порталӗ урлӑ заявка памалла, регистраци авӑн уйӑхӗн 24-мӗшӗччен пырӗ.

 

Персона
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Республикӑра пурӑнакан тепӗр ҫын пӗр ӗмӗре хыҫа хӑварнӑ. Шупашкар хулинче пурӑнакан Татьяна Сычева 100 ҫулхи юбилейне паллӑ тунӑ

Татьяна Александровна кунта ҫуралман, вӑл Волгоград облаҫӗнчи Соленое Займище ялӗнче кун ҫути курнӑ. Вӑрҫӑ пуҫланнӑ чухне вӑл 14 ҫулти хӗрача пулнӑ.

Ун чухне хӗр шкула каяс вырӑнне Аҫтӑрхан облаҫне ҫул тытнӑ. Унта пулӑ тытнӑ, кайран ӑна фронта ӑсатнӑ.

1945 ҫулхи авӑн уйӑхӗнче вӑл Шупашкара куҫса килнӗ. Кунта парти обкомӗнче, Министрсен Канашӗнче ӗҫлесе тивӗҫлӗ канӑва тухнӑ.

Татьяна Александровна хыҫа пӗр ӗмӗр хӑварнӑ пулсан та аптӑрамасть: хӑйех утса ҫӳрет, анчах хӑлхи япӑхрах илтет. Халӗ ӑна юратнӑ мӑнукӗ пӑхса пурӑнать.

Чун-чӗререн саламлатпӑр Татьяна Александровнӑна!

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.ru/wall-17249389_19671
 

Сывлӑх
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Шупашкарта ватӑ арҫын хӑй чирлӗ пулнине ӑнсӑртран, Хулан тӗп пульницине арӑмӗпе килсен, пӗлнӗ.

Вӑл 30 ҫул пирус туртнӑ, сывлӑш ҫитменнипе аптӑранӑ, ҫакна ҫулсем иртнипе ҫыхӑнтарнӑ. Тухтӑр ӑна тӗрӗсленме янӑ. Арҫын ӳпке чирӗпе (ХОБЛ) аптӑрани палӑрнӑ.

Хулан тӗп пульницин пульмонологи уйрӑмӗн заведующийӗ Галина Александрова ӑнлантарнӑ тӑрӑх, кун пек чир чухне ӳпке шыҫать, бронхра йӑлмака тулать, ӳпке вара арканма тытӑнать. Ҫавна май ҫынна сывлама та йывӑр.

Тухтӑр каланӑ тӑрӑх, ытларах чухне ку пирус туртнипе пулать. Анчах чир тусана, тӗтӗме тата сиенлӗ газсене пула та йӑл илме пултарать.

Халӗ арҫын килте сипленет, ХОБЛпа чирлекен пациентсен шкулӗ витӗр тухнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.ru/wall-194537172_31469
 

Хулара

Кӑҫал та йӑлана кӗнӗ тӑрӑх вун-вун байкер астӑвӑм чупӑвне ирттерме пухӑннӑ. Ҫакна вӗсем мотоциклпа ҫула тухса киле таврӑнайман байкерсене халалласа ирттереҫҫӗ.

Вӗсем Шупашкарти Петӗр Хусанкай ячӗллӗ культура ҫурчӗ умӗнче старт илнӗ. Унта мотоциклпа ҫапӑнса вилнӗ байкерсен сӑнӳкерчӗкӗсенчен стенд хатӗрленӗ. Стент ҫинче – 18 сӑнӳкерчӗк. Вӗсем ун умне чечексем хунӑ, леш тӗнчене кайнисене асӑнса пӗр минут шӑп тӑнӑ.

Ҫак ҫынсем мотоциклпа ярӑнма питӗ кӑмӑллаҫҫӗ. Анчах, шел те, ҫул ҫинче инкек пулни те – сайра мар. Байкерсем ҫак чупӑва йӗркелесе ыттисене ҫын пурнӑҫӗ кирек хӑш вӑхӑтра та татӑлма пултарнине аса илтереҫҫӗ.

 

Хулара

55 ҫулти хӗрарӑм полици ӗҫченӗсем патне пулӑшу ыйтма пынӑ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, унӑн кӳрши пысӑк укҫана тавӑрмасть иккен.

Ӑна хайхи 45 ҫулти кӳрши 1,3 млн тенкӗлӗх тӑкак кӑтартнӑ. Вӑл ултавҫӑсен витӗмӗнче пулнӑ-мӗн. Вӑл вӗсен серепине утӑ уйӑхӗнчех лекнӗ. Мессенджерта вӑл пысӑк тупӑш сӗнекен пӗлтерӳ курнӑ. Ӑна-кӑна пӗлмесӗр хӗрарӑм телефонӗ ҫине сарӑм лартнӑ, хӑйӗн укҫине хывнӑ тата кредитсем илнӗ. Вӑл 55 ҫулти кӳршин телефонӗ урлӑ заёмсем те илнӗ.

Счет ҫинчен пысӑк суммӑна кӑларма тӑрсан аферистсем тепӗр счет уҫма ыйтнӑ. Пӗтӗмӗшле хӗрарӑм вӗсене 3 млн ытла тенкӗ куҫарса панӑ.

Полици ӗҫченӗсемпе темиҫе сехет калаҫнӑ хыҫҫӑн ҫеҫ вӑл ултавӑҫен серепине лекнине ӑнланнӑ.

 

Хулара

Каччӑпа хӗр ӑҫта романтика апатланӑвӗ йӗркеленине тем тусан та ӑнкараймастӑр пулӗ. Машина фургонӗнче!

Вӗсем аптланнӑ вӑхӑтра машина Шупашкар хули тӑрӑх пысӑк хӑвӑртлӑхпа пынӑ. Ҫак видео халӑх тетелӗнче питӗ хӑвӑрт сарӑлнӑ, йӗрке хуралҫисем патне те часах ҫитнӗ.

Полицейскисем тӳрех ролик авторне тата тӗп роле вылякансене шырама тытӑннӑ. Вӗсене хӑвӑртах тупнӑ та вӗсем тӗлӗшпе административлӑ протокол ҫырнӑ.

ҪҪХПИ инспекторӗсем блогера полици уйрӑмне чӗнсе профилактика калаҫӑвӗ ирттернӗ. Блогер кун хыҫҫӑн айӑпне йышӑнса каҫару ыйтнӑ.

 

Ҫул-йӗр

Ҫывӑх вӑхӑтра Чӑваш Енрен Абхазине самолёт вӗҫме пуҫлӗ.

Шупашкартан Сухума самолет юпа уйӑхӗн пӗрремӗшӗнчен ҫӳреме пуҫлӗ. Билетсене сутма пуҫланӑ ӗнтӗ.

Хальхи вӑхӑтра Абхазинче сывлӑш температури — 20 градус. Ҫак йӗркесен авторӗ темиҫе ҫул каялла пулса курнӑччӗ. Анчах унта Хура тинӗс таса марччӗ. Абхазинче канакансенчен самайӑшӗ ротовируспа чирлетчӗҫ. Унта шыва тасатмалли сооруженисем ӗҫлеменрен таса мар шыв тинӗсе лекет тетчӗҫ. Вӑл вӑхӑтра Гагра хулинче урамсем тирпейсӗрринчен те тӗлӗннӗччӗ, Сухумра вара Грузипе пулса иртнӗ вӑрҫӑ вӑхӑтне аса илтерекен ҫуртсем самайччӗ.

Паянхи кун тӗлне илсен экологи тата тасалӑхпа тирпейлӗх енчен лару-тӑру еплине пӗлместпӗр. Ҫутҫанталӑк вара унта, чӑн та, илемлӗ.

 

Хулара
photo.airlines-inform.ru сайтри сӑн
photo.airlines-inform.ru сайтри сӑн

Самолетри пассажир бортпроводника ҫапнӑ. Вӑл ӑна туалета яман-мӗн.

Ку шӑп та лӑп ҫулталӑк каялла, 2025 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 18-мӗшӗнче, «Победа» авиакоманин «Мускав – Шупашкар» самолетӗнче пулнӑ. Ҫав арҫынна суд тунӑ ӗнтӗ.

Судра акӑ мӗн ӑнлантарнӑ вӑл. Арҫын самолета лариччен Шереметьево аэропортӗнчи бизнес-залра хӗрлӗ эрех ӗҫнӗ, анчах, хӑй каланӑ тӑрӑх, «ӳсӗрӗлмен, хаваслӑ кӑмӑллӑ кӑна пулнӑ». Самолетра вӑл кӳршипе паллашма хӑтланнӑ, анчах лешӗ хирӗҫленӗ.

Хирӗҫӳ Шупашкарта анса лариччен тухнӑ. Арҫын каланӑ тӑрӑх, вӑл вӑраннӑ, унӑн туалета каяс килсе кайнӑ. Вӑл юнашар ларакан хӗрарӑма тӑрса ирттерсе яма ыйтнӑ. Анчах лешӗ тӑрайман, мӗншӗн тесен ларкӑчсен хушшинче ҫынсем пулнӑ. Куншӑн арҫын кӳршӗ хӗрарӑмне кӑшкӑрма, тем те пӗр каласа хӑртма тытӑннӑ. Бортпроводникӑн ӑна лӑплантарма тивнӗ. Вӑл арҫынна тӗпел пӳлӗмне илсе кайнӑ та полици киличчен тытса тӑнӑ. Анчах пассажир ниепле те лӑпланайман – бортпроводника хырӑмӗнчен ҫапнӑ.

Судра арҫын айӑпне йышӑнман. Вӑл алӑпа кӑна хӑлаҫланнӑ имӗш. Ҫапах суд ӑна тӗрмене хупмасӑр 2,5 ҫуллӑха айӑпланӑ. Арҫын ЧР Аслӑ судне аппеляци панӑ, анчах приговор улшӑнман.

Малалла...

 

Персона
Венера Пайгильдина страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк
Венера Пайгильдина страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк

Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче ӗҫлекен Венера Пайгильдина театртан кайнине пӗлтернӗ. «Спасибо этому дому.. идём к другому..» (чӑв. Ку киле тав тӑватӑп, урӑх ҫӗре каятпӑр), — тесе кӗскен ҫырса хунӑ артистка халах тетелӗнчи хӑйӗн страницинче. Унта вӑл Ҫамрӑксен театрӗн тата К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн ҫурчӗсен сӑнӳкерчӗкӗсене вырнаҫтарнӑ.

Чӑваш театртне ҫӳреме юратакансем ку сцена ӑстине аван пӗлеҫҫӗ. Вӑл хӑйне шанса панӑ сӑнарсене тӗлӗнмелле ӗнентерӳллӗ калӑпланипе куракансен чунне тыткӑнлать.

Венера Пайгильдина — Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артистки, Чӑваш Республикин Патшалӑх премийӗн лауреачӗ. Пултаруллӑ сцена ӑсти 1974 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Элӗк районӗнчи Тури Татмӑш ялӗнче ҫуралнӑ. Сцена ҫине пуҫласа шкулта вӗреннӗ чухнех, «Ҫутӑ ӗмӗт» вокал ансамбльпе тухнӑ. Хӗр Ф.Павлов ячӗллӗ музыка училищине вӗренме кӗнӗ, унта Ҫамрӑксен театрӗн директорӗпе, Зоя Ярдыкова режиссерпа, паллашнӑ. 1996 ҫулта Зоя Дмитриевна училище вӗренсе пӗтернӗ Венерӑна театра ӗҫлеме чӗннӗ.

Малалла...

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.ru/wall289856177_2194
 

Страницӑсем: 1, 2, [3], 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, 13, ... 1143
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Эрне пуҫламӑшӗнче вӑй-хал саппасӗ нумай, анчах ӑна ҫӑмӑллӑнах вак-тӗвекленсе пӗтерме пулать. Эрне варринче тавлашусем тухма пултарӗҫ — эсир тӗрӗссине ҫине тӑрса ӗнентермесен те, хӑвӑрӑн позицие лӑпкӑ палӑртӑр.

Юпа, 05

1947
79
Родионов Виталий Григорьевич, филологи ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ.
2005
21
Александров Вячеслав Александрович, ЧАССР тата РСФСР тава тивӗҫлӗ агрономӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа арӑмӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа тарҫи
хуть те кам тухсан та
хуҫа хӑй
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
кил-йышри арҫын
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть