Шупашкарти 9 ҫулти Лена Еремеева «Ача-пӑча ҫӗнӗ хумӗ» сумлӑ конкурсӑн ҫурмафиналне лекнӗ. Вӑл унта Чӑваш Енрен - пӗртен-пӗр ача.
Лена 5 ҫулта «Голос. Дети» кӑларӑмӑн ТОП-80 списока лекнӗ, паллӑ ҫынсемпе - Александ Реввӑпа, Владимир Пресняковпа, Наталья Подольскаяпа - пӗр сцена ҫинче пулса курнӑ. Вӑл юрӑсем ҫырать, хӑйӗн пӗрремӗш кӗнекине те кӑларма хатӗрленет.
Чӑваш Ен Элтеперне Олег Николаева чарӑнусен ячӗсене чӑвашла вулаттарасшӑн. Ҫакӑн пек комментарие республика ертӳҫин пабликӗнчи постсенчен пӗрин айӗнчи комментарипе пӗри ҫырса хунӑ.
«Паян 1-мӗш маршрутпа ҫӳрекен 956-мӗш номерлӗ троллейбусра чарӑну ячӗсене чӑвашла, анчах чӑвашла мар акцентпа каланине илтрӗм. Олег Алексеевич, чарӑну ячӗсене сире чӑвашла вулама сӗнетӗп. Ку вӑл чӑвашла калаҫакан ҫын наци культурине витӗм кӳни пулӗ. Ку вӑл Раҫҫейре ҫук опыт пулӗччӗ. Чӑваш чӗлхи пире пӗрлештерет. Эпир чӑвашла калаҫассишӗн! Эсир шупӑр тӑхӑнсан эпир хамӑра тата мӑнаҫлӑрах туйӑттӑмӑр», — тесе ҫырнӑ.
Чӑваш Енри кӗмӗл волонтёрсем Ханты-Манси автономи округӗнче иртекен Пӗтӗм Раҫҫейри VIII форума хутшӑнаҫҫҫӗ.
Вӗсен йышӗнче Шупашкарти Надежда Разбакова та пур. Вӑл хулари халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗҫене тивӗҫтерекен центра ҫӳренӗ май унта «Студия хорошего настроения» (чӑв. Хавас кӑмӑл студийӗ) ташӑ ушкӑнне ертсе пырать. Тӳлевсӗр-мӗнсӗр. Ырӑ кӑмӑлпа.
«Ташлама юртакан ҫынсем вӑр-вар та йӑрӑ, кӗлеткине илемлӗ тытма пӗлеҫҫӗ. Тӗрлӗ хускану туни шӑмӑсемпе сыпӑсемшӗн те усӑллӑ», — тет хастар пенсионер.
Чӑваш Енре ача пахчинчех тӑван чӗлхепе культурине вӗрентес тӗллевпе вӗрентӳ системине улӑштарасшӑн. Хамӑр патри специалистсем хатӗрленӗ ҫӗнӗ вӗренӳ маиериалӗсем кӗҫех республикӑри пур ача пахчине те ҫитӗҫ.
Проект сӑнав шайӗнче Шупашкарти 202-мӗш ача пахчинче старт илнӗ ӗнтӗ. Унта ачасем ҫӗнӗ пособисемпе, ӗҫ тетрачӗсемпе, вӑйӑсемпе паллашаҫҫӗ.
Кӗркунне вӗҫлениччен ача пахчисене ҫӗнӗ вӗренӳ материалӗсен комплекчӗ ҫитӗ: «500 сӑмах» словарь, «Чӑваш Ен. Эпир пӗрле» кӗнеке, «Ҫулталӑк хушши» сӑрламалли кӗнеке. Ҫавӑн пекех ҫутҫанталӑк, чӗрчунсен тӗнчипе ҫыхӑннӑ дидактика материалӗсем пулӗҫ.
Федерацин хӑрушсӑрлӑх службин погранподразделенийӗ Шупашкарти аэропортра ют ҫӗршыври рейссене йышӑнма хатӗр. Кун пирки республикӑн влаҫ органӗсен офицаллӑ порталӗнче пӗлтернӗ.
Пассажирсемпе тиевсене тӗрӗслемелли пункта 2025 ҫул пуҫламӑшӗнче ӗҫлеттерсе ярасшӑн. Кун пирки Раҫҫейӗн Федерацин хӑрушсӑрлӑх службин Сарту тата Самар облаҫӗсенчи Пограничник управленийӗн пуҫлӑхӗ Юрий Урванов Чӑваш Ен Элтеперӗпе Олег Николаевпа тӗл пулсан пӗлтернӗ.
Элтепер каланӑ тӑрӑх, ҫитес ҫул Шупашкартан Турцие авиайрессем уҫасшӑн.
Чӑваш Енре чи хастар кӗмӗл волонтерсене палӑртнӑ. Конкурса пӗтӗмпе 32 хастар ватӑ хутшӑннӑ. Вӗсене 4 номинацире хакланӑ.
«Ҫӗнтерӳ волонтерӗ» номинацире Етӗрне тӑрӑхӗнчи Мария Кольцова «Хӑвӑн ӑшшуна ыттисене парнеле» программӑпа палӑрнӑ.
«Волонтер-наставник» номинацире Элӗк тӑрӑхӗнчи Виталий Ефимов «Шахмат — ӑнӑҫу ҫулӗн шанчӑклӑ ҫӑлкуҫӗ» практикӑпа мала тухнӑ. Шупашкарти Ирина Александрова — чи лайӑх «Эко-волонтёр». «Социаллӑ экспресс» номинацире те Шупашкарти кинемей ҫӗнтернӗ¸ вӑл — Алевтина Степанова. Ватӑ ҫын «Ретрогварди» театр студине ҫӳрет.
Ҫӗнтерӳҫӗсене кӗмӗл волонтерсен республикари форумӗнче чыслӗҫ. Вӑл авӑн уйӑхӗн 9-мӗшӗнче 11 сехетре Ҫамрӑксен театрӗнче пуҫланӗ.
Чӑваш Енре чи хастар кӗмӗл волонтерсене палӑртнӑ. Конкурса пӗтӗмпе 32 хастар ватӑ хутшӑннӑ. Вӗсене 4 номинацире хакланӑ.
«Ҫӗнтерӳ волонтерӗ» номинацире Етӗрне тӑрӑхӗнчи Мария Кольцова «Хӑвӑн ӑшшуна ыттисене парнеле» программӑпа палӑрнӑ.
«Волонтер-наставник» номинацире Элӗк тӑрӑхӗнчи Виталий Ефимов «Шахмат — ӑнӑҫу ҫулӗн шанчӑклӑ ҫӑлкуҫӗ» практикӑпа мала тухнӑ. Шупашкарти Ирина Александрова — чи лайӑх «Эко-волонтёр». «Социаллӑ экспресс» номинацире те Шупашкарти кинемей ҫӗнтернӗ¸ вӑл — Алевтина Степанова. Ватӑ ҫын «Ретрогварди» театр студине ҫӳрет.
Ҫӗнтерӳҫӗсене кӗмӗл волонтерсен республикари форумӗнче чыслӗҫ. Вӑл авӑн уйӑхӗн 9-мӗшӗнче 11 сехетре Ҫамрӑксен театрӗнче пуҫланӗ.
Авӑн уйӑхӗн 30-мӗшӗнче ЧР Элтеперӗ Олег Николаев республикӑри вӗрентекенсене награда парасси пирки хушу алӑ пуснӑ.
Шупашкар округӗнчи Тутаркассинчи вӑтам шкулӗнче ӗҫлекен Альбина Ишовӑна «Чӑваш Республикин халӑх усителӗ» ят панӑ. Шупашкарти 3-мӗш лицей вӗрентекенӗ Марина Гордеева тата 62-мӗш шкулти Наталья Климова «Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ учителӗ» ята тивӗҫнӗ.
Шупашкарта пурӑнакан ватӑсем ӳкерме вӗренеҫҫӗ. Ҫак ӑсталӑха вӗсем хулари халӑхн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центрӗнче туптаҫҫӗ.
Паян, Пӗтӗм тӗнчери ваттисен кунӗнче, учрежденире ҫӗнӗ проект хута кайнӑ.
Ватӑсене ӳкерме Шупашкарти Акцыновсем ячӗллӗ 6-мӗш ӳнер шкулӗн преподавателӗ, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ художникӗ Николай Фёдоров вӗрентнӗ.
Пӗрремӗш занятире кинемейсене вӑл натюрморт ӳкерме сӗннӗ. Ку енӗпе, паллах, хӑй вӗрентсе, кӑтартса, пулӑшса пынӑ.
Ултавҫӑсен капкӑнне йӗрке хуралҫисем те, усламҫӑсем те ҫакланаҫҫӗ. Ун пек авӑра ватӑ ҫынсем ытларах лекеҫҫӗ тесе шухӑшлас килет пек те, анчах апла мар иккен.
РФ Шалти ӗҫсен министерствин Шупашкарти управленийӗн 3-мӗш пайӗн пуҫлӑхӗ Александр Осокин каланӑ тӑрӑх, такам та ӗненсе лартма пултарать. Ҫынсем хӑйсен хваттерне, машинине салука хывса кредит илеҫҫӗ. Унтан укҫана ултавҫӑҫене куҫарса параҫҫӗ.
«Улталамалли меслет нумай. Пӗр-тен пер ӑнӑҫлӑ та тухӑҫлӑ канаш параймӑн, — тенӗ вӑл. — Эпӗ ҫапах та пӗлмен ҫынсемпе телефона калаҫма тӑхтама сӗннӗ пулӑттӑм».
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (03.05.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 744 - 746 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.