Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +7.3 °C
Ҫӑкӑр-тӑвар хире-хирӗҫ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Шупашкар

Хулара
"Чӑваш Ен" ПТРК тунӑ видео скринӗ
"Чӑваш Ен" ПТРК тунӑ видео скринӗ

Ӗнер республикӑра Пӗтӗм Раҫҫейри «Симӗс Раҫҫей» экологи шӑматкунлӑхӗ иртнӗ. Ӑна 2013 ҫултанпа йӗркелеҫҫӗ, унта ку таранччен 18 миллион ытла ҫын хутшӑннӑ.

Шӑматкун Шупашкарта экологи акцине 800 ытла ҫын тухнӑ. Вӗсен йышӗнче шкул ачисемпе студентсем те пулнӑ. Хастар ҫынсем Шупашкарти «Байконур» микрорайонта ҫӳп-ҫап пухнӑ.

Акци вӑхӑтӗнче 8 тонна ҫӳп-ҫап пуҫтарнӑ. Ӑна машинӑсем ҫине тиесе утилизацие ӑсатнӑ.

 

Раҫҫейре
t.me/chuv_kray каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк
t.me/chuv_kray каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк

Чӑваш Енри Валентина Алексеева илем конкурсӗн финалне лекнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ-ха.

«Раҫҫей пики» конкурса Шупашкарти тата тепӗр хӗр хутшӑнӗ. Вӑл — Чӑваш Енри илем конкурсӗнче кӑҫал ҫӗнтернӗ Алла Кадеева.

Вӑл та вун саккӑрта. А.Н. Косыгин ячӗллӗ университечӗн пӗрремӗш курс студентки. Ту ҫинче йӗлтӗрпе ярӑнма юратать, вырӑс классикине кӑмӑллать, тӗрлеме тата курса ҫӳреме килӗштерет.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/chuv_kray/3864?single
 

Хулара
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкара тепӗр 20 ҫӗнӗ троллейбус илсе килнӗ. ЧР Транспорт министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, чӳк уйӑхӗн вӗҫӗччен тата 52 троллейбус илсе килмелле.

Ку транспорта Дом.рф инфраструктура облигацийӗ пулӑшнипе туяннӑ. Сӑмах май, заем пулӑшнипе ку таранччен 92 троллейбус туяннв. Пирвайхи 20 транспортпа ҫалла кӳрсе килнӗ. Вӗсене Ҫӗнӗ Шупашкара панӑ ӗнтӗ. Ҫӗнӗ троллейбуссем 52, 53, 54 тата 55-мӗш маршрутсем ҫине тухнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/mintrans21
 

Хулара
regionalcenter.rkomi.ru сайтри сӑн
regionalcenter.rkomi.ru сайтри сӑн

Шупашкарти 56 ҫулти хӗрарӑм ӗҫри пуҫлӑх ҫырнӑ тесе ӗненнӗ те шар курнӑ. Мессенджерта пуҫлӑх ятӗнчен ун патне ҫыру килнӗ: такамсем унӑн харпӑр даннӑйӗсене пӗлнӗ те хӑрушлӑх сиксе тухнӑ-мӗн, Украинӑна укҫа куҫарма пултараҫҫӗ, банксенче темиҫе кредит илме пултараҫҫӗ имӗш. Хайхискер кӗҫех унпа йӗрке хуралҫисем ҫыхӑнассине пӗлтернӗ.

Хӗрарӑм банксене кайса кредитсем илнӗ. Лешсем хушнипе укҫа машина туянма кирлӗ тесе суйнӑ. Укҫине куҫарсан тин ывӑлне кун пирки каласа кӑтартнӑ. Ҫапла вӑл 3 миллион та 300 пин тенкӗсӗр юлнӑ.

 

Персона

«Раҫҫей мисӗ» наци илем конкурсӗ пуҫланнӑ. Лайӑх хыпар: Шупашкарти 18 ҫулти Валентина Алексеева финала тухнӑ. 85 пин чиперккерен финала 50-шӗ кӑна тухнӑ. Вӗсен йышӗнче - пирӗн ентеш те.

Валентина хальхи вӑхӑтра Мускавра пурӑнать, унтах вӗренет. Шупашкара хӑнана тӑванӗсем патне килет. Унӑн чун киленӗҫӗ: йога, ташӑ, фитнес, макияж тӑвасси.

Халӗ Валентина финала хатӗрленет, Чӑваш Ене тивӗҫлипе хӳтӗлесшӗн. Вӑл юпа уйӑхӗн 5-мӗшӗнче иртет.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-191629825_70677
 

Пӑтӑрмахсем

Авӑн уйӑхӗн 27-мӗшӗнче ирхи 3 сехет те 45 минутра Шупашкарти «Солнечный» микрорайонта пушар пулнӑ.

Хӗвеллӗ бульварти 10-мӗш ҫуртри пӗрремӗш хутри икӗ пӳлӗмлӗ хваттерте балкон ҫунма тытӑннӑ. Ҫав вӑхӑтра килте 2-10 ҫулсенчи виҫӗ ача тата амӑшӗ ҫывӑрнӑ. Хваттер хуҫисене кӳршисем вӑратнӑ.

Алӑк умӗнче тӗтӗм пулнӑран ачасемпе амӑшӗн урама уҫӑ чӳречерен тухма тивнӗ. 10 минутран пушарнӑйсем ҫитнӗ.

 

Хулара
chttps://cheb-centr.soc.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
chttps://cheb-centr.soc.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкарта пурӑнакан Вера Ятманова паян, авӑн уйӑхӗн 26-мӗшӗнче, 101 ҫул тултарнӑ.

Ӑна хулари халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центрӗн социаллӑ ӗҫченӗ пӑхса пулӑшать. Кинемее асӑннӑ центрӑн пай пуҫлӑхӗ Татьяна Ильина саламланӑ.

Вера Ивановна Етӗрне районӗнче ҫуралнӑ. Вӑрҫӑ ҫулӗсенче ӑна окоп чавма янӑ. Чӑваш ял хуҫалӑх институтӗнчен зоотехника вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн зоотехникра ӗҫленӗ.

Упӑшкипе икӗ хӗр ҫуратса ӳстернӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: chttps://cheb-centr.soc.cap.ru
 

Пӑтӑрмахсем
21.мвд.рф сӑнӳкерчӗкӗ
21.мвд.рф сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкарта пурӑнакан 68 ҫулти хӗрарӑм патне мессенджерсенчен пӗринче такам шӑнкӑравланӑ, ҫав вӑхӑтра «поликлиника» тесе ҫырни тухнӑ.

Шӑнкӑравлаканни кинемее медицина тӗрӗслевӗ тухма сӗннӗ, ун валли регистрациленмелле тесе ӗнентернӗ.

Ют ҫын каланине итлесе хӗрарӑм телефона приложени вырнаҫтарнӑ, вӑл сиенлӗскер пулнӑ май ватӑ ҫыннӑн счёчӗпе усӑ курма май панӑ.

Ҫапла вара такамсем хӗрарӑмӑн 800 пине яхӑн тенкине вӑрланӑ.

 

Республикӑра
cheb-centr.soc.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cheb-centr.soc.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкарти халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центрӗнчи музыкӑпа литература тӗпелне ҫӳрекен ватӑсем паян Шупашкар муниципалллӑ округӗнчи Кӑрмӑш ялне тухса концерт ирттернӗ.

Асӑннӑ учреждени ҫавӑн пек вӗҫӗмех тухса ҫӳрет, уйӑхра пӗр хутчен тӗрлӗ ҫӗре ҫитсе концерт лартать. Кӑрмӑшри ваттисен ҫуртӗнче пурӑнакансем артистсене кӑмӑлтан кӗтсе илнӗ, номерсене тӑвӑллӑн алӑ ҫупса йышӑннӑ, пӗрле юрлани.

«Надежда» хора Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Владимир Арланов ертсе пырать.

 

Персона

Шупашкарти 7-мӗш шкул директорӗн канашҫи Надежда Аполлонова Пӗтӗм Раҫҫейри патриотлӑх воспитанийӗн «Быть, а не казаться!» конкурсра ҫӗнтернӗ. Вӑл «Наставник-профессионал» номинацире мала тухнӑ.

Конкурс финалӗ Волгоград хулинче иртнӗ. Унта хутшӑнакансене тӗрлӗ енчен тӗрӗҫленӗ. Тӗслӗхрен, вӗсем уҫӑ уроксем ирттернӗ, социаллӑ проектсем хатӗрленӗ, ҫарпа спорт мероприятийӗсене ирттернӗ… Надежда Аполлонова чи лайӑх кӑтартусемпе палӑрса пуринчен те иртнӗ.

 

Страницӑсем: 1 ... 29, 30, 31, 32, 33, 34, 35, 36, 37, 38, [39], 40, 41, 42, 43, 44, 45, 46, 47, 48, 49, ... 1033
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (03.05.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 744 - 746 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрне сире пурнӑҫ мӗн тери йӗркесӗр пулнине аса илтерӗ. Хӑвӑр пирки кана шутланипе эсир ыттисене асӑрхамастӑр. Ӑнланма вӑхӑт ҫитнӗ: сирӗн интерессем ыттисеннипе тачӑ ҫыхӑннӑ. Эппин, кама та пулин япӑх туса эсир хӑвӑра сӑтӑр тӑватӑр.

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа арӑмӗ
хуҫа хӑй
хуҫа тарҫи
хуть те кам тухсан та
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
кил-йышри арҫын
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем