Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +14.3 °C
Кушака — кулӑ, шӑшие — вилӗм.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: апат-ҫимӗҫ

Апат-ҫимӗҫ

Паян Правительство ҫуртӗнче иртнӗ планеркӑра апат-ҫимӗҫ хакӗсем пирки те калаҫнӑ. Хаксем мӗншӗн хӑпарни пирки экономика министрӗ Дмитрий Краснов каласа кӑтартнӑ.

Кӑрлач-чӳк уйӑхӗсенче Чӑваш Енре инфляци 7,8 процентпа танлашнӑ. Раҫҫейӗпе илес тӗк, кӑшт пысӑкрах (ҫӗршывра – 7,5%). Апат-ҫимӗҫ вӑтамран 8,9 процент хӑпарнӑ, ытти тавар – 8,8 процент. 2021 ҫул пӗтӗмлетӗвӗпе инфляци 8,2-8,5 процентпа танлашма пултарассине калаҫҫӗ. Малтан ку кӑтарту 5,5 процентпа танлашма пултарасси пирки пӗлтернӗччӗ.

Купӑста хакӗ – 2,1, кишӗр – 1,4, ҫӗрулми – 1,3, аш-какай – 1,2 процент хӑпарнӑ. Кӗрпе, пӑрҫа 1,2 процент хакланнӑ. Ҫавӑн пекех макарон хакӗ самай хӑпарнӑ: 14,4 процент. Ҫӑкӑр-булка таврашӗ 13,5 процент хакланнӑ, тип ҫу – 8,9%.

 

Чӑвашлӑх
Василий Кузьмин сӑнӳкерчӗкӗ
Василий Кузьмин сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш тӗрри кунӗ тӗлне Шупашкарти «Планета» кондитерскинче тӑрӑшакансем «Чӑваш наци тумӗ» ӗҫ хатӗрленӗ. Ку хыпара «Хыпар» издательство ҫурчӗн сайтӗнче пӗлтернӗ.

Унта хыпарланӑ тӑрӑх, «тӗрӗпе илемлетнӗ пылак ҫимӗҫе кондитерсем 8 уйӑх янтӑланӑ». Хаҫатҫӑсем ӗнентернӗ тӑрӑх, «чӑваш хӗрарӑмӗн наци тумӗн «ҫимелли» вариантне чӑн-чӑннинчен уйӑрса илме те ҫук».

Тӗлӗнтермӗш ӗҫпе паян республикӑн культура министрӗ Светлана Каликова, Чӑваш Енри Хӗрарӑмсен союзӗн председателӗ Наталья Николаева паллашнӑ.

 

Апат-ҫимӗҫ

Вӑрнарти сӗт савутне штрафлама йышӑннӑ. Сахал мар – 100 пин тенкӗлӗх. Вӑл туса кӑларакан хӑймапа ҫура антибиотик тупнӑ.

Кӳкеҫри ачасен интернат ҫуртӗнче Россельхознадзор апат-ҫимӗҫе тӗрӗсленӗ. Шӑп ҫавӑн чухне Вӑрнарти сӗт савучӗ туса кӑларнӑ ҫупа хӑймара линкомицин антибитик пурри палӑрнӑ. Ку – «Апат-ҫимӗҫ хӑрушсӑрлӑхӗ пирки» техника регламенчӗн требованийӗсене пӑсни.

Юпа уйӑхӗнче юридици сӑпачӗ тӗлӗшпе административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ. Чӳк уйӑхӗнче ӗҫе пӑхса тухнӑ та савута 100 пин тенкӗ штраф тӳлеттерме йышӑннӑ.

 

Пӑтӑрмахсем
21.мвд.рф сӑнӳкерчӗкӗ
21.мвд.рф сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкар хулинче пурӑнакан 67 ҫулти хӗрарӑм ют ҫын карттипе усӑ курнӑ. Ҫыннӑн банк карттипе вӑл апат-ҫимӗҫ лавккисенче 10 пине яхӑн тенкӗлӗх тавар туяннӑ.

Банк карттине 44 ҫулти хӗрарӑм ҫухатнӑ. Шупашкарта пурӑнакан ҫав ҫын картта ҫинчен 10 пине яхӑн тенкӗ ҫӗтни пирки смс-ҫыру килсе йӗрке хуралҫисенчен пулӑшу ыйтнӑ.

Лавккара ют ҫын карттипе апат-ҫимӗҫ туяннӑ ватӑ хӗрарӑм видеокамера ҫине лекнӗ. Ӑна шыранине пӗлтерсе массӑллӑ информаци хыпарӗсенче хыпарланӑ. Амӑшне йӗрке хуралҫисем шыранине ватӑ ҫынна хӗрӗ пӗлтернӗ. Ҫавӑн хыҫҫӑн хӗрарӑм йӗрке хуралҫисем патне васканӑ, ҫын карттипе усӑ курнишӗн питех те ӳкӗннине, парӑма ҫывӑх вӑхӑтра татассине пӗлтернӗ.

 

Апат-ҫимӗҫ
ustaliy.ru сайтри сӑн
ustaliy.ru сайтри сӑн

Республикӑра ҫӑкӑр мӗншӗн хакланать? ЧР Экономика аталанӑвӗн министерстви сӑлтавне ӑнлантарма тӑрӑшнӑ.

Ведомство палӑртнӑ тӑрӑх, топливо кӑна мар, тип ҫу тата сахӑр хакӗсем е ӳсеҫҫӗ. Ку кӑна мар, кӑҫал типӗ ҫанталӑка пула тыр-пул ӑнса пулман. Ҫакӑ та хаксене витӗм кӳнӗ.

Министерство шутланӑ тӑрӑх, авӑн уйӑхӗнче ҫӑкӑр тата булка таврашӗсен хакӗ вӑтамран 5,3 процент хӑпарнӑ. Хаксем ытла ӳссе ан кайччӑр тесе РФ Правительстви ҫӑкӑр пӗҫерекен савутсене пулӑшма палӑртнӑ. Чӑвӑш Енре ку тӗллевпе 22 млн тенкӗ ытла уйӑрнӑ, федераци шайӗнче – 6 млн тенкӗ ытла.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/74592
 

Апат-ҫимӗҫ

Россельхознадзорӑн Чӑваш Енри тата Чӗмпӗр облаҫӗнчи управленийӗн специалисчӗсем Етӗрнери аш-какай комбиначӗн ҫимӗҫӗсенче антибиотик тупнӑ.

Ведомство «Украинская» кӑлпассие тата «Школьный» шницеле тӗрӗсленӗ, Мускава ӑслӑлӑхпа методика тӗп ветеринари лабораторине янӑ. Кӑлпассире бензилпенициллин пулнӑ. Шницельте энрофлоксацин тата ципрофлоксацин пурри палӑрнӑ.

Етӗрнери аш-какай комбиначӗ тӗлӗшпе административлӑ производство пуҫарнӑ. Комбината 100 пин тенкӗ штраф тӳлеме ҫырса панӑ.

 

Ял хуҫалӑхӗ

Ӗнер Етӗрне районӗнче фермерсен республикӑри слечӗ иртнӗ. Унта курав-ярмӑрккӑ та йӗркеленӗ. Фермерсен пухӑвне республикӑри тӳре-шара пухӑннӑ. Ҫав шутра республика Элтеперӗ Олег Николаев, республикӑн Министрсен Кабинечӗн Председателӗн ҫумӗ — ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов пулнӑ.

Республика ертӳҫи район администраци пуҫлӑхӗсене уйрӑм хушма хуҫалӑхсене агропредпринимательствӑна тата ял хуҫалӑх потребкооперацине явӑҫтарма сӗннӗ.

«Кӑҫал ҫӗнӗрен фермер хуҫалӑхӗсем йӗркеленӗ ҫынсен, грант конкурсӗсенче ҫӗнтернисен йышӗ ӳсрӗ», — тенӗ Сергей Артамонов.

 

Пӑтӑрмахсем
gov.cap.ru сӑнӳкерчӗксемпе усӑ курса хатӗрленӗ коллаж
gov.cap.ru сӑнӳкерчӗксемпе усӑ курса хатӗрленӗ коллаж

Хӗрлӗ Чутай районӗнчи прокуратура асӑннӑ тӑрӑхри Хурӑнлӑхри ваттисен ҫуртӗнче кӑлтӑксем тупса палӑртнӑ. Асӑннӑ учреждени Хӗрлӗ Чутайӗнчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центра пӑхӑнать. Ваттисен ҫуртӗнче санитарипе эпидемиологи саккунне пӑсаҫҫӗ иккен.

Сӑмахран, сӗт-ҫу тата ытти апат-ҫимӗҫе упракан холодильникра термометр ӗҫлемен. Холодильникра управ вӑхӑчӗ тухнӑ ҫӗпре упраннӑ. Савӑт-сапа ҫумалли пӳлӗмре ҫӳп-ҫап контейнерӗпе ҫывӑхрах ҫӗрулми упранӑ. Прокуратура ытти кӑлтӑка та асӑрханӑ.

Халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центрӗн ертӳҫи ячӗпе асӑрхаттару хучӗ ҫырса панӑ. Халӗ кӑлтӑка пӗтернӗ, айӑплисене дисциплина тӗлӗшӗнчен явап тыттарнӑ.

 

Апат-ҫимӗҫ
Шупашкар хула администрацийӗ тунӑ сӑн
Шупашкар хула администрацийӗ тунӑ сӑн

Шупашкарта канмалли кунсенче ярмӑрккӑсем ӗҫлеҫҫӗ. Вӗсем авӑн уйӑхӗн 5-мӗшӗнче хупӑнӗҫ.

Ярмӑрккӑсем хулари темиҫе вырӑнта ӗҫлеҫҫӗ: «Николаевски», «Ҫурҫӗр» суту-илӳ комплексӗсенче тата «Шупашкар» суту-илӳ ҫурчӗ ҫывӑхӗнче.

Ярмӑрккӑсенче пахча ҫимӗҫе йӳнӗ хакпа туянма пулать. Тӗслӗхрен, купӑста 25-40 тенкӗ тӑрать, сухан – 30-40 тенкӗ, кишӗр – 30-50, кабачок – 10-30, хӑяр – 30-35, помидор 50-80 тенкӗ.

Унта пахча ҫимӗҫ сутакансем вырӑна тара илнӗшӗн укҫа тӳлемеҫҫӗ. Ҫавна май тавар хакӗ те самай пӗчӗкрех.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/73990
 

Экономика

Китая пуҫласа чӑваш эрех-сӑрине ӑсатнӑ. Пирӗн республикӑра ют ҫӗршыва ял хуҫалӑх продукцине ӑсатассине илсен, Китай малти вырӑн йышӑнать. Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа унта 9, 6 АПШ долларӗллӗх 64,2 тонна апат-ҫимӗҫ ӑсатнӑ. Асӑннӑ цифра пӗлтӗрхи танлаштаруллӑ тапхӑртинчен 9,8 процент нумайрах.

Китая печени, ӑсатасси, сӑмахран, 83 хут ӳснӗ, вафли таврашне унчченхинчен 1,3 хут нумайрах сутнӑ. Ытти кондитер изделийӗпе пӗрлех чӑх какайӗ те Китая ӑсанать.

Республикӑн Ял хуҫалӑх министерстви пӗлтернӗ тӑрах, кӑҫал Шупашкарти ликёрпа водка савучӗн продукцине те ӑсатнӑ.

 

Страницӑсем: 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7, 8, [9], 10, 11, 12, 13, 14, 15, 16, 17, 18, 19, ... 40
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Парикмахерские кайма ӑнӑҫлӑ вӑхӑт. Пӗтӗм япӑх энерги ҫӳҫре пухӑнать, ӑна касни унран хӑтӑлма пулӑшать. Халӗ килте тӗплӗ тирпейлесен, кирлӗ мар япаласенчен хӑтӑлсан аван. Ытлашши нумай япала ан пухӑр. Чылайӑшӗ сире кирлӗ те мар.

Авӑн, 13

1961
65
Терентьев Юрий Петрович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
2003
23
Егоров Валерий Петрович, литературовед, публицист ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
кил-йышри арҫын
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуть те кам тухсан та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа арӑмӗ
хуҫа тарҫи
хуҫа хӑй
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та