
«Чӑвашхмельпром» тулли мар яваплӑ общество «Чӑваш хӑмли» ятпа усӑ курма ирӗк илнӗ. «Чувашский хмель»(чӑв. Чӑваш хӑмли) ятпа малашне пӗртен-пӗр ҫав предприяти ҫеҫ сутайӗ.
Чӑваш Ен Ял хуҫалӑх министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, «Чӑвашхмельпром» Роспатента ятарлӑ документсене ҫитерсе парсан «Чӑваш хӑмли» ята регистрацилӗҫ.
Роспатентра хӑйсен продукцине интеллект харпӑрлӑхӗ евӗрЧӑваш Енри предприятисем маларах та регистрациленӗ тӗслӗхсем пулнӑ-ха. Ҫавӑн пек майпа Етӗрнери аш-какай комбиначӗ тата Ҫӗрпӳри ял хуҫалӑх ӑслӑлӑхпа тӗпчев институчӗ усӑ курнӑ. Етӗрнери аш-какай комбиначӗ — чӑваш шӑрттанне регистрацилеттернӗ, Ҫӗрпӳри ял хуҫалӑх ӑслӑлӑхпа тӗпчев ӑслӑлӑх институчӗ — икӗ йышши хӑмлана.

Роспотребнадзор апат-ҫимӗҫ лавккисене тӗрӗслевпе тухнӑ. Хальхинче сентресем ҫинчи аш-какай пахалӑхне пӑхнӑ.
Ведомство пӗлтернӗ тӑрӑх, сысна тата ӗне какайӗсенчен хатӗрленӗ продукцире (кун пирки маркировкӑра ҫырнӑ) чӑхӑн ДНКине тупса палӑртнӑ. Требованисемпе килӗшсе тӑман продукцие сутуран илнӗ. Пӗтӗмпе 200 ытла килограмм какай сентресем ҫинчен илсе кайнӑ.
Палӑртмалла: Роспотребнадзор кӑҫалхи 9 уйӑхра лабораторире аш-какайӑн 900 пробине тӗрӗсленӗ. 64 ҫурмафабрикат гигиена нормативӗсемпе килӗшсе тӑман.

Чӗмпӗрте туса кӑларнӑ чӑкӑтри выльӑх ҫӑвне ӳсен-тӑран ҫӑвӗпе улӑштарнине тупса палӑртнӑ. Чӑкӑтсене Канашри тата Шупашкарти суту-илӳ точкисенче тӗрӗсленӗ.
Россельхознадзорӑн Чӗмпӗр облаҫӗнчи тата Чӑваш Енри управленийӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, чӑкӑтра маркировкӑра палӑртман япаласем тупнӑ. Вӗсене ҫак сырсенче тупнӑ: «Пашехонский», «Российский», «Голландский». Вӗсенче фитостеринсем пур-мӗн.
Чӑкӑта туса кӑларакан предприяти патне предписани янӑ – унӑн чӑкӑтӑн ҫак тӗсӗсене кӑларма пӑрахмалла.

Канаш хулинче ӗҫлесе пурӑнакан усламҫӑ вӑхӑчӗ тухнӑ апат-ҫимӗҫе сутнӑ. Кӑлтӑка асӑннӑ тӑрӑхри прокуратура тӗрӗслевӗ вӑхӑтӗнче тупса палӑртнӑ.
Потребительсен правине хӳтӗлесси ҫинчен калакан саккуна, санитарипе эпидемологи правилисене, техника йӗркелӗвӗ ҫинчен калакан саккуна пӑсакан усламҫӑна явап тыттарма ыйтса надзор органӗ Чӑваш Ен Арбитраж судне тавӑҫпа ҫитнӗ.
Халӗ суд ларӑвӗ пулса иртнӗ. Унта вӑхӑчӗ тухнӑ апат-ҫимӗҫе сутакан Канашри усламҫӑпа ҫыхӑннӑ ӗҫе тӗплӗн тишкернӗ. Уйрӑм усламҫӑна суд административлӑ майпа явап тыттарма йышӑннӑ. Ӑна 30 пин тенкӗлӗх штрафлас тенӗ.
Чӑваш Ен прокуратурин пресс-службинче паян пӗлтернӗ тӑрӑх, суд йышӑнӑвӗ хальлӗхе саккунлӑ вӑя кӗрсе ӗлкӗреймен-ха.

Чӑваш Енре ҫак кунсенче иртекен «Кӗр парнисем-2019» ял хуҫалӑх ярмӑрккинче ытларах сутакан апат-ҫимӗҫ шутӗнче — ҫӗрулми, сухан, кишӗр тата купӑста. Кунсӑр пуҫне — панулми, груша, пыл, йывӑҫ-тӗм хунавӗ, ешӗл ҫимӗс, аш-пӑш тата улма-ҫырла.
Чӑваш Енӗн Элтеперӗн Администрацийӗн пресс-службинче ӗнентернӗ тӑрӑх, лавккасенче ҫӗрулмин пӗр килограмне 11-24 тенкӗпе сутаҫҫӗ пулсан, ял хуҫалӑх ярмӑрккинче — 8-12 тенкӗпе.
Аса илтерер: ярмӑрккӑна республикӑри мӗнпур район-хулара йӗркеленӗ. Тӗрлӗ вырӑнта пурӗ 42 лапам ӗҫлет.
Ял хуҫалӑх ярмӑрккинче туяннӑ пахчаҫимӗҫе Шупашкарта пурӑнакан ватӑ ҫынсене тата сусӑрсене тӳлевсӗр леҫсе параҫҫӗ. Илнӗ продукцине машинӑна тиеме тата пушатма волонтерсем пулӑшаҫҫӗ.

Раҫҫей Правииельстви ҫумӗнчи Финанс университечӗн социаллӑ пурнӑҫпа экономика тӗпчевӗсен институчӗн пуҫлӑхӗ Алексей Зубец экономика кризисӗн ҫӗнӗ индексне кӗртес шухӑшлине пӗлтернӗ. Институт сӑмакун туса илнин индексне кӗртесшӗн.
«Российская газета» хаҫат пӗлтернӗ тӑрӑх, Финанс университечӗн специалисчӗсем ҫӗршывӑн пысӑк тата вӑтам хулисенче пурӑнакансем хушшинче ыйтӑм ирттернӗ. Сӑмакун чи нумай юхтаракан хуласен шутӗнче — Чӗмпӗр, Саранск, Аҫтӑрхӑн, Липецк тата Новороссийск.
Сӑмакун юхтарни тата ӗҫни, тӗпчевҫӗсем палӑртнӑ тӑрӑх, ҫӗршыври экономика тӑрӑмне палӑртакан индикаторсенчен пӗри. Зубец шухӑшланӑ тӑрӑх, экономика йывӑрлӑхне пула халӑх хӑй эрех-сӑра туса илме е йӳнӗ эрех туянма пуҫлать.

Калуга облаҫӗнче «Хлеб, ты — мир» (чӑв. Ҫӑкӑр, эсӗ — тӗнче) пӗтӗм тӗнчери форум ӗҫлеме тытӑннӑ. Унта «Лучший хлеб России — 2019» (чӑв. Раҫҫейри чи лайӑх ҫӑкӑр — 2019) Раҫҫейри конкурс ҫӗнтерӳҫисене чысланӑ.
Конкурса кӑҫал ҫӗршывӑн 27 регионӗнчи 68 предприяти 280 тӗрлӗ ҫӑкӑр тӑратнӑ. Ҫӑкӑр пахалӑхне апат-ҫимӗҫ аслӑ шкулӗсен профессорӗсем, экспертсемпе технологсем, Раҫҫейри ҫӑкӑр пӗҫерекенсен пӗрлешӗвӗн пайташӗсем пахаланӑ.
Раҫҫейӗн чи лайӑх ҫӑкӑрне ҫичӗ номинацире хакланӑ. Пӗрремӗш степеньлӗ кубока «Сундырь — Хлеб» (чӑв. Сӗнтӗр — Ҫӑкӑр) тата «Красноармейский хлебокомбинат» (чӑв. Красноармейскинчи ҫӑкӑр комбиначӗ) предприятисем тивӗҫнӗ.
Финалист кубокне Чӑваш Енрен «Пряник Цивильского райпо» (чӑв. Ҫӗрпӳ райповӗн пӗремӗкӗ), «Хлебокомбинат Марпосадский» (чӑв. Сӗнтӗрвӑрринчи ҫӑкӑр комбиначӗ), «Моргауши — Хлеб» (чӑв. Муркаш — Ҫӑкӑр), «Четайское» (чӑв. Чутайӑн) тулли мар яваплӑ обществӑсене те панӑ.

Шупашкар районӗнчи Кӳкеҫри лицея хурласа тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенчен пӗринче, «Кугеси.рф /// Общественный совет» (чӑв. Кӳкеҫ.рф /// Халӑх канашӗ) ятлинче, ҫыракансем унччен те тупӑннӑччӗ. Ятне пытарма ыйтнӑ ҫын столовӑйӗнчи апат пахалӑхӗ начарри, лицея вӗренме вырнаҫма йывӑрри, шкул ертӳҫисем ыйтӑва татма васкаманни пирки ӗнентернӗччӗ.
Паян вара тата тепӗр ҫын тӗлӗнмелле хыпар пӗлтернӗ. Унта сӑнӳкерчӗксем те вырнаҫтарнӑ. Унта столовӑйӗнче ачасене кӑвакарнӑ ҫӑкӑр панине хыпарланӑ.
Поста вуланисенчен пӗри Роспотребнадзорӑн республикӑри управленине тата Ачасен правине хӳтӗлес енӗпе ӗҫлекен уполномоченнӑя евитлеме сӗннӗ. Хӑшӗсем вара никама та, ниме те, тӗрӗсрех каласан, асӑннӑ лицейра йӗрке пуласса ӗненменни сисӗнет.

Раҫҫейӗн ял хуҫалӑх надзорӗн Чӑваш Республикинчи тата Чӗмпӗр облаҫӗнчи управленийӗ ҫӗр улми ракӗ пирки асӑрхаттарать. Унпа чирлӗ тымар ҫимӗҫе асӑрхасан специалистсене пӗлтерме сӗнет.
Ҫӗр улми ракӗ хӑрушӑ карантин объекчӗ шутланать иккен. Ӑна Synchytrium endobioticum (Schilbersky) Percival текен кӑмпа пуҫарать. Рак ҫӗр улмин мӗнпур пайне сиенлетет. Ҫав шутра — ҫулҫине, чечекне. Вӑл тымара кӑна лекмест-мӗн. Рак палли — чечеклӗ купӑста евӗр кӑтрашка ӳссе ларни.
Мӑкӑль виҫи тӗрлӗрен пулать. Пӗчӗк пӑрҫа евӗрлинчен пуҫласа тымар ҫимӗҫрен иртекенни таранах. Ҫӗр айӗнче ӳснӗ мӑкӑль шурӑ тӗслӗ, ҫӗр ҫинче аталанни — симӗс. Юлашкинчен ҫавсем хуралса ҫӗрсе каяҫҫӗ.
Ракпа чирлӗ ҫӗр улмине асӑрхасан специалистсене пӗлтермелле.

Ҫӗрпӳ районӗнчи хресчен хресчен хӑй туса илекен продукцие чикӗ леш енне ӑсатать.
Чӑваш Енӗн Ял хуҫалӑх министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫав ҫын — Андрей Васильевич Хорошавин усламҫӑ. Ҫӗр ӗҫӗпе вӑл Ҫӗрпӳ районӗнчи Иккӗмӗш Вӑрманкас тӑрӑхӗнче тӑрӑшать.
Чӑваш хресченӗ чикӗ леш енне, Европӑна, вика ӑсатнӑ. Россельхознадзорӑн Чӑваш Енри тата Чӗмпӗр облаҫӗнчи управленийӗн ветеринари тӗрӗслевӗн тата Раҫҫей чиккинчи тата транспортри тӗрӗслевӗн пайӗ тӗш тырӑна пахаланӑ. Выльӑх апачӗллӗх вика Раҫҫейӗн тата Евросоюзӑн ветеринари нормисене тивӗҫтернӗ. Россельхознадзорӑн Чӑваш Енри тата Чӗмпӗр облаҫӗнчи управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, тӗрӗсленӗ мӗнпур парти — 22 тонна вика — Польшӑна кайма юрӑхлине палӑртнӑ.
