Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +1.3 °C
Пӑсма пӗр кун, тума виҫ кун.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: апат-ҫимӗҫ

Атӑлҫи федераллӑ округӗнчи тӑрахсемпе танлаштарсан чи йӳнӗ ҫӑкӑрпа ҫӗрулми — Чӑвашра. Ҫапла хыпарлать Чӑваш Енӗн экономика аталанӑвӗн министерстви Чӑвашстат пӗлтернине тӗпе хурса.

Ҫу уйӑхӗн 6-мӗшӗнчи хаксене пӑхсан, хура тата хурапа шурӑ ҫӑнӑхран пӗҫернӗ ҫӑкӑрӑн пӗр килограмм хакӗ 24 тенкӗ те 88 пус тӑрать. Чи хакли — Самар тӑрӑхӗнче. Пирӗн патӑмӑрта ҫӑкӑр унтинчен чӗрӗк пая яхӑн, тӗрӗсрех, 22,5 процент, йӳнӗрех-мӗн. Ҫӗрулмин килограмӗшӗн Чӑвашра вӑтамран 17 тенкӗ те 37 пус кӑларса хумалла. Ҫӳлерех асӑннӑ тӑрӑхсене илсен ҫак культура Пермь крайӗнче ытларах «ҫыртать» — унта вӑл 22 тенкӗ те 99 пус тӑрать.

Ытти ҫимӗҫ хакне те тишкернӗ. Шурӑ ҫӑнӑх, панулми, сысна какайӗ, шӑнтнӑ пулӑ, чӑх тата ӗне ашӗ, хӑйма, сахӑр песукӗ те пирӗн патра ытла хаклӑ мар тесе пӗтӗмлетнӗ.

 

Тӗнче шайӗнче апат-ҫимӗҫ ӳссех пырать. А ӗнер, ака уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, The Financial Times хаҫат тӗнче пасарӗнче пӗр тонна рис хакӗ пин доллартан иртни ҫинчен пӗлтерет. Рис хакӗ Вьетнам, Ӗнчӗ, Екипет, Китай тата Камбоджа патшалӑхсем рис экспортне чакарнине пула хӑпарнӑ. Finfacts хаҫат чи пысӑк хак Филиппинри торгра пулнине пӗлтерет — унти пӗр тонна рис хакӗ 1046 доллара ҫитнӗ. Апат-ҫимӗҫпе тивӗҫтерес тесе Филиппин правительстви ӑна тӗрлӗ торгсенче туянать, анчах та сутӑҫсем сутасшӑнах мар.

Bloomberg агентство пӗлтернӗ тӑрӑх рис хакӗ пилӗк кун ӳсет ӗнтӗ. Ҫавӑн пекех тулӑ хакӗ те хӑпарать — ку Раҫҫей, Касахстан патшалӑхсем экспорта чарнипе ҫыхӑннӑ тесе шутлаҫҫӗ.

Апат-ҫимӗҫ хакӗсем хӑпарни тӗнче экономикине самай пӑшӑрхантарать. Экономистсем «агрофляци» (ял хуҫалӑх инфляцийӗ) пирки те калаҫа пуҫланӑ — вӑл экономикӑна ӳсме чарнисӗр пуҫне тӗнчери лару-тӑрӑва та пӑсса яма пултарать. Сӑмахран Африкӑри темиҫе патшалӑхра пысӑк хаксене хирӗҫ забастовкӑсем иртнӗ. ПНО та ака уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче аталаннӑ патшалӑхсене ку ыйтӑва пӑхса тухма сӗннӗ.

 

Хыпар ҫӑлкуҫӗ

 

Апат-ҫимӗҫ хакӗ ӳсни Чӑваша та пӑшӑрхантарать иккен. Сӑмахран, ӗнер Ҫӗмӗрде хула администрацийенче те кун пирки калаҫу пулнӑ. Калаҫӑва суту-илӳ лавккасен, апатлану вырӑнӗсен хуҫисем, оптлӑ майпа туянакансем тата апат-ҫимӗҫ промышленносҫӗн ертӳҫисем хутшӑннӑ. Калаҫура Министрсен кабинечӗ кӑларнӑ 266 №-лӗ «Тавар хакӗсене чарса лартасси пирки» постановленине пӑхса тухнӑ, ӑна пурнӑҫламалли майсене сӳтсе явнӑ. Ҫӑнӑх, сӗт, ӗҫнӗ сӗтрен пулнӑ апат-ҫимӗҫ, ҫу, ҫӗрулми хакӗсене шӑнтса (вырӑсла каласа «заморозили») лартнӑ

 

Хыпар ҫӑлкуҫӗ

 

Страницӑсем: 1 ... 30, 31, 32, 33, 34, 35, 36, 37, 38, 39, [40]
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере ан васкӑр, кашни шухӑша практикӑра тӗрӗслӗр. Финанс ыйтӑвӗсемпе, иккӗленӳллӗ сӗнӳсемпе питӗ асӑрханӑр. Юратнӑ ҫынпа пӗлтерӗшлӗ калаҫу пулма пултарӗ, ӑна ӑнланма тӑрӑшӑр.

Юпа, 29

1906
120
Салампек Иван Яковлевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1933
93
Котлеев Виталий Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫуралнӑ.
1943
83
Андреев Семён Алексеевич, Совет Союзӗн Паттӑрӗ вӑрҫӑра пуҫне хунӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуть те кам тухсан та
хуҫа тарҫи
хуҫа арӑмӗ
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
кил-йышри арҫын
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа хӑй
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем