
Тула облаҫӗнче пенсионеркӑран пилӗк килограмм сахӑр туртса илнӗ хӗрарӑма тытса чарнӑ.
Полици 73 ҫулхи ват хӗрарӑм ҫине, лешӗ килелле 5 килограмм сахӑр йӑтса пынӑ чухне, тапӑннӑ тесе шутланакан хӗрарӑма тытса чарни пирки, туртса илнӗ сахӑра тавӑрса пани ҫинчен Тула облаҫӗнчи ШӖМ управленийӗ пӗлтерет.
«Раҫҫей ШӖМӗн муниципалитетсем хушшинчи отделӑн «Алексински» дежурнӑй пайне 73 ҫулти хӗрарӑм хӑйӗн ҫине тапӑнни ҫинчен пӗлтернӗ. Вӑл каласа панӑ тӑрӑх, хӑй пурӑнакан ҫурт подъездӗнче палламан хӗрарӑм унран сахӑр пакетне туртса илнӗ», — тенӗ хыпарта.
Полицейскисем усал шухӑшлӑ хӗрарӑм кам иккенне тата ӑҫта пурӑннине тупса палӑртнӑ. Вӑл ниҫта та ӗҫлемен, унччен пӗрре мар судпа айӑпланнӑ 44 ҫулхи хӗрарӑм пулнӑ, инкеке ленкнӗскерпе пӗр урамрах пурӑнаканскер. Хӗрарӑм усал ӗҫ тунине йышӑннӑ, ҫаратни пирки пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
ШӖМ управленийӗн представителӗ журналистсене каласа панӑ май, карчӑкӑн пакетра 5 килограмм сахӑр пулнине, айӑпа кӗнӗскере тытса чарнӑ хыҫҫӑн вӗсене тавӑрса панине пӗлтернӗ.

Чӑваш Енри тӳре-шара кунсерен суту-илӳ вырӑнӗсене тухса ҫӳресе тавар хакӗсене тишкерет. Вӗсем социаллӑ пӗлтерӗшлӗ 32 апат-ҫимӗҫ тата 20 ытти тавар хакӗсене танлаштараҫҫӗ.
Ҫакӑ паллӑ: пуш уйӑхӗнче лавккари хаксем чӑнах та улшӑннӑ. Тӑрук 9 тавар хакӗ улшӑннӑ: аш-какай консерви (12%), тӑвар (10%), вир (12%), купӑста (14%), хура тул (12%), пуҫлӑ сухан (17%), кишӗр (18%).
Ҫавӑн пекех ӗне ашӗ, тип ҫу, ҫӑмарта, ҫӑкӑр таврашӗ, чӑх какайӗ хакланнӑ. Чи вӑйлӑ хакланнӑ тавар – сахӑр. Вӑл 57 тенкӗ тӑнӑ пулсан халӗ – 85 тенкӗ.
Ҫынсем лавккаран хӑйсене кирлӗ таварсене купи-купипех туянса хунӑ ахӑртнех, мӗншӗн тесен юлашки кунсенче «ажиотаж» текенни палӑрман.

Юлашки вӑхӑтра лавккасенче мӗн хакланнӑ? Чӑвашстат сайтне тишкерсен пӗлме пулать.
Пуш уйӑхӗн 12-18-мӗшӗсенче пуҫлӑ сухан, сахӑр, супӑнь, шӑл пасти, банан, хӗрлӗ кӑшман хакланнӑ. Мӗн йӳнелнӗ? Чӑвашстат пӗлтернӗ тӑрӑх, хӑяр хакӗ йӳнелнӗ.
Апат-ҫимӗҫсӗр, куллен усӑ курмалли таварсемсӗр пуҫне тата мӗн хакланнӑ? Троллейбусри тата автобусри билет хакӗ, Турцие вӗҫмелли путевка, хамӑр ҫӗршывра туса кӑларнӑ ҫӑмӑл машинӑсем.

Шупашкарта хакне хӑпартса ӳстермен тавара сутмашкӑн ятарлӑ лапам йӗркелесшӗн. Унта вӗсене Чаваш Енри апат-ҫимӗҫ фончӗ урлӑ сутасшӑн. Ҫапла пӗлтерет Шупашкар хула администрацийӗ.
Паянхи куна илсен, предприяти ҫичӗ тӗрлӗ кӗрпе хатӗрлет. Вӗсен апат-ҫимӗҫ туса кӑларакан икӗ лини ӗҫлет. Вӗсенчен иккӗшне юлашки икӗ ҫулта хута янӑ.
Юлашки вӑхӑтра халӑх кӗрпе таврашӗ нумай туянма пуҫланӑ. Ҫавна май цехра икӗ сменӑпа ӗҫлеме тытӑннӑ. Хальхи вӑхӑтра кӗрпесене курттӑмӑн закупкӑсен пайӗ урлӑ сутаҫҫӗ. Ҫавӑн пекех кӗрпе таврашне хӑйсен лавккинче, «Пучах» ятлӑскерте, илме пулать. Пӗри Ҫӗрпӳ районӗнчи Михайловкӑра вырнаҫнӑ, тепри – Шупашкарти Николаев урамӗнчи 14-мӗш «а» ҫуртра.

2021 ҫулта Чӑваш Енрен Америкӑн 9418,14 пин долларӗллӗх шӑккӑлат ӑсатнӑ. 2020 ҫулхинчен ку вӑл 21 процент нумайрах.
2020-2022 ҫулсенче пирӗн республикӑри ҫав пылак ҫимӗҫе Абхазие, Азербайджана, Армение, Беларуҫа, Германие, Грузие, Германие, Израиле, Йемене, Казахстана, Канадӑна, Китая, Молдавине, Сербине, АПШна, Туркменистана, Узбекистана, Украинӑна, Японие сутнӑ.
Чӑваш Енӗн ял хуҫалӑх министрӗн ҫумӗ Сергей Фролов пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Енрен экспорта ӑсатассипе Китай, Беларуҫ ҫӗршывӗсемпе, Хӗвелтухӑҫ Азинчи тата Ҫывӑх Тухӑҫри ҫӗршывсемпе ӗҫлес шанчӑк пысӑк.
Пирӗн республикӑра туса кӑларакан шӑккӑлата пӗлтӗр Китая тата Сауд Аравине нумай ӑсатнӑ.

Республикӑра сахӑр хакӗ тӑрук хӑпарсан, вӑл лавкка сентрисем ҫинчен ҫухалма тытӑнсан тӳре-шара хаксене, тавар саппасӗсене сӑнаса тӑма пуҫланӑ. Ку тӗллевпе ятарлӑ штаб та йӗркеленӗ.
ЧР Экономика министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, пӗтӗм сахӑра Раҫҫейре туса кӑлараҫҫӗ, ҫавна май вӑл дефицит мар. Юлашки вӑхӑтра сахӑр сентресем ҫине таврӑнма пуҫланӑ.
Апла лавккасенче сахӑр мӗншӗн ҫук? Ҫынсем саппас валли тесе туянма тытӑннӑ. Кӑшӑлвирус сарӑлма тытӑнсан халӑх хура тул илме тытӑнӑччӗ. Ку информаци тапӑнӑвӗн витӗме те. Халӗ ҫакнашкал каларӑш та пур: ӗнер памперс кунӗ пулнӑ, паян сахӑр кунӗ, ыран вара кӗрпе.
Пӗтӗмлетсе каласан: тавар дефицичӗ пулас хӑрушлӑх ҫук. Апла килограмӗ-килограмӗпе кӗрпе, сахӑр туянма кирлӗ мар.

Чулхулара сахӑр катӑкне 1 499 тенкӗпе сутма пуҫланӑ, ҫакнашкал сӗнӗве Авито пӗлтерӳ сайтӗнче вырнаҫтарнӑ.
Маларах апат-ҫимӗҫ лавккисен сентрисем ҫинче сахӑр ҫухалнӑ, хыпӑнса ӳкнӗ Чулхула ҫыннисем сахӑра сыхлӑха туянма тытӑннӑ.
Чулхула ҫынни сахӑр песокӗ таврашне хыпӑнса туяннипе усӑ курса пӗр сахӑр катӑкӗн хакне ӳстерсе сутма пуҫланӑ.
Ют ҫӗршыв лавккисене хупма пуҫланӑ хыҫҫӑн Чулхула ҫыннисем хут пакетсене сутма тытӑннӑ. IKEA ятлӑ сӗтел-пукан лавккинчи пакета 1,2 млн тенкӗпе туянма сӗннӗ, H&M пакетне вара — ҫур миллион тенкӗпе.

Чӑвашстат нарӑсӑн 26-мӗшӗнчен пуҫласа пушӑн 4-мӗшӗччен апат-ҫимӗҫ тата ытти япала хакӗсем епле улшӑннине тишкернӗ.
Мӗн хакланнӑ-ха? Турцие вӗҫмелли путевка хакӗ палӑрмаллах ӳснӗ - 22,74 процент. Хамӑр патра туса кӑларнӑ машинӑсем те хакланнӑ - 17,07 процент. Ҫавӑн пекех, апат-ҫимӗҫе илес тӗк, пӗҫернӗ кӑлпасси, помидор, сахӑр хакӗсем самай ӳснӗ. Йӑлара усӑ курмалли техника йышӗнче пылесос, телевизор хакланнӑ. Япала ҫумалли порошокпа хуҫалӑх супӑнӗн хакӗсем те хӑпарнӑ. Кунсӑр пуҫне смартфонсем унчченхи пек тӑмаҫҫӗ, халӗ 7 процент ытларах хакланнӑ.

Ҫӗнӗ Шупашкарти складра бактерирен сыхлакан препаратлӑ кӑлпасси тупса палӑртнӑ. Кун пирки Россельхознадзорӑн Чӑваш Енпе Чӗмпӗр облаҫӗнчи управленийӗнче пӗлтернӗ.
Ҫӗнӗ Шупашкарти курттӑм сутакан складсенчен пӗринче «Юбилейная» пӗҫернӗ кӑлпасси пулнӑ. Ӑна Чулхула облаҫӗнчи Лысковӑри аш-какай комбинатӗнче туса кӑларнӑ.
Кӑлпассире бактерирен аталанасран сыхлакан сульфаметазин препарат пулнӑ. Пӗр килограмм ҫимӗҫре — 7,9 мкг.
Кӑлпасси туса кӑларакана 100 пин тенкӗ штраф хурса хӑварнӑ.

Пирӗн ҫӗршывра сахӑр песукне, кӗрпе-макарона тата ҫӑнӑха виҫсе сутма тытӑнасшӑн. Халӗ ҫавӑн пек тума Роспотребнадзор чарать. Тавар туса кӑларакансем асӑннӑ апат-ҫимӗҫе хутаҫа тултарни хака 10-15 процент ӳстерет тесе калаҫҫӗ-мӗн.
Раҫҫей Ял хуҫалӑх министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, хальхи вӑхӑтра сахӑр песукне, кӗрпе-макарона тата ҫӑнӑха ваккӑн виҫсе сутма ирӗк парас йӗркене сӳтсе яваҫҫӗ. Асӑннӑ ыйтӑва татса парассишӗн Роспотребнадзор яваплӑ. Ҫӗнӗлӗхе йышӑнсан маларах асӑннӑ апат-ҫимӗҫе предприятисем хутаҫа тултарса та, тултармасӑр та лавккасене ӑсатайӗҫ.
Ҫӑкӑр пӗҫерекенсен союзӗ вара ҫӑкӑра хутаҫа чикмесӗр сутмалла туни хака 5 процент йӳнетме май парассине пӗлтернӗ.
