Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче паллӑ ентешӗмӗре, СССР халӑх артистне Максим Михайлова халалланӑ Пӗтӗм тӗнчери опера фестивалӗ иртнине Чӑваш халӑх сайтне вулакансем пӗлеҫҫӗ пулӗ. Раштав уйӑхӗн 1-мӗшӗнче вӑл гала-гонцертпа хупӑннӑ.
Театр ӳнерне пур енлӗн хаклакан Маргарита Красотина журналист (вӑл «Советская Чувашия» хаҫатра ӗҫлет) гала-концертра пулнӑ хыҫҫӑн хӑйӗн шухӑшне Фейсбукра пӗлтернӗ.
«Ӑсталӑх тӗрлӗ шоусӑрах тыткӑнлать. Драма артисчӗсем пӗр пуканпа тухаҫҫӗ те мӗн пултарни тӳрех курӑнать. Оркестр умне юрӑҫ тухса юрлать залра шӑплӑх хуҫаланать. Куҫ алчӑракан шоу — айккинелле пӑракан манёвр, ялтӑркка, чылай чухне пушӑлӑха хуплани. Шоупа ялтӑркка ҫукран эпӗ гала-концертсене юрататтӑм», — тесе ҫырнӑ Маргарита Красотина. Опера фестивалӗнчи гала-концерт тӗрлӗ тумлӑ арисемпе декорацисенчен тата татти-сыпписӗр видеоран тӑнӑ иккен.
Михаил Журков «Фавортикӑри» Альфонсо патша арине юрланине сӑнлакан сӑнӳкерчӗке вырнаҫтарнӑ журналист хӑйӗн страницине. «Патшана вӑл хрустальсӗр те сӑнарлама пултарать», — пӗтӗмлетнӗ ӑста журналист.
Паян иртнӗ Чӑваш Ен Министрсен Кабинечӗн ларӑвӗнче Чӑваш патшалӑх филармонийӗпе ҫыхӑннӑ калаҫу та пулнӑ.
Шупашкар хулин сити-менеджерӗ Алексей Ладыков филармони коллективне тытса тӑни республикӑн тӗп хулин хыснине тӑкак кӳнине палӑртнӑ. Шупашкар хулин администрацийӗн пуҫлӑхӗ шухӑшланӑ тӑрӑх, коллектива е Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗн, е Трактор тӑвакансен культура керменӗн йышне кӗртмелле.
Республикаӑн культура министрӗ Константин Яковлев филармонире реконструкци вӗҫлениччен хула хыснинчен куҫарасшӑн маррине палӑртнӑ. Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев филармони артисчӗсем чӑн-чӑн профессионалсем пулнине кура коллектива упраса хӑвармаллине татӑклӑн каланӑ. Филармонипе ҫыхӑннӑ ыйтӑва яваплисем ҫывӑх вӑхӑтра тишкерӗҫ.
Чӑваш режиссерӗ «Ҫӗршыв умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» IV степеньлӗ ордена тивӗҫнӗ. Сӑмах СССР халӑх артисчӗ Валерий Яковлев пирки пырать.
Ӑна тӑван ҫӗршыв культурине тата ӳнерне аталантарас енӗпе пысӑк тӳпе хывнӑшӑн тата нумай ҫул тухӑҫлӑ тӑрӑшса ӗҫленӗшӗн Владимир Путин хавхалантарма йышӑннӑ. Хушӑва вӑл юпа уйӑхӗн 4-мӗшӗнче алӑ пуснӑ.
Валерий Яковлева (вӑл — Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн илемлӗх ертӳҫи тата тӗп режиссерӗ) пысӑк наградӑпа РФ культура министрӗ Владимир Мединский телеграмма янӑ, чунтан саламланине палӑртнӑ.
Аса илтерер: авӑн уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Шӑмӑршӑ районӗнче СССР халӑх артисчӗпе Валерий Яковлевпа тӗлпулу иртнӗччӗ. Мероприятие пултаруллӑ ҫыннӑн 80 ҫулхине халалланӑччӗ.
Ҫак кунсенче республикӑри театрсемпе концерт учрежденийӗсенче ҫӗнӗ сезон уҫаҫҫӗ. Юпа уйӑхӗн 8-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх симфони капелли куракансене концерта йыхравланӑ. Ӗнер Шупашкарти Трактор тӑвакансен культура керменӗнче Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗ 96-мӗш пултарулӑх сезонне уҫнӑ. Ушкӑна нумай-нумай ҫул ӗнтӗ Раҫҫей халӑх артисчӗ Юрий Васильев илемлӗх ертӳҫи тата тӗп режиссер пулса ертсе пырать.
Программӑра ылтӑн фондри юрӑ-ташӑпа пӗрлех ҫӗннисем те пулнӑ. «Пӗр хӑмапа» ятлине Чӑваш Республикин халӑх артистки Лидия Попова лартнӑ, «На завалинке» тата «Ожидание» — Геннадий Крылов ҫамрӑк балетмейстер. «Шура-шурӑ Шупашкар» вокалпа хореографи сюитине те куракансем кӑмӑлтан йышӑннӑ.
Юпа уйӑхӗн 8-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх академи симфони капелли 52-мӗш концерт сезонне уҫнӑ. Ушкӑнӑн илемлӗх ертӳҫи, тӗп дирижерӗ — Раҫҫей халӑх артисчӗ Морис Яклашкин.
Ҫӗнӗ сезон уҫӑлнӑ ятпа артистсене ЧР культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министрӗн ҫумӗ Кирилл Павлов саламланӑ. Вӑл Чӑваш Ен Элтеперӗн Михаил Игнатьевӑн ячӗпе артистсене чечек карҫинкки парнеленӗ.
«От первого мгновенья до последнего…» (чӑв. Пӗрремӗш самантран пуҫласа юлашкиччен) концерта Микаэл Таривердиевӑн пултарулӑхне халалланӑ. Концертӑн пӗрремӗш пайӗнче «Ожидание» моноопера янӑранӑ. Ӑна Микаэл Таривердиев Роберт Рождественский сӑввипе ҫырнӑ. Дирижёрӗ – Чӑваш Республикин ӳнер тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Наталья Яклашкина. Иккӗмӗш пайне композитор кино валли ӳкернӗ кӗвӗсем янӑранӑ.
Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн йышӑнӑвӗпе Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн артисткине Валентина Ивановӑна ҫӗршыв ертӳҫин Тав хучӗпе чыслӗҫ. Ӑна культурӑпа ӳнере аталантарнӑшӑн хавхалантарас тенӗ.
Валентина Иванова 1983 ҫулта Мускаври М.С. Щепкин ячӗллӗ аслӑ театр училищинчен вӗренсе тухнӑ. Ҫав ҫулах Чӑваш академи драма театрӗнче ӗҫлеме пуҫланӑ. Валентина Иванова паян та унта ӗҫлет.
Утӑм хыҫҫӑн вӑл пултарулӑхне туптанӑ. 1991 ҫулта ӑна «Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артистки», 2003 ҫулта «Чӑваш Республикин халӑх артисчӗ» ятсем панӑ.
Чӑваш Республикин Культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерстви Валентина Ивановӑна пысӑк чыса тивӗҫнӗ ятпа саламлать. Артисткӑн мӑшӑрӗ Иван Иванов Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче артистра тата режиссерта ӗҫлет.
Паян, авӑн уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, Шӑмӑршӑ районӗнче СССР халӑх артисчӗпе Валерий Яковлевпа тӗлпулу иртӗ. Мероприятие Шӑмӑршӑ ҫӗрӗ ҫинче ҫуралса ӳснӗ пултаруллӑ ҫын 80 ҫул тултарнине (ҫут тӗнчене вӑл сакӑр теҫетке ҫул каялла паян килнӗ) халалланӑ. Валерий Яковлев — К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн илемлӗх ертӳҫи. Вӑл — Раҫҫей Патшалӑх премийӗн лауреачӗ. Чӑваш Ен Патшалӑх премине вара икӗ хут тивӗҫнӗ. «Ылтӑн маска» театр премийӗпе те чысланӑ.
Театрта ӗҫлесе ӗмӗрленӗ ҫыннӑн юбилейне кӑнтӑрла артистӑн тӑван ялӗнче, Виҫпӳрт Шӑмӑршӑра, уявлӗҫ. Вӑл ашшӗ килне кӗрсе тухӗ. Шӑмӑршӑри вӑтам шкулта вӗренекенсемпе тата учительсемпе тӗл пулӗ. Театр артисчӗсен пӗр ушкӑнӗ «Ялта» спектакль сыпӑкне кӑтартӗҫ.
18 сехетре Шӑмӑршӑри культура ҫуртӗнче савӑнӑҫлӑ мероприяти пуҫланӗ.
Паян, авӑн уйӑхӗн 18-мӗшӗнче, РСФСР халӑх артисчӗн, Чӑваш АССР халӑх артисчӗн, К. Станиславский ячӗллӗ патшалӑх премийӗн лауреачӗн Виктор Родионовӑн асӑну хӑми патне чечек хунӑ.
Артиста хисеп туса театр актерӗсем, журналистсем, актерӑн тӑванӗсем пухӑннӑ. Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн илемлӗх ертӳҫи, СССР халӑх артисчӗ Валерий Яковлев Виктор Родионова аслӑ артист тени сахал тесе хакланӑ. «Сцена хыҫӗнче вӑл пӗр сӑмах каласанах, ура ярса пуссанах ӑна тӑвӑллӑн алӑ ҫупса кӗтсе илетчӗҫ», — тенӗ вӑл. Унӑн уйрӑмах ӑнӑҫлӑ сӑнарӗсем камитсенче палӑрнине каланӑ.
СССР халӑх артисчӗ Вера Кузьмина Виктор Родионовпа пӗрле вӗреннӗ. «Унӑн Левитанла сасси, иниеллигентлӑхӗ, хӑйне епле тытни пурне те тыткӑнланӑ», — тенӗ Вера Кузьмина.
Паян театрта Виктор Родионовӑн астӑвӑм каҫӗ иртӗ.
Чӑваш патшалӑх пукане театрӗн Пушкӑртстанри гастролӗ вӗҫленнӗ.
Гастроль вӑхӑтӗнче артистсем 11 спектакль кӑтартнӑ, сцена ҫинчи хӑйсен пултарулӑхӗпе 1500 ытла куракана тыткӑнланӑ.
Совет саманинче «чӑваш пуканисем» гастрольсене вӗҫӗмех ҫӳренӗ. Иртнӗ ӗмӗрӗн 60-80-мӗш ҫулӗсенче театр ҫулсерен гастрольсенче пулнӑ. Чӑвашсем йышлӑ пурӑнакан тӑрӑхсене ҫитсе вӗсем ачасем тата аслисем валли хатӗрленӗ ӗҫсене кӑтартнӑ. Юлашки ҫулсенче театр гастрольсене унчченхилле тӑтӑш ҫӳреймен. Юлашки хутчен ушкӑн Пушкӑртстанра 2007 ҫулта пулнӑ.
Хальхинче тулли графикпа ӗҫленӗ: кӑнтӑрла ачасем валли спектакль лартнӑ, каҫхине — аслисем валли хатӗрленӗ программӑпа. Артистсен кунсерен темиҫешер ҫухрӑм кайса тепӗр вырӑна ҫитме тивнӗ.
Гастроль вӑхӑтӗнче Ӗпхӳ тата Бирск хулисенчи тата ултӑ ялти сцена ҫине тухнӑ.
К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн труппи ӗнер, ҫурла уйӑхӗн 27-мӗшӗнче, масарсем ҫинче пулнӑ. Вӗсем театрта ӗҫленисен тата пьесӑсем ҫырнӑ ҫынсен вил тӑприсем ҫине ҫитсе вӗсене тирпейлеҫҫӗ. Театрта пӗлтернӗ тӑрӑх, ку йӑла учрежденире тахҫантанпах пырать.
Йыш чи малтанах Шупашкарти Богдан Хмельницкий урамӗнчи масар ҫине кӗрсе тухнӑ. СССР халӑх артистки Вера Кузьмина мӑшӑрӗн, чӑваш халӑх поэчӗн Петӗр Хусанкайӑн вил тӑпри ҫине чечек хунӑ. Артистсем СССР халӑх артисчӗн Алексей Ургалкинӑн, РСФСР халӑх артисчӗн Виктор Родионовӑн, Чӑваш АССР тава тивӗҫлӗ артисчӗн Леонид Семеновӑн вил тӑприсене тирпейленӗ. Театра питӗ юратнӑ Валерий Ярды Олимп чемпионӗ канлӗх тупнӑ вырӑна пуҫ тайнӑ.
Карачурари, Лапсарти, Явӑшри ҫӑвасем ҫине те кӗрсе тухнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.07.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 22 - 24 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Пятницкая Ольга Васильевна, нумай ҫул хушши ачасене вырӑс чӗлхипе литературине вӗрентнӗ педагог ҫуралнӑ. | ||
| Сергеев Илья Тимофеевич, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доцент ҫуралнӑ. | ||
| Шупашкарти 1№ типографине никӗсленӗ | ||
| Теветкел Николай Александрович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, драматургӗ, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Микулай Мӑскал, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |