Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +20.3 °C
Пӗр паттӑрӑн ик алли тӑват ҫӗрӗн ҫапӑҫать теҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: ачасем

Культура
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Шупашкар хулинче пурӑнакан ҫамрак юрӑҫ Елена Еремеева ҫӗршыври «Ачасен Ҫӗнӗ хумӗ» конкурсран 2-мӗш вырӑнпа таврӑннӑ.

Елена 10 пин ача хушшинче ҫирӗп суйлав витӗр тухса 13 финалист йышне лекнӗ. Финал тапхӑрӗнче вара ҫамрӑк вокалистсен йышӗнче вӑл 2-мӗш вырӑна тивӗҫнӗ.

Палӑртса хӑварар: Елена Еремеева Шупашкарти «5 октав» студире Татьяна Шереметьева патӗнче ӑсталӑхне туптать.

Гала-концерта телевизорпа курма май пулӗ, ӑна ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗнче НТВ каналпа кӑтартӗҫ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-194537172_29236
 

Кӳршӗре
Мари Эл прокуратурин сӑнӳкерчӗкӗ
Мари Эл прокуратурин сӑнӳкерчӗкӗ

Мари Элти Оршанка районӗнче ҫу уйӑхӗн 19-мӗшӗнче пӗр ҫемьере пысӑк инкек пулнӑ: аппӑшӗпе йӑмӑкӗ шыва путса вилнӗ.

Ачасем 2014 тата 2020 ҫулта ҫуралнӑскерсем пулнӑ. Вӗсем каҫ кӳлӗм, 17 сехетре, амӑшӗнчен ыйтса уҫӑлма кайнӑ. Икӗ сехетрен вара вӗсен виллисене шывран кӑларнӑ.

Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, ачасем ишме пӗлмен. Вӗсем пӗве патӗнче иккӗшех, аслисемсӗр, пулнӑ.

Ку тӗслӗх тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.

 

Культура

Шупашкарта мучисемпе кинемейсем юрӑ шӑрантарӗҫ. Хӑйсем ҫеҫ мар, мӑнукӗсемпе.

Шупашкар хулинчи Ветерансен канашӗ кӑҫал та «Две звезды: дедушка/бабушка и внук/внучка — 2026» (чӑв. Икӗ ҫӑлтӑр: асатте-кукаҫи/асанне-куками тата мӑнук) пултарулӑх конкурсӗ ирттерессине пӗлтернӗ.

Конкурса кӑҫал Валентина Телей йӗркелесе пырӗ. Вӑл Шупашкар хулинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплеслӑ центрта музыка ертӳҫи пулса тӑрӑшать, кунсӑр пуҫне вӑл — маларах асӑннӑ канашӑн культура комитечӗн председателӗ те.

Конкурса хутшӑнас тесен заявкӑсене sura.7070@bk.ru электрон почтӑпа ярса памалла. Ыйтса пӗлмелли телефон номерӗ 8 927 667‑33‑14 (Валентина Владимировна).

Ҫӗнтерӳҫӗсене тӗрлӗ парнепе хавхалантарӗҫ.

 

Вӗренӳ

Чӑваш Енре шкулсенче экзамен хӑш кун тытмаллине палӑртнӑ.

Тӗп патшалӑх экзаменӗн кунӗсем:

ҫӗртме уйӑхӗн 2-мӗшӗнче — математика;

ҫӗртме уйӑхӗн 5-мӗшӗнче — биологи, географи, информатика, физика, акӑлчан чӗлхи;

ҫӗртме уйӑхӗн 6-мӗшӗнче — информатика, акӑлчан чӗлхи, чӑваш чӗлхипе республикӑри пӗрлехи экзамен;

ҫӗртме уйӑхӗн 9-мӗшӗнче — вырӑс чӗлхи;

ҫӗртме уйӑхӗн 16-мӗшӗнче – хими, общество пӗлӗвӗ, информатика, литература;

ҫӗртме уйӑхӗн 19-мӗшӗнче – хими, истори, физика, географи, общество пӗлӗве, информатика, биологи.

Резерв кунсем: ҫӗртме уйӑхӗн 29-мӗшӗнче — математика, утӑ уйӑхӗн 2-мӗшӗнче — вырӑс чӗлхи, утӑ уйӑхӗн 3 тата 6-мӗшӗсенче — ытти мӗнпур предметпа.

Патшалӑхӑн пӗрлехи экзаменӗ:

ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗнче — истори, литература, хими;

ҫӗртме уйӑхӗн 4-мӗшӗнче — вырӑс чӗлхи;

ҫӗртме уйӑхӗн 8-мӗшӗнче — математика;

ҫӗртме уйӑхӗн 11-мӗшӗнче — общество пӗлӗвӗ, физика;

ҫӗртме уйӑхӗн 15-мӗшӗнче — биологи, географи, ют чӗлхесем (ҫырса);

ҫӗртме уйӑхӗн 18 тата 19-мӗшӗсенче — ют чӗлхесем (сӑмахпа каласа), информатика.

Ҫӗртме уйӑхӗн 22-25-мӗшӗсенче — мӗнпур предметпа резерв кунӗ.

Малалла...

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://max.ru/progorod21/AZ46xONpMeQ
 

Пӑтӑрмахсем
ШӖМ тунӑ сӑн
ШӖМ тунӑ сӑн

2025 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарта 10 ҫулти арҫын ачана таптаса кайнӑ троллейбус водительне 2 ҫуллӑха колони-поселение ӑсатма йышӑннӑ.

Аса илтерер: ку пӑтӑрмах каҫ кӳлӗм Винокуров урамӗнче пулнӑ. Ача телефонпа калаҫса светофор хӗрлӗ ҫутнӑ чухне ҫул ҫине тухнӑ. Ҫав вӑхӑтра 55-мӗш троллейбус пынӑ. Вӑл чарӑнса ӗлкӗреймен, арҫын ачана вилмеллех таптаса кайнӑ. Руль умӗнче 39 ҫулти хӗрарӑм пулнӑ.

Колони-поселенире 2 ҫул ларнисӗр пуҫне водителӗн транспортпа 2 ҫул ҫӳреме юрамасть.

 

Республикӑра
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Ҫак хитре сӑнӳкерчӗкре — Хӗрлӗ Чутай округӗнчи Калкассинчи чарӑну. Ку илеме Станислав Маков ӳнерҫӗ тунӑ. Вӑл ҫак ялта пурӑнать.

Ҫынсем ыйтнипе Станислав Маков чарӑнӑва ӳкерсе хитрелетнӗ. Ку чарӑнуран шкул ачисем автобуспа вӗренме ларса каяҫҫӗ. Ҫавӑнпа Станислав Маков ӳкерчӗксене шкул темипе ҫыхӑнтарнӑ. Унтах «Учись! Мечтай! Твори!» тесе ҫырнӑ.

Шкул ачисем питӗ кӑмӑллӑ. Халӗ автобус кӗтсе тӑма та кӑмӑллӑ.

 

Пӑтӑрмахсем
Патшалӑх автоинспекцийӗ тунӑ сӑн
Патшалӑх автоинспекцийӗ тунӑ сӑн

Ҫӗнӗ Шупашкарта амӑшӗпе ачине машина ҫапса кайнӑ. Ку ӗнер 16 сехетре пулса иртнӗ.

Строительсен урамӗнче хӗрарӑм велосипедпа пыракан ачипе ҫул урлӑ каҫма тӑнӑ. Вӗсем «зебрӑпа» каҫма пуҫланӑ. Ҫав вӑхӑтра иномарка вӗсем ҫине пырса кӗнӗ. Амӑшӗпе ачи велосипечӗ-качки ҫул хӗрринелле вӑркӑнса кайнӑ.

Амӑшӗпе ачи хӑйсене мӗнле туйни пирки официаллӑ информаци ҫук.

 

Культура
vk.com/dramteatr21 сӑнӳкерчӗкӗ
vk.com/dramteatr21 сӑнӳкерчӗкӗ

К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ ачасене Ҫуллахи театр студине йыхравлать. Унта 9-15 ҫулсенчи арҫын ачасемпе хӗрачасем ҫӳреме пултарӗҫ.

Пӗрремӗш смена утӑ уйӑхӗн 8-19-мӗшӗсенче ӗҫлӗ. Унта занятисем ирхи 9 сехетрен пуҫласа 15 сехетчен пырӗҫ.

Театр студине ҫӳрекенсене ирхи тата кӑнтӑрлахи апатпа чӑваш апат-ҫимӗҫӗн «Ехрем хуҫа» ресторанӗнче хӑналантарӗҫ.

Сменӑна драма артистки Ирина Иванова ертсе пырӗ. Ачасемпе режиссёр евӗр те вӑлах ӗҫлӗ. Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ Наиль Мингазов хореограф вара ташлама вӗрентӗ. Вокал енӗпе Антонина Казеева педагог пулса ӗҫлӗ. Сцена ҫинче тытма Григорий Петров артист хӑнӑхтарӗ.

Унсӑр пуҫне ачасен кураторӗ пулса театрӑн ҫамрӑк артисчӗсем ӗҫлӗҫ.

 

Статистика
istockphoto.com сайтри сӑн
istockphoto.com сайтри сӑн

Чӑваш Енре пурӑнакансем сӑвӑссенчен шар курма пуҫланӑ. Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗ статистика туса пырать.

Ку таранччен республикӑра 44 ҫын савӑсран шар курнӑ. Ака уйӑхӗн 28-мӗшӗнчен пуҫласа ҫу уйӑхӗн 4-мӗшӗччен 13 ҫын тухтӑрсенчен пулӑшу ыйтнӑ. Вӗсен йышӗнче 5-шӗ – ачасем.

Чӑваш Республикинчи гигиенӑпа эпидемиологи центрӗнче ҫынсенчен кӑларнӑ 20 сӑвӑса тӗпченӗ. Иккӗшӗнче бореллиоз тупнӑ, тепринче – анаплазмоз пуҫаракан инфекци.

Сӑвӑссенчен шар курнӑ 44 ҫынран 14-шӗ – ачасем. Шупашкарта 17 ҫын ӳтне сӑвӑс кӗрсе ларнӑ. Танлаштарма: пӗлтӗр ҫак тапхӑрта республикӑра 296 тӗслӗх пулнӑ.

 

Пӑтӑрмахсем
Прокуратура тунӑ сӑн
Прокуратура тунӑ сӑн

Шупашкарта Етӗрне ҫулӗ ҫинче вырнаҫнӑ гаражра 14 ҫулти каччӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Унӑн вилӗмӗшӗн Шупашкарта пурӑнакан 35 ҫулти арҫынна айӑпласшӑн.

Ку инкек пуш уйӑхӗн 11-мӗшӗнче пулнӑ. Гараж хуҫи машинӑна юсанӑ, ҫав вӑхӑтрах 15-ри ывӑлне тата унӑн 14 ҫулти тусне сӑнанӑ. Вӗсем гаража мотоцикл юсама килнӗ.

Арҫын, ӳсӗрскер, машина двигательне ӑшӑтма ҫутнӑ. Хӑй вара алӑка хупса тухса кайнӑ. Ачасем сӗрӗмпе наркӑмӑшланнӑ. 14 ҫулти ача вырӑнтах вилнӗ.

Гараж хуҫи айӑпне йышӑннӑ. Ун тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе Шупашкарти Мускав районӗн судне пӑхса тухма панӑ.

 

Страницӑсем: 1, 2, [3], 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, 13, ... 347
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере Сурӑхсен тăрăшăвне асӑрхамасӑр юлмĕҫ. Анчах та лару-тӑрӑва алӑра тытмалла: пуçлăхсемпе хирĕçесрен сыхланăр тата аван пĕлмен çынсемпе вӑрттӑнлӑхсемпе ан пайлашăр. Кĕçнерникун çĕнĕ проект пуçлама лайӑх. Эрне вĕçĕнче кӑмӑла алӑра тытмалла. Кану кунӗсенче ăнăçу сирĕн енче пулĕ, анчах ăна астармӑш вăйӑсемпе тĕрĕслемелла мар — выляса яма пултаратăр.

Ҫӗртме, 18

1893
133
Евдокимов Николай Евдокимович, xӑваш юптаруҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1911
115
Белов Михаил Михайлович, чӑваш ҫыравҫи, драматургӗ, тӑлмачӗ ҫуралнӑ.
1973
53
Славолюбова Зоя Сергеевна, журналист, хӗрарӑмсен совет юхӑмне йӗркелекенни вилнӗ.
2020
6
Игнатьев Михаил Васильевич, Чӑваш Республикин иккӗмӗш президенчӗ пурнӑҫран уйрӑлнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
кил-йышри арҫын
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа тарҫи
хуҫа арӑмӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа хӑй
хуть те кам тухсан та