
Паян Шупашкарта 33-мӗш автобус ҫул ҫитмен 3 ача ҫине пырса кӗнӗ. Ку Мир проспектӗнче «Иван Яковлев проспекчӗ» чарӑну патӗнче 17:13 сехетре пулнӑ.
ШӖМ пӗлтернӗ тӑрӑх, 64 ҫулти водитель ҫанталӑка пула хӗрлӗ светофор умӗнче вӑхӑтра чарӑнса ӗлкӗреймен те ҫул урлӑ каҫакан хӗрачасем ҫине пырса кӗнӗ. Вӗсене медпулӑшу панӑ.

«Волна» (чӑв. Хум) ача-пӑча сывлӑхне ҫирӗплетмелли уйлӑхра хушма корпуссем хӑпартса лартасшӑн. Ӗҫе хӑвӑрт пурнӑҫламалли меслетпе тума палӑртнӑ. Ҫавна май корпуссене кӑҫалхи ҫу уйӑхӗн 29-мӗшӗччен туса пӗтермелле.
Ӗҫе епле организаци пурнӑҫлассине нарӑс уйӑхӗн 18-мӗшӗнче палӑртӗҫ. Контрактӑн пуҫламӑш хакӗ — 80 миллион та 220,2 пин тенкӗ.
Уйлӑхра ҫӗнӗрен 4 корпус туса лартасшӑн.

Шупашкарти 15 ҫулти хӗрача ултавҫӑсене 370 пин тенкӗ куҫарса панӑ. Йӑлтах палламан ҫын шӑнкӑравланинчен пуҫланнӑ.
Ҫак арҫын сим-карттӑ срокӗ тухнӑ, ӑна тӑсмалла тесе ӗнентернӗ, смс-ҫырупа килнӗ кода калама хушнӑ. Хӗрача пӗтӗмпех пӗлтернӗ. Ҫав кунах ун патне «Чӑваш Енри Тӗп ҫар округӗн Ҫар прокуратурин юстици советникӗ» шӑнкӑравланӑ, унччен шӑнкӑравланӑ палламан арҫын ултавҫӑ пулнине, вӑл хӗрача ячӗпе счет уҫнине, унти ҫур миллион тенке Украина ҫарӗсем валли куҫарма хӑтланнине пӗлтернӗ. Куншӑн хӗрачана явап тыттараҫҫӗ тесе хӑратнӑ. Анчах кун пирки никама та калама хушман. Хӗрача хӑраса ӳкнӗ, палламан ҫын хушнине пурнӑҫласа пынӑ — амӑшӗ ҫывӑрнӑ вӑхӑтра унӑн телефонӗ урлӑ онлайн майпа 370 пин тенкӗ кредит илнӗ, ӑна тӗрлӗ счет ҫине куҫарнӑ.
Аферистсем юлашкинчен хӗрачана тур паллисем тӑрӑх биометри тумалла тесе ӗнентернӗ, тумне хывса камера умӗнче ҫаврӑнма хушнӑ.

Республикӑри ачасемпе ҫамрӑксен вулавӑшӗнче ачасем чӑваш халӑх артисчӗсемпе Геннадий Медведевпа тата Наталия Сергеевӑпа тӗл пулнӑ.
Артистсем хӑйсен пултарулӑх ҫулӗ, сцена ҫинчи пӗрремӗш утӑмӗсем ҫинчен каласа панӑ. Вӗсем ачасем валли ачисем ӑсталӑх класӗсем ирттернӗ май арҫын ачасемпе хӗрачасем артистланса пӑхнӑ.

Шупашкарта Фанческо ятлӑ арҫын ача кун ҫути курнӑ. Ӑна Мускав район администрацийӗн ЗАГС пайӗнче регистрацленӗ.
Ача Марийӑпа Роккӑн ҫемйинче ҫуралнӑ. Мария – Чӑваш Ен хӗрӗ, Рокко – Итали каччи. Мария Италие итальян чӗлхине вӗренме кайнӑ. Шӑпах ҫавӑн чухне паллашнӑ вӗсем.
Халӗ ҫемье Шупашкарта пурӑнать. Аслӑ хӗрӗ вӗсен Александра ятлӑ.

Чӑваш Енре кӑҫал пӗрремӗш йӗкӗреш – ывӑлпа хӗр – ҫуралнӑ. Нумаях пулмасть вӗсене киле кӑларнӑ.
Ку телей Бургановсен ҫемйине ҫитнӗ. Ачасем 37-мӗш эрнере кун ҫути курнӑ. Малтан Самира ҫуралнӑ – 2700 грамм тайнӑ, 49 сантиметр тӑршшӗ пулнӑ. Унтан, тепӗр 6 минутран, Самир ҫут тӗнчене килнӗ. Арҫын ача 2810 грамм тайнӑ, 48 сантиметр тӑршшӗ пулнӑ.
Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх, ачасене «Эпӗ Чӑваш Енре ҫуралнӑ» парне панӑ.

Чӑваш Енре пурӑнакансем Николай Добронравов ячӗллӗ юрӑ поэзийӗн пӗтӗм ҫӗршыври конкурсне хутшӑнма пултараҫҫӗ. Заявкӑсене пуш уйӑхӗн 20-мӗшӗччен йышӑнӗҫ.
Конкурс тӗллевӗ ҫӗршывӑн тӗрлӗ регионӗнчи пултаруллӑ поэтсене тупса палӑртса литература йӑли-йӗркипе юрӑ ӳнерне аталанма пулӑшасси тесе пӗлтернӗ.
Конкурса 8 номинаципе хутшӑнма пулать. Пултарулӑха тӗрӗслесе пӑхас кӑмӑллисен 14 ҫултан кӗҫӗнрех пулмалла.
Тӗп парне — Николай Добронравов ҫуралнӑ кунне халалланӑ концертра ҫӗршыври паллӑ юрӑҫсемпе пӗрле юрлани.

Паян Шупашкарти 50-мӗш шкулта ача нумай вӗренме килмен. ЧР вӗренӳ министрӗ ку чир-чӗрпе ҫыхӑннине пӗлтернӗ. Анчах мӗнле чир пулни пирки пӗлтермен.
Прокуратура хыпарланӑ тӑрӑх, шкулти вӗренӗве вӑхӑтлӑха чарнӑ. Роспотребнадзор специалисчӗсем шкулта, ҫав шутра апатлану блокӗнче те, анализсем тата пробӑсем илнӗ.
ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви паян 17 сехет тӗлне пӗлтернӗ тӑрӑх, 2 ача инфекци уйрӑмӗнче сипленет, пӗри – амбулатори мелӗпе.

Ҫӗнӗ Шупашкарта ҫичӗ ҫулти арҫын ача амӑшӗн 53 пин тенкине ултавҫӑсене куҫарса панӑ. Укҫа амӑшӗн банк картти ҫинче пулнӑ.
Ашшӗ-амӑшӗ ачине килте пӗччен хӑварнӑ чухне ун патне шӑнкӑравлама май килтӗр тесе телефон парса хӑварнӑ.
Ача «тӳлевсӗр роблокслӑ» пулма май пурри ҫинчен пӗлтерӳ асӑрханӑ. Вӑл ҫав каҫӑпа иртсен унпа темле хӗрарӑм ҫыхӑннӑ. Хайхискер ачана телефон экранӗн сӑн ӳкерчӗкне ярса пама ыйтнӑ.
Хӗрарӑм каланине итлесе ача амӑшӗн банк приложенине кӗрсе кайса темиҫе номер ҫине укҫа куҫарса панӑ. Пурӗ 53 пин тенкӗ.

Тутарстанри икӗ ача ярӑнма кайсан вилнӗ.
10 ҫулти икӗ арҫын ача ту ҫине ярӑнма кайнӑ. Унтан ярӑнса аннӑ чухне канализаци шӑтӑкне кӗрсе ӳкнӗ.
Телефон тытманран, мессенджерта ҫырнине те вуламанран ачасен ашшӗ-амӑшӗ пӑлханса ӳкнӗ.
Инкек Менделеевскра пулса иртнӗ. Ачасене ҫӗрӗпех шыранӑ. Ир енне вӗсене ҫӑлавҫӑсем тупнӑ.
