Шупашкарти стоматологи поликлиникин тухтӑрӗсем 2024 ҫулта 51 пин ачана пулӑшнӑ.
Асӑннӑ поликлиникӑн тӗп направленийӗсенчен пӗри — ача-пӑча стоматологийӗ. Стоматологсем сакӑр подразделенире — пилӗк уйрамра тата 3 сиплевпе профилактика пӳлӗмӗнче — пулӑшаҫҫӗ. Унсӑр пуҫне шкулсенче те стоматологи пӳлӗмӗсем ӗҫлеҫҫӗ. Ун пеккисем хулара — 42.
Ҫӗнӗ Шупашкарти лицейра 4-мӗш класра вӗренекен Милана Киселева «Little Miss World Russia 2024» илем тата пултарулӑх конкурсӗн ҫӗнтерӳҫи пулса тӑнӑ.
Вӑл Мускавра иртнӗ. Унта Раҫҫейри тӗрлӗ регионти 4-17 ҫулсенчи хӗрачасем хутшӑннӑ. Милана гимнастика енӗпе те номер кӑтартнӑ. Кунсӑр пуҫне хӗрачасем сцена ҫине хитре кӗпесемпе тухнӑ.
Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа пирӗн республикӑра ача ҫурални ҫинчен 8 667 акт ҫырса хунӑ, ҫав шутран 4 256-шӗ — хӗрача пирки, 4 411-шӗ — арҫын ача. Кӑҫал уйрӑмах анлӑ сарӑлнӑ ятсен хушшинче Ева тата Матвей.
1930-1940-мӗш ҫулсенче пирӗн республикӑри ашшӗ-амӑшӗ ывӑл-хӗрне Николайпа Мария ят хума юратнӑ. 1940-1950 ҫулсенче Валентинапа Николай анлӑ сарӑлнӑ, 1950-1960 ҫулсенче — Галинӑпа Николай, 1960-1970 ҫулсенче — Еленӑпа Владимир, 1970-1980 ҫулсенче — Еленӑпа Сергей, 1980-1990 ҫулсенче — Татьянӑпа Александр, 1990-2000 ҫулсенче —Анастасияпа Александр, 2000-2010 ҫулсенче — Анастасияпа Дмитрий, 2010-2020 ҫулсенче — Аннӑпа Кирилл.
Раштав уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Шупашкар хулин 40-мӗш шкулӗнче чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсен хула шайӗнчи меслетлӗх семинарӗ иртнӗ. Кун пирки Александр Степанов вӗрентекен халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ.
Ҫав кун республика Элтеперӗн гранчӗпе ҫӗнетнӗ чӑваш чӗлхипе литератури пӳлӗмне уҫнӑ. Унтагн Александр Степанов вӗрентекен 2-мӗш класс ачисемпе «Хӗл мучи патӗнче» уҫӑ урок ирттернӗ, интерактивлӑ доскан вӗрентӳ ирттермелли майӗсене кӑтартнӑ.
Шупашкар хулинче пурӑнакан ачана министр гитара парнеленӗ. Ҫӗнӗ ҫул умӗн «Ӗмӗтри ёлка» акци ҫӗршывӗпех иртет. Унта усламҫӑсем, тӳре-шара, ырӑ кӑмӑллӑ ытти ҫын хутшӑнать.
Чӑваш Енӗг ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министрӗ Алёна Елизарова
Шупашкарти Кондратьевсен ҫемйинчи ачана савӑнтарнӑ. 12 ҫулти Дарья музыкант пулма ӗмӗтленет иккен. Вӑл гитара пирки ӗмӗтленнӗ, министр ӑна ҫак музыка инструментне туянса панӑ.
Республикӑри йӗрке хуралҫисем «Хӗл мучи полицейски» акцие хутшӑнаҫҫӗ. Нумаях пулмасть вӗсем светофор симӗс ҫутнӑ вӑхӑтра ҫул урлӑ каҫнӑ чухне автобус айне ҫакланнӑ арҫын ача патне саламлама кайнӑ. Телее, вӑл аварире хытах аманман.
Полицейскисем ӑна шкултан кӗтсе илнӗ, пылак парнепе савӑнтарнӑ, вылямалли полици машини тата паттӑрсем пирки ҫырнӑ кӗнеке панӑ.
Вӑрнарти чукун ҫул станциййӗнче черетлӗ курав уҫӑлнӑ. Унта Варнарти ача-пӑча ӳнер шкулӗнче ӑс пухакан ачасен ӳкерчӗкӗсем вырӑн тупнӑ.
Вокзалта «Хӑнасене тарават вокзал» проект пурнӑҫланать. Хальхинче курава ачасен ӳкерчӗкӗсенчен йӗркелеме шухӑшланӑ. Кашнинче – истори, ӗмӗтсем, кӑмӑл-туйӑм...
Чукун ҫул станцине килекенсем ӳкерчӗксемпе хаваспах киленеҫҫӗ.
Раштав пуҫламӑшӗнче Шупашкарта 39 ҫулти Алексей Прокопьев офтальмологи пульницине машинӑпа кайнӑ чухне ӑнсӑртран тӑнне ҫухатнӑ. Юнашар 13-ри ывӑлӗ Арсений ларнӑ.
Арҫын ача ҫухалса кайман, руле ярса тытса тимер карта еннелле пӑрнӑ, чарӑнсан часрах васкавлӑ медпулӑшу чӗннӗ.
Арсение пула тухтӑрсем ашшӗне вӑхӑтра пулӑшнӑ, инсульт пуласран ҫӑлса хӑварнӑ.
Патшалӑх автоинспекцийӗн пуҫлӑхӗ Владимир Романов Арсение Тав ҫырӑвӗпе чысланӑ, парнепе хавхалантарнӑ.
Эсир ҫавӑн чухлӗ шапа хуранӗ курнӑ-и? Ахӑртнех, ҫук. Кун пек курава Александр Семенов йӗркеленӗ. Вӑл «Орленокра» 10 ҫула яхӑн ӗҫленӗ, ҫав тапхӑрта шапа хуранӗсем пухнӑ.
Унӑн коллекцийӗнче – 450 ытла экспонат. Александр вӗсене килте упрать. Халӗ вара Патӑрьел тӑрӑхӗнчи ачасене те кӑтартма шухӑшланӑ. Ара, кашниех тинӗс хӗрринче пулса кураймасть вӗт. Хӑть куравра шапа хуранӗсене курса киленӗҫҫӗ.
Ачасем чӑннипех те савӑннӑ! Шапа хуранӗсене кӑсӑкланса сӑнаҫҫӗ, тытса пӑхаҫҫӗ, ыйтусем параҫҫӗ.
Ҫӗнӗ Шупашкарти 57 ҫулти Светлана Хрулева «Амӑшӗ героиня» ята тивӗҫнӗ. Хушӑва РФ Президенчӗ Владимир Путин алӑ пуснӑ.
Светлана Васильевнӑпа Вячеслав Владимирович 13 ачана воспитани параҫҫӗ: 6 хӗр те 7 ывӑл. Чи кӗҫӗнни 2012 ҫулта ҫуралнӑ. Аслисем ҫемье ҫавӑрнӑ ӗнтӗ. Хрулевсен 15 мӑнук пур. Светлана Васильевна «Амӑшӗ-героиня» ята тивӗҫнипе пӗрле ҫемьене 1 миллион тенкӗ парӗҫ.
Сӑмах май, ҫак ята 2022 ҫултанпа параҫҫӗ. 10-мӗш ачи ҫулталӑк тултарсан, ытти ачи чӗрӗ-сывӑ пулсан амӑшӗ ҫак ята тивӗҫме пултарать.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (16.06.2025 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 742 - 744 мм, 15 - 17 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Корольков Василий Антонович, истори ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доценчӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |