Ӗнер, юпа уйӑхӗн 23-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн депутачӗ, парламентӑн социаллӑ политика тата наци ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен комитетӑн ертӳҫин ҫумӗ Александр Андреев Шупашкар районӗнчи Кӳкеҫри пӗрремӗш шкулта пулнӑ. Унта вӑл шкул ертӳҫисемпе тӗл пулнӑ.
Вӗрентекенсемпе калаҫнӑ май Александр Андреев ашшӗ-амӑшӗ пилӗк кунлӑ вӗренӳ кунӗ ҫине куҫарма ыйтнине пӗлтернӗ.
Ҫынсен шухӑшне шута илсе 2019 ҫулхи нарӑс уйӑхӗнче ыйтӑм ирттерме палӑртнӑ. Тивӗҫлӗ йышӑну тусан ҫӗнӗлӗх ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗнчен пурнӑҫа кӗме тытӑнӗ.
Пилӗк кунлӑ вӗренӳ эрни тусан хӑш-пӗр предмета сахалрах вӗрентме тытӑнассине асӑрхаттараҫҫӗ.
Депутат шкул стадионне тӑвас ыйтӑва та хускатнӑ. Ӑна е тир хыҫӗнче тумалла, е хальхи стадион вырӑнӗнче.
Патӑрьел районӗн прокуратури районти шкулсене тӗрӗсленӗ. Ашшӗ-амӑшӗнчен укҫа-тенке саккуна пӑсса пухмаҫҫӗ-и? Тӗрӗслев ҫитменлӗхсене тупса палӑртнӑ: укҫа-тенке саккун чаракан япаласем тӗлӗшпе тӑкакланӑ.
Прокуратура Сӑкӑтри шкула тата ача пахчине, Шӑнкӑртамри «Салтак тӳми» ача пахчине, Патӑрьелти «Юмах» ача пахчине тӗрӗсленӗ. Пуринче те саккуна пӑснӑ тӗслӗхсене тупнӑ. Ашшӗ-амӑшӗнчен хуҫалӑх материалӗ, дезинфекци, кӗнеке, вӗренӳ пособийӗ валли, мультимедийлӑ хатӗр-хӗтӗре пӑхса тӑма укҫа пуҫтарнӑ-мӗн.
Патӑрьел районӗн прокуратури ҫӳлерех асӑннӑ заведенисенче ҫак ҫитменлӗхсене пӗтерме хушнӑ.
Самара облаҫенчи Тольяттинче чӑваш чӗлхи вӗрентме пуҫланӑ. Ҫак майпа Тольятти ҫыннисем ҫеҫ мар, Жигулевск хулинче тата Ставрополь районӗнче пурӑнакансем те усӑ кураяҫҫӗ.
Вӑл тӑрӑхрисем валли йӗркелекен чӑваш чӗлхи урокне ӗнер, юпа уйӑхӗн 14-мӗшӗнче, тепӗр хутчен йӗркеленӗ.
Чӑваш чӗлхин вырсарни шкулӗ уйӑхӑн кашни иккӗмӗш тата тӑваттӑмӗш вырсарни кунӗнче, Тольяттинчи «Истоки» (чӑв. Ҫӑлкуҫсем) вулавӑшра 15 сехетре ӗҫлӗ. Вулавӑш хулари Горький урамӗнчи 42-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ.
Занятие Владимир Левуков чӑваш ҫыравҫи, Раҫҫейри писательсен союзӗн пайташӗ Владимир Левуков ирттерет.
Владимир Левуков пӗлтернӗ тӑрӑх, чӑваш чӗлхин клубне ҫӳрекенсем чӑвашла тӗрӗс калаҫма вӗренӗҫ, тӑван халӑх историне шӗкӗлчӗҫ.
Чӑваш Енӗн тӗп хулинче, Шупашкарта, Ачасене хушма пӗлӳ паракан республикӑри тӗслӗхлӗ центр уҫма палӑртнӑ. Ун пек йышӑнӑва ӗнер республикӑн Министрсен Кабинечӗн Ертӳҫи Иван Моторин алӑ пуснӑ. Ӗҫлӗ хута Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ порталне вырнаҫтарнӑ.
Тӗслӗхлӗ центр уҫни, тӳре-шара ӑнлантарнӑ тӑрӑх, «Доступное дополнительное образование для детей» (чӑв. Ачасем валли меллӗ хушма пӗлӳ) республикӑри приоритетлӑ проекта пурнӑҫлас тӗллевпе ҫыхӑннӑ.
Ачасене хушма пӗлӳ паракан республикӑри тӗслӗхлӗ центра «Эткер» центр никӗсӗнче йӗркелӗҫ. «Эткер» центр хушма пӗлӳ паракан патшалӑхӑн автономи учрежденийӗ шутланать. Вӑл — Чӑваш Енӗн Вӗренӳ министерствин учрежденийӗ. Шупашкарта вырнаҫнӑ.
Чӑваш Енри маттур шкул ачисем уйӑхсерен Чӑваш Ен Элтеперӗн стипендине илсе тӑрӗҫ.
Ҫак стипендие илес тесе конкурса республикӑри 4 хулари, 19 районти 161 ача хутшӑннӑ. Анчах вӗсенчен 25-шне ҫеҫ суйласа илнӗ.
Телейлисен йышне кӗнӗ ҫав 25 ача уйӑхсерен 400 тенкӗ илсе тӑрӗ. Ку нумаях мар паллах, ҫапах шкул ачишӗн самаях пулӑшу. Ҫулталӑкне ача 4800 тенкӗ пухайӗ.
Михаил Игнатьев алӑ пуснӑ распоряжение пӗтемӗшле пӗлӳ паракан организацире ӑс пухакан 20 ача тата культура, ӳнер тытӑмӗсенче хушма пӗлӳ илекен 5 шӑпӑрлан ячӗ кӗнӗ.
Ҫӗрпӳ районӗнчи культура аталанӑвӗпе вулавӑш центрӗнче хайлав хитре вулакансен ӑмӑртӑвӗ иртнӗ. «Упрар тӑван чӗлхемӗре» ят панӑскере Иван Андреев чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑранпа 90 ҫул ҫитнине халалланӑ.
Иван Андреевич, сӑмах май каласан, 1928-мӗш ҫулхи ҫу уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Чӑваш Республикинчи Элӗк районӗнчи Хитекушкӑнь ялӗнче ҫуралнӑ. 2011 ҫулхи раштав уйӑхӗн 31-мӗшӗнче чӗри тапма чарӑннӑ.
Конкурса 7-8-мӗш классенче вӗренекен районти ачасем хутшӑннӑ. Ӑмӑртӑва уҫнӑ ҫӗре хутшӑннӑ район администрацийӗн вӗренӳ тата социаллӑ аталану пайӗн методисчӗ Марина Викторова оратор ӑсталӑхӗ пурнӑҫра кирлӗ ӳнер тесе палӑртнӑ.
Конкурса 4 номинаципе: «Тӑван ҫӗр-шыв», «Чӑваш чӗлхи», «Ҫемье», «Туслӑх» — ирттернӗ.
И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУра бассейн тӑвасси пирки 2014 ҫултах калаҫма тытӑннӑ. Ӑна Ҫӗнӗ корпус ҫумӗнче, Университет урамӗнче, хута ярасшӑн.
Кӑҫал ку ыйту патне ҫӗнӗрен таврӑннӑ. Т саспалли евӗр ҫурт, икӗ зонӑллӑскер, 2460,5 тӑваткал метр пулӗ. Пӗрремӗшӗнче кӗмелли алӑк, техника тата администраци, вӗренӳ пӳлӗмӗсем пулӗҫ. Иккӗмӗшӗнче бассейн тӑвӗҫ. Ишмелли 6 ҫул 16 метр тӑршшӗ пулӗ. Бассейна студентсем те, вӗрентекенсем те, ахаль ҫынсем те килме пултарӗҫ.
Ӗнер ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев университет ректорӗпе Андрей Александровпа тӗл пулнӑ. Ректор бассейна тумашкӑн мӗн чухлӗ укҫа кирлине пӗлтернӗ: 140 миллион тенкӗ. Укҫана федераци хыснинчен уйӑрӗҫ, университет та нухрат хывӗ. Йӑлтах йӗркеллӗ пулсан бассейн ҫитес икӗ ҫулта хута каймалла.
Чӑваш Енри вӗрентекенсем шкул тата професси ҫинчен юрлӗҫ. Чӑвашла та шӑрантарӗҫ.
Республикӑн Вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, юпа уйӑхӗн 6-мӗшӗнче Шупашкарта учительсен хорӗн республикӑри V конкурсӗ иртӗ.
Пултарулӑх ӑмӑртӑвне педагогсем Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрне пухӑнӗҫ.
Вӗрентекенсен пултарулӑх хӑватне, педагогсен хушшинче хор ӳнерне сарас тӗллевлӗ конкурса ЧР Вӗренӳ министерствипе пӗрлех РФ Халӑх вӗрентӗвӗн тата ӑслӑлӑх ӗҫченӗсен профсоюз рескомӗ йӗркелеҫҫӗ.
Конкурса икӗ тапхӑрпа ирттереҫҫӗ. Зонӑсенчи тапхӑрта ҫӗнтернӗ 9 коллектив республикӑри ӑмӑртура тупӑшӗ. Вӗсем чӑвашла тата вырӑсла юрлӗҫ. Малтанхи тапхӑра 500 ытла ҫынтан тӑракан 26 хор ушкӑнӗ юрланӑ.
«Кӳкеҫ лицейӗнчи пухура пултӑм. Лицей ертӳҫисем тӳрре тухма сӑлтав тупни тӗлӗнтерет», — тесе ҫырнӑ тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенчен пӗринче «Общественный совет пос. Кугеси» (чӑв. Кӳкеҫ поселокӗн халӑх канашӗ) страницӑра ятне пытарма ыйтнӑ пӗр ҫын.
Пост авторӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, вӗренӳ учрежденийӗн ертӳҫисем шкул ҫивиттине юсассишӗн подрядчик айӑплӑ, пахалӑхсӑр апатшӑн — ҫӗнӗ поварсем тата ытти те тесе тӳрре тухнӑ имӗш.
Пост авторӗ лицей Шупашкар районӗнчи чи лайӑх шкулсенчен пӗри шутланнине асӑннӑ. Асӑннӑ поселокри 1-мӗш шкул пирки те ҫырнӑ. Унта ертӳҫӗ улшӑннӑ иккен. Вӗренӳ ҫулӗ пуҫланнӑранпа пӗр уйӑх ҫеҫ пулин те ашшӗ-амӑшӗ лайӑххине кӑна каланине ҫырнӑ.
Пост авторӗ лицее вӗренме вырнаҫассипе, унти столовӑйӗнчи апат пахалӑхӗ начаррипе ҫыхӑннӑ кӑмӑлсӑрлану пуррине те палӑртнӑ.
Федерацин Атӑлҫи округӗнчи кадет корпусӗн строительстви пирки хӑш-пӗр массӑллӑ информаци хатӗрӗнче тӗрлӗрен сӑмах-юмах ҫӳрерӗ.
Палӑртнӑ вӑхӑта, авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне, ӑна туса пӗтереймеҫҫӗ тесе те калаҫрӗҫ. Строительство пынӑ вӑхӑтра объектра водитель вилни те пуплеттерчӗ. Сӑмах май, ку фактапа РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗ пуҫиле ӗҫ пуҫарчӗ.
Кадет корпусӗпе ун ҫывӑхӗнчи парка хӑтлӑх кӗртме ашшӗ-амӑшӗ, хысна учрежденийӗсенче ӗҫлекенсем тата ытти организацирен пырса нимелле кайса пулӑшрӗҫ.
Корпуса Пӗлӳ кунӗнче савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫрӗҫ. Паян Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев кадет корпусӗпе ҫыхӑннӑ ыйтупа канашлу ирттернӗ. Унта строительствӑра палӑрнисене чысламаллине палӑртнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (08.05.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Шпилевский Сергей Михайлович, Атӑл тӑрӑхӗнчи археологине, авалхи историне тӗпченӗ вырӑс историкӗ ҫуралнӑ. | ||
| Адрианов Николай Константинович, пӗрремӗш чӑваш тухтӑрӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Фандеев Георгий Егорович, чӑваш кӗвӗҫи, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Мокеев Матвей Васильевич, патшалӑх тата общество ӗҫӗн паллӑ ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
| Цаплина Раиса Ионовна, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Ҫӗнӗ Пӑвара историпе тӑван ен тата этнографии музейне уҫнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |