Ялсенчи ачасене шкула автобуспа турттарнине пӗлетпӗр-ха. 2018/2019-мӗш вӗренӳ ҫулӗсенче Шупашкарти «Соляное» микрорайонти ачасем валли те автобус уйӑрӗҫ.
Ҫӗнӗ районта пурӑнакансем пӗлтернӗ тарӑх, вӑл тӑрӑха общество транспорчӗ сайра ҫӳрет, ачасене ҫывӑхра шкула яма вӗренӳ учрежденийӗ ҫук. Ҫавна май вӗсем хулари тӗрлӗ шкулта пӗлӳ илӗҫ: 23, 30, 33, 35-мӗшӗсенче.
Нина Васильева ятлӑ хастар хӗрарӑм ачасене шкула ҫӳретес ыйтупа Чӑваш Ен Элтеперӗ патне йышӑнӑва кайнӑ. Михаил Игнатьев, сӑмах май, граждансене ӗнер хӑйсен ыйтӑвӗсемпе йышӑннӑ.
Хӗрарӑма республика ертӳҫи 1-3-мӗш классенче вӗренекенсем валли 21 вырӑнлӑх автобус уйӑрассине пӗлтернӗ. «Ҫӗнӗ хула» микрорайонта шкул туса пӗтерсен «Соляное» микрорайонтисем унта ҫӳреме пуҫлӗҫ.
Ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗ пуҫланиччен шутлӑ кунсем юлчӗҫ. Вӗрентекенсем ачасене кӗтсе илме хатӗр-и? «На связи» форум журналисчӗсем авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗ умӗн Шупашкарти шкулсенчи вакансисене тишкернӗ.
Мӗнле педагогсем ҫитмеҫҫӗ-ха? Ҫурла уйӑхӗн 15-мӗшӗ тӗлне хулари шкулсенче 189 ваканси пулнӑ. Пушӑ вырӑнсен 85 проценчӗ – педагогсен вакансийӗ, ытти – урӑх персоналӑн.
Чылай ҫӗрте математика, пуҫламӑш классен, вырӑс чӗлхипе литературин, вӑй-хал культурин, акӑлчан чӗлхин, информатика вӗрентекенӗсем ҫитмеҫҫӗ. Ҫавӑн пекех шкулсем 10 социаллӑ педагога, 8 аслӑ вожатӑя, 8 педагог-психолога, 6 логопеда, 3 дефектолога, 1 хореографа илме хатӗр.
Чӑваш кӗнеке издательстви ҫӗнӗ вӗренӳ кӗнекисемпе пособийӗсем кун ҫути кӑтартӗ.
Шкулсенче 8-мӗш класра чӑваш чӗлхи вӗренме А.С. Егоровапа Ю.М. Виноградовӑн «Чӑваш чӗлхи» кӗнеки пичетленӗ.
2-мӗш 3-мӗш классем валли Е.В. Енькка «Родной край» вӗренӳ пособийӗ хатӗрленӗ. Кӑларӑмра автор хальхи вӑхӑтри Чӑваш Енпе, чӑваш тата ытти халӑх культурипе паллаштарать. Кӗнекене вӑл литература страницисемпе пуянлатнӑ.
Вӗрентекенсем валли хатӗрленӗ ӗҫсенчен «Уроки литературного чтения» методика сӗнӗвне палӑртмалла. Вӑл — Т.В. Артемьевапа О.И. Печникова 1-4-мӗш классем валли хатӗрленӗ «Литературное чтение» вӗренӳ пособийӗ валли хатӗрленӗскер.
Чӑваш кӗнеке издательствинче чӑваш чӗлхи вӗрентмешкӗн методика кӑларӑмӗсене пичетлеме палӑртнӑ.
Патӑрьел район администрацине ертсе пыракан Рудольф Селивановӑн аслӑ диплом илни ҫинчен калакан диплом ҫук-мӗн. Вӑл аслӑ шкулта пачах вӗренмен мар-ха. Официаллӑ ҫӑлкуҫсенчи биографире маларах вӑл икӗ дипломлине пӗлтернӗ. Анчах халӗ, Александр Белов журналист пӗлтернӗ тӑрӑх, муниципалитетӑн сайтӗнчи биографире улшӑну пулса иртнӗ.
Журналист унчченхи хыпарӑн скриншочӗсене те вырнаҫтарнӑ. Унта ҫырни тӑрӑх хакласан, Рудольф Селиванов 2001 ҫулта Мускаври прикладной биотенхнологи университетӗнче «Финанс тата кредит» специальноҫа алла илнӗ. Халӗ ҫав хаклӑ хут ҫинчен калакан йӗрке ҫухалнӑ.
Александр Белов прокуратура Патӑрьел районӗнче нумаях пулмасть тӗрӗслев ирттернине, ҫавӑн вӑхӑтӗнче суя дипломлисене тупса палӑртнине асӑннӑ.
Чӑваш чӗлхи тӗнче тетелӗнче анлӑ сарӑлса пымалла. Ку шухӑша республикӑн вӗренӳ тата ҫамрӑксен ӗҫӗн министрӗ Александр Иванов паян иртнӗ канашлура каланӑ.
Шупашкарта республикӑри вӗрентекенсен ҫурла уйӑхӗнчи канашлӑвӗ иртнӗ. Унта Чӑваш Ен Элтеперӗ, республикӑри хуласемпе район администрацийӗсен пуҫлӑхӗсем, вӗрентекенсем хутшӑннӑ.
Мероприятире Александр Иванов министр юлашки ҫулсенче пирӗн тӑрӑхра 10 шкул, 47 ача пахчи хута кайнине, вӗренӳ отраслӗнчи ытти ҫитӗнӗве палӑртнӑ. 2025 ҫул тӗлне пур шкулта та ачасем пӗрремӗш сменӑра ҫеҫ вӗренӗҫ. Хальхи вӑхӑтра пуҫламӑш класс ачисемех иккӗмӗш сменӑра вӗренеҫҫӗ. Ашшӗ-амӑшӗ палӑртнӑ тӑрӑх, ҫакӑ калама ҫук мелсӗр. Етӗрнере ҫак ыйту килес ҫул татӑлмалла. Унта пуҫламӑш классем валли шкул уҫма шантараҫҫӗ.
Ӗнерхи кун тӗлне Шупашкар районӗнчи пилӗк шкул ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулне хатӗрленсе ҫитеймен. Ҫакна Чӑваш Ен Элтеперӗ ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсен тата муниципалитетсен ертӳҫисемпе тунтикунсерен ирттерекен канашлура сӳтсе явнӑ.
Республикӑн вӗренӳ министрӗ Александр Иванов пӗлтернӗ тӑрӑх, 849 шкултан 843-шне ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулне комиссисем йышӑннӑ. Культура, Спорт, Сывлӑх сыхлав министерствисен балансӗсем ҫинчи шкулсем те пур. Вӗсем — 81. Вӗсене те ятарлӑ комиссисем тӗрӗслесе йышӑнӗҫ.
Шупашкар районӗнчи пилӗк шкулта юсав ӗҫе графикран юлса пырать. Александр Иванов министр ҫавӑншӑн район администрацине ӳпкелесе калаҫнӑ.
Шкулсенче юсав ӗҫӗ ирттермелли килӗшӗве ҫурла уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче кӑна алӑ пуснӑ-мӗн.
И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУн машиностроени факультетӗнче ҫӗнӗ кафедра уҫӑлнӑ. «Урапаллӑ тата гусеницӑллӑ машинӑсем» кафедрӑна уҫас ҫӗре университет, ЧР Экономика аталанӑвӗн министерстви, Н.Бауман ялӗллӗ Мускав патшалӑх техника университечӗ, «МИКОНТ» инжиниринг компанийӗ хутшӑннӑ.
«МИКОНТ» университетпа тахҫанах килӗштерсе ӗҫлет. 2013 ҫулта вӑл ЧПУ ҫумӗнче «Гидравлика» вӗренӳпа ӑслӑлӑх центрне уҫнӑ, каярахпа – Шупашкарти транспорт тата ял хуҫалӑх машиностроенийӗн инжиниринг центрне.
Кӑҫал ҫулла Чӑваш патшалӑх университечӗ ҫӗнӗ кафедрӑна абитуриентсен йышӑнма пуҫланӑ. Студентсене «Ҫӗр ҫийӗн ҫӳрекен транспортпа технологи комплексӗсем» енпе, «Автомобильсемпе тракторсем» профильпе хатӗрлӗҫ.
Чӑваш Енри 31 вӗрентекене ачасене Пӗтӗм Раҫҫейри олимпиадӑсене лайӑх хатӗрленӗшӗн хавхалантарӗҫ. Ку тӗллевпе 3 миллион та 550 пин тенкӗ уйӑрма палӑртнӑ. Вӗсен вӗрентекенӗсем ҫӗршыв шайӗнчи олимпиадӑсенче ҫӗнтерӳҫӗ, призер ячӗсене тивӗҫнӗ.
Ача пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ тӑк вӗрентекене 250 пин тенкӗ преми парӗҫ, иккӗмӗшпе виҫҫӗмӗш вырӑнсемшӗн 150-шар пин тенкӗпе хавхалантарӗҫ. Призера икӗ вӗрентекен хатӗрленӗ пулсан вӗсене 75-шер пин тенкӗ парӗҫ.
Кӑҫал Шупашарти 5-мӗш гимнази педагогӗн Айрат Юрьевич Савинӑн (вӑл историпе обществознани предмечӗсене вӗрентет) вӗренекенӗ ҫеҫ олимпиадӑра пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ. 21 ача призер ятне тивӗҫнӗ.
Пӗтӗм Раҫҫейри тӗрӗслев вӑхӑтӗнче Чӑваш Енри шкулсем пӗлӗве объективлӑ хакламан. Вӗсен списокне Вӗренӳ пахалӑхне хаклакан федераци институчӗн сайтӗнче пичетленӗ. Тӗрӗслев пахалӑхне Рособрнадзор пӗтӗмлетнӗ.
Тӳрех палӑртар: список вӑрӑм. Унта Чӑваш Енри шкулсем ҫеҫ мар, Раҫҫейри 3 пине яхӑн вӗренӳ учрежденийӗ пур. Пирӗн тӑрӑхрисенчен ҫакӑнта 21 шкул ҫакланнӑ.
Хулари шкулсенчен унта пӗр вӗренӳ учрежденийӗ кӑна. Вӑл — Шупашкарти 24-мӗш вӑтам шкул. Ыттисем — районсенчисем. Элӗк районӗнчен Чӑваш Сурӑм, Елчӗк районӗнчен Кивӗ Эйпеҫ, Ҫӗмӗрле районӗнчен Кӗҫӗн Тӑван, Комсомольски районӗнчен Анат Тимӗрчкасси, Вӑрнар районӗнчен Малти Ишек шкулӗсем лекнӗ. Унсӑр пуҫне — Красноармейски, Хӗрлӗ Чутай, Патӑрьел, Шупашкар, Етӗрне районӗнсенчи икшер, Вӑрмар районӗнчи пилӗк шкул.
Шупашкарта Федерацин Атӑлҫи округӗн шайӗнче тума пуҫланӑ кадет корпусне кӑҫалхи авӑн уйӑхӗн пуҫламӑшӗ тӗлне хута ярасшӑннине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ.
Унта ҫак эрнере Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев кунсерен тӗрӗслев ирттерет. Объектра вӑл паян та пулнӑ. Ирхи ҫиччӗре строительсене канашлӑва пухнӑ.
«Хӑвӑртлӑха чакарма юрамасть, тӗллевлӗн малашне те ӗҫлесе пымалла, нимӗнле кӑлтӑк та пулмалла мар», – асӑрхаттарса каланӑ Михаил Игнатьев.
Ачасене ҫывӑрмалли 250 вырӑнлӑх корпус хатӗр. Ҫав вӑхӑтрах 150 вырӑнлине туса пӗтермен-ха. Строительсем ӑна ҫурла уйӑхӗн 17-мӗшӗ тӗлне вӗҫлеме шантарнӑ.
Аса илтерер, ҫурла уйӑхӗн 17, 18, 19-мӗшӗсенче кадет корпусӗнче шӑматкунлӑх ирттермелле. Унта вырӑнти хӑй тытӑмлӑхра тата ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсенче тӑрӑшакансене, хула ҫыннисене, кадетсен ашшӗ-амӑшне явӑҫтарасшӑн.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (08.05.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Шпилевский Сергей Михайлович, Атӑл тӑрӑхӗнчи археологине, авалхи историне тӗпченӗ вырӑс историкӗ ҫуралнӑ. | ||
| Адрианов Николай Константинович, пӗрремӗш чӑваш тухтӑрӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Фандеев Георгий Егорович, чӑваш кӗвӗҫи, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Мокеев Матвей Васильевич, патшалӑх тата общество ӗҫӗн паллӑ ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
| Цаплина Раиса Ионовна, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Ҫӗнӗ Пӑвара историпе тӑван ен тата этнографии музейне уҫнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |