Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -14.7 °C
Кахал ҫине виҫ кун малтан ҫумӑр ӳкнӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: депутатсем

Паян чӑваш парламенчӗн спикерӗ Юрий Попов, Олег Мешков вице-спикер тата Николай Маловпа Игорь Кушев депутатсем журналистсемпе тӗл пулчӗҫ. Калаҫӑвӑн тӗп теми Чӑваш Патшалӑх Канашӗн черетлӗ тапхӑрне сӳтсе явасси пулчӗ. Астӑвакансем каланӑ тӑрӑх, кун пек мелпе тӗлпулу йӗркелени унччен пулман. Калаҫӑва спикер журналистсене республикӑн саккунсем кӑларакан органне тимлӗх уйӑрнӑшӑн тав тунинчен пуҫларӗ.

Тӗлпулӑва пынӑ МИХсен ӗҫченӗсенчен депутатсем, ӑнланнӑ тӑрӑх, ҫивӗч ыйту самай парасса кӗтнӗн туйӑнчӗ. Ҫапах та, ӗҫтешӗмсем ан кӳренччӗр те, анчах «шӑллӑ» ыйту хускатакансем сахалрах пулчӗҫ. Кӑсӑклӑраххисен шутне, ман шутпа, «халӑх тарҫисене» тӗрлӗ блогра, Интернет-кӑларӑмсенче хурланине вӗсем епле йышӑнни; мӗншӗн хӑш-пӗр депутат сесси вӑхӑтӗнче ҫине-ҫинех сӑмах калани, теприсем вара ҫӑвара шыв сыпнӑн ларни пирки; саккун проекчӗсене ытларах чух Чӑваш Ен Элтеперӗ сӗнни депутатсем пуҫаруллӑ маррине пӗлтермест-и; парламентӑн пӗр-пӗр сессине чӑвашла ирттерме шухӑшламастӑр-и тесе кӑсӑкланнине тата ҫавӑн йышши хӑш-пӗр саманта кӗртмелле-тӗр.

Чӑвашла ирттересси пирки каласан, «маншӑн, Чӑваш Енре ҫуралса ӳснӗ, кунта пурӑнакан, ялан чӑвашла калаҫакан ҫыншӑн (ҫемьере ман виҫӗ ача, виҫҫӗшӗ те чӑвашла калаҫаҫҫӗ, арӑмпа та чӑвашла калаҫатпӑр) чӑвашла калаҫма, ертсе пыма питӗ ҫӑмӑл, кӑмӑллӑ.

Малалла...

 

Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн ӗнерхи сессийӗнче Федераци Пухӑвӗн Патшалӑх Думин Председателӗ Сергей Нарышкин патне ҫыру яма йышӑннӑ. Унта сӑмах вӑрҫӑ ачисем ҫинчен пырать. Тӗрӗсрех, вӗсене патшалӑх енчен пулӑшу кӳресси пирки.

Вӑрҫӑ ачисен шутне 1928–1945-мӗш ҫулсенче ҫуралнисене кӗртме пулать тесе шухӑшлаҫҫӗ. Ҫӗршыв шайӗнче саккун йышӑнса вӗсен пурнӑҫне ҫӑмӑллатас шухӑш депутатсен мӗнпур корпусӗ пырса тухнине палӑртнӑ ЧР Патшалӑх Канашӗн Социаллӑ политика тата наци ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен комитечӗн председателӗ Петр Краснов.

Чӑваш Енӗн парламентарийӗсем ҫыру ярас шухӑшпа пӗр майлӑ пулса килӗшнӗ.

 

УТӐ
02

Кӑра депутат
 Вера Эверкки | 02.07.2013 17:51 |

Халӗ ҫынсем килсерен тенӗ пек машинӑллӑ пулса кайрӗҫ. Лайӑх ӗнтӗ. Меллӗ. Анчах хуласенче вӗсене лартма вырӑн хӗсӗкки аптӑратать. Ҫавна пула машинӑсем пӗр-пӗрин тата ҫуран ҫӳрекенсен ҫулне пӳлсе хурасси те пулать.

Акӑ, кӑҫалхи ҫу уйӑхӗн 8-мӗшӗнче Вӑрмар районӗн Депутатсен пухӑвӗн депутачӗ Шупашкарти пӗр картишӗнче хӑйӗн автомобильне лартса хунӑ та ӑна пула тепӗр урапа иртсе каяймасӑр аптӑранӑ. Ҫавна пула арҫынсен хушшинче тавлашу та сиксе тухнӑ. Сӑмахпа кӑшкӑрашнипех лӑпланман-ха вӗсем, хирӗҫ-тӑру алӑ ҫӗклесси патнех ҫитнӗ. Тӗрӗсрех, ҫӗҫӗ туртса кӑларасси патне. РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енти управленийӗ хыпарланӑ тӑрӑх, депутат вӗлерессипе хӑратнӑ, унтан ҫӗҫӗпе хӑмсарнӑ кӑна мар, унпа лешӗн аллинчен тирнӗ, кайран урипе хысаран тапса панӑ имӗш. Ҫапла хӑтланса вӑл Шупашкар ҫыннин сывлӑхне йывӑр суранлатнӑ иккен.

Халӗ кӑра депутат тӗлӗшпе виҫӗ статьяпа пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ: вӗлерессипе хӑратнӑшӑн, хӗненӗшӗн, сывлӑха ятарласа пысӑк сиен кӳнӗшӗн.

 

Иртнӗ кунсенче суту-илӳ ҫурчӗ умӗнче Патшалӑх Канашӗн депутат пулӑшуҫи урапасем (машинсем) лартмалли вырӑнта пӗр харӑс виҫӗ машина лектернӗ имӗш. Ӳсерскер ВАЗ-ӑн 8-мӗш моделӗн рульӗ умӗнче ларнӑ. Лару-тӑрӑва уҫӑмлатас тӗлешпе пӗр харӑс икӗ ДПС машини пырса ҫитнӗ.

Хӑйсен пулӑшуҫине депутатсем хайсем суйлаҫҫӗ. Ку ӗҫе тӑвана е пӗр-пӗр пӗлӗше шантарма саккун чармасть. Ҫавӑнпах та пуль пулӑшуҫӑсем «ӗҫсер лармаҫҫӗ», хыт ӗҫленипе чунсене лӑплантарма «хӗренкелеҫҫӗ», вара руль умне ларса ҫӳллерех асӑннӑ ӗҫ-пуҫсене лекеҫҫӗ те.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/newsv2/63044.html
 

Владимир Шакров — Тӑвай район администрацийӗн пуҫлӑх ӗҫне туса пыраканни
Владимир Шакров — Тӑвай район администрацийӗн пуҫлӑх ӗҫне туса пыраканни

Чӳкӗн 18-19-мӗшӗнче Чӑвашри пур муниципалитетра та депутатсен пухӑвӗ иртнӗ, халӑх суйланӑ ҫынсем сити-менеджерсене ҫирӗплетнӗ. Чылай район-хулара лару-тӑру улшӑнман — пуҫлӑха малтанхи ҫынсенех суйланӑ. Йышӑнакан должность ячӗ ҫеҫ вӗсен улшӑннӑ. Тепӗр енчен кирлех пулнӑ-ши вӑл, таҫти мериккан-европ енчен килнӗ термина усӑ курасси? Пушӑ ӗҫ туни кӑна мар-ши?

4 администрацин пуҫлӑхӗ вара улшӑннӑ: Сӗнтӗрвӑрри районне малашне Юрий Моисеев, Канаш хулине — Родион Мясников, Ҫӗмӗрле хулине Андрей Броницин, Шупашкар районнеВиктор Михайлов ертсе пырӗҫ.

Тӑвай районӗн администраци пуҫлӑхне вара суйлайман, тесе пӗлтерет Чӑваш наци радиовӗ. Чӑваш Ен президент администрацийӗн пуҫлӑхӗ Александр Иванов пӗлтернӗ тӑрӑх ку районта ертӳҫӗне ҫирӗплетес ӗҫе халӗ пӗтӗмпех ҫенӗрен тума тивӗ — уйӑх ытла иртме пултарӗ.

Малалла...

 

Страницӑсем: 1 ... 71, 72, 73, 74, 75, 76, 77, 78, 79, 80, [81]
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.12.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, -14 - -16 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Пурнӑҫри ыйтусене ытти чухнехинчен урӑхларах татса парсан ӑнӑҫу кӗтӗ. Ӗҫри кӑткӑс лару-тӑруран хӑтӑлма пултаратӑр. Сирӗн чӑтӑмлӑ пулмалла, унсӑрӑн хирӗҫӳ тухӗ. Тахҫан ҫухалнӑ хутшӑну ҫӗнелме пултарӗ.

Раштав, 25

1911
114
Кӑлкан Александр Дмитриевич, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, тӑлмачӗ ҫуралнӑ.
1972
53
Зайцев Юрий Антонович, чӑваш живописецӗ, фотографӗ вилнӗ.
1980
45
Аслан Степан Степанович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа арӑмӗ
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа хӑй
хуть те кам тухсан та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
кил-йышри арҫын
хуҫа тарҫи