
Иртсе кайнӑ канмалли кунсенче пирӗн республикӑра икӗ ҫын путса вилнӗ. Кун пирки Чӑваш Енӗн Инкеклӗ ӗҫсен министерствин пресс-службинче пӗлтернӗ.
Авӑн уйӑхӗн 27-28-мӗшӗнче 18 ҫулти каччӑ Афанасьев пляжӗнче хӑйӗн тусӗпе каннӑ. Вӑл шыва кӗрсе кайнӑ та ҫухалнӑ. Ҫыран хӗрринче унӑн япалисем тӑрса юлнӑ. Тепӗр кунне водолазсем каччӑн виллине шырама тытӑннӑ, анчах тупайман.
Ҫурла уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Куславкка районӗнчи Елчӗк ялӗнче ҫӑлавҫӑсем 2008 ҫулта ҫуралнӑ ача виллине Енӗш юханшывӗнче туртса кӑларнӑ. Сӑмах май каласан, Атӑлта арҫын виллине тупнӑ. Пӑхсан, арҫын 45 ҫулсенче...

Ҫурла уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Шупашкар районӗнчи Кӳкеҫре пӳрт ҫуннӑ. Инкек пирки тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенчен пӗринче пӗлтернӗ май сӑнӳкерчӗксем вырнаҫтарнӑ.
Пушар посёлокри Кутузов урамӗнче алхаснӑ. Хыпара сӳтсе явакансенчен пӗри ҫырнӑ тӑрӑх, инкекре пӳрт тата мунча ҫунса кайнӑ. Арҫын мунча хутнӑ, ҫулӑм ҫавӑнтан тухнӑ. Арҫын хӑй чӗрех тӑрса юлнӑ.
Инкеке сӳтсе явакансем хушшинче пушарпа кӗрешекенсене ятлакансем те, вӗсене хӳтӗлекенсем те пур. Хӑшӗсен шучӗпе пушар сӳнтерме вырӑна сахал машина пырса ҫитнӗ.

Канаш хулинче пӗр арҫын хӑйӗнпе пӗр класра вӗреннӗ тусне вӗлернӗ.
59 ҫулти арҫын кӑҫалхи утӑ уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Канашри общежитисенчен пӗринче тусӗпе тӗл пулнӑ. Ҫав арҫынпа вӗсем пӗр класра вӗреннӗ. Ытти чухне ялан юлташлӑ пурӑннӑскерсем ҫав каҫхине тавлашса кайнӑ. Хӑна алла ҫӗҫӗ ярса илнӗ те унпа чикнӗ.
Шар курнине больницӑна ӑсатнӑ-ха. Анчах тухтӑрсем унӑн пурнӑҫне ҫӑлса хӑварайман. Йывӑр суранланнӑ арҫын тепӗр икӗ кунтан вилсе кайнӑ.
Алла ҫӗҫӗ ярса илсе унпа ҫынна чикнӗ этем тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.

Етӗрне районӗнче ҫурла уйӑхӗн 20-мӗшӗнче «ГАЗ-69» автомобиль аварие лекнӗ.
Инкек Лесной ятлӑ ялтан инҫех мар вырӑнта 18 сехетре пулса иртнӗ. 56 ҫулти водитель ту ҫинчен аннӑ чухне ҫул хӗррине ҫаврӑнса ӳкнӗ. Кабинӑра ларса пынӑ 56 ҫулти хӗрарӑм тухса ӳкнӗ, вӑл йывӑр сурансене пула куҫне ӗмӗрлӗхе хупнӑ.
Сӑмах май, автомобиле кирлӗ пек регистрацилеменни те ҫиеле тухнӑ. Йӗрке хуралҫисем пуҫиле ӗҫ пуҫарасшӑн.
«ГАЗ-69» автомобиле малтан «ГАЗ» предприятире, 1952-1973 ҫулсенче «УАЗ» предприятире кӑларнӑ.

Ҫӗрпӳ районӗнче самосвалпа ҫӑмӑл машина ҫапӑннӑ. Инкек ҫурла уйӑхӗн 17-мӗшӗнче каҫхи тӑхӑр сехетре Ҫӗрпӳ районӗнче пулса иртнӗ.
Йӗрке хуралҫисем малтанласа палӑртнӑ тӑрӑх, тиев турттаракан машина светофорӑн хӗрлӗ ҫути ҫине кӗрсе кайнӑ. Аварире шар курнӑ «Хенда» автомобиль водительне, йывӑр суранланса пӗтнӗскере, больницӑна илсе кайнӑ.

Пӑрачкав районӗнче пурӑнакан ача урама выляма тухсан йывӑр аманнӑ.
Ҫурла уйӑхӗн 15-мӗшӗнче 10 ҫулти ача тӑвайккинчен пысӑк хӑвӑртлӑхпа самокатпа ярӑнса анас тенӗ. Анчах ҫурта пырса ҫапӑнса чул стенана пуҫӗпе тӑрӑннӑ.
Ача суранланнӑ вырӑна тухтӑрсем 6 минутрах пырса ҫитнӗ. Вӗсем юн пусӑмне йӗркене кӗртессипе, чӗре таппине лайӑхлатассипе вырӑнтах ҫине тӑнӑ. Апла пулин те пуҫ мимине хытах амантнӑ ача тӑна кӗрсе пӗтеймен. Ӑна Ҫӗмӗрлери территорисем хушшинчи медицина центрӗнчен Республикӑн ача-пӑча клиника больницине илсе кайнӑ. Вӑл унта сипленет.

Хӗрлӗ Чутайӗнче вӑрҫӑ ветеранне вӗлернине тӗпченине РФ Следстви комитечӗн председателӗ Александр Бастрыкин хӑй тӗрӗслесе тӑрӗ.
Пӑтӑрмах Хӗрлӗ Чутайӗнче ҫурла уйӑхӗн 10-мӗшӗнче пулса иртнӗ. 92 ҫулти хӗрарӑм (вӑл — вӑрҫӑ ветеранӗ тата тыл ӗҫченӗ) 70 ҫулти тӑванӗпе пурӑннӑ. Инкек пулса иртнӗ кун арҫын ӳсӗр пулнӑ. Ватӑ хӗрарӑма вӑл тапса ҫапса пӗтернӗ. Кинемей инкек вырӑнӗнчех вилсе кайнӑ.
Ӑна хӗнесе вӗлернӗ ырҫынна тытса чарнӑ, ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.

Кӗҫнерникун, ҫурла уйӑхӗн 11-мӗшӗнче, Шупашкарти нумай хваттерлӗ ҫуртсенчен пӗринче пушар тухнӑ. Инкек Чернышевский урамӗнчи 23-мӗш ҫуртра пулса иртнӗ.
Нумай хваттерлӗ тӑхӑр хутлӑ ҫуртри пӗр пӳлӗмлӗ хваттер кӑнтӑрла иртни 2 сехет тӗлӗнче ҫунма тытӑннӑ. Пушар кухньӑра тухнӑ. Унти япаласем тата сӗтел-пукан ҫунса кайнӑ.
Инкекре 31 ҫулти хӗрарӑм шар курнӑ — ӑна сӗрӗм тивнӗ. Хӗрарӑма тухтӑрсем пулӑшнӑ. Пушарпа кӗрешекенсем вут-ҫулӑма 20 минутра сӳнтернӗ.

Ҫӗрпӳ районӗнчи Туҫа ялӗнче арҫын шыва путса вилнӗ. Вӑл Энӗш юханшывне путнӑ. Ҫавӑн чухне инкек пулса иртнӗ те.
1979 ҫулта ҫуралнӑ арҫынна ҫӑлса ӗлкӗреймен.
Шыва путнӑ этеме инкек вырӑнне пырса ҫитнӗ Республикӑн шыравпа ҫӑлав службин ӗҫченӗсем водолаз снаряженийӗпе шыранӑ. Вилене юханшывран туртса кӑларса вӗсем тӑванӗсене панӑ.

Чӑваш Енре шӑпарлан саккӑрмӗш хутран ӳксе чӗрӗ юлнӑ.
Инкек Ҫӗнӗ Шупашкарта ҫурла уйӑхӗн 1-мӗшӗнче пулса иртнӗ. Ҫӳллӗ хутран персе аннӑ ачана ҫийӗнчех больницӑна илсе кайнӑ.
Хӗрача 10-мӗш пиллӗкҫуллӑх урамӗнчи 5-мӗш ҫурт чӳречинчен тухса ӳкнӗ. Пӗчӗкскер кипкепе ҫуралнӑ тейӗн – вӑл вилмен. Анчах хытах аманнӑ. Халӗ ача реанимацире выртать.
Инкек сӑлтавне пӗлместпӗр те, анчах ҫулла пӗчӗк ачасем уҫӑ чӳречерен тухса ӳкнӗ тӗслӗхсем пулкалани вӑрттӑнлӑх мар. Ҫавӑнпа та аслисен питӗ тимлӗ пулмалла.
