
Ҫӗрпӳ районӗнчи Туҫи ялӗнчи И.Н. Ульянов ячӗллӗ ял хуҫалӑх кооперативӗнче рабочи склад тӑрринчен персе аннӑ.
Ҫу уйӑхӗн 27-мӗшӗнче арҫын склад ҫивиттине сӳтнӗ. Инкек ҫавӑн чухне пулса иртнӗ. 1,8 метр ҫӳллӗшӗнчен ӳксен арҫын суранланса пӗтнӗ тата шӑммине хуҫнӑ.
Тӗпчевҫӗсем палӑртнӑ тӑрӑх, инкек предприятире ӗс хӑрушсӑрлӑхӗн правилине пӑхӑнмаран сиксе тухнӑ. Арҫыннӑн ятарласа ҫыхӑнмалли хатӗр те пулман.
Пӑтӑрмах тӗлӗшпе РФ Пуҫиле кодексӗн 143-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе пуҫиле ӗс пуҫарнӑ.

Паян ирхи 4 сехетре Елчӗк районӗнче ҫул ҫинче инкек пулса иртнӗ. «Приора» автомобиль ҫул айккине пӑрӑнса кайса ҫаврӑнса ӳкнӗ.
Машинӑра тӑваттӑн пулнӑ: 22 ҫулти водитель тата 18-23 ҫулсенчи виҫе пассажир. Вӗсене пурне те пульницӑна илсе кайнӑ.
Инкек вӑхӑтӗнче вӗсем пурте хӑрушсӑрлӑх пиҫиххийӗпе ҫыхӑннӑ пулнӑ.

Утӑ уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Чулхула облаҫӗнчи Вортынец районӗнче Чӑваш Ен Енри тӳре-шара ҫул ҫинчи инкеке лекни пирки Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ-ха.
Аса илтерер: Шупашкар округӗн администрацийӗн машини, А173АА номерлӗ Geely Atlas Pro, хирӗҫ ҫул ҫине тухса кайса Audi Q3 машинӑпа ҫапӑннӑччӗ. Аварире водитель тата Шупашкар округӗн администрацийӗн юрисчӗ вырӑнтах вилнӗ. «Аудин» 31-ри водительне, унӑн 7-ри ывӑлне тата 55-ри хӗрарӑм-пассажира больницӑна илсе кайнӑ.
нкек хыҫҫӑн пульницӑна лекнӗ Шупашкар районӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ — йӗркелӳпе тӗрӗслев, право тата кадр пайӗн пуҫлӑхӗ Галина Николаева паян куҫне ӗмӗрлӗхе хупнӑ.
Ҫапла вара ҫул синчи инкеке пула администрацире ӗҫленӗ виҫӗ ҫын пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Маларах юридици пайӗн пуҫлӑхӗ Елена Денисова тата Алексей Артемьев водитель вилнӗ.

Ӗнер, утӑ уйӑхӗн 16-мӗшӗнче, Ҫӗрпу ҫывӑхӗнче 22 ҫулти хӗр-водитель тепӗр машинӑна ҫул паманнипе инкеке лекнӗ.
Каҫхи 21 сехет тӗлӗнче пулнӑ инкекре «Лада X-Ray» автомобиль рульне тытса пынӑ хӗр тӗп ҫулпа пыракан «Шкода Октавия» машинӑна ҫул паман.
Инкекре иккӗн аманнӑ. «Ладӑн» 22 ҫулти водителӗ тата «Шкодӑра» хыҫалти ларкӑч синче ларса пыракан 47 ҫулти пассажир. Вӗсене иккӗшне те пульницӑна илсе кайнӑ.
Ҫамрӑк водителӗн ОСАГО пулман. Унӑн водитель стажӗ — 1 ҫул.водительский стаж составляет три года.
Водители прошли медицинское освидетельствование на состояние опьянения, результат отрицательный.

Ҫӗнӗ Шупашкарти Винокуров урамӗнче карас ҫыхӑнӑвӗн вышки ҫуннӑ. Инкек сӑлтавӗ — электрообрудовани юсавсӑрлӑхӗ.
Пӑтӑрмах утӑ уйӑхӗн 7-мӗшӗнче пулса иртнӗ. Вут-ҫулӑм телекоммуникаци шкапӗнче алхаснӑ. Вырӑна пырса ҫитнӗ пушарпа кӗрешенкесем ҫулӑма хӑвӑрт сӳнтернӗ, ҫавна май пысӑк тӑкак тӳсмен.

Паян, ҫӗртме уйӑхӗн 27-мӗшӗнче, ирхи 7 сехет те 30 минутра Шупашкарти Мускав проспектӗнче инкек пулса иртнӗ.
Ҫӗнӗ Шупашкарти 37 ҫулти хӗрарӑм-водитель сулахаялла пӑрӑннӑ чухне тепӗр транспорта ҫул паман. Ҫапла вара хӗрарӑмӑн «Фольксваген Поло» автомобилӗ «Хонда» мотоциклпа ҫапӑннӑ.
Вӑрнар тӑрӑхӗнчи 25 ҫулти водителӗн «А» категориллӗ водитель прави пулман. Анчах ҫакӑ ун ҫине пырса кӗмеллине пӗлтермест-ха.
Шар курнӑ мотоциклиста тухтар пулӑшӑвӗ кирлӗ пулса тухнӑ.

Йӗпреҫ районӗнчи Хурамал ялӗнчи пӗвере 78 ҫулти арҫын путса вилнӗ. Унӑн виллине паян ирпе тупнӑ. Малтанласа палӑртнӑ тӑрӑх, инкек шыв хӗрринче асӑрханусӑр пулнипе ҫыхӑннӑ.
Чӑваш Енӗн Инкеклӗ ӗҫсен министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫак кунсенче кӑна 4 ҫын путса вилнӗ. Ҫу уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарти 49 ҫулти арҫын шыва кӗме тӑни инкекпе вӗҫленнӗ. Ҫу уйӑхӗн 30-мӗшӗнче Канаш районӗнчи ялта 17-ри яш пӗвене путса вилнӗ. Ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Сӑр юханшывӗнче 12-ри хӗрача пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Ҫӗртме уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Ҫӗрпӳ районӗнче плотинӑра шыва кӗме тӑнӑ 72-ри кинемей путнӑ.

Чӑваш Енре пӗр талӑкра икӗ хутчен пӑши ҫине пырса кӗнӗ.
Чеб.ру сайтра пӗлтернӗ тӑрӑх, Муркаш районӗнчи Нискасси ялӗ патӗнче те инкек пулса иртнӗ.
«Skoda Rapid» автомобиль ҫул ҫине чупса тухнӑ пӑши ҫине пырса кӗнӗ. Машина ҫул айккине чӑмнӑ. Водительпе юнашар ларса пынӑ 45 арҫын аманнӑ, ӑна Васкавлӑ пулӑшу паракан пульницӑна илсе кайнӑ.

Ҫу уйӑхӗн 17-мӗшӗнчи каҫхине Шупашкар хулинчи Корней Чуковский урамӗнчи икӗ хутла ҫурт вутра кӗлленнӗ.
Ҫав кунхине 43 ҫулти кил хуҫи хушма хуҫалӑхра мангал ҫинче шашлӑк пӗҫернӗ. Кӑмрӑк сӳнессе кӗтсе тӑман вӑл, ҫывӑрма кӗрсе выртнӑ. Хӗлхем беседкӑна лекнӗ те вӑл ҫунма пуҫланӑ, унтан ытти ҫурт-йӗр ҫине куҫнӑ.
Пушарта пӗр пӳрт ҫунса кайнӑ, юнашарти тепӗр икӗ ҫурт сиенленнӗ.

Пӗлтӗрхи авӑн уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Тӑвай районӗнчи Тӗмер ялӗнче пушарта пӗчӗк ача вилнине республикӑри массӑлла информаци хатӗрӗсем хыпарланӑччӗ-ха.
Инкек сӑлтавне тӗпчевҫӗсем тӗплӗн тишкернӗ хыҫҫӑн пушар мӗнрен тухнине палӑртнӑ.
Ачасен асламӑшӗ (тен, кукамӑшӗ-тӗр, вырӑсла «бабушка» тенӗ) килӗнче 2, 3 тата 4 ҫулхи мӑнукӗсемпе пулнӑ. Вӗсене пӳртре хӑварса кил картине тухнӑ, унта вӑл болгаркӑпа вутӑ татма тытӑннӑ. Ҫавӑн чухне инструментӑн пӑралукне астумасӑр татса пӑрахнӑ. Унтан вӑл ӑна изолентӑпа чӗркесе хунӑ та малалла ӗҫленӗ. Ҫавӑн чухне пӳртре кӗске замыкани пулса илнӗ, пушар тухнӑ.
Аслӑрах ачасене хӗрарӑм пӳртрен илсе тухма ӗлкӗрнӗ, вӗсем пиҫсе кайнӑ, кӗҫӗнни вара сӗрӗмпе наркӑмӑшланса вилнӗ.
