
Иртсе кайнӑ пӗр талӑкра пирӗн республикӑра 8 хутчен пушар тухнӑ. Кун пирки Инкеклӗ ӗҫсен министерстви пӗлтернӗ. Ҫӗнӗ Шупашкарта ӗнер, ҫу уйӑхӗн 10-мӗшӗнче вут-ҫулӑмпа кӗрешнӗ. Пушар Коммунистически урамри общежитире тухнӑ. Унти пӗрремӗш хутра сӗтел-пукан ҫунма тытӑннӑ. Пушара сӳнтерме 3 техника пырса ҫитнӗ. Ҫынсем шар курман.

Вӑрмар районӗнчи Хӗрлӗҫыр ялӗнче 43 ҫулти арҫын пушарта вилнӗ.
Чӑваш Енӗн Инкеклӗ ӗҫсен министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, йывӑҫ пӳрт кил хуҫисен 43-ри ывӑлӗ пирус туртнӑ чухне тимсӗр пулнӑран тухма пултарнӑ. Вут-ҫулӑма сӳнтерес тесе 8 ҫӑлавҫӑпа 2 техника ӗҫленӗ. Пушар 90 тӑваткал метр лаптӑк ҫинче алхаснӑ.
Инкекре кил хуҫисен ывӑлӗн пурнӑҫӗ татӑлнӑ тата йывӑҫ пӳрт ҫунса кайнӑ.

Ӗнер, нарӑс уйӑхӗн 18-мӗшӗнче, Шупашкарта пӗр машина икӗ ачана ҫапса хӑварнӑ. 11-12 ҫулсенчи ачасене пульницӑна ӑсатнӑ.
Инкек хулари Трактор тӑвакансен проспектӗнчи 33-мӗш ҫурт тӗлӗнче пулса 16 сехет те 20 минутра иртнӗ.
«Лада Гранта» автомобиль водителӗ ӗнентернӗ тӑрӑх, вӑл светофор мӗнле ҫуннине хӗвел ҫутине пула асӑрхайман иккен. 36 ҫулти водитель хӑй урах пулнӑ.

Паян, нарӑс уйӑхӗн 15-мӗшӗнче, 17 сехет те 35 минутра «Сӑр» ҫул ҫинче амӑшӗпе хӗрӗн пурнӑҫӗ татӑлнӑ.
Талой ялӗ тӗлӗнче «ВАЗ-2115» автомобиль хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухса кайнӑ та «Газель» машинӑпа пырса ҫапӑннӑ.
«ВАЗри» икӗ пассажир — 34 ҫулти хӗрарӑм тата 11 ҫулти хӗрача – вилнӗ. Инкек вӑхӑтӗнче хӗрарӑм малти ларкӑч ҫинче пулнӑ, ача — водитель хыҫӗнче. ВАЗӑн 32-ри водительне пульницӑна ӑсатнӑ.

Шупашкар хулинчи производство предприятийӗсенчен пӗринче рабочи пурнӑҫӗ татӑлнӑ.
Йывӑҫран сӗтел-пукан туса кӑларакан предприятире бункера пӑчкӑ кӗрпинчен пушатнӑ чухне арҫын пухмач ӑшне кӗрсе ӳкнӗ. Пӑчкӑ кӗрпи сывлав ҫулӗсене лекнине пула вӑл чыхӑнса вилнӗ.
Тӗпчевҫӗсем палӑртнӑ тӑрӑх, предприятире ӗҫ сыхлавӗн требованийӗсене пӑснӑ. Халӗ ҫав пӑтӑрмахпа ҫыхӑннӑ пуҫиле ӗҫе тӗпчеҫҫӗ.
| КӐР | 14 | 

Ӗнер Куславкка районӗнчи Елчӗк ялӗнчи пушарта пӗр ҫын пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Пушар каҫхи ултӑ сехет иртсен тухнӑ. Уйрӑм ҫын пурнӑҫӗнче алхасна пушар вӑхӑтӗнче 1951 ҫулта ҫуралнӑ арҫын пурнӑҫӗ татӑлнӑ.
Инкекре пӳрт тата тӗрлӗ хуралтӑ ҫунса кайнӑ.
Кӑҫалхи ҫулталӑк пуҫланнӑранпа пирӗн республикӑра 34 пушар тухнӑ, вут-ҫулӑм 3 ҫын пурнӑҫне татнӑ, виҫҫӗн суранланнӑ, 7 ҫынна ҫӑлма май килнӗ.

Ӗнер, раштав уйӑхӗн 2-мӗшӗнче, Ҫӗнӗ Шупашкарти Промышленность урамӗнчи 46-мӗш ҫурт патӗнче инкек пулса иртнӗ.
Ирхи 6 сехетре «Шевроле Нива» ҫӑмӑл машина 54 ҫулти хӗрарӑм ҫине пырса кӗнӗ. Шар курнине пульницӑна илсе кайнӑ, анчах вӑл унта куҫне ӗмӗрлӗхе хупнӑ.
Руль умӗнчи 47 ҫулти водитель ӳсӗр пулнӑ.

Иртнӗ эрнере Шупашкарти Энтузиастсен урамӗнчи 21-мӗш ҫурт патӗнче ҫул ҫинчи инкекре икӗ ҫын аманнӑ, 4 ҫулти ачана пульницӑна сывлӑхне тӗрӗслеме ӑсатнӑ.
Пӑтӑрмах 15 сехет те 35 минутра пулса иртнӗ. «Фольксваген Поло» рульне тытса пынӑ 49 ҫулти водитель малта пыракан «Лада Веста» тата «ГАЗ 3009» автомобильсем ҫине пырса кӗнӗ.
«Вестӑн» 32 ҫӳлти водительне тата 31 ҫулти хӗрарӑм-пассажира тухтӑр пулӑшӑвӗ кирлӗ пулса тухнӑ. Салонта пулнӑ 4 ҫӳлти хӗрача сывлӑхне те тухтӑрсем терӗсленӗ, вӑл йывӑр шар курман.
«Фольксваген Поло» водителӗ урӑ пулман-мӗн.

Атӑлта паян 63 ҫyлти арҫын виллине тупнӑ. Кун пирки Телеграмри «Пуринчен малтан» каналта пӗлтернӗ.
Арҫын вӗрсе хӑпартнӑ кимме ларса пулӑ тытнӑ иккен. Кимме Шупашкарти юханшыв порчӗ патӗнче асӑрханӑ, хуҫин виллине – Сосновка поселокӗ ҫывӑхӗнче.
Малтанлӑха шухӑшланӑ тӑрӑх, арҫын кимӗрен тухса ӳкнӗ. Ҫапах та инкек сӑлтавне специалистсем палӑртӗҫ.

Паян, юпа уйӑхӗн 4-мӗшӗнче, пирӗн республикӑра ҫул ҫинче инкек пулса иртнӗ. Шупашкар ҫывӑхӗнчи Вӑрманкасси ялӗ ҫывӑхӗнче грузовикпа микроавтобус ҫапӑннӑ.
Грузовик 242-мӗш маршрутпа хутлакан микроавтобус ҫине пырса кӗнӗ. Автобус салонӗнче 21 ҫын пулнӑ, 13-ӗн аманнӑ, ҫав шутра 13-ри тата 9-ти ачасем те пулнӑ. Шар курнисенчен хӑшӗсене пульницӑна ӑсатнӑ.
Прокуратурӑра пӗлтернӗ тӑрах, маршрут автобусӗ чарӑнӑва ҫитнӗ чухне пассажирсене каҫса ҫӳремелли ҫул тӗлӗнче чарӑннӑ, ҫав вӑхӑтра ун ҫине груз турттаракан машина пырса кӗнӗ.
