Иртнӗ шӑматкун ЧР Наци библиотекинче Чӑваш ӳнерҫисен пӗрлӗхӗн (ЧӲП) 11-мӗш съезчӗ иртрӗ.
ЧӲП правленийӗн председателӗ Наталия Соловьева туса ирттернӗ ӗҫ ҫинчен пӗтӗмлетӳллӗ доклад турӗ. Вӑл союз йӗркеленӗ куравсем, пленэрсем, экскурсисем тата ытти мероприятисем ҫинчен каласа пачӗ.
Ҫитес ҫул пӗрлӗх пӗтӗмлетӳллӗ курав йӗркелесе хӑйӗн 30 ҫулне паллӑ тӑвӗ.
Доклада сӳтсе явма хутшӑнчӗҫ: Николай Енилин, Василий Кузьмин, Валентин Федоров, Владислав Зотиков, Николай Балтаев, Николай Толстов, Инна Лялина тата ыттисем.
Правлени ӗҫне ырланӑ, вӑл тивӗҫтерет тесе йышӑнчӗҫ.
Малалла хӑйӗн ӗҫӗ ҫинчен Ревкомисси отчет турӗ.
Сӳтсе явнӑ хыҫҫӑн ЧӲП ретне икӗ ҫӗнӗ художника — Георгий Кулешовпа Татьяна Ткаченкона — йышӑнчӗҫ.
Паллӑрнӑ ӳнерҫӗсене Хисеп хучӗсемпе дипломсем пачӗҫ. Хисеп ячӗсемпе наградӑсем пама тивӗҫлӗ кандидатурӑсене тӑратрӗҫ.
ЧӲП правленийӗн ҫӗнӗ йышне 7 ҫынна суйларӗҫ. Тата виҫҫӗшне Ревкомиссие кӗртрӗҫ.
ЧӲП правленийӗн председателӗ пулма тепӗр хут Наталия Соловьевӑна шанса пачӗҫ.
СССР халӑх артисчӗ, Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн тӗп режиссёрӗ тата илемлӗх ертӳҫи Валерий Яковлев ачасемпе тӗл пулнӑ. Сумлӑ ҫынпа курнӑҫӑва Чӑваш Республикин ача-пӑчапа ҫамрӑксен библиотеки йӗркеленӗ. Тӗлпулӑва Чӑваш Енре кӑҫал иртекен паллӑ ентешсен ҫулталӑкне халалланӑ.
Валерий Яковлевпа тӗл пулма Шупашкарти 20-мӗш вӑтам шкулта тата Шупашкарти транспорт тата строительство технологийӗсен техникумӗнче вӗренекенсене йыхравланӑ.
Эрнекун Хӗрлӗ Чутай районӗнче библиотекарьсем семинара пухӑннӑ. Район сайчӗ пӗлтернӗ тӑрӑх унта пухӑннӑ культура ӗҫченӗсем 9 уйӑхра туса ирттернӗ ӗҫсене пӗтӗмлетнӗ, кӑтартусене тишкернӗ. Ҫавӑн пекех библиотекарьсене мероприятисене йӗркелеме тата вӗсене ирттерме усӑ куракан меслетсемпе паллаштарнӑ. Вӗсем пирки каласа панӑ май Ирина Капитонова методист район, республика тата ҫӗршыв шайӗнче иртнӗ конкурссене мӗнлерех хутшӑнни ҫинчен чарӑнса тӑнӑ.
Семинарта библиотекарьсене ҫавӑн пекех вулавӑшсене террортан мӗнле хӳтӗлемелли ҫинчен, пӗрремӗш пулӑшӑва мӗнле памаллине вӗрентнӗ.
«Куславккасем» ентешлӗх тата Куславкка районӗн администрацийӗ хореографи конкурсӗ ирттерме йышӑннӑ. Ӑна Людмила Нянина тата Владимир Милютин ячӗпе ирттереҫҫӗ.
Людмила Нянина — ташӑ ӳнерӗнче пуян опыт пухнӑ ӑста, культура колледжӗнче хореографи дисциплинисене вӗрентет. Ӑна «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орденпа та чысланӑ.
Владимир Милютин — балетмейстер, этнохореограф, педагог.
«Ташӑ эрешӗсем» конкурс юпа уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Тӗрлемесри культура ҫуртӗнче иртӗ. Унта хутшӑнас кӑмӑллисен заявкӑна конкурсчен икӗ кун маларах парса ӗлкӗрмелле.
Красноармейски тӑрӑхӗнчи Чатукассинче Раҫҫей халӑх артисчӗн Филипп Лукинӑн музейне йӗркеленӗренпе кӑҫал 25 ҫул ҫитнӗ.
«Чӑваш Ен» телерадиокомпани ҫавна май сюжет хатӗрленӗ. Унта палӑртнӑ тӑрӑх, «тем тӗрлӗ материалпа пуян пулсан та, чаплӑ музейӗн професси тӗлӗшӗнчен экспозицийӗ лайӑх пулмалла. Композиторӑн ӗҫ вырӑнӗсӗр пуҫне унта тӗрлӗ кӗнекепе сӑнӳкерчӗк, артист костюмӗ сахал мар. Тата куракансем видео материалсемпе, юрӑсемпе паллашма пултараҫҫӗ. Музей ӗҫне мӗн пуҫарнӑранпах пӗр укҫасӑр йӗркелесе пыраҫҫӗ. Ӗҫӗ сахал мар, паллах, ҫуртне те, пӳлӗмне те тивӗҫлӗ таран тытса тӑмалла».
Чӳк уйӑхӗн 3-8-мӗшӗсенче Пысӑк этнографи диктанчӗ пулӗ. Ӑна онлайн-форматпа ҫырма май пур.
ЧР Культура министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Енре ӑна чӳк уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Чӑваш наци музейӗнче ҫырӗҫ. Вӑл 11 сехетре пуҫланӗ. 16 ҫултан кӗҫӗнреххисем валли 20 ыйту пулӗ. Аслӑраххисем валли – 30 ыйту. Вӗсенчен 20-шӗ – пӗтӗмӗшле ыйтусем, тепӗр 10-шӗ кашни регион валли уйрӑм. Заданисене пурнӑҫлама 45 минут уйӑраҫҫӗ. Йӑлтах тӗрӗс хуравласан 100 балл пухма пулать.
Сӑмах май, акци пӗрремӗш хутчен 2016 ҫулта юпа уйӑхӗн 4-мӗшӗнче иртнӗ. Ун чухне унта Раҫҫейри 90 пин ытла ҫын хутшӑннӑ.
Шупашкар хулинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен центрта хӗрарӑмсем чӑваш тумӗ тӑхӑнса сӑн ӳкерӗннӗ. Мероприятие унтисем «Хитре кӗр» ят панӑ. Ӑна социаллӑ учрежденире пурнӑҫа кӗрекен «Илем шкулӗ» программӑна пурнӑҫа кӗртнӗ май йӗркеленӗ.
Кӗркунне йывӑҫсем хӑйсен сарӑ-хӗрлӗ тата ытти тӗслӗ ҫулҫисемлӗ тумӗсемпе куҫа илӗртеҫҫӗ. Ҫутҫанталӑкӑн ҫак вӑхӑтӗнче сӑн ӳкерӗнме питех те аван. Хитре чӑваш тумӗ ытти чух те килӗшӳллӗ те, кӗркунне вӑл тата илемлӗрех курӑнать тесе шухӑшлаҫҫӗ сӑн ӳкерӗннӗ херарӑмсем.
Чӑваш Енри паллӑ вырӑнсемпе ачасемпе ҫамрӑксене паллаштармалли турсем ирттерме пуҫлассине эпир унччен пӗлтернӗччӗ-ха.
Иртнӗ канмалли кунсенче 5-9-мӗш классенче вӗренекен 90 ача Куславкка районӗнче пулнӑ. «Туризм тата хӑнасене йышӑнас индустри» проектпа килӗшӳллӗн йӗркеленӗ ҫулҫӳрев вӑхӑтӗнче ачасем Куславккара вырнаҫнӑ Николай Лобачевский математикӑн музей-ҫуртӗнче пулса курнӑ, тӗвӗсемпе тата понипе сӑн ӳкерӗннӗ, страуссене апатлантарнӑ.
Кайран вӗсем Сӑр тата Хусан хӳтӗлев чиккисене тунисен историйӗпе, тӗнчипе паллӑ Николай Бичурин пурнӑҫӗпе паллашнӑ.
Ҫӗнӗ Шупашкарти «Грани» издательство ҫурчӗн ӗҫченне тава тивӗҫлӗ ят пама йышӑннӑ.
«Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» ята издательство ҫурчӗн издательство пайӗн ертӳҫи Сергей Петров тивӗҫнӗ. Хушӑва республика Элтеперӗ Олег Николаев паян, юпа уйӑхӗн 3-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ.
Сергей Геннадьевич асӑннӑ МИХра 1997 ҫултанпа ӗҫлет. Вӑл И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнчи математика факультетӗнчен вӗренсе тухнӑ.
Комсомольски районӗнчи тӗп вулавӑш ҫӗнӗ ӑрури библиотека уҫма ӗмӗтленет. Ҫав тӗллевпе ятарлӑ конкурс витӗр тухнӑ, федераци хыснинчен культура учрежденине килес ҫул 10 миллион тенкӗ укҫа уйӑрса парӗҫ.
Комсомольскинчи вулавӑш этнобиблиотекӑна ҫаврӑнӗ. Вӑл районта пурӑнакан тӗрлӗ наци ҫыннисен хӑйне евӗрлӗхӗпе паллаштаракан вырӑн пулса тӑрӗ. Тӗрлӗ халӑх ҫыннисем валли вулавӑшра тӗрлӗ мероприяти ирттерме палӑртаҫҫӗ.
Унчченхи йӑлана кӗнӗ вулавӑш вырӑнне библиотека нумай функциллӗ лапама ҫаврӑнӗ. Унта йӑлана кӗнӗ пичет кӑларӑмӗсемпе тата кӗнекесемпе кӑна мар, электрон- тата аудиокӗнекесемпе паллашма май килӗ, Брайль шрифчӗпе кӑларнӑ кӑларӑмсем те пулӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (04.05.2025 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 744 - 746 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Фёдоров Михаил Фёдорович, чӑваш этнографӗ, ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
| Васан Анатолий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, литература тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Н.В. Фёдоров Республика кунне патшалӑх уявӗ шутне кӗртнӗ. | ||
| Республика кунне патшалӑх уявӗсен шутне кӗртнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |