Шупашкарти К.В. Иванов ячӗллӗ Литература музейӗ юпа уйӑхӗн 18-мӗшӗнче 80 ҫул тултарать. Ҫавна май юпа уйӑхӗн 20-мӗшӗнче 14 сехетре Парнесен кунне савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура ирттерӗҫ. Парнесен кунӗ пирки ыйтса пӗлмелли телефон номерӗ: 8 /8352/ 62-21-43.
Музей директорӗ Ирина Оленкина ҫыравҫӑсемпе ҫыхӑннӑ кирек епле экспоната та хапӑлласа йышӑнассине пӗлтерет. Вӗсем ҫитес ӑрушӑн та хаклӑ.
Ирина Вячеславовна ҫак йӗркесен авторне каланӑ тӑрӑх, Чӑваш халӑх поэчӗн Стихван Шавлин хӗрӗ Ольга Степановна ашшӗн пичетлемелли машинине музея парнелес кӑмӑллине пӗлтернӗ.
Ӗнер, чӑваш халӑх поэчӗ Стихван Шавли ҫуралнӑранпа 110 ҫул ҫитнӗ кун, Шупашкарти Литература музейӗнче ҫыравҫӑн тӑванӗсемпе тӗл пулу иртнӗ. Кун пирки Чӑваш Енри профессионал писательсен союзӗн правленийӗн ертӳҫи Лидия Филиппова ҫыравҫӑсен мессенджерсенчен пӗринчи ушкӑнӗнче пӗлтернӗ.
Литература музейӗнче Степан Антонович Шумковӑн (Стихван Шавлин) хӗрӗ Ольга Степановна (сӑнӳкерчӗкре вӑл иккӗмӗш ретре, варринче, хӗрлӗ костюмпа тӑрать), мӑнукӗсем Николай тата Степан Кругликовсем пуҫтарӑннӑ. Лидия Филиппова хыпарланӑ тӑрӑх, Степан Юрьевич Кругликов (вӑл сулахай енче тӑрать) Швейцаринче ӗҫлесе пурӑнать.
ЧР Культура министерстви Роспотребнадзора архивсене, музейсене, кинотеатрсене тата кинозалсене уҫма ирӗк пама ыйтнӑ. Ҫавӑн пекех театрсемпе концерт ӗҫӗ-хӗлне ҫӗнӗрен йӗркелеме ыйтнӑ.
Кӑшӑлвируспа кӗрешессипе ӗҫлекен оперштабӑн паянхи ларӑвӗнче ҫак ыйтӑва сӳтсе явнӑ. Кинотеатрсене уҫма тӑхтанӑ, музейсемпе архивсене вара Роспотребнадзор ӗҫлеме ирӗк панӑ. Артистсем репетицисем ирттерме пултараҫҫӗ – ирӗк панӑ, анчах куракансен пулмалла мар.
Алла Салаева вице-премьер каланӑ тӑрӑх, хушӑвӑн проектне хатӗрленӗ, Роспотребнадзор ӑна ырланӑ. Паян документа ЧР Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев алӑ пусмалла.
Балтийскри хурал карапне Шупашкара илсе килессине Чӑваш халӑх сайчӗ унччен пӗлтернӗччӗ. Паян ӑна оркестрпа, МИХсенче ӗҫлекенсене пухса тата тӳре-шара сӑмах каласа кӗтсе илнӗ.
Аса илтерер: карап 26 ҫул ӗҫленӗ. Ҫак вӑхӑтра тӑван ҫӗршывӑмӑрӑн чиккипе 65 пин миль тӑршшӗ хутланӑ. Экипаж 1,5 пин ытла Раҫҫей тата ют ҫӗршыв карапӗсене тӗрӗсленӗ, патшалӑх чиккин режимне пӑсма хӑтланнӑ 150 ытла тӗслӗхе сирнӗ. Ун ҫинче Чӑваш Енри 100-е яхӑн пограничник службӑра тӑнӑ.
Карапа 1988 ҫулта Ярославль хулинче туса кӑларнӑ. 1997 ҫулччен вӑл «Соболь» ятпа ҫӳренӗ, кайран ӑна «Чебоксары» (чӑв. Шупашкар) тесе ылмаштарнӑ.
Шупашкарта карапран музей тӑвӗҫ.
Карапа илсе килнине хурлакансем те пур.
Утӑ уйӑхӗн 9-мӗшӗнче К.В. Иванов ячӗллӗ Литература музейӗнче Ольга Любимова художникӑн графика ӗҫӗсен куравӗ уҫӑлӗ. «Линия пера» (чӑв. Калем йӗрӗ) куравра художник тӗрлӗ авторӑн, ҫав шутра поэтсемпе писательсен, ӗҫӗсене хӑйӗн графикипе пуянлатнӑ. Альбина Любимова Наапет Кучак, Раиса Сарби, Альбина Юрату, Алла Медведева, Алман Тимофеев, Сабир Рустамханлы, Нина Абрамова, Ольга Любимова, Дмирий Вонави, Александр Артемьев, Константин Иванов, Зоя Сывлӑмпи, Рита Арти, Лариса Цингвинцева, Виктор Чугаров, Артем Геб, Геннадий Айги, Людмила Николаева тата ытти авторпа ӗҫленӗ. Курава художник хӑйӗн тӗрлӗ вӑхӑтри 30-а яхӑн ӗҫне тӑратӗ.
Килте ларса ӗҫлесси ҫӗршывра кӑшӑлвиурс алхасма тытӑнсан анлӑн сарӑлчӗ. IT-специалистсем ҫеҫ мар, тӗнче тетелӗнчи лавккасемпе журналистсем тата ытти хӑш-пӗр предприяти ӗҫе офисра лармасӑр унччен те йӗркеленӗ-ха. Халӗ вара вӗсем кӑна-и, вӗренӳ тата культура учрежденийӗсем те инҫет мелпе ӗҫлеме пултарнине кӑтартса пачӗҫ. РФ Патшалӑх Думине инҫет-ҫыхӑну мелӗпе ӗҫлессипе ҫыхӑннӑ саккун проекчӗ те тӑратнӑ.
ОТР телеканал Чӑваш наци музейӗ онлайн-мелпе ӗҫленипе паллаштарнӑ. Культура учрежденийӗн пуҫлӑхӗ Ирина Меньшикова музейре 90-а яхӑн ҫын ӗҫленине пӗлтернӗ. Инҫет мелпе 10 ҫын тӑрӑшать. Пай пуҫлӑхӗсемпе коллекци управҫисем эрнере темиҫе хутчен ӗҫе пырса каяҫҫӗ тенӗ вӑл.
Эпидемиологи тӑрӑмӗ йӗркеленсен те музей пуҫлӑхӗ онлайн-хастарлӑха пӗтермессине каланӑ.
Шупашкар урамӗсене «100 выдающихся людей Чувашии» (чӑв. Чӑваш Енӗн мухтавлӑ 100 ентешӗ) арт-проект илемлетӗ.
Асӑннӑ Пӗтӗм Раҫҫейри проектпа килӗшӳллӗн Шупашкарти ҫуртсем ҫине паллӑ ҫынсемпе паллаштаракан баннерсем вырнаҫтарӗҫ. Унта паллӑ ҫынсен ӳкерчӗкӗ тата вӗсем ҫинчен каласа кӑтартакан илемлӗ текст вырӑн тупӗ. Чӑваш Ен Культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерствин пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, пӗр ӳкерчӗкпе пӗр ҫӗрте ҫеҫ усӑ курӗҫ.
Чӑваш наци музейӗн тата Чӑваш патшалӑх художество музейӗнчи картинӑсемпе портретсене суйласа вӗсен копийӗсене хатӗрленӗ. Вӗсемпе те хула ҫыннисене паллаштарӗҫ.
«Чебоксары» (чӑв. Шупашкар) хурал карапӗ ҫинчи ялава вӑхӑтлӑха антарнӑ. Ӑна Шупашкара илсе килме ҫыран хӗррине куҫарнӑ. Халӗ вӑл Калининград облаҫӗнчи Балтийск хули ҫывӑхӗнче ларать. Ҫакӑн пирки Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков Инстаграмра ӗнер хыпарланӑ.
Карапа кӑштах юсӗҫ те унтан ӑна Шупашкара илсе килӗҫ. Вӑл ҫӗртме уйӑхӗн 3-мӗшӗнче ҫула тухмалла. Шупашкара 20 кунран, ҫӗртме уйӑхӗн 23-мӗшӗнче, ҫитессе шанаҫҫӗ.
«Шупашкар» карап 26 ҫул ӗҫленӗ. Ҫак вӑхӑтра тӑван ҫӗршывӑмӑрӑн чиккипе 65 пин миль тӑршшӗ хутланӑ. Экипаж 1,5 пин ытла Раҫҫей тата ют ҫӗршыв карапӗсене тӗрӗсленӗ, патшалӑх чиккин режимне пӑсма хӑтланнӑ 150 ытла тӗслӗхе сирнӗ. Ун ҫинче Чӑваш Енри 100-е яхӑн пограничник службӑра тӑнӑ.
«Карап ҫинче тепӗр ҫулталӑкран музей уҫса экскурсисем ирттерме палӑртатпӑр», – тесе пӗлтернӗ хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ.
Чӑваш литературин классикӗн, прозаикӑн, публицистӑн, куҫаруҫӑн Илпек Микулайӗн ҫуралнӑ кунӗ иртсе кайрӗ пулин те ун пирки асӑнма кая юлман-ха.
Вӑл 1915 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Шӑмӑршӑ районӗнчи Виҫпӳрт Шӑмӑршӑ ялӗнче ҫуралнӑ. Патӑрьелти педагогика техникумӗнче, Чӑваш патшалӑх институтӗнче (халӗ – университет) вӗреннӗ. Шкулта учительте ӗҫленӗ, Радиофикаци тата ралиовещани комитетӗнче тата Чӑваш кӗнеке издательствинче аслӑ редактор пулнӑ.
Калавсемпе повеҫсем, романсемпе статьясем ҫырнӑ. Вырӑс тата ют ҫӗршыв классикӗсен хайлавӗсене чӑвашла куҫарнӑ. Унӑн «Хура ҫӑкӑр» романне кӗнеке вулама юратман ҫын та пӗлетех.
Шупашкарти Литература музейӗнче ҫыравҫӑн пурнӑҫӗпе тата пултарулӑхӗпе паллаштаракан экспонатсем чылай упранаҫҫӗ.
Федерацин Атӑлҫи округӗнче «Наш День Победы» (чӑв. Пирӗн Ҫӗнтерӳ кунӗ) юрӑ марафонӗ пырать. Вӑл округри тӗрлӗ регионти юрӑҫсене пӗр пысӑк коллектива пухать. Музыка ансамблӗсем «День Победы» (музыки — Давид Тухмановӑн, сӑмахӗсем — Владимир Харитоновӑн) хӑйсен наци чӗлхисемпе шӑрантарса эстафетӑна пӗрне-пӗри параҫҫӗ.
Ҫу уйӑхӗн 6-мӗшӗнче паллӑ юрӑ чӑвашла янӑрӗ. Ӑна клип евӗр ӳкернӗ. Клипа «Россия 1» тата «Россия 24» телеканалсен регионсенчи эфирӗсенче, ҫавӑн пекех халӑх сечӗсенче кӑтартӗҫ.
Видеоролика Шупашкарти «Ҫӗнтерӳ» мемориал комплексӗнче, Ҫар мухтавӗн музейӗнче, Трактор тӑвакансен культура керменӗнче ӳкернӗ. Юрра шӑрантарма Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн, Чӑваш патшалӑх филармонийӗн артисчӗсем, «Соловушки» хор «Классика» юрӑ капелли, «Живи и помни» ансамбль, паллӑ юрӑҫсем хутшӑннӑ.
Юрӑ сӑмахӗсене Чӑваш халӑх поэчӗ Юрий Сементер чӑвашла куҫарнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.05.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.