Чӑваш патшалӑх художество музейӗ «Сын Чувашии Андриян Николаев» (чӑв. Чӑваш Ен ывӑлӗ Андриян Николаев) курав йыхравлать. Вӑл юпа уйӑхӗн 2-мӗшӗнче уҫӑлнӑ.
Экспозицие паллӑ художниксен, скульпторсен: Николай Овчинниковӑн, Александр Лактионовӑн, Никита Сверчковӑн, Лев Кербелӗн тата Юрий Ксенофонтовӑн, Элли Юрьевӑн — ӗҫӗсенчен хатӗрленӗ. Унтах графика ӑстисен: Станислав Ивановӑн, Виктор Ступинӑн, Анна Бубнован, Николай Карачарсковӑн — пултарулӑхӗпе паллашма май пур.
Андриян Николаева пула пӗтӗм тӗнче Чӑваш Енпе чӑвашсем ҫинчен пӗлнӗ.
Экспозиципе Шупашкарти 10-мӗш вӑтам шкулта (вӗренӳ учрежденийӗ А.Г. Николаев летчик-космонавт ячӗпе хисепленет) вӗренекенсем паллашнӑ та ӗнтӗ.
Экспозици раштав уйӑхӗн 1-мӗшӗччен ӗҫлӗ.
Тулӑри Елена Сафиева ӳнерҫӗ Чӑваш патшалӑх художество музейне сивӗ фарфортан хатӗрленӗ керамикӑран хатӗрленӗ чечек ҫыххи парнеленӗ. Сивӗ фарфортан чечексем ӑсталакан керамика флорисчӗн музейра маларах «Диалог цветов» (чӑв. Чечексен пуплевӗ) курав ӗҫленӗ.
Курав хупӑнас умӗн художник Левитан натюрмортне тӗпе хурса хатӗрленӗ чечек ҫыххине парнеленӗ.
Маргарита Красотина журналист Фейсбукра пӗлтернӗ тӑрӑх, музейра ӗҫлекенсем ӗҫе Левитан художникӑн ӳкерчӗкӗпе юнашар вырнаҫтарма шухӑшлаҫҫӗ. Анчах хальлӗхе музейри вырӑс тата ют ҫӗршыв ӳнерӗн пайӗнче реконстуркци пырать.
Юсав ӗҫӗсене вӗҫлесен Елена Сафиеван парни сумлӑ музейра хӑйӗн тивӗҫлӗ вырӑнне тупӗ.
Вӑрнарти историпе краеведени халӑх музейӗ кӑсӑклӑ ҫеҫ мар, сайра тӗл пулакан экспонатпа пуянланнӑ. Унта халӗ — салтак кашӑкӗ. Вӑл — 1917 ҫулхи. Кашӑк хуҫи те паллӑ. Вӑл — Филипп Иванов.
Экспоната музее Вӑрнарта пурӑнакан Мария Павлова илсе пынӑ. Реликви хуҫи — унӑн аслашшӗ (тен, кукашшӗ-тӗр. Вырӑсла хыпарта «дед» тенӗ). Филипп Иванович Иванов маларах асӑннӑ районти Уравӑшран. Салтак кашӑкӗ япӑх мар упраннӑ.
Филипп Иванов Пӗрремӗш тӗнче, Граждан тата Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫисене хутшӑннӑ. Музея унӑн экспонатне маларах та панӑ. Ун чухне — вӑл Етӗрнери уесри училищӗне лайӑх вӗренсе тухни ҫинчен калакан свидетельствӑна. Филипп Иванов — уес училищине чи малтан малтан вӗренсе пӗтернӗ 12 вӗренекентен пӗри.
Тури чӑвашсен музейӗнче (вӑл Муркаш районӗнче вырнаҫнӑ) Чӑваш художникӗсен союзӗн пайташӗн Инна Лялинан куравӗ уҫӑлнӑ.
«Халӑх юррин янравӗ» курава художник халӑх юррисен сюжетне тӗпе хурса ӳкернӗ 28 ӗҫе тӑратнӑ.
Инна Лялина Йӗпреҫ районӗнче 1945 ҫулта ҫуралнӑ. Свердловскри архитектура институтӗнче вӗреннӗ. Инна Лялина – архитектор тата педагог-художник. Вӑл И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче, Чӑваш патшалӑх культура тата ӳнер институтӗнче, Мускаври патшалӑх культура тата ӳнер университетӗнче ӗҫленӗ.
Инна Лялина республикӑри, ҫӗршыври куравсене вӗҫӗмех хутшӑнать. Шупашкарта унӑн уйрӑм куравӗсем темиҫе те ӗҫленӗ. Тури чӑвашсен музейӗнче Инна Лялина ӗҫӗсен куравӗ кӑҫал маларах та уҫӑлнӑ. Н.В. Никольский музейӗнче те унӑн ӗҫӗсемпе паллашма пулать.
Кӑҫал Пӗрремӗш тӗнче вӑрҫин паттӑрӗ, Граждан вӑрҫин ҫар пуҫлӑхӗ Василий Чапаев пурнӑҫран уйрӑлнӑранпа 100 ҫул ҫитет. Вӑл 1919 ҫулхи авӑнӑн 5-мӗшӗнче пуҫ хунӑ.
Паттӑр ентешӗмӗре асра тытса ҫак кун, кӗҫнерникун, Шупашкарта кӑнтӑрла Чапаев скверӗнчи палӑк патне чечексем хурӗҫ. Унтан Чӑваш наци музейӗнче «Чапаев вилнин версийӗсем» виртуаллӑ экскурси ирттерӗҫ. Каярахпа «Астӑвӑм кӗнекине» хӑтлӗҫ. Курма пыракансене куҫса ҫӳрекен «В.И.Чапаев музейӗ» куравпа паллаштарӗҫ.
Мероприяти «Легендарлӑ Калашников» курав хӑтлавӗпе вӗҫленӗ.
Ҫурла уйӑхӗн 7-8-мӗшӗсенче Мускавра «Частные музеи России. Самородки России» (чӑв. Раҫҫейӗн уйрӑм ҫын музейӗсем. Раҫсей самородокӗсем) ятпа хальччен пулман курав ӗҫлӗ. Ӑна «Сокольники»музейпа ҫутӗҫ комплексӗнче уҫӗҫ. Курава Раҫҫейри уйрӑм ҫын музейӗсен ассоциацийӗ, Каллиграфин хальхи музейӗ, Мускаври «Сокольники» комплекс йӗркелӗҫ.
Унта уйрӑм ҫынсен 100 ытла музейӗ хӑйӗн экспоначӗсене тӑратӗ. Вӗсем историпе, ӳнерпе, ӑслӑлӑхпа тата культурӑпа паллаштарӗҫ.
Чӑваш Енрен курава виҫӗ учреждени хутшӑнӗ: Чиркӳпе истори музейӗ, Трактор историйӗн музейӗ, «Паха тӗрӗ». Юлашкинчен асӑннӑ музей ӗҫченӗсем Е.И. Ефремова, М.В. Симакова, Т.И. Петрова, А.В. Андреева ӗҫӗсемпе хутшӑнма палӑртаҫҫӗ. Вӗсем чӑваш арҫыннин тата хӗрарӑмӗн тумӗсене, сувенир продукцине илсе кайӗҫ.
Ҫурла уйӑхӗн 26-мӗшӗнче К.В. Иванов ячӗллӗ Литература музейӗнче (Шупашкар хули) Альбина Юрату (Любимова) журналист, сӑвӑҫ 60 ҫул тултарнине халласа музыкӑпа литература каҫӗ ирттерӗҫ.
Альбина Юрату — Чӑваш Республикин культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, Эмине ячӗллӗ пӗтӗм чӑвашсен хӗрарӑмсен наци премийӗн лауреачӗ, Ҫутҫанталӑка сыхлакансен пӗтӗм Раҫҫейри обществин республикӑри канашӗн премийӗн лауреачӗ, Чӑваш Енри журналистсен Н.В. Никольский ячӗллӗ премийӗн лауреачӗ. 20 ытла кӗнеке авторӗ. Унӑн сӑввисем турккӑ тата азербайджан поэчӗсен пуххисенче те пичетленнӗ. Альбина Юрату сӑввисемпе 500 ытла юрӑ хывнӑ.
Музыкӑпа литература каҫӗнче «Ҫак ҫӗр ҫине эп килнӗ юратма» курав уҫӑлӗ. Унта поэтпа паллаштаракан сӑнӳкерчӗксем, кӗнекесем, хутсем пулӗҫ.
Чӑваш Республикин культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченне Эдуард Бахмисова «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден медалӗпе наградӑлама йышӑннӑ. Хушӑва Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев паян алӑ пуснӑ. Ӗҫлӗ хута ЧР влаҫ органӗсен официаллӑ порталне вырнаҫтарнӑ.
Эдурад Бахмисов Патӑрьел районӗнчи Тури Чакӑра ҫуралса ӳснӗ. Хусанти педагогика институтӗнче физвоспитани тата географи факультечӗсенче вӗреннӗ. 1994 ҫултанпа 15 ҫула яхӑн Чӑваш наци музейне ертсе пынӑ.
Вӑл унта тимлеме тытӑнсан курав ӗҫӗ самай анлӑланнӑ. «Чебоксары знакомые и незнакомые» (чӑв. Паллакан тата палламан Шупашкар), «Чувашские узоры» (чӑв. Чӑваш тӗррисем), «Театр, актер, костюм» (чӑв. Театр, актер, тум), «Узоры веков. Этнокультурный портрет Чувашской Республики» (чӑв. Ӗмӗрсен эрешӗсем. Чӑваш Республикин этнокультура портречӗ) тата ытти курава халӑх кӑмӑлласа йышӑннӑ. Наци музейӗ ҫумӗнчи йӑла залне уҫас тата этнографи картишне йӗркелес шухӑша та вӑл пуҫарнӑ.
Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗ, ЧР тава тивӗҫлӗ тухтӑрӗ Михаил Григорьевич Сорокин Шупашкарти «СССРта туса кӑларнӑ» музей комплексне автомобиль парнеленӗ. 120 пин ҫухрӑм чупнӑ машина - 1974 ҫулта кӑларнӑскер.
Ҫак ретро-машинӑпа Сорокинсен виҫӗ йӑхӗ ҫӳренӗ. «Тимӗр урхамах» халӗ те чупать. Халӗ вӑл ав музейре вырӑн тупнӑ.
«Москвич 412» автомобиль музейре Чӑваш наци музейӗн ӗҫченӗсен канашӗ пулӑшнипе тупӑннӑ. Вӗсем кунта килсе курчӗҫ, вӗсене килӗшрӗ. Анчах музей умне пысӑках мар палӑк лартма сӗнчӗҫ. Тӗслӗхрен, Совет Союзӗнче туса кӑларнӑ автомобиле. Эпир шырарӑмӑр та хӑвӑрт тупрӑмӑр», - ҫапла каласа кӑтартнӑ «СССРта туса кӑларнӑ» музей комплексӗн ертӳҫи Николай Адёр «Чӑваш Ен» ПТРК корреспондентне.
Машинӑна пӗр кунра Муркаш районӗнчен илсе килнӗ, сӑрланӑ. Михаил Сорокин вара музейпе паллашнӑ. Унта Совет Союзӗнче туса кӑларнӑ 5 пин ытла япала вырӑн тупнӑ. Ретро-автомобиль вара – чи пысӑккисенчен пӗри.
Геннадий Айхи ҫуралнӑранпа 85 ҫул ҫитнине хатӗрленсе республикӑри культура учрежденийӗсем тӗрлӗ мероприяти ирттерме палӑртни Чӑваш Ен Культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерствин сайтӗнчи хыпарсенчен аван сисӗнет.
Чӑваш тӗррин музейӗ авӑн уйӑхӗн 21-мӗшӗнче 16 сехетре, авӑ, «Отмеченная зима». 1982. История издания книги» (чӑв. «Паллӑ тунӑ хӗл». 1982. Кӗнеке кӑларнин историйӗ») ятпа курав уҫӑлассине пӗлтерет.
Геннадий Айхи — чӑваш халӑх поэчӗ, тӗнче шайӗнчи тӗрлӗ преми лауреачӗ, хрантсуссен «Командор Ордена Искусств и литературы» (чӑв. Ӳнер тата литература орденӗн командиорӗ) культура наградине тивӗҫнӗ.
Чӑваш тӗррин музейӗнчи курава поэтӑн Парижри «Синтаксис» издательствӑра пичетленнӗ «Отмеченная зима» кӗнекине кӑларма хатӗрленнӗ тапхӑра халаллӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.05.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.