Василий Чапаев музейӗнчен сӑмавар вӑрланӑ. Ҫапла, сӑмахӑмӑр — легендарлӑ дивизи командирӗн Шупашкарти музейӗ пирки. Ют пурлӑха хапсӑнакан кукӑр алӑллисем шӑпах ҫав культура учрежденине, аваллӑх управҫине, куҫ хывнӑ.
Музея чӳрече витӗр кӗнине паян иртнӗ брифингра Чӑваш Енӗн прокурорӗн пӗрремӗш ҫумӗ Александр Ефграфов пӗлтернӗ.
Йӗрке хуралҫисем тӗшмӗртнӗ тӑрӑх, сӑмавар вӑррисем тӗслӗ металл сутса укҫа тӑвас тенӗ.
Ҫав сӑмаварпа, сӑмах май, Шупашкар хула кунне уявланӑ чух усӑ курнӑ. Музей умӗнче «Чапайпа чей ӗҫер» савӑнӑҫлӑ мероприяти иртнӗччӗ. Ун пеккине пӗлтӗр те ирттернӗччӗ, анчах сӑмавара ун хыҫҫӑн тӗкӗнекен тупӑнман. Кӑҫал такамсем хытах куҫ хывнӑ курӑнать — ҫавӑншӑн пуҫтахланма та шикленмен.
Паян Чӑваш наци музейӗнче «Роспись иглой…» (чӑв. Йӗппе ӳкерни) курав уҫӑлнӑ. Вӑл авӑн уйӑхӗн вӗҫӗччен ӗҫлӗ.
Раҫҫейӗн этнографи музейӗн (культура учрежденийӗ Питӗрте вырнаҫнӑ) куравне ҫӗршыври паллӑ дизайнер Игорь Дадиани «Национальные традиции в современном костюме» (чӑв. Хальхи вӑхӑтри тумтирти наци йӑли-йӗрки) ятарлӑ проектпа хутшӑнать.
Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ художникӗ, Шупашкарта ӗҫлесе пурӑнакан кутьюре халӑх тумӗнчи илемлӗх мелӗсемпе усӑ курать. Маэстро коллекцийӗнче чӑваш тӗрриллӗ ҫипуҫ та пур. Шупашкарти куравра Игорь Дадиани «Гардемарины IV» илемлӗ фильмри патша майри валли хатӗрленӗ тумпа та паллаштарӗҫ. Ҫав кино, сӑмах май, 2019 ҫулхи ҫуркунне проката тухмалла.
«Тӗнче Пирӗштисем» куравра чӑваш букварӗллӗ хӗрачана курма май килӗ. Марина Тумаланова журналист пӗлтернӗ тӑрӑх, утӑ уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗн хальхи искусство центрӗнче «Тӗнче Пирӗштийӗсем» арт-проектӑн пуххинчи картинӑсен куравӗ уҫӑлӗ. Унта Раҫҫей, Аслӑ Британи, Македони, Хорвати, Беларуҫ, Украина, Итали, Сингапур, Канада, Инди художникӗсен ӗҫӗсемпе паллашма май пулӗ.
«Тӗнче Пирӗштийӗсем» проекта Юлия Иванова ҫамрӑк художник пуҫарса янӑ. Вӑл 1997 ҫӳлта йывӑр чирлесе ӳкнӗ хыҫҫӑн сываласса тухтӑрсем те ӗненмен иккен. Хӗрарӑм кашни кун Пирӗшти ӳкернӗ.
«Манӑн анне — чӑваш. Ҫавӑнпах картинӑсене Шупашкара илсе килме уйрӑмах хавас. Нумаях пулмасть Сочи художникӗ пӗр картина илсе килчӗ. Унта вӑл чӑваш букварӗ тытнӑ хӗрачана ӳкернӗ. Унӑн историне курав уҫнӑ чухне каласа кӑтартӑп», — пӗлтернӗ Марина Тумалановӑна Красноярскри чӑвашсен наци-культура автономийӗн пресс-ҫыруҫи, ҫав проектӑн директорӗ Олег Ровда.
Ҫу уйӑхӗн 30-31-мӗшӗсенче пирӗн республикӑра Раҫҫейри халӑхсен «Атӑл асамачӗ» поэзи фестивалӗ иртӗ. Ӑна чӑвашсем валли букварь хатӗрленӗ, чӑваш шкулӗсем уҫнӑ Иван Яковлев ҫуралнӑранпа 170 ҫул, чӑваш литературин никӗслевҫи Константин Иванов ҫуралнӑранпа 128 ҫул ҫитнине халалланӑ.
Мероприятие ирттерме Чӑваш Енӗн Культура, наци ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерстви пулӑшать. Пуҫаруҫисем — Чӑваш наци музейӗ, К.В. Иванов ячӗллӗ Литература музейӗ, ЧППУри И.Я. Яковлев музейӗ, Чӑваш наци вулавӑшӗ, А.Г. Николаевӑн мемориал комплексӗ, Халӑх туслӑхӗн ҫурчӗ.
Мероприятие Аҫтӑрхан облаҫӗнчи, Пушкӑртстанри, Мари Элти, Дагестанри, Чӗмпӗр облаҫӗнчи, Мӑкшӑ Республикинчи, Чӑваш Енри халӑх поэчӗсем, халӑх юррин ансамблӗсемпе фольклор коллективӗсем хутшӑнӗҫ.
Паян, ҫу уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, 15 сехетре, Шупашкарти К.В. Иванов ячӗллӗ Литература музейӗнче Гордеевсен юбилейӗсене халалланӑ курав уҫӑлӗ. «Кашни йӗрке – тӑван ҫӗр халалӗ» ят парӗҫ ӑна. Курава чӑваш халӑх писателӗ Денис Гордеев ҫуралнӑранпа 80 ҫул, Светлана Гордеева поэт тата художник ҫуралнӑранпа 50 ҫул ҫитнине халалланӑ.
Денис Гордеев – ҫыравҫӑ, журналист, куҫаруҫӑ. Куҫма Турхан премийӗн лауреачӗ. 1938 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 4-мӗшӗнче Комсомольски районӗнчи Асанкасси ялӗнче ҫуралнӑ. И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика институтӗнче, Чулхулара Партин аслӑ шкулӗнче вӗреннӗ. Район хаҫачӗсенче, ун чухнехи «Коммунизм ялавӗ» (хальхи «Хыпар») хаҫатра, «Тӑван Атӑл» журналта тата ытти ҫӗрте ӗҫленӗ. Иринӗ ӗмӗрӗн 80-мӗш ҫулӗсенче вӑл чи паллӑ прозаиксен шутне кӗнӗ.
Паян, Ҫӗнтерӳ кунӗнче, Шупашкарти икӗ музейра кирек кама та тӳлевсӗр кӗртӗҫ.
Чӑваш наци музейӗ хӑйӗн сайтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, Ҫар мухтавӗн музейне тата В.И. Чапаев ячӗллӗ музея тӳлевсӗр кӗме май туса панӑ. Сӑмах май каласан, асӑннӑ икӗ учреждени те Чӑваш Енӗн наци музейӗн филилӗсем шутланаҫҫӗ.
Ҫав мухтавӗн музейӗнче «Живая Память» (чӑв. Чӗрӗ астӑвӑм) акци иртӗ. Унта хутшӑнакансем «Дороги Победы» (чӑв. Ҫӗнтерӳ ҫулӗсем) квеста (акӑлчан чӗлхинчен кӗнӗ ҫак сӑмаха приключени тесе ӑнланмалла, чӑвашларах каласан вӑл мыскара тенине пӗлтерет) хутшӑнайӗҫ. Музей Шупашкарти Ехрем хуҫа купса бульварӗнчи 10-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ. Телефон номерӗ: 62-01-78.
В.И. Чапаев ячӗллӗ музея Василий Чапаев ячӗллӗ дивизи ветеранӗсене тӗл пулӑва йыхравланӑ. Культура учрежденийӗ Шупашкарти Ленин проспектӗнчи 46-мӗш «А» ҫуртра вырнаҫнӑ. Телефон номерӗ: 56-20-61.
Ҫу уйӑхӗн 15-мӗшӗнче, 14 сехетре, Шупашкарти К.В. Иванов ячӗллӗ Литература музейӗнче Иванов вулавӗсем иртӗҫ. Вӑл мероприятие кӑҫал пуҫласа йӗркелеменнине палӑртмалла. Шучӗпе вӑл улттӑмӗш хут иртет.
Конференцие музейҫӑсем чи малтан 2015 ҫулта пуҫтарнӑ. Ӑна Константин Иванов классик ҫуралнӑ куна халалланӑ.
Вулав вӑхӑтӗнче паллӑ ҫынсен кун-ҫулӗнчи питех пӗлмен, халӑхра анлӑ сарӑлман фактсене ҫутатассине, историпе, вӗренӳпе, культурӑпа ҫыхӑннӑ фактсене сӳтсе явассине пӗлтереҫҫӗ.
Конференцие преподавательсемпе студентсене чӗнеҫҫӗ. Ытти хастара та, паллӑ ӗнтӗ, хапӑл тусах кӗтсе илӗҫ.
Хутшӑнас кӑмӑллисен музей пуҫлӑхне Ирина Оленкинӑна ҫак телефонпа шӑнкӑравласа пӗлтермелле: (8352) 62-21-43.
Ӗнер Шупашкарти «Радуга» (чӑв. Асамат кӗперӗ) культурӑпа курав центрӗнче «Асамлӑ тӗрӗ» курав уҫӑлнӑ. Вӑл ҫу уйӑхӗн 31-мӗшӗчченех ӗҫлӗ. Унпа Китай ҫамрӑкӗсем ҫитсе паллашнӑ та ӗнтӗ.
Культурӑпа курав центрӗнчи курава «Паха тӗрӗ» музей хатӗрленӗ. Унта вӑл хайӗн коллекцийӗнчи паха ӗҫсене илсе пынӑ. Куравра Чӑваш халӑх художникӗн, РСФСР тава тивӗҫлӗ художникӗн Екатерина Ефремован, РФ тава тивӗҫлӗ художникӗн Мария Симакован, Чӑваш Ен тава тивӗҫлӗ художникӗн Татьяна Петрован, халӑх промыслисен ӑстин Анастасия Андрееван ӗҫӗсем вырӑн тупнӑ.
Тӑван халӑхӑмӑрӑн ҫӗр пин тӗррипе ӗнер И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университене Китайран вӗренме килнӗ студентсем паллашнӑ. Вӗсем чӑвашсен тӗрӗ пӗлтерӗшӗпе те кӑсӑкланнӑ.
Ӗнер, ака уйӑхӗн 15-мӗшӗнче, Шупашкарти патшалӑх художество музейӗнче чӑваш художникӗ Петр Петров ҫуралнӑ кун, унӑн пултарулӑхӗпе паллаштаракан лекци-калаҫу иртнӗ. Сӑрӑ ӑстине Атнер Хузангай филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ метафизик тесе хаклать. Пухӑннисем умӗнче шӑпах вӑл сӑмах илнӗ те.
Петр Петров Елчӗк районӗнчи Ҫирӗклӗ Шӑхаль ялӗнче ҫуралнӑ. Ачалӑхӗ Казахстанра иртнӗ. Пӗр вӑхӑтра Дагестанра, Эстонире, Тыва Республикинче ӗҫлесе пурӑннӑ. Интервьюсенчен пӗринче вӑл пӗлтернӗ тӑрӑх, Елчӗк районӗнче ҫуралнӑ ашшӗ-амӑшӗ ҫерем ватма тухса кайнӑ. Ашшӗ геологи тӗпчевӗнче инженер пулнӑ, амӑшӗ ача пахчинче — воспитатель.
Петр Петров хӑйне чӑваш художникӗнчен ытла Шупашкар е Елчӗк художникӗ теме кӑмӑллани паллӑ. Унӑн портретсемпе натюрмортсем ҫукпа пӗрех. Ытларах ӗҫӗ — пейзаж.
Шупашкарти Ҫеҫпӗл Мишшин музейне Ҫеҫпӗл Мишшин лауреачӗ ҫак кунсенче икӗ паха япала парнеленӗ.
Культура учрежденийӗн пуҫлӑхӗ Антонина Андреева Фейсбукра пӗлтернӗ тӑрӑх, Ҫеҫпӗл Мишшине халалласа 1948 ҫулта кӑларнӑ "Хурҫӑ шанчӑк" кӗнекене тата ҫулӑм чӗреллӗ поэтӑн скульптурине музее Чӑваш Республикин халӑх художникӗ Юрий Матросов ҫитерсе панӑ. Скульптура авторӗ Василий Черепанов пуль тесе шухӑшлать иккен художник. «Камӑн ӗҫӗ пулнине кам калайӗ?» — ыйтса ҫырнӑ Антонина Андреева.
<iframe src="https://www.facebook.com/plugins/post.php?href=https%3A%2F%2Fwww.facebook.com%2Fmussespel%2Fposts%2F2107209062883769&width=500" width="500" height="515" style="border:none;overflow:hidden" scrolling="no" frameborder="0" allowTransparency="true" allow="encrypted-media"></iframe>
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.05.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.