Чӑваш Республикин Элтеперне Олег Николаева Александр Андреев коммунист ыйтӑвӗ килӗшмен. Ӑна вӑл: «Каждый говорит в меру своей испорченности», — тесе хунӑ. Ку ӗнтӗ вӑл ҫыннӑн калаҫӑвӗ тӑрӑх этем епли курӑнать тенине пӗлтерет-тӗр.
Паян регион ертӳҫи республика Правительстви пӗлтӗр мӗнле ӗҫлени ҫинчен ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗсен умӗнче отчет тунӑ. Доклад хыҫҫӑн ыйту панисенчен пӗри – Александр Андреев коммунист. Унӑн сӑмахне Чувашинформ.рф (асӑннӑ ҫӑлкуҫ Правительство хыпарӗсене ҫутатать) «ыйту та мар, ҫӑхав» тесе хакланӑ. Депутат муниципалитет пӗрлешӗвӗсене васкаса пӗрлештерни, сасӑлав вӑхӑтӗнче административлӑ майпа пусахлани ҫинчен асӑнса хӑварнӑ.
Капла калани Олег Николаева килӗшмен, вӑл фактсем илсе кӑтартма ыйтнӑ. Маларах эпир асӑнса хӑварнӑ сӑмах ҫаврӑнӑшӗпе усӑ курнӑ.
Улатӑр районӗн администрацийӗн пуҫлӑхне Нина Шпилеваяна орден медалӗпе чыслама йышӑннӑ. Хушӑва Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев паян, нарӑс уйӑхӗн 10-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ.
Нина Ивановна «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден медальне тивӗҫнӗ.
Нина Шпилевая – «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» парти членӗ. Вӑл 1962 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Пӑрачкав районӗнчи Сыреҫ ялӗнче ҫуралнӑ. Аслӑ пӗлӗве Чӑваш патшалӑх ял хуҫалӑх академийӗнче тата Патшалӑх службин Атӑл-Вятка академийӗнче илнӗ. Ҫапла вара вӑл — зоотехник та, патшалӑхпа муницпалитет правине те аван пӗлет.
Улатӑр хулин администрацине Денис Трифонов ертсе пыма тытӑннӑ. Ҫапла йышӑнӑва муницпалитетра паян, нарӑс уйӑхӗн 10-мӗшӗнче, иртнӗ Депутатсен пухӑвӗн ларӑвӗнче тунӑ.
Пуҫлӑх пуканне йышӑнма харӑсах тӑватӑ ҫын ӗмӗтленнӗ. Шӑпах ҫавӑн чухлӗ кандидатурӑна тишкернӗ те ятарласа йӗркеленӗ конкурс комссийӗ. Депутатсен ларӑвӗ валли икӗ кандидатурӑна суйласа илнӗ: Юлия Друзинӑна тата Денис Трифонова.
Денис Владимирович 42 ҫулта. Вӑл 2003 ҫулта И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнчен вӗренсе тухнӑ. «Улатӑрти хулан электричество сечӗ» муниципалитетӑн унитарлӑ предприятин директорӗнче ӗҫленӗ.
Кӑшӑлвируса пула пульница хунӑ ЛДПР ертӳҫине Владимир Жириновские ӳпке вентиляцийӗн аппарачӗпе ҫыхӑнтарнӑ — кун пирки хӑйсен ҫӑлкуҫӗсем ҫине таянса РБК тата Ura.ru пӗлтереҫҫӗ. «Ҫирӗплетместпӗр. Пӗтӗмпех йӗркеллӗ», — «Москва» агентствӑна ЛДПР пресс-секретарӗ Александр Дюпин ҫапларах хурав панӑ.
РБК тепӗр ҫӑлкуҫӗ, «лару-тӑрӑва лайӑх пӗлекенскер», политик сывлӑхӗ питӗ начар пулнине пӗлтернӗ. «Вӑл питӗ йывӑр, сывлӑхӗ унӑн питӗ начар. Никам та ним енчен те шантарса каламасть. Унӑн ытти чир-чӗрсем пулни лару-тӑрӑва йывӑрлатать», — тенӗ кӑларӑмпа калаҫнӑ ҫын. РЕН ТВ вара, нимӗнле ҫӑлкуҫ ҫине тайӑнмасӑр, политикӑн «ӳпки 75% таран сиенленни» ҫинчен палӑртнӑ.
Жириновский господина кӑшӑлвируспа пульница хуни пирки МИХсем нарӑсӑн 9-мӗшӗнче кӑнтӑрла пӗлтернӗччӗ. «РИА Новости» ҫӑлкуҫӗ каланӑ тӑрӑх, ӑна Мускавӑн тӗп хула пульницине илсе ҫитернӗ. Дюпин господин ун чухне парти ертӳҫи «хӑйне лайӑх туять, вӑл малалла ӗҫлет» тесе каланӑччӗ.
75 ҫулти Владимир Жириновский кӑшӑлвирусран пурӗ сакӑр хутчен вакцинӑланнӑ.
Ӗнер, нарӑс уйӑхӗн 8-мӗшӗнче Чӑваш Енӗн Стройминӗн «Биологилле тасатмалли сооружени» патшалӑхӑн унитарлӑ предприятийӗн директорне Юрий Алексеева ӗҫрен кӑларнӑ. Ӗҫлӗ хута республика ертӳҫи Олег Николаев алӑ пуснӑ, документа влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнчи «Саккунсем» ярӑмра вырнаҫтарнӑ.
Тӗнче тетелӗнчи МИХсем пӗлтернине ӗненсен, Юрий Иванович тӗлӗшпе маларах пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Вӑл ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ.
Эрнекун, нарӑс уйӑхӗн 4-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн Культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерствинче кадр улшӑнӑвӗ пулса иртнӗ, министр ҫумӗнче шӑп та лӑп пӗр ҫулталӑк ӗҫленӗ Георгий Богуславский министерствӑри пукансӑр юлнӑ тесе эпир хыпарланнине пирӗн вулакансем астӑваҫҫӗ пулӗ. Анчах ҫав кунах республика ертӳҫи тепӗр йышӑнӑва алӑ пуснӑ. Унпа килӗшӳллӗн Георгий Богуславский министр заместителӗнчех ӗҫлӗ.
Ӗҫлӗ документ пирки Олег Николаев Инстаграмри хӑйӗн страницинче нарӑс уйӑхӗн 5-мӗшӗнче уҫӑмлатнӑ. Унта вӑл ӑнлантарнӑ тӑрӑх, Богоуславскийпе алӑ пуснӑ контракт вӑхӑчӗ вӗҫленнӗ, халӗ унӑн ӗҫ вӑхӑтне ҫӗнӗ йышӑнупа тӑсса панӑ. Ку вӑл — крлӗ юридици процедури ҫеҫ.
Нарӑс уйӑхӗн 2-мӗшӗнче Шупашкарти «Аспект» вӗренӳпе методика центрне Иван Архипов ертсе пыма тытӑннӑ. Кун пирки Чӑваш Енӗн Ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министерстви Инстаграмра паян пӗлтернӗ.
«Аспект» вӗренӳпе методика центрӗ эпир маларах асӑннӑ ведомствӑна пӑхӑнать. Вӑл ҫынсене ҫӗнӗ профессие алла илме пулӑшать, хушма пӗлӳ илсе професси шайне ӳтерме те унта май пур. Ӗҫсӗр ҫынсем патшалӑх шучӗпе вӗреннипе пӗрлех «Аспектра» кирек кам та тӗрлӗ ӑсталӑха укҫа тӳлесе илейрет.
Коллектива ҫӗнӗ ертӳҫӗпе республикӑн ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министрӗн ҫумӗ Александр Колесников паллаштарнӑ. Сӑмах май, Колесников хӑй те унччен «Аспектра» ӗҫленӗ, унта директор пулнӑ. Иван Архипов пирки каласан, вӑл маларах Чӑваш Енӗн Правительствинче тимленӗ.
Паян, нарӑс уйӑхӗн 4-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн Культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерствинче кадр улшӑнӑвӗ пулса иртнӗ. Министр ҫумӗнче шӑп та лӑп пӗр ҫулталӑк ӗҫленӗ Георгий Богуславский министерствӑри пукансӑр юлнӑ. Йышӑнӑва республика ертӳҫи Олег Николаев паян алӑ пуснӑ.
Георгий Леонидович — Ставрополь крайӗнчи Кисловодск хулинче 1978 ҫулта ҫуралнӑ. Шупашкарти И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче тата Мускаври М.А. Шолохов ячӗллӗ патшалӑх гуманитари институтӗнчен вӗренсе тухнӑ. Культура министерствине куҫиччен вӑл Шупашкарти А.Г. Николаев ячӗллӗ ача-пӑча паркне (2007 ҫулхи раштав уйӑхӗн 17-мӗшӗнченпе) ертсе пынӑ.
Ӗнер, нарӑс уйӑхӗн 1-мӗшӗнче, Шупашкарӑн историлле пайӗнче Юрий Шакеев оппозиционерӑн ҫурчӗ вутра кӗлленнӗ. Кун пирки Шакеев Фейсбукра ҫырнӑ. Усал хыпара «В «Замамье» сгорел дом оппозиционера Юрия Шакеева: «Враги сожгли родную хату» ятпа «Pg21.ru» сайтра та пӗлтернӗ.
Юрий Шакеевӑн ҫурчӗ Шупашкарти Амӑш палӑкӗн ҫурчӗ хыҫӗнче, Герцен урамӗнче, вырнаҫнӑ. Асӑннӑ урамри 31-мӗш ҫурт 17 сехет те 15 минут тӗлӗнче ҫунма тытӑннӑ. Унта никам та пурӑнман, ҫуртра ҫутӑ пулман.
Инкек сӑлтавне Шакеев ҫурт вырӑнӗ такамсене строительство валли вырӑн кирлӗ пулнӑ тесе тӗшмӗртет.
Эрнекун, кӑрлач уйӑхӗн 28-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министрӗн заместителӗ пулма Алексей Иванова шаннӑ. 48-мӗш номерлӗ хушӑва республика ертӳҫи Олег Николаев алӑ пуснӑ. Документа влаҫ органӗсен офицаллӑ порталӗнчи «Саккунсем» ярӑма вырнаҫтарнӑ.
Паянхи куна илсен, Чӑваш Енӗн вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министрӗн Дмитрий Захаровӑн виҫӗ заместитель: Алексей Лукшин (пӗрремӗш заместитель), Ольга Хлебникова тата Алексей Иванов.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.05.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.