Чӑваш Енӗн экономика аталанӑвӗн тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министрӗн ҫумне Денис Спирина ӗнер, раштав уйӑхӗн 9-мӗшӗнче, ӗҫрен кӑларнӑ. Официаллӑ документра палӑртса хӑварнӑ тӑрӑх, ҫапла туни Денис Вадимович урӑх ӗҫе куҫнипе ҫыхӑннӑ.
Ҫапла, чӑн сӑмахӑн суйи ҫук. Денис Спирин маларах Шупашкар хула администрацийӗн сити-менеджерӗн пуканне йышӑннӑ.
Денис Спирин Ҫӗмӗрле хулинче ҫуралнӑ. 41 ҫулти арҫын 3 хутчен аслӑ пӗлӳ илнӗ. Республикӑн экономика аталанӑвӗн тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министрӗн заместителӗ пулма ӑна 2020 ҫулхи юпа уйӑхӗнче шаннӑччӗ.
Чӑваш Енӗн Тӗп суйлав комиссийӗн председателӗ пулма Геннадий Фёдорова шаннӑ.
Ӗнер республикӑн Правительство ҫуртӗнче Тӗп суйлав комссийӗн ҫӗнӗ йышӗн (унӑн полномочийӗ 5 ҫула пырӗ) йӗркелӳ ларӑвӗ иртнӗ. Унта комисси ертӳҫисене суйланӑ.
Вӑрттӑн сасӑлавра Чӑваш Енӗн Тӗп суйлав комиссийӗн председателӗ пулма Геннадий Федорова суйланӑ, председателӗн ҫумӗ пулма Игорь Михайлова шаннӑ, секретарь пулса Олег Ефимов тӑрӑшӗ.
Генндий Фёдоров РФ Президенчӗн Федерацин атӑлҫи округӗнчи тӗп инспекторӗ пулса ӗҫленӗ. Нумаях пулмасть вӑл Чӑваш Енӗн Тӗп суйлав комиссине ӗҫлеме куҫнӑ.
Чӑваш Енри хӑй тӗллӗн ҫӳрекен машинӑсен тата ытти техникӑн техника тӑрӑмне тӗрӗслесе тӑракан патшалӑх инспекцийӗнче (кӗскетсе каласан, Гостехнадзор инспекцийӗнче) кадрпа ҫыхӑннӑ улшӑну пулса иртнӗ. Йышӑнӑва республика ертӳҫи Олег Николаев ӗнер, раштав уйӑхӗн 6-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ.
Гостехнадзор инспекцийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ пулма Валерий Михайлова шаннӑ.
41 ҫулти Валерий Вениаминович тӗрлӗ вӑхӑтра вӑл Чӑваш Ен Элтеперӗн Администрацийӗнче консультантра, Шупашкар районӗн администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗнче тӑрӑшнӑ.
РФ Президенчӗн Федерацин атӑлҫи округӗнчи тӗп инспекторӗн вырӑнӗ пушаннӑ. Геннадий Федоров Чӑваш Енӗн Тӗп суйлав комиссине ӗҫлеме куҫнӑ. Ҫавна май тӗп инспектор пуканӗ пушанса юлнӑ.
Пурне те пӗлекен «Правда ПФО» кӑларӑм ҫырнӑ тӑрӑх, пушаннӑ вырӑна Григорий Сергеев йышӑннӑ. Вӑл Игорь Комаров полпредӑн авторӗнче тӗрӗслев департаментӗнче ӗҫленӗ. Сергеев Шупашкарта ҫуралнӑ. Кунта вӑл патшалӑх службинчи карьерӑна пуҫланӑ.
Кадр улшӑнӑвӗсем, сӑмах май, Шупашкарта та пулса иртмелле-мӗн. Денис Спирин сити-менеджер хула мэрине хӑйӗн командине илсе килесшӗн имӗш. Республика ертӳҫи Олег Николаев нумаях пулмасть Улатӑрта пулнӑ май унта кадр улшӑнӑвӗ пулса иртессине систернӗ иккен.
Чӑваш Енӗн Раҫҫей Президенчӗ ҫумӗнчи тулли пайталлӑ пайташӗн Алексей Ладыковӑн — икӗ ҫум. Вӗсем — Сергей Григорьев тата Елена Скворцова.
Елена Скворцовӑна должноҫе ӗнер, раштав уйӑхӗн 2-мӗшӗнче, шанса панӑ. Йышӑнӑва республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче вырнаҫтарнӑ. Чӳк уйӑхӗн 25-мӗшӗччен Ладыков ҫумӗсенчен пӗри Лидия Седойкина пулнӑ.
«Правда ПФО» пӗлтернӗ тӑрӑх, Елена Скворцова Раҫҫей почтин Чӑваш Енри уйрӑмӗнче ӗҫленӗ, кайран вӑл Мускавра пысӑкрах вырӑн йышӑннӑ, Раҫҫей почтинче ӗҫлеме тытӑннӑ. Юлашки вӑхӑтра ҫав хӗрарӑм РФ Патшалӑх Думин депутачӗн Анатолий Аксаковӑн пулӑшуҫи пулнӑ.
Паян Шупашкар хулин депутатсен пухӑвӗ хула администрацийӗн пуҫлӑхне суйланӑ. Аса илтерер: ку пукана йышӑнассишӗн икӗ кандидат кӗрешнӗ. Вӗсем – экономика аталанӑвӗн министрӗн ҫумӗ Денис Спирин тата Хула пурлӑхӗн комитечӗн председателӗн ҫумӗ Олег Александров.
Олег Александров хулана Чӑваш Енӗн комплекслӑ аталану планне тӗпе хурса аталантарсси пирки каланӑ, чылай япала кадрсенчен нумай килнине палӑртнӑ.
Денис Спирин Атӑл леш енне аталантарма тӗллев лартнӑ. Унтан канат ҫулӗ, магистраль тумаллине, централизаци тата цифровизаци енӗпе ӗҫлемеллине палӑртнӑ.
Денис Спириншӑн пӗтӗм депутат ырласа сасӑланӑ. Олег Александровшӑн 33 депутат хирӗҫлесе сасӑланӑ, пиллӗкӗшӗ хуравлама иккӗленнӗ.
Паян Чӑваш Енӗн промышленность тата энергетика министрӗн ҫумӗ пулма Ольга Григорьевӑна ҫирӗплетнӗ. Вӑл унччен ӑҫта ӗҫленине ҫак самантра пӗлместпӗр. Ҫавӑн ятлӑ хӗрарӑм Ҫӗнӗ Шупашкар хула администрацийӗнче темиҫе ҫул ӗҫленӗ. Унта вӑл хула администрацийӗн экономика тата финанс енӗпе ӗҫлекен ҫумӗ, унран пӗрремӗш ҫум пулса тӑрӑшнӑ.
Ҫапла вара промышленность тата энергетика министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Александр Кондратьевӑн ҫумӗсем халӗ иккӗн пулса тӑнӑ. Ҫавсен йышӗнче — Борис Марковцов тата Ольа Григорьева. Унсӑр пуҫне пӗр пулӑшуҫӑ пур. Вӑл — Светлана Кузьмина.
ЧР Элтеперне Аслӑ суда панӑ. 12 ҫын алӑ пуснӑ тавӑҫра вӑл кӑшӑлвирусран прививка туман ҫынсен парвисене пӑснине палӑртнӑ.
Аса илтерер: юпа уйӑхӗнче вакцинациленмен ҫынсене суту-илӳ центрӗсене, кафе-ресторана, ытти хӑш-пӗр вырӑна кӗртме пӑрахнӑ, унашкаллисенче QR-код ыйтаҫҫӗ. Нумаях пулмасть пуҫаруллӑ ушкӑн Тӗп суйлав комиссине ҫакнашкал код ҫынсене кирлипе кирлӗ маррине палӑртма рефрендум ирттерме ирӗк ыйтса ҫырнӑ. Паян ҫакӑ паллӑ: Тӗп суйлав комиссийӗ ӑна ирттерме ирӗк паман.
Элтепер тӗлӗшпе суд чӳк уйӑхӗн 25-мӗшӗнче 9 сехет ҫурӑра иртмелле.
Шупашкар хула администрацийӗнче кадрсемпе ҫыхӑннӑ улшӑну пулса иртнӗ. Ку хыпара паян, чӳк уйӑхӗн 22-мӗшӗнче, хула мэрийӗнче иртнӗ ирхи планеркӑра хула администрацийӗ пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Андрей Петров пӗлтернӗ.
Хула адмнистрацийӗн пуҫлӑхӗн экономика аталанӑвӗ тата финанс енӗпе ӗҫлекен ҫумӗ пулса паянтан Инна Антонова ӗҫе кӳлӗннӗ.
Инна Николаевна ӗҫ биографийӗн пысӑк пайне республикӑн Экономика аталанӑвӗн министерствинче тӑрӑшса ирттернӗ. 2012 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче ӑна министр ҫумӗн, каярах пӗрремӗш ҫумӗн тивӗҫне пурнӑҫлама шаннӑ. 2020 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче вӑл республикӑн Финанс министерствинче инвестици тата хысна политикин управленийӗн пайӗн пуҫлӑхӗнче тӑрӑшма тытӑннӑ.
Чӳк уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Шупашкар хула администрацийӗн ертӳҫине суйлас тӗлӗшпе конкурс иртнӗ. Ку вырӑншӑн 9 кандидат кӗрешнӗ.
Кашнинпе калаҫу ирттернӗ. Пӗтӗмлетӳ туса ку вырӑна йышӑнма пултаракан икӗ ҫынна суйланӑ: Денис Спирин тата Олег Александров. Вӗсенчен хӑшӗ пуҫлӑх пулассине депутатсем Шупашкар хула пухӑвӗнче татса парӗҫ.
Денис Спирин – ЧР экономика аталанӑвӗн министрӗн ҫумӗ, хӑй Ҫӗмӗрле тӑрӑхӗнчен. Мӑшӑрӗпе 2 ача ӳстереҫҫӗ.
Олег Александров Хула пурлӑх комитечӗн председателӗн ҫумӗнче ӗҫлет. Вӑл 34 ҫулта.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (03.05.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 744 - 746 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.