Нарӑс уйӑхӗн вӗҫӗнче Шупашкарта пурӑнакан 28 ҫулти арҫын тӗнче тетелӗнче юсав ӗҫӗсем туни пирки пӗлтерӳ панӑ. Ун патне кӗҫех «полици ӗҫченӗ» шӑнкӑравланӑ, Б.Хмельницкий урамӗнчи ҪҪХПИ ҫуртӗнче юсав ӗҫӗсем ирттерме ыйтнӑ.
Хайхи «полици ӗҫченӗ» ҫав арҫынна кӗсье телефонӗн счечӗ ҫине укҫа хума, ӗҫтешӗсем валли коньяк, канфет туянма ыйтнӑ, ҫакна патшалӑх автоинспекцийӗн дежурнӑй чаҫне илсе пыма каланӑ. 28-тискер ҫаксене туянса 5 пин тенке яхӑн тӑкакланӑ.
Анчах патшалӑх автоинспекцийӗнче ӑна никам та кӗтсе илмен. Унчченхи номерпе шӑнкӑравланӑ – телефона сӳнтернӗ. ҪҪХПИре ӑна ултавҫӑ аллине лекни пирки ӑнлантарнӑ.
Ҫак ултавҫӑ Шупашкар ҫыннисене нумай улталанӑ-мӗн. Ку тӗслӗх хыҫҫӑн вара ӑна тытма май килнӗ. Ултавҫа Краснодар крайӗнче тытса чарнӑ, ӑна акан 8-мӗшӗнче Шупашкара илсе ҫитернӗ. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Ака уйӑхӗн 2-мӗшӗнче Шупашкарта пурӑнакан 26 ҫулти каччӑ полицие пынӑ та пуш уйӑхӗн вӗҫӗнче банк карттине ҫухатнине, унӑн счечӗ ҫинчен 17 пин тенкӗ ҫухалнине пӗлтернӗ.
Полицейскисем ҫав карточкӑна тупнӑ ҫын йӗрӗ ҫине ӳкнӗ. ЧР ШӖМӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, пӗр хӗрарӑм Шупашкарти Трактор тӑвакансен проспектӗнчи пӗр апат-ҫимӗҫ лавккинче ют карточкӑпа тӳленӗ, вӑл унта 17 пин тенкӗлӗх япала туяннӑ.
Ҫак хӗрарӑм камерӑсем ҫине лекнӗ. Вӑл капюшонлӑ куртка, ҫыхнӑ калпак тӑхӑннӑ пулнӑ. Ведомство пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, ӑна халӗ шыраҫҫӗ. Ҫак хӗрарӑма пӗлетӗр тӗк кун пирки полицие хыпарлӑр: 24-07-02, 34-18-40 е номерпе шӑнкӑравлӑр.
Канашра пурӑнакан 32 ҫулти хӗрарӑма икӗ эрне шыранӑ. Вӑл пуш уйӑхӗн 4-мӗшӗнче килтен тухса кайнӑ.
Ҫамрӑк хӗрарӑма ҫывӑх тӑванӗсем, юлташӗсем тата нимеҫӗсем шыранӑ, унӑн сӑнӳкерчӗкне, вӑл мӗнлерех пулнине халӑх тетелӗсенче вырнаҫтарнӑ.
Пӑшӑрханса ӳкнӗ тӑванӗсем хӗр ҫухални пирки полицие пӗлтернӗ. Юрать, ҫухалнӑскер чӗрӗ-сывах тупӑннӑ. Пуш уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Канашра пурӑнакан хӗрарӑм тупӑннӑ. Нимеҫӗсем те, шырав отрядӗнче тӑраканскерсем, вӑл тупӑннине пӗлтернӗ: «Тупӑннӑ. Чӗрӗ. Шырава хутшӑннисене пурне те тав», - тесе ҫырнӑ.
Пӗр коммерци организацийӗн ертӳҫи влаҫ ҫыннин сывлӑхне сиен кӳнӗшӗн суд сакки ҫине ларӗ. Хайхискер полицейскин сӑмсине хуҫнӑ.
2018 ҫулхи раштав уйӑхӗн 29-мӗшӗнче ҫур ҫӗр иртни 3 сехет ҫурӑра пакунлисем чарӑнура ӳсӗр арҫын тӑнине асӑрханӑ. 36 ҫулти арҫын вӗсене такси чӗнсе пама ыйтнӑ, хӑйӗн телефонӗ сӳнсе ларнӑ-мӗн. Лешсем чӗнсе панӑ.
Ҫав вӑхӑтрах полицейскисем ӳсӗрскерӗн пушмакӗ ҫинчи кантра салтӑнса кайнине курнӑ та ҫыхма сӗннӗ, унсӑрӑн ӳкет вӗт. Лешӗ вара тав тӑвас вырӑнне пӗр полицейские питӗнчен темиҫе хутчен ҫапнӑ, сӑмсине хуҫнӑ. Кун хыҫҫӑн ӳсӗрскере полици уйрӑмне илсе ҫитернӗ.
36 ҫулти арҫын айӑпне йышӑнмасть. Анчах кӳнтеленсем урӑхла ҫирӗплетеҫҫӗ. Ун тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе Ленин районӗн судне ярса панӑ.
Пуш уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Шупашкарта пурӑнакан арҫын патне палламан хӗрарӑм шӑнкӑравланӑ та укҫа-тенке страхлама сӗннӗ. Арҫыннӑн карточки ҫинчен 2 пин тенкӗ ҫухалнӑ имӗш, ҫавна май ытти нухрата упраса хӑвармалла.
Ҫак хӗрарӑм сӗннипе арҫын ҫывӑхри банкомат патне пынӑ, лешӗ каласа пынипе темиҫе операци ирттернӗ.
Арҫын ултавҫӑ аллине ҫакланнине чухламан – хӗрарӑма шанса вӑл мӗн каланине йӑлтах тунӑ. Кун хыҫҫӑн унӑн карточки ҫинчен 50 пин тенкӗ ҫухалнӑ.
Укҫа-тенке ҫухатсан Шупашкар ҫынни полицие кайса заявлени ҫырнӑ.
Ӗнер Ҫӗнӗ Шупашкарти полици уйрӑмне 64-ри арҫын пулӑшу ыйтма пынӑ. Вӑл ултавҫӑсене 878 пин тенкӗ куҫарса панӑ-мӗн.
Кӑҫал нарӑс варричне ун патне темӗнле арҫын шӑнкӑравланӑ та хӑйӗнпе Мускаври йӗрке хуралҫи тесе паллаштарнӑ. Хайхискер ватӑ арҫын унччен 5 пин тенкӗ тӑракан эмел туяннине тӗпчесе пӗлнӗ, халӗ куншӑн 8 миллион тенкӗ компенсаци параҫҫӗ имӗш. Анчах ӑна илес тесен унӑн малтан 4900 тенкӗ куҫарса памалла-мӗн, унтан ултавҫӑ каллех укҫа ыйтнӑ. Ҫапла вӑл унран хӑпман – шӑнкӑравласах тӑнӑ.
Ватӑскер 39 пин тенкӗ патшалӑх пошлинишӗн, 89 пин медицина карточкишӗн, укҫана хӑвӑртрах илесе тесе черете хӑвӑрталтмашкӑн 330 пин тӳленӗ, 450 пин тенкӗ электронлӑ укҫана тенке куҫарма ярса панӑ… Юлашкинчен 180 пин тенкӗ ыйтсан тин ватӑскер ӑнланнӑ: ӑна улталаҫҫӗ!
Халӗ кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ, ултавҫӑн ятне-шывне палӑртас тӗлӗшпе ӗҫлеҫҫӗ.
Пушӑн 11-22-мӗшӗсенче наркотике хирӗҫ кӗрешмелли акци – «Вилӗм ӑҫта сутнине пӗлтер» - пулӗ. Ҫак тапхӑрта полици ӗҫченӗсем 18 ҫул тултарман ачасем тата ҫамрӑксем ушкӑнпа пухӑнакан вырӑнсене тӗрӗслӗҫ. Ҫакна вӗсем наркотикпе туслӑ яш-хӗра тупса палӑртас тӗллевпе тӑваҫҫӗ.
Кунсӑр пуҫне акци вӑхӑтӗнче уроксем, лекцисем, куравсем, пухусем, ҫавра сӗтелсем йӗркелӗҫ, унта психиатр-наркологсем хутшӑнӗҫ. Ҫавӑн пекех шкул ачисене 18 ҫул тултарман ачасен социаллӑ реабилитаци центрӗнче йышӑну йӗркелӗҫ.
Наркотик ыйтӑвӗ сире те пырса тивет пулсан ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерствин наркологи службин талӑкӗпех ӗҫлекен телефон номерӗпе шӑнкӑравлама пултаратӑр: 58-03-84.
Елчӗк районӗнчи пӗр ял хуҫалӑх кооперавтивӗн председателӗ пулнӑ ҫынна пӗтӗмӗшле режимлӑ колоние ӑсатнӑ. Вӑл унта 3 ҫул та 1 уйӑх ирттерӗ. Кунсӑр пуҫне унӑн ертӳҫӗ должноҫӗнче 3 ҫул ӗҫлеме юрамӗ.
Елчӗк районӗнчи полицие председатель саккуна пӑсни пирки пӗлтернӗ. Оперативниксем тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн йӑлтах тӑрӑ шыв ҫине тухнӑ: 50 ҫулти ертӳҫӗ кредит парӑмӗсене татас тесе ӗнесене сутнӑ. Выльӑх-чӗрлӗхе сутнӑ хыҫҫӑн протокол хатӗрленӗ: пуху иртнӗ, унта ӗнесене сутма йышӑннӑ имӗш.
Председатель 5 уйӑхра 208 ӗнене йӳнӗпе сутнӑ. Ҫапла майпа вӑл кооператива 9 миллион тенкӗлӗх тӑкак кӳнӗ. Кун хыҫҫӑн предприяти хӑйӗн ӗҫӗпе – сӗт туса илессипе – ӗҫлеймен, панкрута тухнӑ.
Нарӑс уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан 35 ҫулти арҫын ашшӗпе амӑшне хӗненӗ. 58 ҫулти ашшӗ йывӑр сурансене пула ҫавӑнтах вилнӗ, 56-ри амӑшӗ вара тӑнне ҫухатнӑ.
35-ри арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Следстви версийӗ тӑрӑх, ҫакскер килӗнче ӳсӗр пулнӑ. Ҫав кун вӑл ашшӗ-амӑшӗпе хирӗҫсе кайнӑ та вӗсене тимӗр япалапа хӗненӗ. Ашшӗ вилмеллех суранланнӑ.
Амӑшӗ тӑна кӗрсен упӑшки сывламаннине асӑрханӑ. Ывӑлӗ килте пулман ӗнтӗ, вӑл тарса ҫухалнӑ. Хӗрарӑм упӑшки вилни пирки полицие шӑнкӑравласа пӗлтернӗ.
Халӗ следстви пырать, ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатас тесе экспертизӑсем ирттерӗҫ.
Канаш районӗнче пурӑнакан 46 ҫулти хӗрарӑм упӑшкине ҫӑлас тесе мӗнпур укҫине тӑкакланӑ. Анчах, шел те, нухрата ҫилпе вӗҫтерни кӑна пулнӑ, мӗншӗн тесен вӑл ултавҫӑ аллине ҫакланнӑ.
Нумаях пулмасть хӗрарӑм полицие килсе заявлени ҫырнӑ. Вӑл каласа кӑтартнӑ тӑрӑх, темиҫе ҫул каялла унӑн упӑшки вӑйлах чирлесе ӳкнӗ, пульницӑра сипленни усӑ паман. Мӑшӑрне ҫӑлас тесе вӑл тӗнче тетелне кӗрсе сиплевҫӗ тупнӑ, унпа ҫыхӑннӑ.
Лешӗ хӑйӗн «юмахне» пуҫланӑ: упӑшкине такам пӑснӑ-мӗн, ӑна сиплемешкӗн ятарлӑ ҫуртасем кирлӗ. Ҫавӑнпа «сиплевҫӗ» вӗсене туянмашкӑн укҫа куҫарса пама ыйтнӑ.
Пӗрремӗш сеансра хайхискер 1000 тенкӗ тӑракан ҫуртасемпе сиплемеллине каланӑ, темиҫе кунран хакланнӑ – 2000 тенкӗ. Темиҫе уйӑхра ултавҫӑ самаях укҫа сӑптӑрса илнӗ: пӗтӗмпе 805 пин тенкӗ. Юлашкинчен «сиплевҫӗ» Канаш районӗн хӗрарӑмӗпе кӑҫал кӑрлач уйӑхӗнче ҫыхӑннӑ, каллех укҫа ыйтнӑ: 50 пин тенкӗпе сеанс вӗҫленет-мӗн. Анчах мӗнпур укҫине ӑна куҫарса панӑ хӗрарӑмӑн пӗр пус та юлман. Вӑл упӑшкине сыватас тесе малтан кивҫен те илнӗ. Укҫа ҫуккине пӗлнӗ хыҫҫӑн «экстрасенс» ҫыхӑнӑва тухма пӑрахнӑ, халӑх тетелӗнчи страницине те блокировка тунӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.08.2025 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 27 - 29 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Альберт Канаш, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Илья Арсентьевич, чӑваш журналисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Чиндыков Борис Борисович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Дегтярёв Геннадий Анатольевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Азизов Загид Керимович, географи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |