Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +13.3 °C
Кахал ҫӑпата сырнӑ ҫӗре ӗҫчен ӗҫне пӗтернӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: полици

Хулара

Шупашкарта ҫамрӑк ҫынна шыраҫҫӗ. Вӑл урама уҫӑлма тухсан киле таврӑнман. Тӑванӗсем вӑл ҫухални пирки полицие пӗлтернӗ. Каччӑн сӑнне хулара та ҫакса тухнӑ.

Станислав Александрович Мезин, 1998 ҫулта ҫуралнӑскер, авӑн уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Шупашкарта юлташӗсемпе уҫӑлса ҫӳренӗ. Ирхи 5 сехетре «Каскад» умӗнче вӗсем уйрӑлнӑ. Станислав киле каятӑп тенӗ. Вӑл ӑҫтине виҫҫӗмӗш кун ӗнтӗ пӗлмеҫҫӗ.

Станислав Александрович Мезина курнӑ тӑк ҫак номерсемпе шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ: 89876781034 (аппӑшӗ Мария), 89373728745 (амӑшӗ Екатерина). Е 02 номере ҫавӑрттарса полицие пӗлтермелле. Каччӑ 178 сантиметр ҫӳллӗш, кӗлетки ҫинче сурансем пур.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/44581
 

Хулара

Шупашкарта пурӑнакан ватӑ хӗрарӑмӑн Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин медалӗсемпе орденӗсене вӑрланӑ. Ӑна унӑн тӑванех йӑкӑртнӑ.

63 ҫулти хӗрарӑм медальсемпе орденсем ҫухалсан полицирен пулӑшу ыйтнӑ. Вӗсене вӑл хваттерте упранӑ. Медальсемпе орденсем пирки пӗрле хваттерте пурӑнакан тӑванӗсем ҫеҫ пӗлнӗ.

Полици вӑрӑ йӗрӗ ҫине тӳрех ӳкнӗ. Хаклӑ япаласене тӑванӗн хӗрӗ ҫурла уйӑхӗн вӗҫӗнче вӑрланӑ-мӗн. Хайхискер пӗр медальне Шупашкарти пӗр пасарта сутнӑ. Халӗ полицейскисем ҫав медале шыраҫҫӗ. Ыттисене хуҫине тавӑрса панӑ ӗнтӗ.

Ватӑ хӗрарӑмӑн тӑванӗн хӗрӗ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарас ыйтӑва пӑхса тухаҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/44445
 

Республикӑра
Людмила Михайлова
Людмила Михайлова

Ҫурла уйӑхӗн 28-мӗшӗнче 12 сехет тӗлнелле Людмила Гурьевна Михайлова Канашри «ДК ВРЗ» чарӑнура тӑнӑ. Унтанпа ӑна никам та курман.

1952 ҫулта ҫуралнӑ хӗрарӑм ӑҫта кайса кӗнӗ? Ӑна тӑванӗсем, полици шыраҫҫӗ. Людмила Михайлова 165-170 сантиметр ҫӳллӗш, хытканскер. Ҫӳҫӗ тӗттӗм, хулпуҫҫи таран, куҫӗ хӑмӑр. Вӑл тӗттӗм симӗс тӗслӗ кофта, хура юбка, хура колготка тӑхӑннӑ, пуҫне тутӑр ҫыхнӑ.

Хӑйӗн ҫумӗнче хутаҫ пулнӑ, унта вара виҫӗ шампунь, душра ҫӑвӑнмалли гель, пластмасса турилкке, документсем пулнӑ.

Людмила Михайловӑна курнӑ тӑк пӗр тӑхтамасӑр 8 (8353) 3-67-02 е 02 номерпе шӑнкӑравлӑр.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/44414
 

Пӑтӑрмахсем

Чӑваш Енри Транспорт полицийӗн ӗҫченӗсем 20 ҫулти икӗ каччӑна тытса чарнӑ. Хайхискерсене Шупашкарти чукун ҫул станцийӗ ҫывӑхӗнче вӑрттӑн вырӑна наркотик хунӑ чухне асӑрханӑ.

Ҫамрӑксем 20 тӗрке хума хӑтланнӑ. Пӗтӗмпе 11 грамм ытла наркотик хуташӗ пулнӑ. Оперативниксем каччӑсем унччен наркотике ӑҫта тӗркесем тунине те тупса палӑртнӑ. Унта вара 390 ытла грамм наркотик тупнӑ.

Ҫак икӗ каччӑ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Пӗрре кӑна мар – иккӗ. Пӗрремӗшӗ – преступлени тума тӑнӑшӑн. Иккӗмӗшӗ – наркотике сарнӑшӑн.

 

Статистика

Кӑҫалхи сакӑр уйӑхри статистика лӑплантармасть: Шупашкарти ҫулсем ҫинче 57 ача суранланнӑ. Вӗсенчен 29-шӗ транспортра пассажир пек пынӑ чухне аманнӑ. 7-шне ашшӗ-амӑшӗ машинӑра хӑрушсӑрлӑх пиҫҫихипе ҫыхмасӑр илсе ҫӳренӗ.

Полици даннӑйӗсене ӗненес тӗк, 27 ача ҫул ҫинче ҫуран ҫӳренӗ чухне аманнӑ. 10 авари шӑпӑрлансене пула сиксе тухнӑ. Ачасем юраман вырӑнта ҫул урлӑ каҫнӑ. 9 ача вара «зебра» урлӑ каҫнӑ чухне суранланнӑ. Тепӗр 5 ача ҫуртсен картишӗнче машина кустӑрми айне лекнӗ. Иккӗшӗ тротуар ҫинче тӑнӑ чухнех шар курнӑ.

Суранланнисен йышӗнче велосипедҫӑ та пур. Ӑна машина водителӗ ирттерсе яман.

 

Республикӑра

Ҫӗмӗрле районӗнчи Тури Кӑмаша ялӗнче пурӑнакансем участковӑйран пулӑшу ыйтнӑ. Вӗсене ялти пӗр ҫын килте кашкӑр тытни канӑҫ паман. Лешсем ӳлени таҫта ҫитиех илтӗннӗ.

58 ҫулти арҫын чӑнах та виҫӗ кашкӑр усранӑ-мӗн. Ҫакна полицейски тӗрӗслев ирттерсен те ҫирӗплетнӗ. Кил хуҫин тискер чӗрчунсене тытмашкӑн ирӗк пулман.

Кашкӑрсем арҫын патне мӗнле лекнӗ-ха? Пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗнче вӑл вӑрманта виҫӗ кашкӑр ҫурине асӑрханӑ. Хайхискер вӗсене киле илсе килнӗ, кайран сутма ӗмӗтленнӗ.

Ҫапла майпа арҫын саккуна пӑснӑ. Ун тӗлӗшпе протокол ҫырнӑ, куншӑн 1 пин тенкӗ таран штраф тӳлеттерме пултараҫҫӗ.

Кашкӑрсен шӑпине хальлӗхе татса паман-ха. Вӗсене е вӑрмана ярӗҫ, е питомнике вырнаҫтарӗҫ.

 

Республикӑра

Ҫӗмӗрле районӗнче полицейскисене тата вӗсен машинина ҫӑмӑртапа пенӗ. Йӗркене пӑснӑ ҫынна ҫийӗнчех тытса чарнӑ.

Арҫын кил картишӗнчен полици машинине ҫӑмартапа пӗнӗ. Вӑл полицейскисене тӗллесе ывӑтнӑ. Ҫӑмартасем иртен-ҫӳрене, ытти автомобиле те лекнӗ.

Полици ӗҫченӗсем ӑна лӑплантарасшан пулнӑ, анчах лешӗ хӑлхана та чикмен, тарӑха-тарӑха пенӗ. Вӑл ӳсӗр пулнӑ.

Киревсӗр хӑтланнӑшӑн арҫыннӑн суд сакки ҫине ларма тивнӗ. Суд вӑл ниҫта та ӗҫлеменнине, унччен явап тытманнине шута илнӗ. Арҫын хӑйӗн айӑпне йышӑннӑ. Ҫавна май ӑна 2 пин тенкӗ штраф тӳлеттермелле тунӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/43361
 

Пӑтӑрмахсем

Мускавра Чӑваш Енре ҫуралнӑ ҫамрӑк хӗрарӑм хӑрушла вилӗмпе пурнӑҫпа сывпуллашнӑ. 30 ҫултискере чӗрӗллех чӗртсе ҫунтарнӑ.

Ку пӑтӑрмах утӑ уйӑхӗн 10-мӗшӗнче пулнӑ. Хӗрарӑма Ленинград проспектӗнчен пульницӑна илсе ҫитернӗ. «Москва» хула хыпарӗсен агентствин порталӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫамрӑкскер эрех-сӑрапа айкашнӑ. Ку инкек юлташӗсемпе пӗрле эрех ӗҫнӗ чухне пулнӑ. Тахӑш самантра пирӗн ентеш хальлӗхе палӑртман сӑлтава пула ҫунма тытӑннӑ. Вӑл утӑ уйӑхӗн 23-мӗшӗнче пульницӑра вилнӗ.

Пӗлӗшӗсем каланӑ тӑрӑх, вӑл пирус чӗртме тӑнӑ та ҫӳҫне тивертнӗ. Анчах полици пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Пакунлисен шухӑшӗпе, хӗрарӑма бензин сапса чӗртсе янӑ. Ҫав ҫынна халӗ шыраҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/43318
 

Хулара
Елена Михайлова тунӑ сӑн
Елена Михайлова тунӑ сӑн

Шупашкарти Грасис урамӗнчи общежити ишӗлме тытӑннӑ. Кирпӗч арканма тытӑнсанах вырӑна полици ӗҫченӗсем ҫитнӗ.

Ку общежити кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ районӗнче вырнаҫнӑ. Грасис урамӗнчи 4-мӗш ҫуртӑн кирпӗчӗ ута уйӑхӗн 20-мӗшӗнче ишӗлнӗ. Вырӑнта ИӖМ, полици, васкавлӑ медпулӑшу ӗҫченӗсем пулнӑ. Халӗ лару-тӑрӑва уҫӑмлатаҫҫӗ.

Унта пурӑнакансене вӑхӑтлӑха урӑх ҫӗре куҫарма палӑртнӑ. Анчах пурне те мар, йӑтӑнса анма пуҫланӑ стена енчисене ҫеҫ. «Озон» управляющи компанийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫуртӑн стенине пӗлтӗр ҫирӗплетмелле пулнӑ. Анчах конкурс хӗлле иртнӗ, ҫавна май юсава куҫарнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/43236
 

Хулара

Ҫӗнӗ Шупашкарти Ҫамрӑксен урамӗнче вырнаҫнӑ вулавӑша арҫын ачана питӗрсе лартнӑ. Кӑштахран шкул ачи пӑлханма пуҫланӑ. Ара, пулӑшу ыйтмасан вулавӑшра ирчченех ларма тивӗ-ҫке-ха.

9 ҫулти арҫын ачан чӳречене уҫса пулӑшу ыйтма тытӑннӑ. Иртен-ҫӳрен ӑна илтсе полици чӗннӗ. 25–30 минутран йӗрке хуралҫисем ҫитнӗ, унтан вулавӑш ӗҫченӗсем килнӗ.

Ача каланӑ тӑрӑх, вӑл вулавӑшра туалета кайнӑ. Унтан тухсан никам та ҫуккине курнӑ, вулавӑш хупӑннине ӑнланнӑ.

Вулавӑш ӗҫченӗ Наталья Гусева ӑнлантарнӑ тӑрӑх, ача хӑй пытаннӑ. Вӗсем алӑка питӗрес умӗн пур пӳлӗме те тӗрӗсленӗ. Вӗсен шухӑшӗпе, арҫын ача вулавӑша кӗнеке илме мар, туалета кӗме пынӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/43205
 

Страницӑсем: 1 ... 37, 38, 39, 40, 41, 42, 43, 44, 45, 46, [47], 48, 49, 50
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.05.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 747 - 749 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрне сире пурнӑҫ мӗн тери йӗркесӗр пулнине аса илтерӗ. Хӑвӑр пирки кана шутланипе эсир ыттисене асӑрхамастӑр. Ӑнланма вӑхӑт ҫитнӗ: сирӗн интерессем ыттисеннипе тачӑ ҫыхӑннӑ. Эппин, кама та пулин япӑх туса эсир хӑвӑра сӑтӑр тӑватӑр.

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа арӑмӗ
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуть те кам тухсан та
кил-йышри арҫын
хуҫа хӑй
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа тарҫи
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем