Шупашкарти полицейскисем спорт лавккинчен кам тумтир вӑрланине тупса палӑртнӑ. Ҫак киревсӗр ӗҫе хулара пурӑнакан 18 ҫулти ҫамрӑк тунӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ.
Калинин урамӗнче вырнаҫнӑ суту-илӳ центрӗнчи пӗр лавкка ӗҫченӗсем йӗрке хуралҫисенчен пулӑшу ыйтнӑ. Лавккаран такам куртка йӑкӑртнӑ-мӗн. Камне хӑйсем те курнӑ-ха. Ҫамрӑк каччӑ вӗсен куҫӗ умӗнчех сентре ҫинчи курткӑна тӑхӑннӑ та часрах тухса тарнӑ. Ҫил пек вӗҫсе тухса кайсан та сутуҫӑсем вӑл мӗнлескер пулнине асӑрхаса юлнӑ.
Каччӑна тепӗр талӑкранах тытса чарнӑ. Халӗ вӑл ҫакнашкал ытти преступленипе ҫыхӑннипе ҫыхӑнманнине тӗрӗслеҫҫӗ.
Шупашкарта пурӑнакан 38 ҫулти хӗрарӑм йытӑсене питӗ юратать ахӑртнех. Хайхискер тӑватӑ ураллӑ туса тӗнче тетелӗ урлӑ туянма шутланӑ. Хӗрарӑм сайтра хӑйне килӗшекен йытта курнӑ та сутуҫипе ҫыхӑннӑ. Лешӗ чӗрчуна Мускавран Шупашкара самолетпах яма шантарнӑ.
Хӗрарӑм ӑна ӗненнӗ, 20 пин тенкӗ куҫарса панӑ. Анчах Мускавран самолетпа нимӗнле йытӑ та вӗҫсе килмен. Хӑйне улталанине ӑнланнӑ хӗрарӑм кун пирки полицие пӗлтернӗ.
Йӗрке хуралҫисем сутуҫӑ ӑҫтан пулнине тупса палӑртнӑ. Вӑл – Иваново облаҫӗнчи 25 ҫулти хӗрарӑм, унччен те судпа айӑпланнӑскер. Ултавҫӑ нихӑҫан та йытӑ ӗрчетмен иккен.
Ку тӗслӗх тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Халӗ полицейскисем ҫав хӗрарӑм тума пултарнӑ ытти преступление тӗрӗслеҫҫӗ.
Етӗрнере амӑшӗпе 3 ҫулти ывӑлӗ ҫухални пирки Чӑваш халӑх сайтӗнче ҫак кунсенче хыпарланӑччӗ. «Лиза Алерт Чӑваш Ен» шырав отрячӗн страницинче лайӑх хыпар пур: вӗсем тупӑннӑ.
Аса илтерер: авӑн уйӑхӗн 15-мӗшӗнче 36 ҫулти хӗрарӑм ывӑлне ҫавӑтса килтен тухса кайнӑ та тек таврӑнман. Вӗсене йӗрке хуралҫисем, тӑванӗсем, «Лиза Алерт» шырав отрячӗн нимеҫисем темиҫе кун шыранӑ.
Амӑшӗпе ывӑлне авӑн уйӑхӗн 17-мӗшӗнче тупнӑ. Халӑх тетелӗсенче хыпарланӑ тӑрӑх, вӗсемпе нимӗн те пулман, хӑйсене чиперех туяҫҫӗ.
Авӑн уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Етӗрнере 36 ҫулти хӗрарӑм виҫӗ ҫулти ывӑлӗпе ҫухалнӑ. Абакумова Марина Геннадьевнӑпа Абакумов Константина тӑванӗсем шырама пуҫланӑ. Авӑн уйӑхӗн 16-мӗшӗнче вӗсем кун пирки полицие пӗлтернӗ.
Амӑшӗпе ывӑлӗ килтен 19 сехет ҫурӑра тухса кайнӑ. Амӑшӗ 165 сантиметр ҫӳллӗш, туллирех, ҫӳҫӗ ҫутӑ. Ачи 80 сантиметр ҫӳллӗш, хӗрлӗ сарӑ ҫӳҫлӗ, куҫӗ хӑмӑр.
Амӑшӗ симӗсрех пиншак, кӑвак джинс, кӑвак кеда тӑхӑннӑ, ачи вара ҫутӑ кӑвак курткӑпа, футболкӑпа, хура кроссовкӑпа, хӑмӑр калпакпа. Вӗсене курнисене полицие шӑнкӑравласа пӗлтерме ыйтаҫҫӗ. Амӑшӗпе ывӑлне «Лиза Алерт» ҫӑлавпа шырав отрячӗн нимеҫисем те шыраҫҫӗ.
Авӑн уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Шупашкар районӗнчи заправкӑра ӗҫлекен хӗрарӑм ҫынна ырӑ тӑвас тенӗ те шӑнман пӑр ҫине ларса юлнӑ.
31 ҫулти кассир каланӑ тӑрӑх, ун патне дальнобойщик пынӑ та инкеке лекни пирки юмах ҫаптарнӑ, 20 пин тенкӗ кивҫен ыйтнӑ. Хӗрарӑм ӗненнӗ, укҫа кӑларса тыттарнӑ. Ҫакӑн хыҫҫӑнах «инкеке лекнӗ» дальнобойщикӑн шӑрши-марши те пулман.
Юмах ҫаптарма юратакан водитель нумай вӑхӑт тарса пурӑнайман. Ӑна, Челепи облаҫӗнчи 46 ҫулти арҫынна, авӑн уйӑхӗн 10-мӗшӗнче тытса чарнӑ. Ӑна хӑйӗн тӑрӑхӗнче те полици шыранӑ-мӗн. Халӗ вӑл ытти преступленипе ҫыхӑннипе ҫыхӑнманнине тӗрӗслеҫҫӗ.
Шупашкарта пурӑнакан хӗрарӑм ултавҫӑсен аллине ҫакланнӑ. Хайхискер шпиц ӑратлӑ йытӑ туяннӑ чухне укҫасӑр тӑрса юлнӑ.
39 ҫулти хӗрарӑм полицирен пулӑшу ыйтнӑ. Вӑл тӗнче тетелӗнче йытӑ ҫури сутнине курнӑ та сутуҫипе ҫыхӑннӑ.
Калаҫнӑ хыҫҫӑн хайхискер банк картти ҫине 20 пин тенкӗ куҫарса панӑ. Палла ӗнтӗ: кун хыҫҫӑн сутуҫӑ ҫухалнӑ, йытӑ та ҫук.
Халӗ ку ӗҫ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарасси пирки шухӑшлаҫҫӗ. Ҫав сутуҫӑ кам пулнине палӑртас тесе тӑрӑшаҫҫӗ.
Ҫурла уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Етӗрне районӗнчи Мӑн Сӗнтӗр ялӗнче пурӑнакан Борис Владимирович Миронов килтен тухса кайнӑ, унтанпа унран сас-хура пулман. Тӑванӗсем пӑшӑрханса ӳкнӗ. 26 ҫулти каччӑн телефонӗпе докуменчӗсем килте юлнӑ.
Борис килтен ирхи 8 сехетре тухнӑ. Каҫ пулсан та вӑл таврӑнман. Малтанах тӑванӗсем Борис Шупашкара кайнӑ тесе шутланӑ. Тусӗсем, пӗлӗшӗсем патне шӑнкӑравланӑ вӗсем – никам та Бориса курман. Халӗ мӗн тумаллине те пӗлмеҫҫӗ. Полицие ҫитсе тӑванӗ ҫухални пирки пӗлтернӗ ӗнтӗ.
Борис ҫухалнӑ кун футболка, спорт шӑлаварӗ тӑхӑннӑ пулнӑ. Вӑл 170 сантиметр ҫӳллӗш, имшеркке. Малти ҫӳлти пӗр шӑлӗ ҫук.
Борис пирки мӗн те пулин пӗлетӗр тӗк 89051981555, 89083061474 номерсемпе шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ. Е полиципе ҫыхӑнмалла.
Ҫурла уйӑхӗн 10-мӗшӗнче ҫурҫӗр иртни 2 сехет ҫурӑра Шупашкарти дежурнӑй чаҫе пӗр арҫын шӑнкӑравланӑ та пӗчӗк ача урам тӑрӑх пӗччен унтине пӗлтернӗ.
Пӗчӗкскер, подгузник тӑхӑннӑскер, Кривов урамӗнчи 3-мӗш ҫурт патӗнче утнӑ. Полицейскисем унта часах ҫитнӗ, ӑна сиплев учрежденине илсе ҫитернӗ.
Тепӗр кун ирхине полицие 19 ҫулти студентка ҫитнӗ. Вӑл ҫывӑракан ачана хваттерте питӗрсе хӑварнине, хӑй тусе патне кайнине пӗлтернӗ. Лешӗ вӑрансан амӑшне шырама кайнӑ. Студентка ача ҫуккине 5 сехетре кӑна, тусӗ патӗнчен таврӑнсан, асӑрханӑ.
Студенткӑран эрех шӑрши кӗнӗ. Амӑшӗн тивӗҫӗсене лайӑх пурнӑҫламаншӑн ун тӗлӗшпе протокол ҫырнӑ. Ку информацие ачалӑха хӳтӗлекен пая ярса панӑ.
Комсомольски районӗнчи Кӗҫӗн Каҫал ялӗнче пурӑнакан 14 ҫулти хӗрача ҫухалнӑ. Кун пирки амӑшӗ полицие пӗлтернӗ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, хӗрӗ ӗнер каҫхине юлашки хутчен ҫыхӑнӑва тухнӑ.
Екатерина ӗнер 16 сехет тӗлнелле йӑмӑкӗпе тата шӑллӗпе хурсене асӑрханӑ. «Каярахпа вӗсене пулӑшма ывӑл кайрӗ. Вӗсемпе тӗл пулсан вӑл Катьӑна киле кайма хушнӑ, хӑй пӗчӗккисемпе юлнӑ. Хӗрача унтан велосипедпа кайнӑ, анчах киле ҫитеймен. Тусӗсем те вӑл ӑҫта пулнине пӗлмеҫҫӗ. Каҫхи 9 сехетре телефонне тытман. Мӗн шутламаллине те пӗлместӗп», - тенӗ Катьӑн амӑшӗ Оксана.
Катя 150 сантиметр ҫуллӗш, хура ҫӳҫлӗ. Ӑна курнӑ тӑк амӑшӗ патне шӑнкӑравлӑр: 89279971385.
Ҫурла уйӑхӗн 1-мӗшӗнче РФ ШӖМӗн Шупашкарти экономика хӑрушсӑрлӑхӗн тата коррупципе кӗрешекен пай ӗҫченӗсем тӗрӗслев ирттернӗ.
«Ҫӗртме уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче вӗсем вӑйӑ салонӗ саккуна пӑсса ӗҫленине ӗнентермешкӗн оперативлӑ мероприятисем ирттернӗ.
Йӗрке хуралҫисем пырса кӗнӗ чухне салонра оператор пулнӑ. Вӑл 25 вӑйӑ автоматне пӑхса тӑнӑ, темиҫе вӑйӑҫа выляттарнӑ», — ҫапла пӗлтернӗ полицире.
Вӑйӑ салонӗ Шупашкарти Эгер бульварӗнчи пӗр ҫурт путвалӗнче вырнаҫнӑ. Унӑн алӑкӗсем шанчӑклӑ клиентсемшӗн кӑна уҫӑ пулнӑ.
Йӗрке хуралҫисем палӑртнӑ тӑрӑх, пӳлӗме Шупашкарта пурӑнакан 31 ҫулти арҫын хулари фирмӑран тара илнӗ. Арҫын хӑйӗн айӑпне йышӑннӑ. Ун тӗлӗшпе халь пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.05.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 747 - 749 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.