
79 ҫулти хӗрарӑм ҫӳп-ҫап ҫунтарнӑ чухне чутах дачӑсӑр юлман.
Ку инкек паян Сӗнтӗрвӑрри округӗнчи «Гидростроитель» сад юлташлӑхӗнче пулнӑ.
79 ҫулти хӗрарӑм ҫурт ҫывӑхӗнче ҫӳп-ҫапа пуҫтарса ҫунтарма тӑнӑ. Анчах ҫулӑм типӗ курӑка ярса илнӗ те чутах ҫурт ҫине куҫман. Тивӗҫлӗ канури хӗрарӑм ҫулӑма хӑйех сӳнтернӗ, анчах унӑн ӳчӗ пиҫсе кайнӑ. Ӑна тухтӑрсем больницӑна илсе ҫитернӗ.
Аса илтеретпӗр: хальхи вӑхӑтра Чӑваш Енре пушара хирӗҫ режим вӑйра. Ҫавна май ҫӳп-ҫап, типӗ курӑк ҫунтарма, кӑвайт чӗртме юрамасть. Йӗркене пӑсакансене штраф тӳлеттереҫҫӗ.

Ӗнер, ҫу уйӑхӗн 3-мӗшӗнче, кӑнтӑрла Сӗнтӗрвӑрри хулинче харӑсах 8 дача ҫунса кайнӑ.
Ку йӑлтах – типӗ курӑк ҫуннине пула. «Дружба» сад юлташлӑхӗнче типӗ курӑк ҫунма тытӑннӑ. Пӗтӗмпе 1 гектара яхӑн лаптӑк ҫинче ҫулӑм алхаснӑ. Шел те, ӑна пула дачӑри 8 ҫурт ҫунса кайнӑ.
Аса илтерер: кӑҫал пӗрремӗш хут типӗ курӑк ҫуннӑ тӗслӗх Куславкка округӗнче ака уйӑхӗн 12-мӗшӗнче пулнӑ. Унта Елчӗк ялӗ хӗрринче 2000 тӑваткал метр ҫинче типӗ курӑк ҫуннӑ.

Улатӑр хулинче пысӑк пушар пулнӑ: унта Мускав урамӗнчи 3 хутлӑ ҫурт тӑрри ҫуннӑ.
Ҫулӑм тухни пирки эрнекун 22 сехет ҫурӑра шӑнкӑравласа пӗлтернӗ. Пушарнӑйсем ҫитиччен 20 ҫын хӑйсем тӗллӗнех ҫуртран урама тухнӑ. 500 тӑваткал метр лаптӑка, ҫурт тӑррине, 15 специалист тата 8 техника сӳнтернӗ.
Пушар мӗне пула тухнӑ-ха? Сӑнав пушар лабораторийӗн эксперчӗсем хальхи вӑхӑтра сӑлтавне палӑртас тӗллевпа ӗҫлеҫҫӗ, ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ.

Паян ирхи 6 сехетре Ҫӗнӗ Шупашкарти Парк урамӗнчи 37-мӗш ҫуртра, общежитире, пӳлӗм ҫунма тытӑннӑ. Тӗтӗм сарӑлнине пула 9-мӗш хутри ҫынсем урама хӑйсем тӗллӗн тухайман.
Икӗ ҫынна пулӑшу кирлӗ пулнӑ. Ятарлӑ службӑсем вӗсене ҫуртран тухма пулӑшнӑ. Тепӗр 5 ҫын вара хӑйсемех урама тухма пултарнӑ.
Пушар 5 тӑваткал метр лаптӑка сиен кӳнӗ. Ӑна 7 ҫӑлавҫӑ тата 3 техника сӳнтернӗ.

Чӑваш Енре пушара хирӗҫле режим пуҫланнӑ. Вӑл ака уйӑхӗн 10-мӗшӗнчен вӑя кӗнӗ.
Ку эрнере Правительство ҫуртӗнче инкеклӗ лару-тӑрӑва сирес тата пушар хӑрушсӑрлӑхӗпе тивӗҫтерес енӗпе ӗҫлекен комиссин ларӑвӗ иртнӗ. Унта та хӑрушсӑрлӑх ыйтӑвне сӳтсе явнӑ.
Ларура пушар сезонне епле хатӗрленни ҫинчен тӗплӗн каласа панӑ. Ларура тимле итлесе ларнӑ «Хыпар» журналисчӗ Роза Власова пӗлтернӗ тӑрӑх, «вӑрмансене сыхлама 156 маршрут йӗркеленӗ. Диспетчер пункчӗсенче дежурствӑсем йӗркеленӗ».
Апла пулин те Куславкка тӑрӑхӗнче 2000 тӑваткал метр ҫинче типӗ курӑк ҫуннӑ.
Ларӑва ертсе пынӑ республика Элтеперӗ Олег Николаев питех те асӑрхануллӑ пулмаллине палӑртса хӑварнӑ. Кунта ӗнтӗ кашни ҫын тимлӗ пулни паха.

Ӗнер, ака уйӑхӗн 14-мӗшӗнче, ирхине И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн медицина факультетӗнчен 335 ҫынна эвакуациленӗ. Сӑлтавӗ – гардеробра тумтир ҫунма тытӑнни.
Пӗр студент пӗрремӗш хутри гардеробра сумка хӑварнӑ, унта вара юсавсӑр телефон пулнӑ. Вӑл вара ҫунма тытӑннӑ, ҫулӑм ытти тумтир ҫине куҫнӑ.
Пушар пирки пӗлтерсен ҫуртран 335 ҫынна эвакуациленӗ. Никам та шар курман. Факультетра ӗҫлекенсем пушара хӑйсемех ятарлӑ хатӗрпе усӑ курса сӳнтернӗ.

Ака уйӑхӗн 12-мӗшӗнче кӑнтӑрла Куславкка округӗнче типӗ курӑк ҫунма тытӑннӑ. Инкеклӗ лару-тӑру министерствин республикӑри управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, кун пек тӗслӗх ҫулталӑк пуҫланнӑранпа пӗрремӗш пулнӑ.
Типӗ курӑк Елчӗк ялӗ патӗнче ҫуннӑ. Ҫулӑм пӗтӗмпе 2000 тӑваткал метр лаптӑк ҫинче сарӑлнӑ. Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, инкек сӑлтавӗ – ҫулӑмпа асӑрханманни.
Аса илтерер: ака уйӑхӗн 10-мӗшӗнченпе республикӑра пушара хирӗҫ режим вӑйра. Ҫак тапхӑрта вӑрманта, ун ҫывӑхӗнче кӑвайт чӗртме, типӗ курӑк ҫунтарма юрамасть.

Шупашкарта пӗр талӑкра икӗ машина ҫунса кайнӑ. Кун пирки Инкеклӗ ӗҫсен министерствин Чӑваш Енри управленийӗн пресс-служби учрежденин МАХри каналӗнче пӗлтернӗ.
Шупашкарти Рихард Зорге урамӗнчи 13-мӗш ҫурт тӗлӗнче «Фольксваген Пассат» автомобиль вутра кӗлленнӗ.
Энтузиастсен урамӗнчи общежити тӗлӗнче «Ниссан Примера» ҫунма пуҫланӑ. Ӑна машина хуҫи, 49 ҫулти арҫын, хӑй сӳнтернӗ. Анчах хӑй те шар курнӑ, аллине пӗҫертсе янӑ. Пушар ҫын чӗртсе янӑран тухма пултарнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ.
Шупашкарти ҫак икӗ инкек те ака уйӑхӗн 9-мӗшӗнче пулса иртнӗ.

Ака уйӑхӗн 5-мӗшӗнче ҫур ҫӗр ҫитеспе Канаш хулинче ҫурт ҫунма тытӑннӑ.
Инкек Анӑҫ тӑкӑрлӑкӗнчи ҫуртра пулнӑ. Ҫулӑм 60 тӑваткал метр лаптӑк ҫинче алхаснӑ. Пушара пилӗк техника тата 12 ҫӑлавҫӑ сӳнтернӗ. Ҫулӑма виҫӗ сехетрен кӑна парӑнтарма май килнӗ.
Инкек вырӑнӗнче икӗ ҫын виллине тупнӑ. Вӗсем – 63 ҫулти хӗрарӑм тата 69 ҫулти арҫын.
Палӑртмалла: ҫулталӑк пуҫланнӑранпа республикӑра 291 пушар пулнӑ. Инкексенче 18 ҫын вилнӗ, тепӗр 18 ҫын аманнӑ. Пушарсенче 47 ҫынна ҫӑлма май килнӗ.

Шупашкар районӗнчи Кивпулӑх ялӗнче пысӑк инкек пулса иртнӗ. Пушар 52 ҫулти арҫыннӑн килсе сиксе тухнӑ. Унӑн пӳрчӗ, мӗнпур хуралти хыпса илнӗ. Пушар 300 тӑваткал метр лаптӑк ҫинче алхаснӑ.
Инкеклӗ ӗҫсен министерствин Чӑваш Енри управленийӗн пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, пушара сӳнтерме 16 специалист тата тӑватӑ единица техника пырса ҫитнӗ. Пушара сӳнтерме виҫӗ сехет ытла иртсе кайнӑ. Ҫӑлавҫӑсем тӑрӑшнипе пурӑнмалли пӳрте ҫӑлса хӑварма май килнӗ.
Иртнӗ талӑкра пирӗн республикӑра икӗ хутчен пушар алхаснӑ. 2026 ҫул пуҫланнӑранпа 287 хутчен вут-ҫулӑм ҫынсене шар кӑтартнӑ. Вӑрӑран юлать, пушартан юлмасть тесе ваттисем мӗн ӗлӗкрен тӗрӗсех каланӑ.
