Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +25.2 °C
Шӗшкӗ авмасӑр мӑйӑр татаймӑн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: пушарсем

Пӑтӑрмахсем
chuvashia.media сӑнӳкерчӗкӗ
chuvashia.media сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енре пурӑнакан пӗр арҫын кӗпе ҫумалли машинӑна сӳнтерме хӑтланса шар курнӑ.

Инкек Шупашкарти Менжинский урамӗнче нарӑс уйӑхӗн 24-мӗшӗнче пулса иртнӗ. Унти ванна пӳлӗмӗнче кӗпе ҫумалли машина хыпса илнӗ.

Пушарпа кӗрешекенсем пырса ҫитнӗ ҫӗре 20 ҫулти кил хуҫи пушара сӳнтерме хӑтланса тӗтӗмпе чыхланса кайнӑ. Ӑна пульницӑна ӑсатнӑ.

 

Пӑтӑрмахсем
«Ҫыхӑнура» порталти сӑн
«Ҫыхӑнура» порталти сӑн

Элӗк округӗнче Эренар ялӗнче пушар машини вырӑна ҫитеймен. Ку – ҫула юртан тасатманнипе.

Инкек нарӑсӑн 23-мӗшӗнче каҫхине пулнӑ. Пӗр хуҫалӑхра мунча ҫунма тытӑннӑ. Пушарнӑйсем сӳнтерме васканӑ, анчах машина юр ӑшне кӗрсе ларнӑ. Пушарнӑйсен ҫунакан мунча патне ҫити шланг тӑсма тивнӗ.

Ял ҫыннисем каланӑ тӑрӑх, вӗсем ҫула тасатма пӗрре мар ыйтнӑ. Анчах пӗр хурав пулнӑ: транспорт пушӑ мар,май пулсанах тасатма килессе шантарнӑ. Мунча ҫуннӑ хыҫҫӑн вара ҫула ҫур ҫӗр иртни 2 сехетре хырса кайнӑ.

 

Етӗрне районӗнчи Засурье посёлокӗнче тракторпа грузовик ҫунса кайнӑ.

Инкек нарӑс уйӑхӗн 21-мӗшӗнче унти кану базинче пулса иртнӗ.

Пушар гараж боксӗнче тухнӑ. Унта урапаллӑ трактор тата грузовик пулнӑ. Вӗсене урама илсе тухса ӗлкӗреймен.

Пушар 150 тӑваткал метр лаптӑк ҫинче алхаснӑ. Ӑна сӳнтерме икӗ техника пырса ҫитнӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://cheb.ru/news/?shownews=317570
 

Пӑтӑрмахсем
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн

Шупашкарти общежитире кӗҫӗр пушар алхаснӑ. Инкек Ильбеков урамӗнчи общежитире пулнӑ.

Ҫӗрле подъездра упранакан япаласем ҫунма тытӑннӑ. Тӗтӗм-сӗрӗм хӑвӑрт сарӑлнӑран ҫынсем урама тухса ӗлкӗреймен.

Вырӑна ҫӑлавҫӑсем ҫитнӗ. Вӗсем 10 ҫынна урама тухма пулӑшнӑ. Телее, никам та шар курман.

Пушара ҫур сехетрен сӳнтернӗ. Ҫулӑм 7 тӑваткал метр лаптӑк ҫинче алхаснӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/chuvinform
 

Пӑтӑрмахсем
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн

Савнийӗ пӑрахсан каччӑ ӑна тавӑрма шухӑшланӑ. Ку — кинори сюжет мар, Шупашкар округӗнче пулса иртнӗ тискер ӗҫ ку.

2025 ҫулхи нарӑс уйӑхӗнче пулса иртнӗ. Шупашкарти 31 ҫулти арҫын савнийӗпе уйрӑлнӑ хыҫҫӑн ӑна тата унӑн ҫывӑх ҫыннисене вӗлерме шухӑш тытнӑ: вӗсен Шупашкар округӗнчи Хурӑнлӑх ялӗнчи ҫуртне чӗртсе ярас тенӗ. Ку ӗҫе хӑй туман, 33 ҫулти пӗлӗшне явӑҫтарнӑ. Вӑл каҫхине ҫунакан хатӗр илсе чӳречерен пенӗ.

Анчах, хӗр ҫав каҫ килте пулман. Телее, унӑн ашшӗпе пӗртӑванӗ ҫунакан ҫуртран тухса ӗлкӗрнӗ. Кил-ҫуртран нимӗн те юлман.

Вӗсем тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе тишкерсе пӗтернӗ, ӑна кӗҫех Шупашкар районӗн сучӗ пӑхса тухӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-17249389_17365
 

Пӑтӑрмахсем
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн

Улатӑр округӗнчи Знаменка поселокӗнче пушарта 68 ҫулти арҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ.

Ку инкек ӗнер пулнӑ. Йывӑҫ ҫуртра стенасем, сӗтел-пукан ҫунма тытӑннӑ. Ҫав вӑхӑтра хуҫи, 68-ти арҫын, килтех пулнӑ. Вӑл тӗтӗмпе наркӑмӑшланса вилнӗ.

Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, пушар электроплитана пула тухнӑ. Ҫулӑм 26 тӑваткал метр лаптӑк ҫинче алхаснӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/chuvinform
 

Пӑтӑрмахсем
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн

Ӗнер, нарӑсӑн 9-мӗшӗнче, ирхине Канаш хулинчи Ҫамрӑксен урамӗнче пушар пулнӑ – харпӑр ҫуртра ҫулӑм тухнӑ.

Инкек вӑхӑтӗнче пӳртре 73 ҫулти арҫын тата унпа пӗрле пурӑнакан 56-ри хӗрарӑм пулнӑ. Хӗрарӑм ҫунакан пӳртрен хӑй тӗллӗнех тухса ӗлкӗрнӗ. Пиҫсе кайнӑскере пульницӑна илсе кайнӑ. Шел те, арҫын урама тухайман – пушарта вилнӗ.

Ҫӑлавҫӑсем пушара 3 сехете яхӑн сӳнтернӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/chuvinform
 

Пӑтӑрмахсем
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн

Вӑрнар округӗнчи Шӗнер Ишек ялӗнче пулнӑ пушарта 54 ҫулти арҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ.

Инкек нарӑс уйӑхӗн 3-мӗшӗнче каҫхине пулнӑ. Ҫамрӑксен урамӗнчи кил-хуҫалӑхӗнче ҫуллахи ҫуртра ҫулӑм алхасма пуҫланӑ. Ҫав вӑхӑтра кил хуҫи, 54-ри арҫын, унта пулнӑ. Шел те, вӑл урама тухайман, ҫавӑнтах вилнӗ.

Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, вӑл пирус асӑрханмасӑр туртнӑ, ҫавӑнпа пушар тухнӑ.

 

Пӑтӑрмахсем
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн

Улатӑр округӗнчи Киря поселокӗнче пулнӑ пушарта кил хуҫи хӗрарӑмӗн 13-ри хӗрӗ шар курнӑ. Ачан аллисем пиҫсе кайнӑ, ӑна больницӑна илсе ҫитернӗ.

Пушарта ҫурт тӑрри, хуралтӑ таврашӗ ҫунса кайнӑ. Специалистсем малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, пушар электрохатӗр юсавсӑр пулнӑран тухнӑ.

 

Республикӑра
vk.com/gov_cap_ru сӑнӳкерчӗкӗ
vk.com/gov_cap_ru сӑнӳкерчӗкӗ

Патӑрьел районӗнчи Виктор Петров водителе Чӑваш Республикин Хисеп грамотипе чысланӑ. Ӑна республика Элтеперӗ Олег Николаев пӗр ларура хӑй саламланӑ.

Виктор Иванович Турханти психоневрологи интерначӗн 26-мӗш пушар чаҫӗнче водитель пулса 15 ҫул ытла тӑрӑшать. Ӑна пушар автомбильне шанса панӑ.

Инкек тавраш сиксе тухсан Петров водитель яланах васкаса ҫула тухать.

 

Страницӑсем: 1, 2, 3, 4, [5], 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, 13, 14, 15, ... 95
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Тӗлпулусемпе пуян эрне. Инҫе ҫула тухакансене, лавккасем тӑрӑх ҫӳреме палӑртнисене ӑнӑҫу кӗтет. Пултарулӑх профессийӗнчи ҫынсене те ҫӑлтӑрсем пулӑшӗҫ. Эрне тухӑҫлӑ пулсан та лӑпкӑлӑх, юрату пирки манмалла мар.

Ҫурла, 06

1944
82
Чурпай Николай Иванович, чӑваш ҫыравҫи, кулӑш ӑсти ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа тарҫи
хуҫа арӑмӗ
хуть те кам тухсан та
кил-йышри арҫын
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа хӑй
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем