
Шупашкар округӗнчи арҫын кӑткӑ тӗмине ҫунтарса ярас тесе чутах ҫурт-йӗрсӗр юлман. Ҫавна пула пушар тухнӑ.
Кун пек тӗслӗх утӑ уйӑхӗн 9-мӗшӗнче пулнӑ. Шупашкар округӗнчи Ҫатракасси ялӗнче пурӑнакан арҫын ҫурт ҫамки ҫинчи кӑткӑ тӗминчен хӑтӑлас тесе ӑна чӗртсе янӑ. Анчах ҫулӑм сарӑлма пуҫланӑ, стена тата тӑрӑ ҫине куҫнӑ. Арҫын пушара сӳнтерме хӑтланнӑ та пуҫӗпе ҫапӑннӑ.
Пушарнӑйсем ҫулӑма 90 тӑваткал метр лаптӑк ҫинче пӗр сехет ҫурӑран сӳнтернӗ. Унта 14 специалист тата 4 техника хутшӑннӑ. Арҫынна вара тухтӑрсем вырӑнтах медпулӑшу панӑ.
Сӑмах май, республикӑра ҫулталӑк пуҫланнӑранпа 675 пушар пулнӑ.

Шашлӑк ҫиме юратакан ҫамрӑксен 40 пинрен пуҫласа 50 пин тенкӗ таран штраф тӳлеме тивӗ. Ку вӑл шашлӑкран пистерес тесе тунӑ япала мар-ха. Ку вӑл вӑрманта пушар хӑрушсӑрлӑхӗн правилине пӑхӑнманшӑн явап тыттарассине пӗлтерет.
Изъяр кӳлли патӗнче ҫамрӑксен пӗр ушкӑнӗ шашлӑк пӗҫерсе ҫинӗ. Пӑтӑрмах иртнӗ канмалли кунсенче пулса иртнӗ. Йӗркене пӑсакан ҫамрӑксене «Вӑрман хуралӗ» хысна учрежденийӗн ӗҫченӗсем асӑрханӑ та административлӑ протокол ҫырнӑ. Шашлӑк мангал ҫинче пӗҫерекеннисем тӑватӑ ҫамрӑк пулнӑ.
Республикӑра халӗ пушара хирӗҫле ятарлӑ режим тӑрать, ҫавна май ҫамрӑксен тӗлӗшпе административлӑ протокол ҫырнӑ. Йӗркене пӑхӑнмаран вӗсен пысӑк штраф тӳлеме тивӗ. Унӑн виҫи 40 пин тенкӗрен пуҫласа 50 пин тенкӗ таран.

Вӑрнар районӗнче пурӑнакан пӗр хӗрарӑм пушарта вилнӗ.
«Вӑрӑран юлать, пушар нимӗн те хӑвармасть», — тесе ваттисем ахальтен каламан.
Инкек Вӑрнар районӗнчи Упнер ялӗнче ӗнер, утӑ уйӑхӗн 7-мӗшӗнче, сиксе тухнӑ. Хӗрлӗ автан ҫӗрле алхасма тытӑннӑ. Кун пирки Инеклӗ ӗҫсен министерствин республикӑри управленийӗн пресс-служби хыпарланӑ. Пушарта 60 ҫулти хӗрарӑм пурнӑҫӗ татӑлнӑ.
Вут-ҫулӑм Апнер ялӗнчи уйрӑм ҫыннӑн хуҫалӑхӗнче тухнӑ. Пушар 30 тӑваткал метр лаптӑк ҫинче алхаснӑ. Ҫӑлавҫӑсем вут-ҫулӑма пӗр сехетре сӳнтерме пултарнӑ. Ку ӗҫе пилӗк ӗҫчен тата икӗ техника хутшӑннӑ. Пӳртри пӳлӗмсенчен пӗринче вӗсем кил хуҫин виллине тупнӑ.
Пушар сӑлтавне Чӑваш Енри Сӑнавлӑ пушар лабораторийӗн эксперчӗсем палӑртӗҫ.

Канаш хулинче пушарнӑйсем пилӗк ҫулти хӗрачана ҫӑлнӑ. Ку инкек ӗнер, ҫӗртме уйӑхӗн 26-мӗшӗнче, каҫхине пулнӑ.
Хӗвелтухӑҫ микрорайонӗнче 5 хутлӑ ҫурт хваттерӗнче пушар тухнӑ – унта япала типӗтекен машина ҫунма тытӑннӑ. Кил хуҫи хӗрарӑмӗ лавккана кайнӑ, машинӑна вара сӳнтерсе хӑварман.
Ҫулӑм мачча, стенасем тата япаласем ҫине куҫнӑ. Килте вара пилӗк ҫулти хӗрача пӗчченех пулнӑ. Амӑшӗ ӑна пӗрле илсе кайман, хӑварнӑ.
Тӗтӗм тухнине курсан пушарнӑйсене кӳршисем чӗннӗ. Вӗсем вырӑна ҫитсен хваттер алӑкне ҫӗмӗрсе шала кӗнӗ, пӗчӗк хӗрачана тӗтӗм ӑшӗнчен илсе тухнӑ. Ҫав самант тӗлне ача сӗрӗмпе наркӑмӑшланса тӑнне ҫухатнӑ. Вӑйлах аптӑранӑскере Шупашкар хулинчи пульницӑна илсе ҫитернӗ. Халӗ унӑн пурнӑҫӗ хӑрушлӑхра мар.

Канаш округӗнчи Уҫырма ялӗнче 15 ҫулти арҫын ача кӑмака хутма тӑрсан пиҫсе кайнӑ. Ку инкек мунча хутма тӑрсан пулнӑ.
Ҫӗртме уйӑхӗн 13-мӗшӗнче кӑнтӑрла арҫын ача кӑмакана чӗртнӗ чухне газ хатӗрӗпе усӑ курнӑ. Анчах вӑл тӑрук аллинчех ҫунма пуҫланӑ. Кайран ҫулӑм урайне, стена ҫине куҫнӑ. Юрать-ха, арҫын ача урама чупса тухма ӗлкӗрнӗ. Анчах, шел те, хӑй пиҫсе кайнӑ.
Вырӑна пушарнӑйсем ҫитнӗ. Вӗсем 30 тӑваткал метр лаптӑк ҫинче сарӑлнӑ ҫулӑма сӳнтернӗ. Ку ӗҫе 6 ҫӑлавҫӑ тата 2 техника хутшӑннӑ.
Ҫулӑм мунчан тӑррине тата шалти отделкине сиенлетнӗ. Арҫын ачана вара пульницӑна илсе ҫитернӗ.
Палӑртса хӑварар: пӗр талӑкра ҫӑлавҫӑсем 7 пушар сӳнтернӗ. Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа вара республикӑра 585 пушар пулнӑ.

Пӑрачкав округӗнче пулнӑ пушарта килти выльӑх-чӗрлӗх вилнӗ: 14 сысна ҫури тата кайӑк-кӗшӗк.
Ку пушар ҫӗртме уйӑхӗн 8-мӗшӗнче Рындино ялӗнче пулнӑ. Унта пӗр ҫыннӑн кил-ҫурчӗ, хуралтӑ таврашӗсем ҫунма тытӑннӑ. Шел те, килти выльӑха ҫӑлса хӑварайман. Пушарта 14 сысна ҫури тата кайӑк-кӗшӗк ҫунса кӗлленнӗ. Ҫулӑм пӗтӗмпе 266 тӑваткал метр лаптӑк ҫинче алхаснӑ.
Палӑртса хӑварар: юлашки талӑкра республикӑра виҫӗ пушар пулнӑ. Шупашкар округӗнчи «Мечта» (чӑв. «Ӗмӗт») сад юлташлӑхӗнче тата Пӑрачкав округӗнчи Ряпино ялӗнче мунчасем ҫуннӑ.

Паян ирхине Сӗнтӗрвӑрри районӗн пульницинче рентген аппарат ҫунма тытӑннӑ. Юрать-ха, никам та шар курман, ҫурт та сиенленмен.
ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, хальхи вӑхӑтра пульница расписанипе килӗшӳллӗнех ӗҫлет. Рентген аппарат мӗншӗн ҫунма тытӑннине тӗпчеҫҫӗ. Ведомство лару-тӑрӑва сӑнаса тӑрать.
Аппарат ҫунма тытӑнсан пациентсене тата медӗҫченсене пурне те урама кӑларнӑ. Ҫулӑма вара Инкеклӗ лару-тӑру министерствин специалисчӗсем хӑвӑртах сӳнтернӗ.

Вӑрнар округӗнчи Ишлей ялӗнче 64 ҫулти арҫыннӑн килӗ-ҫурчӗ, хуралтӑ таврашӗ ҫунса кайнӑ. Ҫулӑм 140 яхӑн тӑваткал метр ҫинче алхаснӑ.
Юрать-ха, ҫӑлавҫӑсем пушара часах сӳнтерме пултарнӑ, кӳршӗ ҫурт ҫине куҫма паман. Халӗ ҫулӑм мӗнрен тухнине тӗпчеҫҫӗ.
Сӑмах май, юлашки талӑкра Чӑваш Енре тӑватӑ пушар пулнӑ. Шупашкар округӗнчи Ҫӑкалӑхьялӗ патӗнче типӗ курӑк ҫуннӑ. Ҫулӑм пӗтӗмпе 300 тӑваткал метр ҫинче алхаснӑ.

Республикӑра пӗр талӑкра типӗ курӑк ҫуннине пула икӗ пушар тухнӑ.
Вӗсенчен пӗри Шупашкарти «Травянка» сад юлташлӑхӗнче пулнӑ. Юрать-ха, пушарнӑйсем ҫулӑма ҫуртсем ҫине куҫма паман, вӑхӑтра сӳнтернӗ.
Тепӗр тӗслӗхӗ Улатӑр округӗнчи Стемас ялӗ ҫывӑхӗнче пулнӑ. Унта типӗ курӑк пӗр гектар лаптӑк ҫинче ҫуннӑ.
Инкеклӗ лару-тӑру министерствин ӗҫченӗсем пушар хӑрушсӑрлӑхне пӑхӑнмаллине аса илтереҫҫӗ. Республикӑра халӗ пушара хирӗҫ режим вӑйра. Ҫавна май вӑрман ҫывӑхӗнче кӑвайт чӗртме, типӗ курӑк ҫунтарма юрамасть. Уйрӑмах ҫиллӗ ҫанталӑкра асӑрхануллӑ пулмалла.

Патӑрьел округӗнчи Сӑкӑт ялӗнче пулнӑ пушарта кил хуҫи хӗрарӑмӗ шар курнӑ.
Пушар паян ҫӗрле пулнӑ. Ҫулӑм пӳлӗмри йывӑҫ стенасене ярса илнӗ. Пӗтӗмпе 9 тӑваткал метр лаптӑк ҫинче ҫуннӑ.
51 ҫулти хӗрарӑм, телее, вӑранса ӗлкӗрнӗ, картише чупса тухнӑ. Анчах унӑн ӳчӗ пиҫсе кайнӑ. Ӑна пӗрремӗш медпулӑшу парса пульницӑна ӑсатнӑ.
Ҫӑлавҫӑсем пушарпа ҫур сехет кӗрешнӗ. Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫулталӑк пуҫланнӑранпа республикӑра 403 пушар пулнӑ.
