Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +24.7 °C
Чӑхӑ пӗрчӗн сӑхсах тутӑ пулать.
[ваттисен сӑмахӗ: 2394]
 

Хыпарсем: пӑтӑрмахсем

Пӑтӑрмахсем
ҪҪХПИ тунӑ сӑн
ҪҪХПИ тунӑ сӑн

Ӗнер каҫхине 22 сехет тӗлӗнче Етӗрне округӗнче М-7 ҫул ҫинче пулнӑ аварире ҫамрӑк водителӗн пурнӑҫӗ татӑлнӑ.

Авари Сучково тата Кӗҫӗн Тӳмерле ялӗсем патӗнче пулнӑ. Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, йывӑр тиевлӗ машина водителӗ, 48 ҫулти арҫын, руле итлеттереймен. Хыҫран «ГАЗельпе» пынӑ 23 ҫулти водитель, Тутарстан арҫынни, ҫапӑнасран тарма хӑтланнӑ. Анчах малтан «Ниссана» пырса лекнӗ, унтан фура ҫине пырса тӑрӑннӑ. 23-ри арҫын ҫавӑнтах йывӑр сурансене пула вилнӗ.

Халӗ ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ.

 

Пӑтӑрмахсем
ФСБ тунӑ сӑн
ФСБ тунӑ сӑн

Ҫӗмӗрле округӗнче М-12 ҫул ҫинче наркокурьера тытса чарнӑ. Ун ҫумӗнче наркотик самаях пулнӑ: 3 килограмм.

Ӗҫ-пуҫ ҫапла пулнӑ: ФСБ ӗҫченӗсем Ленинград облаҫӗнче пурӑнакан 26 ҫулти арҫынна чарнӑ. Ӑна ухтарсан 3 килограмм синтетика наркотикӗ тупнӑ.

Следстви версийӗ тӑрӑх, ҫак арҫын преступниксен ушкӑнӗнче курьер пулса ӗҫленӗ. Вӑл Мускавра тата Калуга облаҫӗнче наркотика фасофка тунӑ, кайран Свердловск облаҫне сутма илсе кайнӑ.

Халӗ ун тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе Ҫӗмӗрле районӗн судне ярса панӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/cheboksary_smi
 

Пӑтӑрмахсем
inbusiness.kz сайтри сӑн
inbusiness.kz сайтри сӑн

Ҫӗнӗ Шупашкарти 47-ри арҫын Европӑран «Хонда» машина туянма ӗмӗтленнӗ. Анчах юмахри карчӑк пек ҫурӑк валашка умӗнче тӑрса юлнӑ.

Машина сутни пирки пӗлтерӗве вӑл мессенджерта курнӑ: 2021 ҫулта туса кӑларнӑ «Хондӑна» Европӑран хӑваласа килме шантарнӑ. Арҫын ку пӗлтерӗве 20-ри ывӑлне кӑтартнӑ, лешӗ тӗнче тетелӗнче компани пирки ҫынсем мӗн ҫырнине тишкернӗ – ним япӑххи те тупӑнман. Кун хыҫҫӑн ывӑлӗ сутуҫӑпа ҫыхӑнса машинӑна илессине пӗлтернӗ.

«Менеджер» паспорт сканне, адреса, телефон номерне ярса пама ыйтнӑ. Унтан килӗшӳ ярса панӑ. Ҫапла каччӑ нарӑсӑн 27-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарти банкра 400 ытла пин тенкӗ куҫарса панӑ. Пушӑн 5-мӗшӗнче вӑл тепӗр 500 пин тенкӗ куҫарнӑ. Тепӗр кунхине «менеджер» утильсборшӑн тепӗр 1,5 млн тенкӗ тӳлемелли пирки сӑнӳкерчӗк ярса панӑ. Кун хыҫҫӑн тин арҫын ултав серепине лекнине ӑнланнӑ та полицие кайнӑ.

Кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/mvd_chuvashia/8743
 

Пӑтӑрмахсем
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн

Канаш округӗнче пушар пулнӑ – ялти лавкка ҫуннӑ. Ку паян ҫӗрле Кивӗ Ахпӳрт ялӗнче пулса иртнӗ.

Пушара ҫур сехете яхӑн сӳнтернӗ. Ку ӗҫе 6 ҫӑлавҫӑ, 2 техника хутшӑннӑ. Шел те, ҫулӑм самай сиен кӳрсе ӗлкӗрнӗ: 25 тӑваткал метр лаптӑк ҫинчи суту-илӳ павильонӗ ҫуннӑ.

Инкеклӗ лару-тӑру министерствин Чӑваш Енри тӗп управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, пушар электрохатӗр юсавсӑр ӗҫленӗрен тухнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/cheboksary_smi
 

Пӑтӑрмахсем
ШӖМ тунӑ сӑн
ШӖМ тунӑ сӑн

Ҫӗнӗ Шупашкар хулинче паян чукун ҫул урлӑ каҫмалли вырӑнта инкек пулнӑ: унта локомотив тата «Форд Фокус» машина ҫапӑннӑ.

Ҫӑмӑл машина рулӗ умӗнче 46 ҫулти хӗрарӑм ларнӑ. Шел те, вӑл вырӑнтах вилнӗ. Инкек вырӑнӗнчи сӑнӳкерчӗке пӑхсан локомотив машинӑна сӗтӗрсе кайни курӑнать.

Ҫав вырӑнта пулса курнӑ ҫынсем «Про Город» телеграм-каналӗнчи пост айӗнче комментарисем ҫырнӑ тӑрӑх, чукун ҫул урлӑ каҫмалли вырӑнта юр ҫӳллӗ. Ҫапах та унта светофор пур. Ахӑртнех, вӑл хӗрлӗ ҫуннӑ пулнӑ.

Халӗ ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/pg21ru
 

Пӑтӑрмахсем
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн

Паян Куславкка округӗнчи Энтри Пасар ялӗнче авариллӗ ҫуртра пушар пулнӑ. Пушар Ҫамрӑксен урамӗнчи 1-мӗш ҫуртра пулнӑ. Ҫулӑм тухни пирки ҫур ҫӗр иртни 15 минутра хыпарланӑ.

Пушар авариллӗ ҫуртри икӗ пӳлӗмлӗ хваттере ярса илнӗ. Шел те, инкексӗр пулман. Пушара сӳнтерсен хӗрарӑм виллине тупнӑ.

Кунсӑр пуҫне авариллӗ ҫуртри тепӗр тӑватӑ хваттер шар курнӑ. Ҫавӑн пекех ҫурт тӑррин 400 тӑваткал метр лаптӑкӗ сиенленнӗ.

Хальхи вӑхӑтра уҫӑ ҫулӑма сӳнтернӗ. Халӗ пушар мӗне пула тухнине уҫӑмлатас тӗлӗшпе ӗҫлеҫҫӗ.

 

Пӑтӑрмахсем

Чӑваш Енре каллех юр йывӑрӑшне пула ҫурт тӑрри ишӗлсе аннӑ. Хальхинче – Куславкка хулинче. Унта ку юр йывӑрӑшне пула Карл Маркс урамӗнче вырнаҫнӑ почта уйрӑмӗ шар курнӑ.

Ку паян 10 сехет ҫурӑра пулса иртнӗ. Тӑрӑн пӗр пайӗ ишӗлнӗ. Халӗ район прокуратури ку тӗслӗх тӗлӗшпе тӗрӗслев ирттерет. Кун хыҫҫӑн ведомство ҫурт тӑррине юсас ӗҫе тата малашне ун пек ан пултӑр тесе тӗрӗслесе тӑрӗ.

Аса илтерер: ӗнер Ҫӗрпӳ округӗнчи Кӑнар поселокӗнчи ача пахчин тӑрри ишӗлни пирки хыпарланӑччӗ. Юсав ӗҫӗсене тунӑ вӑхӑтра ашшӗ-амӑшне ачисене урӑх учреждение илсе кайма сӗннӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/chuv_prok
 

Пӑтӑрмахсем
kaipkada.lt сайтри сӑн
kaipkada.lt сайтри сӑн

Чӑваш Енри полицейскисем ултавҫӑсен аллине лекнӗ хӗрарӑма ҫӑлнӑ. Ҫапах та унччен 32 ҫулти хӗрарӑм 400 пин тенкӗ куҫарса ӗлкӗрнӗ.

Шупашкарти полицейскисем патне хулара пурӑнакан пӗр хӗрарӑма ултавҫӑсем, тӑшман территорийӗнчисем, дистанци мелӗпе витӗм кӳни пирки информаци ҫитнӗ. Хӗрарӑм кун пирки упӑшкине ним те каламан. Анчах йӗрке хуралҫисем унран хӑйӗнчен ыйтма шутланӑ.

Полицейскисем хӗрарӑма полици уйрӑмне чӗнсе илнӗ. Унта хӗрарӑм йӑлтах каласа кӑтартнӑ. Вӑл «антитеррор комитечӗн ятарлӑ операцине хутшӑннӑ» иккен.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/mvd_chuvashia
 

Республикӑра
Ҫӑлкуҫ: chuvashia.media
Ҫӑлкуҫ: chuvashia.media

Йӗпреҫ округӗнчи Пӑва поселокӗнче культура ҫурчӗн тӑрри ишӗлсе аннӑ. Ҫак пӑтӑрмах пирки округ пуҫлӑхӗ Игорь Семенов хӑйӗн телеграм-каналӗнче пӗлтернӗ. Ку ҫурта 1937 ҫултах туса лартнӑ. Игорь Семенов палӑртнӑ тӑрӑх, ҫурт кивӗ пулин те, пӑтӑрмаха ҫавах сирӗҫ.

Округ пуҫлӑхӗ тӳрех пӑтӑрмах пулнӑ вырӑна ҫитнӗ. Унта вӑл мӗн пур служба ертӳҫисемпе канашлу ирттернӗ. Ҫак тӗлпулӑва район прокурорӗ Василий Николаев та хутшӑннӑ.

Ҫурт таврашне тӳрех картласа хунӑ. Администраци ӗҫченӗсене, библиотекарьсене тата культура ӗҫтӗшӗсене вӑхӑтлӑха урӑх ҫӗре куҫарнӑ. Вӗсене Пӑва поселокӗнчи ача пахчинчи пушӑ пӳлӗмсенче вырнаҫтарнӑ. Унта кӗмелли уйрӑм алӑк пур. Ҫавӑнпа социаллӑ учрежденисен ӗҫӗ пӗр вӑхӑтлӑха та чарӑнса тӑмӗ.

Ҫав хушӑрах ятарлӑ специалистсем культура ҫуртне тӗпчесе тухнӑ. Вӗсен пӑтӑрмах калӑпӑшне тата укҫа-тенкӗ енчен мӗн чухлӗ сиен кӳнине палӑртмалла пулӗ.

 

Пӑтӑрмахсем
t.me/pg21ru каналти видеоран илнӗ скриншот
t.me/pg21ru каналти видеоран илнӗ скриншот

Шупашкар муниципалитет округне кӗрекен Тутаркасси тӗлӗнче йӗрке хуралҫисем пӗр водителе хӑваланӑ. Ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн инспекторӗсем «Лада Ларгус» ҫӑмӑл машинӑна асӑрханӑ. Пакунлисене машина ҫулпа епле пыни сисчӗвлентернӗ. Вӗсем машинӑна чарас тенӗ те водитель йӗрке хуралҫисем ыйтнине пӑхӑнман. Вӑл вӗсенчен тарса пытанма шухӑш тытнӑ.

Пакунлисенчен тарма хӑтланса ҫӑмӑл машина хирӗҫ килекен ҫул ҫине те тухса кайнӑ, светофорӑн хӗрлӗ ҫутине те пӑхӑнса тӑман.

Пакунлисем таркӑн-водителе пӗрех тытса чарнӑ. Вӑл ӳсӗр пулнӑ, салонта водительсӗр пуҫне пӗрле эрех ӗҫнӗ виҫӗ тусӗ ларса пынӑ. Кунсӑр пуҫне тата

унччен судпа айӑпланнӑ 45 ҫулти арҫыннӑн водитель правине унччен виҫӗ хутчен туртса илнӗ иккен.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/pg21ru/28146
 

Страницӑсем: 1 2, 3, 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, [12], 13, 14, 15, 16, 17, 18, 19, 20, 21, 22, ... 468
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Халӗ сирӗн унччен ӗҫленин кӑтартӑвӗсемпе савӑнма вӑхӑт ҫитнӗ. Юлашки уйӑхсенче тӗллев патне талпӑннӑ тӑк халӗ кӑтарту курӑнӗ, Анчах эрне пуҫламӑшӗнче таврарисене сӑнӑр — тен, такам хӑй те пӗлмесӗр сирӗн ӗҫе чарса пырать. Эрнен иккӗмӗш ҫурринче вӑя тӑкакламалла: спорт пулӑшӗ.

Утӑ, 11

1913
113
Пятницкая Ольга Васильевна, нумай ҫул хушши ачасене вырӑс чӗлхипе литературине вӗрентнӗ педагог ҫуралнӑ.
1919
107
Сергеев Илья Тимофеевич, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доцент ҫуралнӑ.
1920
106
Шупашкарти 1№ типографине никӗсленӗ
1937
89
Теветкел Николай Александрович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, драматургӗ, тӑлмачӗ ҫуралнӑ.
1957
69
Микулай Мӑскал, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа хӑй
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуть те кам тухсан та
хуҫа арӑмӗ
хуҫа тарҫи
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
кил-йышри арҫын