Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +25.3 °C
Туман тиха пилӗкне ан хуҫ теҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ: 6510]
 

Хыпарсем: пӑтӑрмахсем

Пӑтӑрмахсем
Инкелӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн
Инкелӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн

Паян кӑнтӑрла Атӑлта ГЭС ҫывӑхӗнче инкек пулнӑ: Ҫӗнӗ Шупашкарти 49 ҫулти арҫын путса вилнӗ.

Ҫӑлавҫӑсем унӑн виллине 15 сехетре тупса ҫыран хӗррине илсе тухнӑ. Халӗ вӑл мӗнле путнине уҫӑмлатаҫҫӗ.

Палӑртмалла: ҫулталӑк пуҫланнӑранпа Чӑваш Енре шыв ҫинче 5 инкек пулнӑ, 4 ҫын путса вилнӗ.

 

Пӑтӑрмахсем

Шупашкарта пурӑнакан 33 ҫулти хӗрарӑм лайк лартнипе укҫа ӗҫлесе илес тенӗ.

Кулинари маркечӗсенчен пӗринче тӑрӑшакан кассира пӗр кунхине мессенджерсенчен пӗринче кӑсӑклӑ ӗҫ сӗннӗ. Маркетплейссенче таварсемшӗн лайк лартмалла, уншӑн укҫа тӳлӗҫ тесе ӗнентернӗ. Хавхаланса кайнӑ хӗрарӑм ятарлӑ ушкӑна кӗнӗ, унта кӑтартнӑ таварсемшӗн лайк лартма пуҫланӑ. Кӗҫех ӑна 300 тенкӗ тӳленӗ те.

Кӑштахран менеджер ӑна тавар туянса укҫаллӑ пулма сӗннӗ. Ултавҫӑ каланӑ сайтра регистрациленсе кассир малтанхи икӗ кунта 17 пин тенкӗ ытлалӑх тавар туяннӑ. Виҫҫӗмӗш кунхине ӑна 80 пин тенкӗлӗх тавар туянма хушнӑ. Кассир ӑна та туянасшӑн пулнӑ та, банк операцие чарса лартнӑ.

Ҫавӑн хыҫҫӑн ҫамрӑк хӗрарам ултавҫӑсемпе ҫыхланнине ӑнланса илнӗ.

 

Пӑтӑрмахсем
Крымри Инкелӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн
Крымри Инкелӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн

Крымра ҫу уйӑхӗн 6-мӗшӗнче ҫухалнӑ туриста, дайвера, тупнӑ. Анчах, шел те, виллине кӑна.

Каччӑ дайвинг вӑхӑтӗнче ҫухалнӑ.

Ҫӑлавҫӑсем ҫыран хӗррине 90 ҫухрӑм тӑршшӗ тӗрӗсленӗ. Ҫавӑн пекех 50 тӑваткал ҫухрӑм лаптӑкра шыранӑ. Тепӗр 20 кунран каччӑ виллине бухтӑра тупнӑ.

Каччӑ ашшӗпе пӗрле каннӑ. Ывӑлӗ ҫухалнине курсан арҫын ҫӑлавҫӑсем патне шӑнкӑравланӑ. Вӗсем шыранӑ чухне вӑл ҫавӑнтах пулнӑ, шанчӑк пулмасан та шырава хутшӑннӑ.

 

Пӑтӑрмахсем

Шупашкарта пурӑнакан 71 ҫулти арҫын ӗмӗрӗпе укҫа пухса пурӑннӑ. Унӑн кӗмӗлӗ ҫапла вара 2,5 миллион тенкӗ таран пуҫтарӑннӑ. Анчах нумаях пулмасть вӑл ҫав укҫана пач пӗлмен ҫынсене куҫарнӑ та панӑ.

71 ҫулти арҫынна мессенджерсенчен пӗринче вӑл ют ҫӗршыва укҫа куҫарса панӑ, ҫавӑншӑн ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ тесе хӑратнӑ.

Улталаканнисем видеоҫыхӑнупа калаҫнӑ май хӑйсемпе Федерацин хӑрушсӑрлӑх службин тата Росфинмониторингӑн ӗҫченӗсем тесе суя удостоверенийӗсем кӑтартнӑ.

Пӗлмен-туман ҫынсене итлесе арҫын хӑй пухса пына 2,5 миллион тенке ют счетсем ҫине куҫарса янӑ.

 

Пӑтӑрмахсем
Следстви комитечӗ тунӑ сӑн
Следстви комитечӗ тунӑ сӑн

Паян Шупашкарта Шумилов урамӗнчи 15-мӗш ҫуртри 3-мӗш хутри хваттерти чӳречерен 3 ҫулти хӗрача ӳкнӗ. Вӑл аманнӑ, ӑна пульницӑна илсе кайнӑ.

Ку инкек 14 сехет иртсен пулнӑ. Ҫав вӑхӑтра ачан амӑшӗ кӳршӗ пӳлӗмре ҫывӑрнӑ.

Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗ тӗрӗслев ирттерет. Шупашкарти Калинин районӗн прокуратури те тӗрӗслесе тӑрӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/chuv_prok
 

Пӑтӑрмахсем
chuvashia.sledcom.ru сӑнӳкерчӗкӗ
chuvashia.sledcom.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкарти аслӑ шкулсенчен пӗринче ӗҫлекен преподаватель тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе тӗпчесе пӗтернӗ. Университетри преподаватель 2023 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнче стуеднтарн 20 пин тенкӗ кивҫен илнӗ. Хӗрарӑм тӗлӗшпе РФ Пуҫиле кодексӗн 290-мӗш статйин 3-мӗш пайӗпе килӗшӳллӗн пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.

Студентӑн академи парӑмӗ пулнӑ. Укҫа илсен вӑл парӑма каҫарнӑ. Ун хыҫҫӑн студента зачетпа экзаменсем тытма ирӗк панӑ.

 

Пӑтӑрмахсем

Елчӗк районӗнчи Аслӑ Пӑла Тимеш ялӗнче пурӑнакан икӗ хӗрарӑм вак-тӗвеке пула хирӗҫсе кайнӑ. Кӳршӗсем телефон урлӑ ҫыру ҫӳретсе те пӗр-пӗринпе тавлашнӑ. Ҫавӑн чухне пӗри теприн тӗлӗшпе кӳренмелле сӑмахсем ҫырса тултарнӑ.

61 ҫулти хӗрарӑм хӑйне хӳтӗлес тӗллевпе лингвистика экспертизи ирттернӗ.

Халӗ суд тепӗр ҫынна ним мар кӳрентерсе пӗтернӗ кӳршӗрен 6 пин тенкӗ шыраса илмелле тунӑ.

 

Пӑтӑрмахсем
21.мвд.рф сӑнӳкерчӗкӗ
21.мвд.рф сӑнӳкерчӗкӗ

Сӗнтӗрвӑрри тӑрӑхӗнче патшалӑхӑн ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн инспекторӗсем ҫулпа пынӑ чухне пӗр трактора асӑрханӑ.

Анатри Кушмара ялӗнче экипажа хирӗҫ мини-трактор сиксе тухнӑ. Ҫивӗч куҫлӑ инспекторсем тракторист хӗрӗнкине тӳрех сиснӗ.

Чӑнкасси ялӗнче пурӑнакан 63 ҫудлти арҫын ике ҫул каялла хӗрӗнкӗ пуҫпа пӗрре ҫакланнӑ-мӗн, халӗ вӑл каллех ӗҫне пуҫпа руль умнк ларнӑ.

 

Пӑтӑрмахсем
t.me/gibdd121/6760 сӑнӳкерчӗкӗ
t.me/gibdd121/6760 сӑнӳкерчӗкӗ

Ӗнер, ҫу уйӑхӗн 26-мӗшӗнче, Шупашкарта 16 сехет те 45 минутра, васкалӑ пулӑшу машини велосипедпа ярӑнакан ачана амантнӑ.

Ачса тротуарпа ярӑнса пынӑ иккен. Хулари 1-мӗш клиника пульницин территорине кӗрекен тухтӑрсен машини ачана пырса лектернӗ. 6-мӗш класра вӗренекен ача чӗркуҫҫине ыраттарнӑ, ӳтне чӗрсе янӑ. Арсын ачана ача-пӑча пульницине илсе кайнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/gibdd121/6760
 

Пӑтӑрмахсем

Шупашкарти пӗр ҫемьере ашшӗпе хӗре хушшинче пӑтӑрмах сиксе тухнӑ. 21 ҫулти хӗрне ашшӗ мӑйӗнчен ярса илнӗ, пӑвма пуҫланӑ, вӗлерессипе хӑратнӑ.

Хӗр чӑнах та хӑраса ӳкнӗ. Пӑтӑрмах пирки вӑл йӗрке хуралҫисене пӗлтернӗ.

Полицийскисем 52 ҫулти арҫын тӗлӗшпе РФ Пуҫиле кодексӗн 119-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.

 

Страницӑсем: 1, 2, 3, 4, [5], 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, 13, 14, 15, ... 426
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (04.07.2025 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 24 - 26 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере тӑшмансем ура хурасран асӑрханмалла, сирӗн тавра элек сарма пултараҫҫӗ. Сӑмах пама асӑрханӑр. Вӑхӑта ӗҫре ытлашши нумай ирттермелле мар. Чылай ӗҫ пурнӑҫлама ӑнӑҫлӑ эрне. Ӗҫ хыҫҫӑн киле ҫемье патне васкамалла,пӗччен пулмалла мар.

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа арӑмӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа тарҫи
хуть те кам тухсан та
хуҫа хӑй
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
кил-йышри арҫын