Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -12.7 °C
Ҫӗнӗ шӑпӑр ҫӗнӗлле шӑлать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: пӑтӑрмахсем

Пӑтӑрмахсем
forum.zarulem.ws форумар вырнаҫтарнӑ сӑнӳкерчӗк
forum.zarulem.ws форумар вырнаҫтарнӑ сӑнӳкерчӗк

Ӗнер, юпа уйӑхӗн 31-мӗшӗнче, Муркаш районӗнче пулса иртнӗ инкекре 32 ҫулти водитель пурнӑҫӗ татӑлнӑ.

Патшалахӑн автоинспекцийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, «М-7» федераци ҫулӗ ҫинче «Lada Kalina» хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухса кайса «Volkswagen Teramont» машинӑпа пырса ҫапӑннӑ. Инкекре «Лада» водителӗ вырӑнтах вилсе кайнӑ.

 

Ҫутҫанталӑк
vk.com/tsur21 сӑнӳкерчӗкӗ
vk.com/tsur21 сӑнӳкерчӗкӗ

Етӗрне тӑрӑхӗнче Сар юханшывне канализаци шывӗ юхса выртнӑ. Кун пирки вырӑнти хастарсем Чӑваш Енӗн Регион управленийӗн центрне хыпарланӑ, унтисем яваплисене пӗлтернӗ.

Канализаци коллекторӗ ванса кайнӑран таса мар шыв юханшыва юхма тытӑннӑ иккен. Пӑтӑрмах пирки пӗлтерсен вырӑнти ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх предприятийӗ коллектора юсанӑ.

Шывпа ҫыхӑннӑ пӑтӑрмах пирки утӑ-юпа уйӑхӗсенче Регион управленийӗн центрӗ пӗтӗмпе 230 хыпара шута илнӗ.

 

Пӑтӑрмахсем
stihi.ru сайтри сӑн
stihi.ru сайтри сӑн

Шупашкарта пурӑнакан 45 ҫулти хӗрарӑм усламҫӑ ултавҫӑсене 28 млн тенкӗ куҫарса панӑ. Йӑлтах икӗ эрне каялла пуҫланнӑ, ун патне «банк ӗҫченӗ» шӑнкӑравланӑ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, банк унӑн счечӗ ҫинчи укҫана Украинӑна куҫарассине чарса лартнӑ. Ӗнентерме транзакци докуменчӗн сӑн ӳкерчӗкне те ярса панӑ. Кайран хӗрарӑмпа «ФСБ ӗҫченӗ» ҫыхӑннӑ: вӑл ӑна кивӗ счета хупса укҫана ҫӗнни ҫине куҫарма хушнӑ. Ҫитменнине, хӑратса пӗтернӗ: хушнине тумасан тӗрмене хупаҫҫӗ, ачине туртса илсе ача ҫуртне ӑсатаҫҫӗ-мӗн.

Хӗрарӑм кун хыҫҫӑн банка кайнӑ, счечӗ ҫинчи 20 млн тенке илнӗ. Унти ӗҫченсене вара суйнӑ: упӑшкинчен уйрӑлать, ҫавна май укҫана урӑх счет ҫине куҫарать-мӗн.

Кайран ҫак хӗрарӑм тата 8,7 млн тенкӗ кредит илнӗ. Ӑна та палламан ҫынсем каланӑ темӗнле счет ҫине куҫарнӑ. Ултавҫӑсем татах чарӑнман: тепӗр 5 млн тенкӗ ыйтнӑ. Хӗрарӑм тинех хӑйне улталанине ӑнланнӑ та полицие кайнӑ

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/cheb_police/4961
 

Пӑтӑрмахсем
Ҫӑлав службин архивӗнчи сӑн
Ҫӑлав службин архивӗнчи сӑн

Юпа уйӑхӗн 25-мӗшӗнче каҫхине Вӑрнар округӗнче Тӑвальушкӑнь Ялтӑра ялӗ ҫывӑхӗнче Урваш юханшывӗнчен вырӑнти ҫынсем 33-ри арҫын виллине туртса кӑларнӑ. Ҫӑлав служби пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл плотинӑра пулӑ тытнӑ чухне хӑрушсӑрлӑх йӗркине пӑхӑнманнипе путса вилнӗ.

Аса илтерер: юпан 5-мӗшӗнче Сӗнтӗрвӑрри округӗнчи Шуршӑл ялӗ ҫывӑхӗнче 47-ри пулӑҫ путса вилнӗ. Юпан 18-мӗшӗнче Куславкка округӗнчи Ҫӳлти Улмалуй ялӗ ҫывӑхӗнчи пӗвере 57-ри арҫын путнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/mchs_chuvashia/9715
 

Пӑтӑрмахсем
ШӖМ тунӑ сӑн
ШӖМ тунӑ сӑн

Паян Улатӑрти Грибоедов урамӗнче 77 ҫулти хӗрарӑмпа 14-ри хӗрачана машина ҫапса кайнӑ. Шел те, вилмеллех.

Вӗсем «зебра» тӑрӑх ҫул урлӑ каҫма тӑнӑ. Ҫав вӑхӑтра машина пысӑк хӑвӑртлӑхпа килнӗ, чарӑнман.

Руль умӗнче 30 ҫулти арҫын ларнӑ, вӑл ӳсӗр пулни паллӑ. Ӑна тытса чарнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/pg21ru
 

Пӑтӑрмахсем
t.me/nikamran каналта вырнаҫтарнӑ видеоран илнӗ сӑнӳкерчӗк
t.me/nikamran каналта вырнаҫтарнӑ видеоран илнӗ сӑнӳкерчӗк

Шупашкарта пурӑнакан пӗр ҫемье ҫулталлӑкри ачана татурировка тунине кӑтартакан видео ӳкернӗ, ӑна халӑх тетелӗнче вырнаҫтарнӑ.

Ҫав ҫемьене йӗрке хуралҫисем тупнӑ. Ҫамрӑк ашшӗ ӑнлантарнӑ тӑрӑх, вӗсем тату туман, тату машинин сассине ҫыртарса илнӗ. Вӑл видеопа темле конкурса хутшӑнса ҫамрӑк ҫемье хваттер щыраса илес тенӗ-мӗн.

Халӗ ку ҫемьене учета илӗҫ, йӗрке хуралҫисем вӗсем мӗнле пурӑннине тӗрӗслесе тӑрӗҫ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/nikamran/16556
 

Пӑтӑрмахсем
forum.na-svyazi.ru сӑнӳкерчӗкӗ
forum.na-svyazi.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Кӳкеҫри «Крепыш» ача пахчинчи пӑтӑрмах пирки Софья Савнеш ӗнер пӗлтернӗччӗ-ха. Аса илтерер: унта физкультура инструкторӗ ачасене алӑран кӑнттаммӑн тытса сӗтӗрнӗ-мӗн.

Видео халӑх тетелӗнче сарӑлнӑ хыҫҫӑн прокуратура тӗрӗслев пуҫарнӑ.

Пӑтӑрмах хыҫҫӑн физкультура инструкторӗ ӗҫрен пӑрахса кайнӑ иккен.

 

Пӑтӑрмахсем

Шупашкарти ача пахчисенчен пӗринче ӗҫлекен 19 ҫулти хӗр патне икӗ эрне каялла ют ҫын шӑнкӑравланӑ та ҫӗнӗ саккун йышӑннине, ҫавна май абонент номерӗпе усӑ курма май пулмассине пӗлтернӗ. Хӑнӑхнӑ номере упраса хӑварас тесен хӑш-пӗр даннӑя пӗлтерме ыйтнӑ. Унсӑр пуҫне смс ҫырупа килнӗ кода ыйтнӑ.

Унтан пике патне тата теприсем шӑнкӑравланӑ, хайхи патшалӑх пулӑшӑвӗн порталӗн ӗҫченӗ тесе тыттарнӑ. Хӗр пурне те ӗненнӗ. Ӗненнине пула вӑл банкран 300 пине яхӑн кредит илсе пӗлмен-туман ҫынсене укҫа куҫарса панӑ.

 

Пӑтӑрмахсем
forum.na-svyazi.ru сӑнӳкерчӗкӗ
forum.na-svyazi.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкар районӗнчи Кӑшавӑшра хуҫасӑр йытӑсем сурӑхсене тапӑннӑ. Вӗсем сакӑр сурӑха ҫурса тӑкнӑ.

Вырӑнти администрацире пӗлтернӗ тӑрӑх, хуҫасӑр йытӑсем выльӑха унччен те тапӑннӑ.

Ҫанталӑк кӗр енне сулӑнса сивӗтме пуҫласан хуҫасӑр йытӑсем ял еннелле апат шыраса пыраҫҫӗ. Ҫулла вӗсене дача хуҫисем тӑрантарса пурӑннӑ.

Шупашкар районӗнче ҫулталӑк пуҫланнӑранпа 29 килсӗр йытта тытнӑ-мӗн. Тӳре-шара хуҫасӑр йытӑсем пирки тӳрех пӗлтерме ыйтать иккен.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/publiccheds/11698
 

Пӑтӑрмахсем
ШӖМ тунӑ сӑн
ШӖМ тунӑ сӑн

Паян Сӗнтӗрвӑрри округӗнче «Атӑл – Сӗнтӗрвӑрри» ҫул ҫинче икӗ «Гранта» ҫапӑннӑ. Пӗр водителӗ вилмеллех аманнӑ.

Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, 1991 ҫулта ҫуралнӑ водитель хирӗҫ ҫул ҫине тухса тепӗр «Грантӑпа» ҫапӑннӑ. Унӑн водителӗ, 61 ҫулти арҫын, вилмеллех аманнӑ. Унпа пӗрле пулнӑ 70 ҫулти хӗрарӑма тата 1991 ҫулта ҫуралнӑ водителе пульницӑна илсе ҫитернӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/gibdd121
 

Страницӑсем: 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7, [8], 9, 10, 11, 12, 13, 14, 15, 16, 17, 18, ... 449
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (28.12.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 736 - 738 мм, -11 - -13 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Пурнӑҫри ыйтусене ытти чухнехинчен урӑхларах татса парсан ӑнӑҫу кӗтӗ. Ӗҫри кӑткӑс лару-тӑруран хӑтӑлма пултаратӑр. Сирӗн чӑтӑмлӑ пулмалла, унсӑрӑн хирӗҫӳ тухӗ. Тахҫан ҫухалнӑ хутшӑну ҫӗнелме пултарӗ.

Раштав, 28

1871
154
Васильев Степан Васильевич, вӗрентӳ ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ.
1972
53
Мишутин Николай Степанович, ҫыравҫӑ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
кил-йышри арҫын
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа арӑмӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуть те кам тухсан та
хуҫа тарҫи
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа хӑй
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ