Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +5.3 °C
Йывӑҫне кура ҫимӗҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: синоптиксем

Ҫутҫанталӑк

Ҫак самантра Чулхулара кӑштах юр ҫума тытӑннӑ. Унта Нума 1 циклон иртет. Чӑваш Ене те килӗ вӑл, анчах пирӗн патра юр мар, ҫумӑр ҫӑвӗ.

Синоптиксем асӑрхануллӑрах пулма сӗнеҫҫӗ. Паян ҫумӑр каҫ енне ҫума пуҫлӗ, ҫур ҫӗр иртсен ҫеҫ чарӑнӗ. Шупашкарта сывлӑш температури 7 градус ӑшӑ таран хӑпарӗ. Ҫанталӑк ӑшӑтнӑ май атмосфера пусӑмӗ улшӑнӗ. Пӗр талӑкра вӑл 10 пункт чакӗ: 738 миллилитр таран анӗ. Унтан каллех йӗркене кӗрӗ.

Ҫил вӑйланӗ. Паян ҫӗрле вӑл ҫеккунтра 19-24 метр хӑвӑртлӑхпа вӗрӗ. Ыран республикӑра Япрак ятлӑ антициклон хуҫаланӗ, ҫанталӑк лайӑхланӗ, ҫил лапланӗ. Термометр каҫ енне 0 градусран сахалрах кӑтартӗ.

 

ЧӲК
08

Хӗл хӑҫан ларӗ?
 Софья Савнеш | 08.11.2017 18:01 |

Ҫутҫанталӑк

Пӗлтӗр ку тапхӑрта юр ҫунӑччӗ, ирӗлменччӗ. Кӑҫал вара ҫанталӑк ӑшӑрах. Хӗл хӑҫан ларать? Синоптиксем мӗн калаҫҫӗ?

Чӳк уйӑхӗнчи пӗрремӗш эрне нормӑпа килӗшсе тӑнӑ. Вӑтамран 1 градус сивӗ пулнӑ. Хушӑран юр ҫуса хура ҫӗре шуратать, анчах вӑл кӑштахран ирӗлет. Эппин, хӗл вӑхӑчӗ ҫитмен-ха.

Раҫҫей Гидрометцентрӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫитес 10 кунра кӗркуннехи ҫанталӑк пулӗ. Чӳкӗн 8-17-мӗшӗсенче ытти ҫултинчен 3 градус ӑшӑрах пулӗ. Ҫанталӑк юпа уйӑхӗн вӗҫӗнчипе пӗр килӗ.

Чӳк уйӑхӗн 8-10-мӗшӗсенче антициклон килӗ. Ҫак кунсенче юр та, ҫумӑр та ҫумӗ ахӑртнех. Тен, хӗвел тухӗ. Сывлӑш температури 3 градус сивӗрен пуҫласа 2 градус ӑшӑ пулӗ.

Чӳкӗн 13-мӗшӗнчен ҫумӑр пуҫланать, вӑл 3-4 куна пырӗ. Сывлӑш температури 8 градус таран та ӑшӑтӗ. 17-мӗшӗнчен антициклон хуҫаланӗ, 0 градус таран сивӗтӗ. Ҫапах чӳк уйӑхӗ валли ку та ӑшӑ-ха. Синоптиксем хальлӗхе хӗл ларасси пирки каламаҫҫӗ.

 

Ҫутҫанталӑк

Синоптиксем Чӑваш Енре ҫанталӑк япӑхланасси пирки пӗлтереҫҫӗ. Ку – Ксавьер атлантика циклонне пула. Вӑл Германире тустарнӑ ӗнтӗ: унта 7 ҫын вилнӗ, вун-вун ҫын суранланнӑ. Япӑх ҫанталӑк хыҫҫӑн метро ӗҫлемен, самолетсем вӗҫмен.

Атлантика циклонӗ Атӑлҫи тӑрӑхне ҫитнӗ. Паян ҫӗрле ҫавна май Чӑваш Енре ҫумӑр ҫунӑ. Паян ҫӗрле ҫанталӑк тата япӑхланасса пӗлтереҫҫӗ. Ҫумӑр вӑйлӑ ҫӑвӗ, 1 тӑваткал метр лаптӑк ҫине 10 литр таранах ҫумӑр ӳкӗ, ҫил ҫеккунтра 22 метр хӑвӑртлӑхпа вӗрӗ. Чи вӑйлӑ ҫил Тутарстанра пулӗ.

Ыран вара ҫанталӑк лайӑхланӗ. Шӑматкун 15 градус таран ӑшӑ пулӗ, ҫамӑр ҫумӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/45074
 

Ҫутҫанталӑк

Чӑваш Енре иккӗмӗш кун ҫумӑр пӗр чарӑнми тенӗ пек ҫӑвать. Чӗмпӗр хули ав шыв айне кайма пуҫланӑ. Нивушлӗ ҫулла ҫапла пулать? Синоптиксем кун пирки мӗн калаҫҫӗ-ха?

«Известия» хаҫат порталӗнче синоптиксем Раҫҫейре ҫу мӗнле пулассине пӗлтерни пур. Гидрометцентр пуҫлӑхӗ Роман Вильфанд каланӑ тӑрӑх, ҫуллан иккӗмӗш пайӗ те халӑха савӑнтармӗ: смерчсем, вӑйлӑ аслатисем, вӑйлӑ ҫил пулӗҫ.

«Смерчсем пирӗн патра сайра-хутра пулаҫҫӗ, ҫапах вӗсем пирӗн патра тӗл пулаҫҫӗ. Ҫил ҫеккунтра 20 метр ытларах вӗрсен ачасене урама кӑлармалла мар», - тенӗ Роман Вильфанд.

Ҫӗпӗрпе Инҫет Хӗвелтухӑҫӗнче вара типӗ ҫанталӑк тӑрӗ, унта пушарсем алхасас хӑрушлӑх пур.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/42882
 

Республикӑра

Ҫу уйӑхӗ кӑҫал ӑшӑ килмерӗ. Ӑшӑ кунсене алӑри пӳрнесемпе шутласа кӑларма пулашать.

Нумаях пулмасть ҫанталӑк ӑшӑтрӗ. Куншӑн, паллах, ҫынсем питӗ хӗпӗртеҫҫӗ. Ара, тахҫантанпах кӗтнӗ вӗт хӗвеллӗ кунсене.

Анчах синоптиксем савӑнма васкамалла марри пирки асӑрхаттараҫҫӗ. Чӑваш Енре тӑрук каллех сивӗтет. Синоптиксем термометр 3 градус таран анма пултарассине систереҫҫӗ.

Ыран ӑшӑ пулӗ-ха: 22 градус таранах. Анчах вырсарникун, ҫу уйӑхӗн 28-мӗшӗнче, сывлӑш температури 3 градус таран анӗ. Кунсӑр пуҫне вӑхӑтӑн-вӑхӑтӑн ҫумӑр ҫӑвӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/41918
 

Страницӑсем: 1 ... 42, 43, 44, 45, 46, 47, 48, 49, 50, 51, [52]
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (30.10.2025 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 6 - 8 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Эсир ку эрнере тӗтре ӑшӗнчи кӗпер тӑрӑх чупнӑ пекех: ҫул курӑнмасть пулсан та вӑй кӗнине туятӑр. Пӗчӗк утӑмсем пысӑк кӑтартусем патне илсе ҫитереҫҫӗ. Плансем тӑрук улшӑнни хӑрушӑ мар, хӑш чухне планланинчен урӑхларах тусан та юрать. Эрне вӗҫӗнче эсир тӗрӗс ҫул ҫинче пулнине туятӑр.

Юпа, 30

1908
117
Алатырцев Владимир Иванович, сӑвӑҫ, тӑлмач ҫуралнӑ.
1918
107
Хусанти РКП(б) губкомра чӑваш секциӗ йеркеленнӗ.
1926
99
Рогачёв Яков Капитонович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1946
79
Спиридонов Григорий Спиридонович, пӗрремӗш профессионаллӑ пӗлӳ илнӗ чӑваш скульпторӗ вилнӗ.
2005
20
Ефимов Георгий Андреевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, тӑлмачӗ вилнӗ.
2007
18
Шорникова Елена Васильевна, чӑваш актриси вилнӗ.
2010
15
Иванов Владимир Миронович, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ художникӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуть те кам тухсан та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа тарҫи
кил-йышри арҫын
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа арӑмӗ
хуҫа хӑй