И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче тренерсене чӑвашсен кӗрешӳ мелӗпе вӗрентме хӑнӑхтарнӑ. Халӗ вӗсене квалификаци шайне ӳстерни ҫинчен калакан сертификатсем панӑ.
Кӗрешӳ — чӑвашсен спорт енӗ. Ҫав енӗпе тренерсен пӗлӗвне туптама республикӑн Спорт министерстви сӗннӗ. Программӑна спорт кӗрешӗвӗ, дзюдо, самбо енӗпе ӗҫлекен тренерсем валли ятарласа хатӗрленӗ.
Пӗлӗве ӳстермелли курсра хальлӗхе 36 тренер вӗреннӗ. Вӗсем пурте — республикӑри тата муниципалитетсенчи спорт шкулӗсенче ӗҫлекенскерсем.
Чӑваш Енӗн тӗп хулинче роллер йӗлтӗрпе ярӑнма ҫул тӑвасшӑнни пирки Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ-ха. Халӗ вара ҫв трасса валли федераци хыснинчен укҫа уйӑрса парасси пирки пӗлтӗмӗр.
Ырӑ хыпар республика Элтеперӗ Олег Николаев Раҫҫейӗн вице-премьерӗпе Дмитрий Чернышенкӑпа тӗл пулсан паллӑ пулнӑ.
Роллер йӗлтӗрпе ярӑнмалли ҫул 4 километра яхӑн пулӗ. Ӑна Спортӑн хӗллехи енӗсен тӗсӗсен центрӗ ҫумӗнче сарӗҫ. Унта биатлонистсене пемелли хальхи вӑхӑтри ятарлӑ вырӑн та пӑхса хӑварӗҫ.
Ӗҫӗн проект хакӗ – 970,4 млн тенкӗ.
Чӑваш Ен спортсменки Полина Андреева Сыктывкарта юниорсемпе юниоркӑсен хушшинче йывӑр атлетика енӗпе иртекен ӑмӑртӑва хутшӑннӑ. Пирӗн ентеш виҫӗ ылтӑн медаль ҫӗнсе илнӗ, ҫӗршывӑн 8 рекордне ҫӗнетнӗ.
Полина 49 килограмм тайман виҫе категорийӗнче вӑй виҫнӗ. Вӑл сулласа 79 кг ҫӗкленӗ, тӗртсе – 95 кг. Пӗтӗмпе 174 кг пухнӑ. Пӗлтӗр Албанире кӑтартнӑ кӑтартуран ку 3 киолограмм нумайрах.
Палӑртмалла: Полина Олимп резервӗсен 3-мӗш спорт шкулӗнче ӑсталӑхне туптать.
Мускавра ӗҫлесе пурӑнакан чӑвашсем футболла выляссипе ӑмӑрту ирттернӗ. Патӑрьел районӗнчи «Авангард» хаҫатра пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑййа 6 команда — Улатӑр, Патӑрьел, Канаш, Йӗпреҫ, Елчӗк, Шӑмӑршӑ районӗсен хастарӗсем — хутшӑннӑ.
«Вӑйӑ ҫивӗч те интереслӗ иртнӗ. Пирӗн район команди финалта Йӗпреҫсемпе вылянӑ. Вӑйӑ пӗр-пек очкосемпе вӗҫленнӗрен пенальти тапнӑ. Патӑрьелсем иккӗмӗш вырӑна тухнӑ. Вӑйӑсене йӗркелеме Треньелӗнчи В. Зайцевпа Чӑваш Ишекӗнчи А. Краснов тӑрӑшнӑ.
Патӑрьелӗнчи А. Моисеев «Чи лайӑх тапӑнса вылякан», Именкассинчи А. Нянин «Чи лайӑх хӳтӗлевҫӗ», Треньелӗнчи О. Михайлов «Чи лайӑх вратарь» ятсене тивӗҫни те кӑмӑллӑ», — хыпарланӑ хаҫат.
Мускавра ӗҫлесе пурӑнакан чӑвашсем футболла выляссипе ӑмӑрту ирттернӗ. Патӑрьел районӗнчи «Авангард» хаҫатра пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑййа 6 команда — Улатӑр, Патӑрьел, Канаш, Йӗпреҫ, Елчӗк, Шӑмӑршӑ районӗсен хастарӗсем — хутшӑннӑ.
«Вӑйӑ ҫивӗч те интереслӗ иртнӗ. Пирӗн район команди финалта Йӗпреҫсемпе вылянӑ. Вӑйӑ пӗр-пек очкосемпе вӗҫленнӗрен пенальти тапнӑ. Патӑрьелсем иккӗмӗш вырӑна тухнӑ. Вӑйӑсене йӗркелеме Треньелӗнчи В. Зайцевпа Чӑваш Ишекӗнчи А. Краснов тӑрӑшнӑ.
Патӑрьелӗнчи А. Моисеев «Чи лайӑх тапӑнса вылякан», Именкассинчи А. Нянин «Чи лайӑх хӳтӗлевҫӗ», Треньелӗнчи О. Михайлов «Чи лайӑх вратарь» ятсене тивӗҫни те кӑмӑллӑ», — хыпарланӑ хаҫат.
Ҫӗнӗ Шупашкарти 8-мӗш вӑтам шкулӑн стадионне нумаях пулмасть тӗпрен юсаса ҫӗнетнӗ. Халӗ унта ют ҫынсене кӗртме пӑрахнӑ.
«Стадион алӑкне мӗншӗн питӗрсе илнӗ? Нумаях пулмасть ҫеҫ уҫнӑ марччӗ-и, халӗ унта кӗртмеҫҫӗ», — ыйтнӑ хулари «Грани» хаҫатран пӗри. Кӑларӑм ыйту хуравне шыранӑ.
Стадиона юсаса ҫӗнетмелли конкурсра пӗлтӗрхи пуш уйӑхӗнче «Прайд» общество ҫӗнтернӗ. Реконструкци хакӗ — 29 миллион тенкӗ ытларах. Подрядчик ӗҫе вӑхӑтра пурнӑҫласа ӗлкӗрейменрен стадиона кӑҫал ҫеҫ уҫнӑ.
Спорт сооруженийӗпе шкул ачисем тата 2-мӗш спорт шкулӗн воспитанникӗсем усӑ кураҫҫӗ. Уроксем хыҫҫӑн тата канмалли кунсенче стадиона питӗрсе илеҫҫӗ. Ҫавӑн официаллӑ сӑлтавӗ — вандализм. Хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Дмитрий Пулатов шухӑшланӑ тӑрӑх, ватма юратакан ҫынсем нумай мар, пӗр 20-30 ҫын.
«Эпир ку стадиона юсаса ҫӗнетессе тем пекех кӗтрӗмӗр, ачасемпе вӗсен ашшӗ-амӑшӗ савӑнса пӗтереймеҫҫӗ. Хулигансенчен сыхланса ҫитерейместпӗр — хӑть камера вырнаҫтарса тух. Шупашкарти «Олимпийский» стадионти пек мӗнпе те пулин сӗрсе тухмалла мар-ши тесе те аптӑранӑ енне пуҫ вататпӑр. Питех те варалакан, ҫумӑрпа хӗвеле парӑнман, анчах сиенсӗр тата усал шӑршӑсӑр солидол е литол пирки шухӑшлатпӑр», — тенӗ физкультура учителӗ Михаил Ананьев.
Шуашкар районӗнчи Кӳкеҫре вырӑнти хастарсем Ҫӗнтерӳ кунӗнче ҫулсеренех чупу йӗркелеҫҫӗ.
Ҫӑмӑл атлетсен ӑмӑртӑвне кӑҫал та ирттерме палӑртнӑ. Унта спорта юратакан тӗрлӗ ҫулхи ҫынсем тухма пултараҫҫӗ. Тупӑшса чупни кирлӗ мар. Чи кирли — хутшӑнни.
Ҫӗнтерӳ кунне халалланӑ чупӑва хутшӑнас кӑмӑллисен ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Кӳкеҫри «Улӑп» физкультурӑпа сывлӑх комплексӗнче ирхи 7 сехетрен пуҫласа 7 сехет ҫурӑччен пуҫтарӑнмалла.
Старт 8 сехет те 30 минутра Иккассинчен тытӑнӗ. Ҫапла вара спортсменсем «Иккасси-Кӳкеҫ» маршрутпа чупса тухӗҫ. Вӗсем район центрӗнчи Паллӑ мар салтак ячӗпе лартнӑ палӑк умне ҫитсе чарӑнӗҫ.
Ҫу уйӑхӗн 21-22-мӗшӗсенче Чӑваш Енре хӑвӑрт утас енӗпе Раҫҫей чемпионачӗ тата первенстви иртӗ. Ӑмӑртусем Шупашкарта Мускав ҫыранӗ хӗрринче тата "Олимпийский" стадионта пулӗҫ.
Пӗрремӗш кунхине спортменсем Атӑл хӗрринче старта тухӗҫ. Унта арҫынсемпе хӗрарӑмсем, юниорсем 35 тата 20 ҫухрӑмлӑ дистанцисене парӑнтарӗҫ.
Тепӗр кунхине стадионта ӑмӑртӗҫ. Унта спортсменсен 3, 5 тата 10 ҫухрӑмлӑ дистанцисене парӑнтарма тивӗ, арҫынсемпе хӗрарӑмсем, юниорсем тупӑшӗҫ.
Сӑмах май, Раҫҫей шайӗнчи ҫак ӑмӑртусем пӗлтӗр те Шупашкарта иртнӗччӗ.
Чӑваш Енӗн тӗп хулинче роллер йӗлтӗрпе ярӑнма ятарлӑ ҫул тӑвасшӑн.
Ҫав ҫул 4 ҫухрӑма яхӑн тӑршшӗ пулӗ. Хулари тӳре-шара ӗҫе пурнӑҫлама 915 миллион тенкӗ кирлӗ тесе пӗлтернӗ.
Роллер йӗлтӗрпе ярӑнмалли ҫула туса пӗтерсен унта Спортӑн хӗллехи тӗсӗсен центрӗнче вӗренекен ачасемпе ҫамрӑксем ирӗн-каҫӑн чупса хӑнӑхма пултарӗҫ тесе шанаҫҫӗ.
Шупашкарта кӑҫал Раҫҫей шайӗнчи шахмат ӑмӑртӑвӗ иртӗ. Ҫӗршыври сумлӑ спортсменсем авӑн уйӑхӗн 10-23-мӗшӗнче пуҫтарӑнӗҫ.
Ҫав вӑхӑтра пирӗн республикӑн тӗп хулинче арҫынсен Раҫҫейӗн 75-мӗшӗнчи чемпионачӗ, хӗрарӑмсен 72-мӗш чемпионачӗ иртӗ.
Сумлӑ спорт мероприятине тивӗҫлипе хатӗрленсе ирттерме республикӑра ӗҫлӗ ушкӑн йӗркеленӗ. Ушкӑнӑн йӗркелӳпе техника ӗҫне Чӑваш Енӗн Спорт министерстви йӗркелесе пырассишӗн яваплӑ пулӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.05.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.