Шупашкарта пурӑнакан Марат Шарипов Египетри Шарм-эль-Шейхра иртнӗ теннис турнирӗнче выляса илнӗ.
20 ҫулти Марат Латви спортсменне Роберт Стромбаха выляса илнӗ. Каччӑ турнирта ҫӗнтернӗ хыҫҫӑн АТР рейтингӗнче 122 йӗрке хӑпарса 674-мӗш вырӑна йышӑннӑ.
Марат хулари 1-мӗш шкулта вӗреннӗ, Шупашкарти теннис академийӗнче ӑсталӑхне туптанӑ. 2020 ҫулта вӑл тӗнчери 19 ҫул тултарман топ-50 спортсменсен йышне кӗнӗ.
Чӑваш Ен фристайлҫӑ, Олимп резервӗсен 2-мӗш спорт шкулӗнче ӑсталӑхне туптакан Лана Прусакова Пӗтӗм Раҫҫейри ӑмӑртусенче каллех ылтӑн медаль ҫӗнсе илнӗ. Пӗрре мар – иккӗ.
Лана нумаях пулмасть икӗ ылтӑн медаль илнӗччӗ. Хальхинче те спорсменка «биг-эйр» тата «слоуп-стайл» дисциплинӑсенче ӑмӑртса малти вырӑнсене йышӑннӑ.
Палӑртмалла: Лана Прусакова кӑҫалхи сезонра ултӑ ылтӑн медаль ҫӗнсе илнӗ.
Елчӗк районӗнчи арҫын ача Мускавран чемпион пулса таврӑннӑ.
Миша Миллин вырӑнти «Улӑп» спорт шкулӗнчи ирӗклӗ мелпе кӗрешекенсен секкцине ҫӳрет. Ачана ӑсталӑха Сергей Александров тренер хӑнӑхтарать. Ҫамрӑк спортсмена вӑл Спорт (ирӗклӗ) кӗрешӳ енӗпе иртекен регионсем хушшинчи турнира кайма сӗннӗ.
2013–2015 ҫулсенче ҫуралнӑ, 25 килограмран ҫӑмӑлтарах таякан арҫын ачасемпе кӗрешсе Елчӗк арҫын ача ыттисене ҫӗнтерме пултарнӑ.
Иртнӗ эрне Ҫӑварни эрни пулчӗ. Вырсарникун вара ӑна тӗрлӗ ҫӗрте тӗрлӗ мероприяти ирттерсе анлӑн уявларӗҫ. Вӑрнарсем те ҫавӑн пек тунӑ. Вӗсем спорт ӑмӑртӑвӗсем те ирттернӗ.
Вӑрнар муниципалитет округӗн пуҫлӑхӗ Андрей Тихонов спорт мероприятийӗсене хутшӑннӑ. Вӑл кире пуканӗ ҫӗкленӗ. 24 килограмм таяканскере хайхискер ним мар 40 хутчен ҫӗклесе илме пултарнӑ. «Ҫамрӑксемшӗн те тӗслӗх», — теҫҫӗ Андрей Тихонов вӑйӗнчен тӗлӗннисем.
Паян, нарӑс уйӑхӗн 20-мӗшӗнче, ҫӗршыври паллӑ боксёр, СССР тата тӗнче чемпионӗ, тӗнче шайӗнчи тӗрлӗ ӑмӑртура пӗрре ҫеҫ мар ҫӗнтернӗ Валерий Львов 70 ҫул тултарнӑ. Ҫав ятпа ӑна Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев Телеграмри хӑйӗн каналӗнче саламланӑ.
Олег Николаев Валерий Львов бокса Совет Союзӗнче ҫеҫ мар, унӑн тулашӗнче те аталантарма пысӑк тӳпе хывнине палӑртса хӑварнӑ.
Спортсмен карьерине вӗҫленӗ хыҫҫӑн Шупашкар ҫынни хӑйӗн пурнӑҫне спорт резервне хатӗрлессине халалланӑ.
Чӑваш Ен хӗрӗ ылтӑн медале тивӗҫнӗ. Тӗмен хулинче фристайл енӗпе Раҫҫей кубокӗн виҫҫӗмӗш тапхӑрӗ иртнӗ. «Слоуп-стайл» дисциплинӑра Лана Прусакова ылтӑн медале тивӗҫнӗ.
2018 ҫулхи хӗллехи Олимпиадӑна хутшӑннӑ хӗр унччен «биг-эйр» дисциплинӑра ҫӗнтернӗ. Халӗ, ав, слоуп-стайл енӗпе те ӑна ҫитекен пулман.
Раҫҫей кубокӗн унчченхи икӗ тапхӑрӗнче те пирӗн ентешӗмӗр биг-эйр енӗпе ылтӑн медальсене тивӗҫнӗ.
Ҫак канмалли кунсенче Чӑваш Енре спортсменсем йытӑ кӳлсе чупӗҫ. Ӑмӑрту Атӑл леш енче «Нартаван» туризм базинче иртӗ.
Шӑматкун тупӑшу 11 сехет ҫурӑра пуҫланӗ, вырсарникун – 9 сехетре. 7500 метр тӑршшӗ трасса ҫине спортсменсем тӑватӑ ураллӑ тусӗсемпе тухӗҫ. Ҫӗнтерӳҫене тӑватӑ дисциплинӑра палӑртӗҫ: «Йӗлтӗр-спринт 1 йытӑ», «Нарта-спринт 2 йытӑ», «Нарта-спринт 4 йытӑ» тата «Нарта-спринт 6 йытӑ».
Иккӗмӗш кунхине эстафета тата ача-пӑча старчӗ пулӗҫ. Вӗсем 3 пин ҫухрӑма парӑнтарӗҫ. Ӑмӑртӑва 12-17 ҫулсенчи ачасем хутшӑнӗҫ.
Сӗнтӗрвӑрринче ҫуралнӑ спортсмен тӗнче шайӗнче ҫӗнтернӗ.
Дмитрий Геращенко Бразили джиу-джитсувӗ енӗпе тӗнче чемпионатне хутшӑннӑ. Ӑмӑрту Питӗр хулинче иртнӗ. Унта тӗнчери 3300 спортсмен пуҫтарӑннӑ.
Тепӗр майлӑ каласан, Чӑваш Ен каччи Бразилири, Мексикӑри, Америкӑри Пӗрлешӳллӗ Штатсенчи тата ытти нумай ҫӗршыври спортсменпа вӑй виҫнӗ. Вӗсене вӑл хӑйӗн ӑсталӑхӗпе вӑйне кӑтартса панӑ – ҫӗнтерӳҫӗ пулса тӑнӑ.
Нарӑс уйӑхӗн 4-мӗшӗнче Чӗмпӗрте кӗпӗрнаттӑр парнине ҫӗнсе илессишӗн юланутҫӑсен тупӑшӑвӗ иртнӗ. Унта Чӑваш Ен юланутҫи ҫӗнтернӗ.
Ӑмӑртӑва Чӗмпӗр облаҫне йӗркеленӗренпе 80 ҫул ҫитнине халалланӑ. Юланутҫӑсен тупӑшӑвне Тутарстанран, Сарту тата Тамбов облаҫӗсенчен пырса ҫитнӗ.
2400 метрлӑ ӑмӑртура кӗпӗрнаттӑр парнине, 87 пин тенкӗ укҫана, Евгений Матьяновӑн «Арсенал» лаши тивӗҫнӗ. Евгений — 2-мӗш категориллӗ юланутҫӑ.
Кӑҫал та йӑлана кӗнӗ "Раҫҫей йӗлтӗр йӗрӗ" Пӗтӗм Раҫҫейри чупу иртӗ.
Йӗлтӗр спортне юратакансем нарӑс уйӑхӗн 11-мӗшӗнче пухӑнӗҫ. Шупашкарта тӗп лапам Олимп резервӗсен 2-мӗш спорт шкулӗ пулӗ. Вӑл Пристанционнӑй урамӗнчи 10-мӗш "а" ҫуртра вырнаҫнӑ.
Чупӑва хутшӑнас тесен сывлӑх йӗркеллех пулнине ҫирӗплетекен справка илмелле. Ӑмӑрту 9 сехет ҫурӑра пуҫланса 11 сехетре вӗҫленӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.08.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 17 - 19 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Альберт Канаш, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Илья Арсентьевич, чӑваш журналисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Чиндыков Борис Борисович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Дегтярёв Геннадий Анатольевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Азизов Загид Керимович, географи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |