Лана Пруссакова фристайл енӗпе иртнӗ Раҫҫей кубокӗнче виҫҫӗмӗш ылтӑн медаль ҫӗнче илнӗ. Хальхинче вӑл слоуп-стайл дисциплинӑра тупӑшнӑ.
Лана кӑҫалхи сезонра Лана виҫҫӗмӗш ылтӑн медаль илнӗ. Палӑртса хӑвармалла: вӑл 2018 ҫулта иртнӗ хӗллехи Олимп вӑййисене хутшӑннӑ.
Тепӗр икӗ медале вӑл ҫӗршыв кубокӗнче биг-эйр дисциплинӑра илнӗ. Лана Прусакова Олимп резевӗсен 2-мӗш спорт шкулӗнче ӑсталӑхне туптать.
Олимп резервӗсен 3-мӗш спорт шкулӗн вӗренекенӗ Анастасия Яковлева ирӗклӗ кӗрешӳ енӗпе иртнӗ Пӗтӗм тӗнчери турнирта кӗмӗл медаль ҫӗнсе илнӗ. Вӑл 62 килограмм таякан спортсменсемпе вӑй виҫнӗ.
Пӗрремӗш вырӑна Монголири спортсмен тухнӑ, виҫҫӗмӗшне вара Беларуҫри ирӗклӗ кӗрешӳҫӗ йышӑннӑ.
Чӑваш Енри тепӗр спортсмен Алена Тимофеева кӑшт ҫеҫ пьедестал ҫине хӑпарайман. Вӑл 1:1 шут пулнӑ чухне тепӗр спортсмена кӑшт кӑна выляса янӑ.
Чӑваш Енӗн Спорт министерстви хӑйне пӑхӑнакан темиҫе организаци ятне ылмаштарма йышӑннӑ.
Сӑмахран, «В. Егорова олимп чемпионки ячӗпе хисепленекен Шупашкарти Олимп резервӗн 1-мӗш спорт шкулӗ» хысна учрежденийӗ ӳлӗмрен те хысна учреждениех шуланӗ-ха, анчах организаци ячӗ ҫумне «хушма пӗлӳ паракан» сӑмах хушса хунӑ.
Олимп резервӗллӗ 2-мӗш, 3-мӗш, 4-мӗш, 5-мӗш, 6-мӗш, 7-мӗш, 8-мӗш, 9-мӗш, 10-мӗш спорт шкулӗсем, ҫавӑн пекех 11-мӗш спорт шкулӗ, футбол енӗпе спорт шкулӗ, лаша спорчӗн шкулӗ те хушма пӗлӳ паракан организацисем шутланӗҫ.
Иртнӗ шӑматкун, кӑрач уйӑхӗн 21-мӗшӗнче, «Йӗп ҫинчи хӗвел» велоюхӑм хастарӗсем ВелоБала пуҫтарӑннӑ. Кун пирки Николай Плотников халӑх тетелӗнче пӗлтернӗ.
ВелоБалта пӗлтӗрхи велосезона пӗтӗмлетнӗ тата тӗнче чемпионӗ, Олимп вӑййисен чемпионӗ Валерий Ярды ҫуралнӑранпа кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗн 18-мӗшӗнче 75 ҫул ҫитнине халалланӑ.
ВелоБал ирттерме Маунтинбайк центрӗн тата Чӑваш Республикин Велоспорчӗн федерацийӗ те пулӑшнӑ. Велопатша тата велопатша майри тесе В. Чугарова тата Е. Пашковӑна йышӑннӑ.
Уяв каҫне Августа Уляндина тата унӑн «Ярды» фолк-ушкӑнӗ, Валентина Телей юрӑҫ тата ыттисем хутшӑннӑ.
Чӑваш Енре хӗллехи ял вӑййисем иртӗҫ. Кун пирки ЧР Ял хуҫалӑх министерстви пӗлтерет.
Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, программӑна ҫаксене кӗртнӗ: доярсемпе механизаторсен виҫӗ енле кӗрешӗвӗ, йӗлтӗр чупӑвӗ, полиатлон, шашка, шахмат, спорт ҫемйисен ӑмӑртӑвӗ.
Ял вӑййисем малтан муниципалитет шайӗнче иртӗҫ, унтан, нарӑсӑн иккӗмӗш декадинче, регион шайӗнче пулӗ. Регион шайӗнчи Красноармейски районӗнче иртӗ.
Чӑваш Енре спорт медицинин центрне уҫма палӑртнӑ. Вӑл Олимп резервӗсен 3-мӗш спорт шкулӗнче вырнаҫӗ.
Унта реконструкци пырать. Спорт шкулӗ 12 хутлӑ. 6-мӗш хутӗнче спорт медицинин центрӗ пулӗ. Унта диагностика тата реабилитаци оборудованиллӗ пӳлӗмсем пулӗҫ. Ҫапла спортсменсемпе тренерсем сывлӑхне ҫирӗплетме, суранӗсене сиплеме пултарӗҫ.
Татьяна Акимова биатлонистка спортран вӑхӑтлӑха каяссине пӗлтӗр хыпарланӑччӗ. Халӗ вӑл мӗншӗн канма шутлани паллӑ: спортсменка иккӗмӗш хут амӑшӗ пулса тӑнӑ.
Татьянӑпа Вячеслав Акимовсен раштав уйӑхӗн вӗҫӗнче ывӑл ҫуралнӑ. Аса илтерер: асли вӗсен – хӗрача, Аделина ятлӑ.
Палӑртмалла: Татьяна Акимова 2020 ҫултанпа Тюмень облаҫӗшӗн тупӑшать. Хӑй вӑл Шупашкарта, Ҫӗнӗ Лапсарта, 1990 ҫулта ҫуралнӑ. Чӑваш Ен чысне нумай ҫул хӳтӗленӗ, 2018 ҫулта иртнӗ Олимп вӑййисене хутшӑннӑ. Татьяна кун хыҫҫӑн спортран кайнӑччӗ, 2019 ҫулта хӗр ҫуратнӑ. Спорта 2020 ҫулхи ҫуркунне таврӑннӑ вӑл. Ҫав ҫулах Тюмень облаҫӗшӗн тупӑшма пуҫланӑ.
Чӑваш Ен спортменки Новосибирскра фристайл енӗпе иртнӗ ӑмӑртура ылтӑн медаль ҫӗнсе илнӗ. Кун пирки ЧР спорт министрӗ Василий Петров Телеграм-каналӗнче пӗлтернӗ.
Лана Раҫҫей Кубокӗнче "биг-эйр" дисциплинӑра ӑмӑртса пурне те хыҫа хӑварнӑ.
Палӑртса хӑварар: Лана Прусакова 2018 ҫулта Олимп вӑййисене хутшӑннӑ. 2019 ҫулта хӗллехи Универсиадӑна хутшӑнса Раҫҫей спорт мастерӗ пулса тӑнӑ.
Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗ «Герои спорта» (чӑв. Спорт паттӑрӗсем) хореографи спектаклӗ хатӗрленӗ. Ӑна Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче кӑтартнӑ.
Ҫӗнӗ ӗҫӗн сюжетне спортӑн тӗрлӗ енӗсене халалланӑ: ишесси, конькипе ярӑнни, бокс, ҫӑмӑл атлетика...
Юрӑпа ташӑ ансамблӗн артисчӗсем спортсменсен ӑсталӑхне кӑтартни килӗшӳллӗ пулса тухнӑ.
Ансамблӗн илемлӗх ертӳҫи — тӗп дирижёрӗ Кирилл Кассович хореографи спектакль ӳсекен ӑрушӑн та усӑллӑ пуласса шанать.
Райн центрӗсемпе хуласенче хӗле хатӗрленеҫҫӗ. Тӗрӗсрех каласан, ҫынсен хӗллехи канӑвӗ пирки шухӑшлаҫҫӗ.
Шупашкар хулинчи Мускав районӗнче кӑҫал, сӑмахран, 11 каток тата йӗлтӗрпе ярӑнмалли 8 вырӑн хатӗрлӗҫ.
Пӑр лапамӗсем хулари пӗрремӗш тата пиллӗкмӗш гимназисен, тӑваттӑмӗш лицей, 39-мӗш, 50-мӗш тата 60-мӗш шкулсен тӗлӗнче, Университет, Павлов, Афанасьев, Гузовский урамӗсенчи картишсенче, Йӑлӑм поселокӗнче пулӗҫ.
Гузовский ращинче, Берендей вӑрманӗнче, «Амазони» этнокомпексра тата Етӗрне шосси хӗррипе йӗлтӗрпе ярӑнмалли ҫулсем йӗркелӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.08.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 17 - 19 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Альберт Канаш, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Илья Арсентьевич, чӑваш журналисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Чиндыков Борис Борисович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Дегтярёв Геннадий Анатольевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Азизов Загид Керимович, географи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |