Олимп резервӗсен 3-мӗш спорт шкулӗн вӗренекенӗ, спорт мастерӗн кандидачӗ Анна Калинина триатлон-кросс енӗпе иртнӗ Раҫҫей ӑмӑртӑвӗнче пӑхӑр медаль ҫӗнсе илнӗ. Тупӑшу Киров облаҫӗнче пулнӑ.
Анна Сергей Сусметов тренер патӗнче ӑсталӑхне туптать. Вӑл 15-17 ҫулсенчи хӗрсен ушкӑнӗнче тупӑшнӑ: 200 метра ишнӗ, 5 ҫухрӑм велосипедпа кайнӑ, 1,5 ҫухрӑм чупнӑ. Ҫапла вӑл пьедесталӑн виҫҫӗмӗш картлашки ҫине хӑпарнӑ.
Шупашкарти Олимп резервӗсен 10-мӗш спорт шкулӗнче куҫ курманнисен хушшинче самбо енӗпе иртекен Раҫҫей чемпионачӗ пуҫланнӑ. Тӗп хуламӑрта кунашкал ӑмӑрту пӗрремӗш хут иртет.
Унта Мускаври, Пушкӑртстанри, Чӑваш Енри, Дагестанри, Чӗмпӗр тата Волгоград облаҫӗсенчи, Хабаровск, Красноярск, Пермь крайӗсенчи спортсменсем хутшӑнӗҫ. ЧР спорт министрӗ Василий Павлов РФ Спорт министерствине ҫакӑн пек ӑмӑртӑва пирӗн патра ирттерме май туса панӑшӑн тав тунӑ.
Утӑ уйӑхӗн 7-9-мӗшӗсенче Шупашкарта ҫӑмӑл атлетика енӗпе Раҫҫей кубокӗ иртӗ.
Пӗтӗм Раҫҫейри ҫӑмӑл атлетика федерацийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, спортсменсем Шупашкарти Олимп стадионӗнче (Чапаев урамӗ, 17) ӑмӑртӗҫ.
Турнира ҫӗршыври чи вӑйлӑ ҫӑмӑл атлетсем килсе ҫитӗҫ. Кӑҫалхи программӑна многоборье енӗпе тата хӑвӑрт утассипе те ӑмӑртусане кӗртнӗ.
Калмӑк Республикинче 2008-2017 ҫулсенче ҫуралнӑ арҫын ачасен хушшинче ирӗклӗ кӗрешӳ енӗпе уҫӑ турнир иртнӗ. Унта тӗлӗ регионти 200-е яхӑн вӑйлӑ спортсмен хутшӑннӑ.
Ӑмӑртура Чӑваш Ен чысне Елчӗкри Михаил Миллин тата Канашри Кирилл Бородкин хӳтӗленӗ. Вӗсем маттурсем! Михаилпа Кирилл икӗ ылтӑн медаль тата икӗ чемпион пиҫҫиххине ҫӗнсе илнӗ.
Нумаях пулмасть куҫ курманнисен хушшинче Раҫҫей кубокӗ иртнӗ. Пирӗн ентеш Мария Мамаева унта 5 медаль ҫӗнсе илнӗ.
Мария ӑмӑртура тӗрлӗ дистанцие тӗрлӗ мелпе ишсе 2 ылтӑн, 2 кӗмӗл, 1 пӑхӑр медаль ҫӗнсе илнӗ.
Ӑмӑртӑва 17 регионти спортсменсем хутшӑннӑ. Вӗсен йышӗнче Паралимп вӑййисен, тӗнче, Европа шайӗнчи ӑмӑртусен чемпионӗсемпе призерӗсем пулнӑ.
БРИКС ҫӗршывӗсен вӑййисем малалла пыраҫҫӗ. Чӑваш Енри спортсменсемшӗн вара вӑл вӗҫленнӗ. Пирӗн ентешсем унтан пушӑ алӑпа таврӑнмаҫҫӗ.
Полина Андреева йывӑр атлетка пӗрремӗш кунхинех кӗмӗл медаль ҫӗнсе илнӗ. София Емелюкова тата Павел Иванов самбистсем вара пьедесталӑн ҫӳлти картлашка ҫине хӑпарнӑ – ылтӑн медаль илнӗ.
Ҫӗртмен 14-мӗшӗнче спорт гимнасчӗ Владислав Поляшов ылтӑн медале тивӗҫнӗ. Тепӗр кунхине вӑл кӗмӗл медальлӗ пулнӑ.
Ҫӗртмен 16-мӗшӗнче Виктория Максимова ҫӑмӑл атлетка 200 метра чупса виҫҫӗмӗш вырӑна тухнӑ.
ЧР Элтеперӗ Олег Николаев бокс енӗпе Европа чемпионӗн ятне илнӗ Валерий Лаптева мӗн виличчен пособи памалла тунӑ. Вӑл ҫӗртме уйӑхӗнчен пуҫласа 5 пин тенкӗ илсе тӑма тытӑнӗ.
Валерий Лаптев 1959 ҫулта Етӗрне районӗнчи Стрелецки ялӗнче ҫуралнӑ. 12 ҫултанпах спортпа туслӑ пулнӑ. Унӑн Лос-Анджелесра иртнӗ Олимп вӑййисенче ылтӑн медаль илмелле пулнӑ. Анчах ҫӗршыв правительстви политикӑпа ҫыхӑннӑ сӑлтавсене пула байкот панӑ.
Лаптевӑн пухматӗнче – 199 ҫапӑҫу, вӗсенчен 182-шӗ ҫӗнтерӳпе вӗҫленнӗ.
Чӑваш Енри ММА кӗрешӳҫисем Раҫҫей чемпионатӗнче тата Пӗтӗм Раҫҫейри ӑмӑртусенче виҫӗ медаль ҫӗнсе илнӗ.
Фарход Рахмоналиев Раҫҫей чемпионӗн ятне тӑваттӑмӗш хут илнӗ. Александр Шмелев тренер патӗнче ӑсталӑхне туптаканскер 52,2 килограмм таякансен виҫе категорийӗнче вӑй виҫнӗ.
Вера Лоткова 56,7 килогамм таяканнисен хушшинче ылтӑн медале тивӗҫнӗ. Ева Митрякова вара 61,2 килограмм таяканнисемпе кӗрешсе кӗмӗл медаль илнӗ. Спортсменкӑсем иккӗшӗ те Андрей Жилкин тренер патӗнче ӑсталӑхне туптаҫҫӗ.
Пӗтӗмӗшле зачетра хӗрарӑмсен команди иккӗмӗш вырӑна тухнӑ.
Вӑрнар поселокӗнче ҫуралса ӳснӗ Андрей Львов спорт туризмӗ енӗпе иртнӗ Тӗнче кубокӗнче ылтӑн тата кӗмӗл медальсем ҫӗнсе илнӗ. Ӑмӑрту Узбекистанра пулнӑ.
Пирӗн ентеш Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ командин йышӗнче тупӑшнӑ. Андрей Львов Никита Ющикпа ӑмӑртса ылтӑн медаль илнӗ. Хутӑш ӑмӑртура вара вӑл Дарья Елисеевӑпа тупӑшса кӗмӗл медале тивӗҫнӗ.
Чӑваш Енри маттур ача Архип Морозов шахмат енӗпе иртнӗ Раҫҫей ӑмӑртӑвӗнче ылтӑн медаль ҫӗнсе илнӗ. Вӑл 9 ҫул тултарман ачасемпе вӑй виҫнӗ.
Ӑмӑрту Кострома хулинче иртнӗ. Унта ҫӗршыври 50 ытла ҫамрӑк шахматист хутшӑннӑ. Пирӗн Архип Морозов 11 турта 9,5 очко пухса Приморье крайӗнчи Богдан Калининран иртсе кайнӑ. Виҫҫӗмӗш вырӑна Ӗренпур облаҫӗнчи Федор Бондарев йышӑннӑ.
Архип Морозов ҫитес ҫул Раҫҫей ӑмӑртӑвӗнче 11 ҫул тултарман ачасемпе вӑй виҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (01.08.2025 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 26 - 28 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Матен Емельян Захарович, литература тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Луч Григорий Васильевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Пётр Эйзин, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Андреев Василий Алексеевич, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Чиндыков Борис Борисович, драматург, прозаик, сӑвӑҫ ҫуралнӑ. | ||
| Ярды Валерий Николаевич, чӑваш спортсменӗ, тӗнче чемпионӗ вилнӗ. | ||
| Ярды Валерий Николаевич, спортсмен ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Сизов Валентин Петрович, РСФСР тава тивӗҫлӗ артисчӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |