Шупашкарти апатлану технологийӗн тата коммерцин техникумӗн студенчӗсем Евгений Платоновпа Артем Константинов кулинари ӳнерӗн «Прикамская кухня» регионсем хушшинчи этнофестивалӗнче чи лайӑххисем пулса тӑнӑ. Уйрӑм зачетра вӗсем ылтӑн тата кӗмӗл медальсене тивӗҫнӗ.
Апат пӗҫерекенсен этнофестивалӗ Плеханов ячӗллӗ Раҫҫейӗн экономика университечӗн Пермьри институтӗнче нарӑсӑн 3–4-мӗшӗсенче иртнӗ. Ӑна кӑҫал 16-мӗш хут йӗркеленӗ. Фестиваль темине «Вӗрекен, хӑватлӑ, никам ҫӗнтерейми» тесе панӑ.
Фестивале Пермьри кулинарсен ассоциацийӗ пуҫарнӑ. Вырӑнти профильлӗ вӗренӳ заведенийӗсем, Раҫҫейри кулинарсен ассоциацийӗ тата регионти влаҫ органӗсем ырласа йышӑннипе этнофестиваль ырӑ йӑлана кӗрсе кайнӑ.
Кӑҫалхи фестивале 116 профессионал хутшӑннӑ. Вӗсен хушшинче — поварсем, кондитерсем, пӗҫерекенсем, официантсем, карвинг енӗпе ӗҫлекен специалистсем.
Шупашкарти апатлану технологийӗн тата коммерцин техникумӗн студенчӗсем фестивале официант евӗр хутшӑннӑ. Ӑсталӑха вӗсем Чӑваш Енри Кулинарсен ассоциацийӗн ертӳҫи Николай Уездной ертсе пынипе туптанӑ-мӗн.
Нарӑсӑн 15-мӗшӗнче Чӑваш Енре Ҫамрӑк суйлавҫӑ кунне ирттермелле. Ҫамрӑксен суйлав комиссийӗсемпе пӗрле территорири суйлав комиссийӗсем ҫав ятпа ятарлӑ мероприятисем йӗркелӗҫ. Ун вӑхӑтӗнче суйлав йӗрки, епле сасӑламалли пирки ӑнлантарӗҫ. Суйлав комиссийсӗем ҫапах та пӗр кунпах ҫыралхасшӑн мар — нарӑс тӑршшӗпех ӑнлантару ӗҫӗпе аппаланӗҫ.
Сӗнтӗрвӑрри районӗнче, акӑ, суйлав правипе паллаштаракан курав йӗркелеме палӑртнӑ, «Паян — шкул ачи, ыран — суйлавҫӑ» класс сехечӗ те йӗркелӗҫ. Сочиненисен «Депутата эпӗ хушни» тата ӳкерчӗкӗсен «Суйлав — ачасен куҫӗпе» конкурссене те унта плана кӗртнӗ.
Куславккари территорири суйлав комиссийӗ вӗренӳ учрежденийӗсемпе право пӗлӗвӗн урокӗсене, класс сехечӗсене, викторинӑсем йӗркелетӗ Суйлав комиссийӗсен пайташӗсемпе вырӑнти хӑй тытӑмлӑхра ӗҫлекенсем те ҫамрӑксемпе тӗлпулма палӑртаҫҫӗ. Ытти район та ку мероприятирен юлмӗ паллах. Чӑваш Енӗн Тӗп суйлав комиссийӗн ертӳҫи Александр Цветков паян республикӑн Наци вулавӑшӗнче студентсем валли йӗркеленӗ право сехетне хутшӑннӑ.
Ыран, кӑрлачӑн 25-мӗшӗнче, Студентсен кунӗнче, Шупашкарта пилӗк мероприяти ирттерме палӑртнӑ.
Студентсем тата Татьянӑсем Чӑваш наци музейне, Чапаев музейне тата хулари ытти музея ҫитсе курма пултарӗҫ. Студент пулнине ӗнентерекен билет пулсан ҫамрӑксем экспозиципе тата уйрӑм куравпа паллашма пултарӗҫ.
Кунсӑр пуҫне мӗн пур студент паркри кирек мӗнле аттракционпа ярӑнма та пултарать. «Ҫӗнӗ ӑру» каток ҫинче пӑр ҫинчех ташӑ каҫӗ ирттерӗҫ. Эрешлесе ярӑнассипе ӑсталӑх класӗсем, конкурссем иртӗҫ.
Татьянӑсен кунӗнче Шупашкарти катоксем,спорт залӗсем, бассейнсем, йӗлтӗр йӗрӗсем студентсемшӗн тӳлевсӗр пулӗҫ. Студент билечӗ ҫеҫ кӑтартмалла.
Ҫавӑн пекех студентсем театрсене йӳнӗрех хакпа кӗме пултарӗҫ.
Чӑваш Енре Пӗтӗм ҫӗршывӗпех ҫулсерен иртекен «Студентсен десанчӗ» акци пуҫланнӑ. Унта республикӑри пилӗк аслӑ шкулти (И.Н. Ульянов ячӗллӗ ЧПУ, И.Я. Яковлев ячӗллӗ ЧППУ, ял хуҫалӑх академийӗ, Мускаври автоҫул институчӗн Атӑлҫи филиалӗ тата Раҫҫейӗн патшалӑх социаллӑ университечӗ) студентсен хутшӑнаҫҫӗ.
Студентсене кӗтсе илнӗ пӗрремӗш подразделени Чӑваш Енри Шалти ӗҫсен министерствин экспертпа криминалистика уйрӑмӗ пулса тӑнӑ. Уйрӗм епле ӗҫленипе центрӑн ертӳҫи, полици полковникӗ Александр Шешнев каласа кӑтартнӑ. Вӑл экспертсем мӗн туни пирки те пытарман, туса ирттерекен тӗпчевсем пирки те ӑнлантарса панӑ. Кайран ачасене пӳлӗмсенче лабораторисене кӗртсе кӑтартнӑ. Алӑ пӳрнин йӗрри тӑрӑх ҫынна палӑртакан тытӑм пирки уҫӑмлатнӑ. Ҫыннӑн пуҫ шӑмми тӑрӑх ҫынна палӑртни, вилли тӑрӑх вӑл арҫын е хӗрарӑм пулнине, миҫерине уйӑрнинчен уйрӑмах тӗлӗннӗ-мӗн.
РФ Вӗренӳ министерствин Хушӑвӗпе килӗшӳллӗн ҫӗршыври аслӑ шкулсенчи 10 студента публицист, ҫыравҫӑ Александр Солженицын ячӗллӗ стипендие параҫҫӗ. Стипендие тивӗҫнисен йышӗнче Шупашкар каччи те пур.
Артем Гаврилов И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУра журналистика енӗпе 3-мӗш курсра ӑс пухать. Унӑн журналистикӑри пултарулӑхне, тӗпчев ӗҫне пысӑк хак панӑ.
Артем МИХсен фестивалӗсене час-часах хутшӑнать. Вӑл 2013 ҫулта тата кӑҫал ЧР Элтеперӗн стипендине тивӗҫнӗ. Артем 2012 ҫултанпа Чӑваш наци радиовӗнче «Студенческий городок» (чӑв. Студентсен хули) кӑларӑма ертсе пырать.
Артем Гаврилова пӗлтӗр РФ Профессионал журналистсен пӗрлӗхне илнӗ.
Шупашкарти художество училищипе Раҫҫейри ветерансен пӗрлешӗвӗн республикӑри уйрӑмӗ ветерансене ӳкерме шут тытнӑ. Хут ҫине. Киҫтӗкпе.
Пӗрлешӳ унччен те училищӗпе ӗҫленӗ-ха: ветерансене йыхравласа унта паттӑрлӑх урокӗсем ирттернӗ. Вӑрҫа хутшӑннисене йыхравласа живопись урокӗсем ирттерме училище преподавателӗ Виктор Бритвин сӗннӗ. Училище шухӑша ырласа йышӑннӑ. Вӑрҫӑ ветеранӗсен портречӗсене студентсем кӑна мар, преподавательсем те укерӗҫ.
Чи малтан училищене отставкӑри полковника, Инҫет Хӗвелтухӑҫӗнчи ҫапӑҫӑва хутшӑннӑ Леонид Петрова чӗннӗ. Халӗ унӑн портретне ӳкерсе пӗтернӗ те ӗнтӗ. Ӗнер училищӗне Ҫӗнтерӳ парадне хутшӑннӑ Дмитрий Егоров пырса ҫитнӗ. Ҫывӑх вӑхӑтра ветерансен республикӑри пӗрлешӗвӗн ертӳҫи Нил Морозов пырса ҫитмелле.
Сакӑр теҫетке ҫул урлӑ каҫнӑ ватӑсене пилӗк-ултшар сехет художник умӗнче ларма пӗртте ҫӑмӑл мар теҫҫӗ. Ҫапах та вӑйӗ ҫитекентереххисем пыма хирӗҫ мар-мӗн.
Миҫе ветеран портретне хатӗрлессине хальлӗхе калама йывӑр — ӗҫ ҫитес ҫулхи ҫуркуннечченех тӑсӑлӗ. Ӗҫсене преподавательсем кӑна мар, курава пынӑ ҫынсем те хаклӗҫ. Чи лайӑх портретсене ветерансене савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура парӗҫ.
Ҫӗнӗ Шупашкарти Олимп резервӗсен училищинче вӗренекен студент 12 ҫӗршыври спортсменсене ҫӗнтерсе малти вырӑна тухма пултарнӑ. Ӑмӑрту Ханты-Манси округӗнче ирӗклӗ кӗрешӳ енӗпе иртнӗ.
Республикӑри 5-мӗш спорт шкулӗн воспитанникӗ, халӗ И.Я.Яковлев ячӗллӗ ЧППУра вӗренекен Даурен Круглиев 86 килограмм таякан виҫе категорийӗнче вӑй виҫнӗ.
Ӑмӑртӑва Чӑвашри тепӗр икӗ спортсмен та хутшӑннӑ: Шамиль Исмаилов тата Руслан Самаров. Вӗсем те хӑйсен виҫе категорийӗсенче чи лайӑх 5 спортсменсен йышне кӗнӗ.
Ӑмӑртӑва Раҫҫейри нумай регионти, Канадӑри, Израильти, Польшӑри, Тунисри, Молдовӑри, Украинӑри, Арменири, Казахстанри, Таджикистанри, Азербайджанри, Кӑнтӑр Осетири спортсменсем хутшӑннӑ. Икӗ кунра медальсен 8 комплектне выляттарнӑ.
Шупашкарти ӳнер училищинче (техникумӗнче) вӗренекен Елена Блохинцевана «Маргарита» ҫӗнтерме пулӑшнӑ.
Чӳк уйӑхӗн 11–20-мӗшӗсенче Мускавра хальхи вӑхӑтри ӳнерӗн Пӗтӗм тӗнчери XVI курав-конкурсӗ пулнӑ. «Раҫҫейӗн ӳнер эрни» ят панӑскере тӗрлӗ категориллӗ художник хутшӑннӑ: «Профессионал», «Студент», «Юратакан». Курав искусствӑн тӗрлӗ енӗпе иртнӗ: классика живопиҫӗ, абстрактлӑ искусство, графика конкурсӗ, скульптура, фотографи тата ытти.
Ӳнер эрни вӑхӑтӗнче тӗрлӗ маҫтӑр-класс тата лекци иртнӗ. Художество куравӗ евӗр асӑннӑ мероприятие, сӑмах май, тӗнчери 16 ҫӗршывра ирттереҫҫӗ.
«Жанр композицийӗ» номинацире «Маргарита» композиципе маларах асӑннӑ училищере 3-мӗш курсра вӗренекен Елена Блохинцева ҫӗнтернӗ.
Чӑваш Ен спортсменӗсем, Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ командине кӗнӗскерсем, кире пуканӗ йӑтассипе иртнӗ тӗнче ӑмӑртӑвӗнче пухмача ылтӑн медальсемпе пуянлатнӑ.
Ӑмӑртӑва 34 ҫӗршыври 500 ытла спортсмен хутшӑннӑ. Вӗсен йышӗнче — Чӑваш Ен спортсменӗсем те. Вӗсем — Чӑваш патшалӑх ял хуҫалӑх академийӗн студенчӗ Александр Павлов, Йӗпреҫ район хӗрӗ, халӗ Питӗрте вӗренекен Марина Фёдорова.
Александр Павлов 22 ҫул тултарманнисен йышӗнче 1-мӗш вырӑн йышӑннӑ. Марина Федорова та малти вырӑна йышӑннӑ. Кире пуканӗн ветеранӗсем те медальсем ҫӗнсе илнӗ. Владимир Шуряков — 1-мӗш вырӑн, Юрий Карпов -2-мӗш вырӑн, Валерий Притуленко 3-мӗш вырӑн йышӑннӑ.
Студент ҫулӗ — лекци, семинар тата тати-сыпписӗр экзаменпа зачет вӑхӑчӗ кӑна мар, вӑренӳ хыҫҫӑнхи хаваслӑ самант та, ҫӗнӗ паллашу та. Студентсен пурнӑҫӗн ҫав енӗшӗн Студентсен канашӗ яваплӑ.
Студенстен хӑй тытӑмлӑх органӗсен хушшинчи ушкӑнсем пӗр уйӑх ӗнтӗ студентсен «ылтӑн фончӗ» ята ҫӗнсе илессишӗн тупӑшнӑ. «Финала ҫитме ҫӑмӑл пулман», — тесе ҫирӗплетет республикӑн Вӗренӳ минситерстви. Конкурса хутшӑнакансем информаци карттисем, отчетcем, ҫулталӑклӑх плансем, тем тӗрлӗ ролик хатӗрленӗ. «КВЕСТ» шырав вӑййин тӗрӗслевне те тухма тивнӗ. Кунта диктант тӗрӗс ҫырнинчен тытӑнса Студенстен канашӗн эмблеми таранах хатӗрлеме тивнӗ.
«Студканаш — ӑнӑҫу картлашки» ятпа чи лайӑх видеоролик хатӗрленӗ тесе И.И. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетне палӑртнӑ. Чӑваш патшалӑх культурӑпа искусство институчӗ «КВЕСТ» тӗрӗслеве пиллӗклӗх тухнӑ. Тӳрен ятарлӑ парнипе И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнчи ҫамрӑксене хавхалантарнӑ. 2014 ҫулхи чи лайӑх Студканаш вара — Автоҫул-йӗр институчӗн Атӑлҫи филиалӗн ушкӑнӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.05.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.