Атӑл леш енче ЧР ШӖМӗ ҫумӗнчи общество канашӗн ларӑвӗ иртнӗ. Унта йӗрке хуралӗ енӗпе тӑрӑшакан студентсен отрячӗсене йӗркелесси пирки калаҫнӑ. Полицейскисен шухӑшӗпе, ку пирӗн регионта преступленисен йышне чакарма пулӑшать.
Лару ҫӗртме уйӑхӗн 2-мӗшӗнче иртнӗ. Полици полковникӗ Марат Семенов палӑртнӑ тӑрӑх, общество йӗркине сыхлас енӗпе дружинӑсем йӗркелени — паянхи кун ҫивӗч ыйту. Ку преступленисен йышне те пӗчӗклетме пулӑшать.
Марат Семенов ҫакна тӗслӗхсемпе ҫирӗплетнӗ. Вӑл Шупашкар районӗнче халӑх дружини эрех-сӑра саккунсӑр майпа сутнӑ тӗслӗхе тупса палӑртни пирки аса илнӗ. Тепӗр тесен, ку студентсене ҫӗнӗлӗхсемпе паллашма, пӗлӳ шайне ӳстерме пулӑшать. Ҫапла майпа шалти ӗҫчен органӗсем валли кадр резервӗ хатӗрлес ӗҫ те йӗркеленсе пырать.
Общество канашӗн пайташӗсем ку сӗнӗве ырласа йышӑннӑ. Кунашкал отрядсене ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗ пуҫланнӑ тӗле йӗркелесшӗн.
«Астӑвӑм» шырав отрячӗ Ленинград облаҫне каять. Ку отряд И.Я.Яковлев ячӗллӗ ЧППУра йӗркеленнӗ. Вӑл ЧР Элтеперӗн грантне тивӗҫнине хыпарланӑччӗ.
«Астӑвӑм» Ленинград облаҫӗнче Пӗтӗм Раҫҫейри «Волховский фронт-2» шырав юхӑмне хутшӑнӗ. Отряда историпе филологи факультечӗн В.Ф.Каховский ячӗллӗ археологипе этнографи музейӗн заведующийӗ, Тӑван ҫӗршыв тата пӗтӗмӗшле историн кафедрин аслӑ преподавателӗ Николай Мясников ертсе пырать.
Экспедици ака уйӑхӗн 24-мӗшӗнче пуҫланӗ те ҫу уйӑхӗн 8-мӗшӗнче вӗҫленӗ. Ку отрядӑн 11-мӗш шырав экспедицийӗ пулӗ.
Чӑваш патшалӑх ял хуҫалӑх академийӗн тата И.Я.Яковлев ячӗллӗ ЧППУ студенчӗсем Республика тӳремӗнче пултаруллӑ ҫамрӑксем валли лапам уҫма сӗннӗ. Унта, вӗсен шухӑшӗпе, селфи ӳкерӗнмелли вырӑн тата уҫӑ тӳпе айӗнчи музей пулмалла.
Республика тӳремӗнчи сквера кӗҫех ҫӗнетме палӑртнӑ. Унта ҫутта улӑштарма, сукмаксене ҫӗнетме, бордюр чулӗсене ылмаштарма, фонтан лартма палӑртнӑ.
Ку лапам – ҫамрӑксен чи юратнӑ вырӑнӗсенчен пӗри. Унта вӗсем канма юратаҫҫӗ, ҫавӑнпа студентсем фонтан вырнаҫтарма сӗннӗ. Хӗлле унта мероприятисем ирттерме май пулӗ. Ҫавӑн пекех ҫамрӑксем лапамра wi-fi хута яма, пирус туртмалли вырӑнсене пӗтерме, пултаруллӑ яш-хӗр валли сцена тума сӗннӗ. Пуҫаруллӑскерсем студентсен пурнӑҫне кӑтартакан скульптура вырнаҫтарасшӑн. Ҫак тӗллевпе конкурс ирттерме сӗннӗ.
Сӑмах май, кӑҫал Шупашкарта 15 скверпа парка, 47 хӑтлӑлатма палӑртнӑ.
Алена Блинова, ача пахчинче ӗҫленӗскер, халӑх тетелӗнчи страницинче: «Эпӗ «террорист», ҫавӑнпа мана ӗҫрен кӑларса ячӗҫ», — тесе ҫырнӑ. Воспитателе пуш уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Шупашкарти Чапаев скверӗнче иртнӗ антикоррупци митингне хутшӑннӑнӑн ӗҫрен кӑларнӑ-мӗн. Аслӑ шкулта вӗренекен студента та ҫакӑншӑн университетран кӑларса яма пултарӗҫ.
Алексей Глухов хӳтӗлевҫӗ вӗсен прависене судра хӳтӗлесси пирки Фейсбукри страницинче ҫырнӑ. Алена ҫырнӑ тӑрӑх, ача пахчине участковӑй килнӗ. Заведующи ӑна хӑйӗн ирӗкӗпе ӗҫрен каймашкӑн заявлени ҫырма хушнӑ. Анчах Алена хирӗҫленӗ. Унтан ӑна ачасене апатлантармашкӑн иртерех кайма ирӗк ыйтнине ӳкернӗ видеона кӑтартнӑ. Воспитателе Ӗҫ кодексӗн 81-мӗш статйин 5-мӗш пункчӗпе килӗшӳллӗн ӗҫрен кӑларнӑ. Алена — ачине пӗччен ӳстерекен амӑшӗ, ӑна ӗҫрен кӑларассине саккун хӳтӗлет.
Халӑх тетелӗнче И.Я.Яковлев ячӗллӗ ЧППУн студентне, «Ҫуркунне» юхӑм хастарне Павел Иванова та йӗрлени пирки хыпарлаҫҫӗ. Ӑна аслӑ шкултан кӑларса ямалли сӑлтав тупнӑ: вӗренӳре ӗлкӗрсе пымасть имӗш.
Шупашкарта Пӗтӗм тӗнчери ҫамрӑксемпе студентсен XIX фестивалӗн нимеҫӗ центрӗ (волонтер центрӗ) уҫӑлнӑ. Тӗнче шайӗнчи ҫак мероприяти кӑҫал юпа уйӑхӗнче Сочи хулинче иртӗ.
Фестивале ирттермешкӗн пин-пин нимеҫӗ (волонтер) кирлӗ пулӗ. Раҫҫейӗпе кунашкал 20 центр ӗҫлӗ. Унта номеҫӗсене хатӗрлӗҫ. Пирӗн республикӑри 500 ытла ҫамрӑк нимеҫӗ пулса Сочие лекме ӗмӗтленнине пӗлтернӗ. Вӗсенчен чи лайӑххисене суйлӗҫ. Ҫапла майпа Пӗтӗм тӗнчери фестивале Чӑваш Енрен 50 нимеҫӗ кайӗ. Фестивале вара Чӑвашри 125 студент хутшӑнӗ.
Сӑмах май, Пӗтӗм тӗнчери фестивале кӑҫал тӗрлӗ ҫӗршыври 20 пин ҫамрӑк килӗ. Унта 5 пин ытла нимеҫӗ пулӗ.
Чӑваш Енре Патшалӑхӑн пӗрлехи экзаменне хатӗрленеҫҫӗ. Кун пирки ЧР влаҫӗсен официаллӑ порталӗнче пӗлтереҫҫӗ.
Нумаях пулмасть ЧР вӗренӳ министрӗ Иван Исаев канашлу ирттернӗ. Унта ППЭ ыйтӑвне пӑхса тухнӑ. Канашлура пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫал 9-мӗш класран вӗренсе тухакан 11,4 пин ҫамрӑк пӗтӗмлетӳ аттестацийӗ витӗр тухӗ. 11-мӗш класран вара 5,2 пин яш-хӗр вӗренсе тухать. Вӗсен ППЭ тытма тивӗ.
Кӑҫал студентсене нимеҫӗ (волонтер) пулма сӗнеҫҫӗ. Вӗсем ППЭре общество сӑнавҫисем пулӗҫ. Пулас волонтерсене норматив докуменчӗсем, сӑнавҫӑсен прависемпе тивӗҫӗсем пирки каласа кӑтартӗҫ. Вӗсем зачет парсан ҫеҫ аккредитаци илӗҫ.
Шупашкарта студенткӑна занятирех тытса чарнӑ. Унччен вӑл Борис Немцева асӑнса ирттернӗ протест акцине хутшӑннӑ пулнӑ.
Студентка кӗпер ҫине «Пурне те вӗлерсе пӗтерейместӗр, пурне те лартса пӗтерейместӗр» плакат ҫакнӑ.
Борис Немцева вӗлернӗ куна асӑнса Шупашкарта акци иртнӗ. Нарӑсӑн 25-мӗшӗнче ҫамрӑксен ушкӑнӗ кӗпер ҫине плакат ҫакнӑ. Ун чухне вӗсем пиротехникӑпа те усӑ курнӑ — ҫапла водительсене тимлӗхсӗр ирттерсе ярасшӑн пулман. Анчах ку акцие йӗрке хуралҫисем асӑрхамасӑр иртмен.
Нарӑсӑн 27-мӗшӗнче И.Я.Яковлев ячӗллӗ ЧППУна полици килнӗ те студенткӑна тытса кайнӑ. Хальлӗхе Натся ҫыхӑнӑва тухман. Вӑл Шупашкарти 1-мӗш полици участокӗнче пулмалла.
Студентсен кунӗнче ҫулсерен регионсен хушшинче «Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи Татьяна» конкурс ирттереҫҫӗ. Кӑҫал вӑл Саранскри Н.П.Огарев ячӗллӗ патшалӑх университетӗнче иртнӗ.
Конкурса Киров, Пенза облаҫӗсенчи, Тутар, Мари, Мӑкшӑ, Удмурт, Чӑваш республикисенчи Татьянӑсем хутшӑннӑ. Палӑртма кӑмӑллӑ: И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУн медицина факультетӗнче вӗренекен Татьяна Семенова «Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи Татьяна» ята ҫӗнсе илнӗ. Вӑл 6 конкурсра та палӑрнӑ.
Эппин, ҫитес ҫул Татьянӑсен конкурсӗ И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУра иртӗ.
Ҫак кунсенче Шупашкарти И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче журналистика кафедринче «Хыпар» хаҫатӑн 111 ҫулхине халалласа «ҫавра сӗтел» ирттернӗ.
Преподавательсемпе тата студентсемпе «Хыпар» издательство ҫурчӗн директорӗн — тӗп редакторӗн тивӗҫне пурнӑҫлакан Дмитрий Моисеев тӗл пулнӑ. Дмитрий Андреевич ку аслӑ шкула 2009 ҫулта вӗренсе пӗтернӗ. Ҫамрӑксене вӑл издательство ҫурчӗн кун-ҫулӗпе паллаштарнӑ, паянхи унӑн аталанӑвӗ ҫинче чарӑнса тӑнӑ. Пӗлменнисене пӗлтерер: «Хыпар» ИҪ «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», «Чӑваш хӗрарамӗ», «Хресчен сасси» хаҫатсене, «Капкӑн», «Тетте», «Самант» журналсене кӑларса тӑрать.
Тӗл пулӑва хутшӑннӑ журналистика кафедрин ертӳҫи А.П. Данилов тата Л.А. Васильева, О.Р. Студенцов, Г.В. Хораськина преподавательсем те тухса калаҫнӑ.
Шупашкарти апатлану тата коммерци технологийӗн техникумӗн студенчӗсем Францири Прованс регионӗнче стажировкӑра пулнӑ. Иккӗшӗ – студент, тӑваттӑшӗ техникумран вӗренсе тухнӑ ӗнтӗ.
Пирӗн ҫамрӑксем ҫав ҫӗршывра Мишлен ҫӑлтӑрне панӑ ресторансенче стажировка тухнӑ. Вӗсем пурте тенӗ пекех поварта ӗҫленӗ. Сӑмах май, Мишел ҫӑлтӑрӗ – заведени пахалӑхӗ, унта паха апат пӗҫӗреҫҫӗ, килен-каяна лайӑх пӑхаҫҫӗ.
Чӑваш ҫамрӑкӗсем унта каймашкӑн малтанах хатӗрленме тытӑннӑ. Вӗсем французла вӗреннӗ. Ресторанра стажировка тухсан вӗсене сертификат панӑ. Яш-хӗр паха опыт та пухнӑ.
Техникум кунашкал стажировкӑсене пӗрре мар йӗркеленӗ. Унччен студентсем Венгрире тата Турцире пулнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (01.05.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 5 - 7 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ҫемен Элкер, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Шорникова Елена Васильевна, чӑваш актриси ҫуралнӑ. | ||
| Сергеев Алексей Сергеевич, чӑваш актёрӗ, тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |