Ҫак эрнере И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУ вӗрентекенӗсемпе студенчӗсем «Донор эрнелӗхӗ» акцие хутшӑнма пултараҫҫӗ.
Вӗсем Республикӑри юн илекен станцие 8-12 сехетсенче пыма пултараҫҫӗ. Мускав район администрацийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, акци университетри «Донор юнӗ пурнӑҫ парнелет» акципе килӗшӳллӗн иртет. Ӑна ҫамрӑксене донор пулмашкӑн илӗртме йӗркелеҫҫӗ.
Ҫул ҫитнӗ, Чӑваш Енре регистрациленнӗ кашни яш-хӗр донор пулаять. Унӑн юн пама юраманнине кӑтартакан сӑлтавсем пулмалла мар.
Паян юн илекен станцие дизайнерсем тата математика, физика, информаци технологийӗн факультечӗсенче вӗренекенсем пынӑ. Ыран экономика тата химипе фармацевтика факультечӗсем килӗҫ.
Чӳкӗн 26-мӗшӗнче строительсемшӗн, журналистсемшӗн тата инженерсемшӗн алӑк уҫӑ. Тепӗр кунхине машиностроени, историпе географи, энергетика тата электротехника факультечӗсем юн парӗҫ.
Донор эрнелӗхне информатикӑпа шутлав техникин, ют чӗлхе, ӳнер, управлени, юрдици факультечӗсем вӗҫлӗҫ.
Шупашкарти Ф.П. Павлов ячӗллӗ музыка училищинче юрӑ-кӗвӗпе ҫыхӑннӑ мероприятисемсӗр пуҫне вӗренӳ заведенийӗн литература пурнӑҫне те аталантараҫҫӗ тесе пӗлтерет республикӑн Культура министерстви.
Ӗҫе училище ҫӗнӗрен те ҫӗнӗ хурӑмсем кӗртсе пырать, ӑна кӗртнӗ чух ачасен кӑсӑкланӑвне тата хальхи вӑхӑтри коммуникацисен хатӗрсене тӗпе хурать-мӗн. Ҫавна кура черетлӗ мероприятие халӑх тетелӗнче ҫутатма йышӑннӑ. Литература фотоконкурсне асӑннӑ меслетпе усӑ куракансене явӑҫтарнине кура музыка училищин пурнӑҫӗпе кӑсӑкланакансем йышланнӑ имӗш.
Конкурса вырӑс чӗлхипе литературине вӗрентекен Наталия Иванова йӗркеленӗ те ачасем хаваспах хутшӑннӑ тесе пӗлтереҫҫӗ. Конкурса хутшӑнакансем литературӑри паллӑ сӑнарсем евӗр ӳкерӗннӗ.
Сасӑлава хутшӑннисем эстрадӑн музыка ӳнерӗ уйрӑмӑн 1-мӗш курсӗнче вӗренекен Анастасия Егоркина (хӑй вӑл Кӳкеҫрен) ӗҫне пысӑка хураса хакланине кура вӑл пӗрремӗш вырӑна тухнӑ. Иккӗмӗш вырӑна вӗрсе каламалли инструментсен уйрӑмӗнче 2-мӗш курсра пӗлӗве туптакан Любовь Гаврилова тухнӑ, виҫҫӗмӗшне — фортепиано уйрӑмӗнчи 3-мӗш курс студентки Анна Васильева.
Чӑваш Енӗн Строительство министерствин «Энергие перекетлес центр» автономи учрежденийӗ «Энергие перекетлес тата энергетика тухӑҫлӑхӗ енӗпе Чӑваш Енри чи лайӑх проект» конкурс ирттернӗ. Ӑна шкул ачисемпе студентсен хушшинче йӗркеленӗ.
Пӗрремӗш вырӑна тата 10 пин тенкӗ премие Шупашкарти машиностроени техникумӗн студенчӗсем Анжелика Прокопьевапа Алексей Степанов ҫӗнтернӗ. Вӗсем шыв перекетлесси пирки проект хатӗрленӗ.
Иккӗмӗш вырӑна Шупашкарти строительство тата хула хуҫалӑхӗн техникумӗ студенчӗ Александр Абдулкин тухнӑ. Вӑл вентиляциллӗ ҫурт-йӗр умӗсем конструкцисем тӑвассине тӗпченӗ, монтаж технологине тишкернӗ. Ҫӗнтерӳшӗн каччӑна лкенӗ преми 7,5 пин тенкӗпе танлашать.
Виҫҫӗмӗш преми — 5 пин тенкӗ. Вӑл Шупашкарти ятарлӑ (тӳрлетекен) шкул-интернатри Елена Кульевӑпа Владимир Воробьева лекнӗ. Вӗсем «Энергин альтернативлӑ ҫӑлкуҫӗсем» темӑпа проект хатӗрленӗ.
Ҫӗнтерӳҫӗсене ыран, чӳкӗн 11-мӗшӗнче, энергие перекетлес тата энерги тухӑҫлӑхне ӳстерессипе иртекен регионти II конференцире чыслӗҫ.
Росздравнадзорӑн Тула облаҫӗнчи управленийӗ грипа хирӗҫ кӗрешекен «Гриппоп плюс» вакцинӑна тунӑ хыҫҫӑн ҫынна япӑх пулма пултарасса пӗлтернӗ. Халӗ 120814 вакцина серине ҫаврӑнӑшран кӑларнӑ.
Тулӑсем мӗншӗн сисчӗвленнӗ-ха? Ҫакна йӑлтах Чӑваш Республикинчи пӑтӑрмах хыҫҫӑн тунӑ. Республикӑра «Гриппоп плюс» вакцинӑна тунӑ хыҫҫӑн 8 студента япӑх пулнӑ.
Халӗ Росздравнадзорӑн Тула облаҫӗнчи управленийӗ медпулӑшури стандартсене пӑхӑнассине тӗрӗслес енӗпе мероприятисем ирттерет. Ҫав серири вакцинӑпа малалла та усӑ курма юранине пӗлтерӗҫ.
Чӳк уйӑхӗн 7–9-мӗшӗсенче пирӗн республикӑра студентсен пӗрлешӗвӗсен Пӗтӗм Раҫҫейри IV «Хастар» слечӗ иртмелле. Ӑна И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗ йӗркелет.
Слет программине студентсен пӗрлешӗвӗсене хӑтлассине, студентсен хӑй тытӑмлӑхне, ҫамрӑксен организацийӗсемпе пӗрлешӗвӗсене ӗҫлеттерес ыйтупа ҫавра сӗтел йӗркелессине, мастер-классемпе тренингсем кӗртнӗ. Ҫаксем ҫамрӑксен пӗрлешӗвӗсене тухӑҫлӑрах ӗҫлеттерме пулӑшасса шанаҫҫӗ.
Слетӑн тӗп тӗллевне палӑртнӑ май федераци проекчӗсемпе программисене студентсене явӑҫтарассине ҫӗнӗ мелсем кӗртессине, пӗрлехи пысӑк проектсем хатӗрлессине, ушкӑнпа йӗркелессине аталантарассине, аслӑ шкулсемпе студентсен пӗрлешӗвӗсен хушшинче килӗштерсе ӗҫлессине йӗркелессине тата ыттине палӑртнӑ.
«Хастар» слета Шупашкарти, Питӗрти, Тольяттинчи, Ижевскри студентсен пӗрлешӗвӗсем кӑмӑл тунине пӗлтернӗ.
Шупашкарти студентсем малашне кашни уйӑхра транспортра ҫӳремелли билета саккас памӗҫ. Тепӗр икӗ эрнерен хут билетсем вырӑнне электронлипе усӑ курма тытӑнӗҫ. Ку юлашки вӑхӑтра суя хутлисене тума пуҫланипе ҫыхӑннӑ.
Ҫӗнӗ карттӑсене студентсене пама тытӑннӑ ӗнтӗ. Троллейбусра ҫӳремелли карттӑ шурӑ тӗслӗ, автобуспа каймалли — симӗс. Ҫапла майпа студентсен уйӑхӗн 20-мӗш кунӗнчен пуҫласа 5-мӗшӗччен ятарлӑ терминал урлӑ 650 тенкӗ тӳлемелле пулӗ. 390 тенкине кайран вӗсене банк картти ҫине тавӑрса парӗҫ.
Электронлӑ карттӑна ятарлӑ хатӗр патне тытса билет туянмалла. Пӗрисемшӗн ку меллӗ, теприсемшӗн — япӑх. Ара, хутлине юлташа та вӑрттӑн тыттарма пулать-ҫке-ха. Ҫитменнине, чексем кӗсьере те, сумкӑра та йӑванма тытӑнӗҫ.
Вӑрнарти ял хуҫалӑх техникумӗнче вӗренекен сакӑр студент пульницӑна лекнӗ. Вӗсем хӑйсене прививка тунӑ хыҫҫӑн япӑх туйнӑ-мӗн.
Студентсем сывлӑхӗ хавшанине юпа уйӑхӗн 16-мӗшӗнче туйнӑ. ЧР Прокуратури пӗлтернӗ тӑрӑх, улттӑшне унтан ҫав кунах кӑларнӑ. Икӗ студент стационарта сипленнӗ. Вӗсене киле юпан 17-мӗшӗнче янӑ.
ЧР Прокуратури пӗлтернӗ тӑрӑх, халӗ студентсен сывлӑхӗ хӑрушлӑхра мар. Тӗрӗслев хыҫҫӑн ҫакӑ паллӑ пулнӑ: эмел пахалӑхлӑ пулнӑ, унпа усӑ курмалли вӑхӑт срокран тухман. Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, студентсене прививкӑна выҫӑ хырӑмла тунӑ, ҫавӑнпа вӗсем хӑйсене япӑх туйнӑ.
Аса илтерер: республикӑри халӑхӑн 27 процентне прививка тума палӑртнӑ. Юпан 10-мӗшӗ тӗлне 72908 ҫынна (5,9%) прививка тунӑ.
РФ Вӗренӳ министерстви аслӑ шкулсенче ачасене пӑхмалли ятарлӑ пӳлӗмсем уҫӑсшӑн. Ку программӑна ҫулталӑк вӗҫленнӗ тӗле йышӑнасшӑн.
Ҫакна ҫамрӑк амӑшӗсене тата ашшӗсене пулӑшас тӗллевпе пурнӑҫа кӗртесшӗн. Ара, вӗсен те вӗренмелле, профессие алла илмелле. Кун пек майпа вара вӗсене ҫӑмӑллӑх кӳрӗҫ. Чылай ача ҫуратнӑ студент академи отпускне кайни е ӗҫлеме пӑрахни вӑрттӑнлӑх мар ӗнтӗ. Няня тытма укҫа хӗсӗкрех. Кунашкал ясли вара лекцисем, зачетсем, экзаменсем вӑхӑтӗнче ӗҫлӗ.
Кун пек ясли хӑш-пӗр аслӑ шкулта пур-мӗн. Анчах хальлӗхе чиновниксем ясли мӗн хак пулни пирки калаҫса татӑлаймаҫҫӗ. Пӗрисем кӑна патшалӑх хысни саплаштармалла тесе шухӑшлаҫҫӗ. Теприсем ашшӗ-амӑшӗпе аслӑ шкул хушшинче килӗшӳ пулмалла тесе палӑртать.
Шупашкарти Мускав районӗнче ҫулталӑк пуҫланнӑранпа 2538 ачана шута илнӗ. Нумаях пулмасть, авӑн уйӑхӗн 29-мӗшӗнче, Анголӑран Чӑваш Ене вӗренме килнӗ арҫынпа хӗрарӑм хӑйсен 1-мӗш ачине регистрациленӗ.
Вӗсем — И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн студенчӗсем. Ҫак кунсенче кун ҫути курнӑ хӗрачана Карла ят панӑ. Ҫамрӑксене ача ҫурлани ҫинчен ӗнентерекен свидетельствӑсӑр пуҫне Мускав район администрацийӗ саламлӑ открытка тыттарнӑ.
11-мӗш класран вӗренсе тухакансем студент пулса тӑнӑранпа пӗр уйӑх ҫитрӗ. Вӗсем хӑш енӗпе пултаруллӑ? Мӗн тума пултараҫҫӗ. И.Я.Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗ 1-мӗш курсри студентсене тӗрӗслеме шухӑшланӑ.
Юпан 22–23-мӗшӗсенче Ухсай ячӗллӗ культура керменӗнче факультетсен хушшинче «Перловка» конкурс иртӗ. 1-мӗш курсра вӗренекен хастар студентсем хӑйсем мӗн тума пултарнине кӑтартӗҫ.
Юпан 22-мӗшӗнче ӳнерпе музыка вӗреневӗн, шкулчченхи тата коррекци педагогикин тата психологин, технологипе экономика, управлени, вӑй-хал культурин факультечӗсем пултарулӑхӗпе паллаштарӗҫ. Тепӗр кунхине историпе филологи, ют чӗлхесен, физикӑпа математика, естественнӑй вӗренӳ, психологипе педагогика факультечӗсем вӑй виҫӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.05.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.