Сӗнтӗрвӑрринчи вӑрман техкника техникумӗнче вӗренекен икӗ студент, 17 тата 18 ҫулсенчи ҫамрӑксем, Атӑл урлӑ, 3 ҫухрӑм сарлакӑшне, ишсе каҫма шухӑшланӑ. Хайхискерсем хӑюллӑрах пулас тесе эрех те сыпнӑ.
Анчах ҫакӑ чутах инкекпе вӗҫленмен. Ку ҫӗртме уйӑхӗн 25-мӗшӗнче пулнӑ. Студентсем карапсем ҫӳрекен вырӑна ҫитсен ывӑннине ӑнланнӑ та пулӑшу ыйтса кӑшкӑрма тытӑннӑ. Вӗсене илтсе ҫыран хӗрринче канакансем ҫӑлавҫӑсене шӑнкӑравласа пӗлтернӗ.
Ҫӑлавҫӑсем катерпа вырӑна пӗр тӑхтамасӑр тухнӑ. Вӗсем «хӑюллӑ» студентсене катер ҫине лартнӑ та станци таран илсе ҫитернӗ. Ҫамрӑксемпе профилактика калаҫӑвӗ ирттернӗ.
МЧС шыв хӗрринче асӑрхануллӑ пулмалли пирки аса илтерет. Ҫулла пуҫланнӑранпа икӗ ҫын путса вилнӗ. Кунашкал пӑтӑрмахсем Ҫӗнӗ Шупашкарта, Куславкка районӗнче пулнӑ.
«Пӗр килограмм ҫӑнӑхран миҫе ҫӑкӑр пӗҫерме пулать?» Ҫапла ыйтнӑ Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев ӗнер Атӑл леш енче уҫӑлнӑ «Ҫамрӑксен хули» форума пухӑннӑ ҫамрӑксенчен.
Ҫак мероприяти кӑҫалхипе вуннӑмӗш хут иртет. Палаткӑллӑ уйлӑха кӑҫал пине яхӑн ҫамрӑк пуҫтарӑннӑ.
Михаил Васильевич форумри ҫамрӑксемпе калаҫнӑ май Чӑваш патшалӑх ял хуҫалӑх академийӗн студенчӗсемпе те сӑмахланӑ. Тӗрлӗ предприятире практика тухакан ҫак аслӑ шкул студенчӗсенчен вӑл пӗр килограмм ҫӑнӑхран миҫе ҫӑкӑр тухнине ҫеҫ мар, продукци мӗнле сутӑнни таранах ыйтса пӗлнӗ.
Форума студентсем ҫеҫ мар, шкул ачисем те, тӗрлӗ ҫӗрте ӗҫлекенсем хутшӑнаҫҫӗ.
Атӑл леш енчи «Ҫамрӑксен хули» форум ҫӗртме уйӑхӗн 10-мӗшӗнче хупӑнӗ.
Чӑваш Енри Анастасия Скрябина «Что? Где? Когда?» кӑларӑм вӑйӑҫисене ыйту парса 50 пин тенкӗ ҫӗнсе илнӗ. Лешсем унӑн ыйтӑвне тӗрӗс хуравлайман.
Ҫӗнӗ Шупашкар пики вӑйӑҫӑсене 1921 ҫулти сӑнӳкерчӗке кӑтартнӑ, унта пралуклӑ алӑ тупанне сӑнланӑ. «Унта кӑтартнӑ япалана паян эпир мӗнле калатпӑр?» - ҫапла ыйтнӑ телеертӳҫӗ.
Вӑйӑҫӑсем тӗрлӗ шухӑш пӗлтернӗ: алӑ тупанӗ – светофор, алӑ типӗтмелли хатӗр. Анчах кусем – тӗрӗс мар. Кунашкал алӑ тупанӗ ниҫта та каймалла маррине пӗлтерет-мӗн. Ку палла автомобиль ҫине ҫирӗплетнӗ, тормоза пуссан вӑл хӗрлӗ тӗспе ҫутатнӑ. Вӑйӑҫӑсем тӗрӗс мар хуравланӑшӑн Чӑваш Ен хӗрне 50 пин тенкӗ панӑ.
Палӑртмалла: Анастасия Скрябина студентка «Что? Где? Когда» кӑларӑм вӑйӑҫисене унччен те ыйту панӑ. Ун чухне те вӑл укҫа выляса илнӗ.
И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче вӗренекен икӗ студент Крымҫурмаутравне тӗпчеме кайнӑ. Вӗсем унта пӗр эрне пулӗҫ.
Студентсем унта пӗччен кайман, вӗсемпе пӗрле вырӑссен паллӑ ҫулҫӳревҫи Федор Конюхов пулӗ.
Крым ҫурмаутравне тӗпчемешкӗн лекме ҫӑмӑл мар, конкурс витӗр тухмалла. ЧПУ студенчӗсем Сергей Алексеевпа Виктор Краснов ҫак йывӑрлӑхсене парӑнтарма пултарнӑ.
Палӑртмалла: отрядра Раҫҫейри ытти хулара пурӑнакан студентсем те пулӗҫ. Вӗсем пурте Крым историне тӗпчӗҫ. Экспедици Экси-Кремен крепоҫ районӗнче вӗҫленӗ. Кун хыҫҫӑн студентсем Крым историйӗпе географийӗн ӑслӑлӑх тӗпчевне ҫырӗҫ. Ӑна виҫӗ чӗлхепе – вырӑсла, акӑлчанла тата грекла – кӑларӗҫ.
Шупашкарти ӳнер училищин 3-мӗш курс студентки Анастасия Прокопьева Раҫҫей шайӗнче «Искусствӑн илемлӗ тата хушма тӗсӗсем» ятпа иртнӗ професси ӑсталӑхӗн олимпиадинче виҫҫӗмӗш вырӑн йышӑннӑ.
Чӑваш Енӗн культура министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, олимпиадӑн финал тапхӑрӗ Мускаври С.Г. Строганов ячӗллӗ ӳнерпе промышленноҫӑн патшалӑх академийӗнче ҫу уйӑхӗн 14-16-мӗшӗсенче иртнӗ. Унта ҫӗршывӑн тӗрлӗ регионӗнчен пухӑннӑ 27 студент чи пцлтаруллин ятне ҫӗнсе илессишӗн тупӑшнӑ.
Палӑртса хӑвармалла, виҫӗ кун хушшинче вӗсем пулас дизайнерӑн мӗн пӗлмеллине шута илсе хатӗрленӗ тест ыйтусене хуравланӑ, тӗрлӗ ӗҫ пурнӑҫланӑ. Унсӑр пуҫне хӑйсене куҫарура кӑтартнӑ тата коллективпа епле ӗҫлемеллин вӑрттӑнлӑхӗсемпе паллаштарнӑ
Шупашкарти аслӑ шкулсенчен пӗринче тӑрӑшакан 53 ҫулти аслӑ преподаватель айӑплине суд ҫирӗплетнӗ, ӑна студентсенчен сӗтев илнӗшӗн явап тыттарнӑ.
Раҫҫей следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗн 15-17-мӗшӗсенче хайхи вӗрентекен икӗ ушкӑнри 46 студентран 92 пин тенкӗ илнӗ, ҫакӑншӑн пурне те зачет лартса пама шантарнӑ. Ҫавна май кашни студент 2 пин тенкӗ кӑларса тыттарнӑ. Аслӑ преподавателе следовательсемпе Раҫҫей ШӖМӗн Шупашкар хулинчи уйрӑмӗн экономика хӑрушсӑрлӑхӗн тата коррупципе кӗрешекен пайӗн ӗҫченӗсем кӑрлачӑн 17-мӗшӗнче тытса чарнӑ, ӗҫ-пуҫа тишкернӗ вӑхӑтра вӑл кӗсйине чикнӗ укҫана пӗтӗмпех кӑларса панӑ.
Палӑртса хӑвармалла, суд аслӑ шкулта ӗҫленӗскертен 150 пин тенкӗ штраф шыраса илме йышӑннӑ, унсӑр пуҫне ӑна вӗренӳ тытӑмӗнче 2 ҫул ҫурӑ вӑй хума чарнӑ.
«Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ – 2018» акцин сӑн-сӑпачӗ пулма И. Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн студенткине Александра Прокопьевӑна суйланӑ. Кун пирки Чӑваш халӑх сайтне диктанта хатӗрлекен йышӑну комиссийӗн пайташӗсем пӗлтерчӗҫ.
Александра Прокопьева асӑннӑ университетӑн чӑваш тата вырӑс филологи факультечӗн 5-мӗш курс студентки. Вӑл Тӑвай районӗнчи Тӑрмӑш ялӗнче ҫӗртмен 7-мӗшӗнче ҫуралнӑ. Гороскоппа — йӗкӗреш.
Александра ячӗ пирӗн сайтра та пӗрре тухнӑччӗ — виҫӗмҫул вӑл чӑваш чӗлхине тӗпчесе «ЮНЭКО» форумра ҫӗнтернӗччӗ. Ҫавӑн пекех асӑнса хӑварас пулать: Тӑрмӑш хӗрӗ 2017 ҫулта Шупашкарта иртнӗ «Аслӑ Атӑл ҫамрӑклӑхӗ» конференци-фестивальте те палӑрнӑ.
Пӗлтӗр ку тивӗҫе пурнӑҫлама наци радиовӗн дикторне Мария Самделовӑна суйланӑччӗ.
Шупашкар хула пухӑвӗн депутачӗ Ильяс Калмыков И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУн юридици факультечӗн студенчӗсемпе тӗл пулнӑ. Ҫамрӑксем депутата ыйтусем панӑ.
Ильяс Калмыков Чӑваш Енре политика карьерине малалла тӑсасшӑн маррине пӗлтернӗ. Вӑл студентсене хӑйӗн округӗнчи муниципалитет суйлавне хутшӑнса хӑйсен вӑйне тӗрӗслеме сӗннӗ. Вӑл вара чи маттуррисене пулӑшма шантарнӑ.
Ҫавӑн пекех ҫамрӑк депутат хӑйӗн пурнӑҫӗпе паллаштарнӑ, ӗҫри йывӑрлӑхсем пирки каласа кӑтартнӑ.
Ильяс Калмыковӑн депутат тивӗҫӗсем 2020 ҫулта вӗҫленеҫҫӗ. Сӑмах май, унӑн амӑшӗ «МАЧ» тулли мар яваплӑ обществӑн пӗр хуҫи шутланать.
Санкт-Петербургри гидрометеорологи университетӗнче вӗренекен каччӑ реанимацие лекнӗ. Вӑл тӑрӑхри «Фонтанка.ру» тӗнче тетелӗнчи хаҫатра ҫырнӑ тӑрӑх, нумай пулмасть ҫеҫ 18 ҫул тултарнӑ яша Купчинӑри 5-мӗш ача-пӑча пульницине илсе кайнӑ. Шӑмми-шаккине аванах хуҫса пӗтернӗскере реанимаци уйрӑмне вырттарнӑ.
Тӗнче тетелӗнчи хаҫатра ҫырнине ӗненсен, ҫамрӑк Фрунзе районӗнче хӑнара пулнӑ. Хӑй вӑл аслӑ шкулӑн Большевиксен проспектӗнчи общежитийӗнче регистрациленнӗ.
Каччӑ мӗн сӑлтавпа пиллӗкмӗш хутран персе аннине (е, тен, такам тӗксе янине) тӗпчевҫӗсем палӑртасса шанас килет.
Тӗнче тетелӗнчи эпир маларах асӑннӑ хаҫатра хыпарланӑ тӑрӑх, Чӑваш Енре ҫуралнӑ каччӑ ӳсӗр пулнӑ, унтан эрех шӑрши аванах кӗнӗ.
Паян, пуш уйӑхӗн 27-мӗшӗнче, И.Я.Яковлев ячӗллӗ ЧППУн «Студентсен ҫуркунни» уҫӑлмаллаччӗ. Анчах Кемӗрти инкеке пула мероприятие урӑх куна куҫарнӑ.
Кӑҫал университет «Студентсен ҫуркуннине» Чӑваш патшалӑх драма театрӗнче ирттерме палӑртнӑ. Фестиваль уҫӑлнӑ кун программӑра чӑвашпа вырӑс филологийӗн факультечӗ тата истори, управленипе право факультечӗ пулмаллаччӗ.
ЧППУ факультетсен программисене пилӗк кунра кӑтартма планланӑ. Ҫапла майпа кашни каҫ икӗ программа пулмалла. Анчах мероприятие урӑх куна куҫарнӑ. Вӑл хӑш кун уҫӑласси хальлӗхе паллӑ мар. Ун чухне мероприятие ҫав билетсемпех кӗртӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (01.05.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 5 - 7 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ҫемен Элкер, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Шорникова Елена Васильевна, чӑваш актриси ҫуралнӑ. | ||
| Сергеев Алексей Сергеевич, чӑваш актёрӗ, тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |