
Вӑрнарти ял хуҫалӑх техникумӗнче халӗ трактористсене те хатӗрлеҫҫӗ. Пӗлтӗр унта трактородрома ҫӗнетнӗ, свидетельство илнӗ.
Нумаях пулмасть, нарӑс уйӑхӗн 13-мӗшӗнче, экзамен иртнӗ. 20 кандидатран 10-шӗ ӑна ӑнӑҫлӑ тытнӑ, удостоверени илнӗ.
Палӑртмалла: техникумра тракторист специальноҫне студентсем кӑна мар, ыттисем те илме пултараҫҫӗ.

Чӑваш Енри студентсем те Хура тинӗсри мазута пуҫтарма пулӑшаҫҫӗ.
И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн студенчӗсем Хура тинӗс хӗррине тӗрӗслесе мазутлӑ вырӑнсене тупса тасатаҫҫӗ. Кунсӑр пуҫне ҫак инкекре шар курнӑ кайӑксене, чӗрчунсене пулӑшаҫҫӗ. Ку кӑна мар, вӗсем шар курнисен ӑшӑнмалли тата апатланмалли пунктсенчи ӗҫе те хутшӑнаҫҫӗ
Пӗр сӑмахпа, вӗсем – паттӑрсем!

Паян, карлачӑн 17-мӗшӗнче 14 сехет те 25 минутра , Шупашкарти Трактор тӑвакансен проспектӗнче, «Яхтинг» чарӑну патӗнче, ҫамрӑк водитель студенткӑна ҫапса кайнӑ. Шел те, вилмеллех.
ҪҪХПИ пӗлтернӗ тӑрӑх, руль умӗнче ларнӑ водитель-хӗр «зебра»урлӑ каҫакан хӗр ҫине пырса кӗнӗ. 16 ҫулти студентка йывӑр сурансене пула ҫавӑнтах вилнӗ. Вӑл техникумра вӗреннӗ пулнӑ.

Ҫитес ҫултан республикӑра ҫемьесене пулӑшма тата ача ҫуралассине ӳстерме ҫӗнӗ пуҫарусем вӑя кӗрӗҫ.
Кӑрлачӑн 1-мӗшӗнчен аслӑ шкулта куҫӑн майпа вӗренекен, ача кӗтекен студенткӑсене 100 пин тенкӗ субсиди парӗҫ. Кун пек пулӑшу Чӗмпӗр облаҫӗнче те пур: унта 200 пин тенкӗ пама тытӑнӗҫ.
Ҫавӑн пекех ҫитс ҫултан республикӑри амӑшӗн капиталӗ ӳсӗ: 150 мар, 200 пин тенкӗ пулӗ.

И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче Индирен килнӗ студентсем валли уяв туса панӑ. «Навратри» ятлӑ вӑл.
Уявра 200 яхӑн студент савӑннӑ. Вӗсем юрланӑ, ташланӑ., хӑйне евӗр наци ҫимӗҫӗсемпе хӑналанӑ.
«Вӑл питӗ ырӑ уяв. Вӑл тӗрӗслӗхе, ырӑ усала ҫӗнтернине кӑтартать», - палӑртнӑ Индирен Шупашкара вӗренме килнӗ студент Датта Акшат.

Шупашкарти педагогика колледжӗн студенчӗсем ырантан дистанци мелӗпе вӗренӗҫ. Унта халӗ те ӑшӑ паман.
Колледжра ӑшӑ системине улӑштараҫҫӗ. Ҫанталӑк вара малашне сивӗтсе пырать. Ӑшӑ паманнипе студентсене вӗренме сивӗ.
Палӑртмалла: Шупашкарта юпа уйӑхӗн 3-мӗшӗнче ӑшӑ пама тытӑннӑ.

Ӗнер Атӑл леш енче икӗ каччӑ путни пирки хыпарланӑччӗ. Аса илтерер: ун чухне ҫил вӑйланнӑ та хумсем пысӑкланнӑ. Каччӑсем шыв айӗнчен тухайман.
Вӗсене ӗнер шырама пуҫланӑ. Паян виллисене тупса ҫыран хӗррине кӑларнӑ. Вӗсем - 2003 тата 2005 ҫулсенче ҫуралнӑ, Шупашкара вӗренме килнӗ студенсем. Ҫамрӑксем шыв хӗрринче ушкӑнпа каннӑ. Шалалла ишсе кӗрсен каялла иккӗше кӑна тухнӑ. Тепӗр иккӗшӗ ҫухалнӑ. Шел те, вӗсем путса вилни ҫирӗпленнӗ.

Авӑн уйӑхӗнчен Чӑваш Енри студентсен стипендийӗ ӳсӗ. Вӑтам професси илекенсен - 487 тенкӗрен 721 тенке ҫитӗ, аслӑ пӗлӳ илекенсен 1340 тенкӗ вырӑнне 1983 тенкӗ пулӗ.
Социаллӑ стипенди те ӳсӗ. Пӗрремӗшӗсен - 1080, иккӗмӗшӗсен 2975 тенкӗ пулӗ. Аспирантсен, ординаторсен, ассистент-стажерсен,аслӑ пӗлӳ программипе вӗренекенсен патшалӑх стипендийӗ 6824 тенкӗпе танлашӗ. Хальхи вӑхӑтра вӑл - 4611 тенкӗ.
100 пинрен сахалрах ҫын пурӑнакан ялсенче вырнаҫнӑ шкулсенче класс ертсе пыракансене уйӑхсерен 10 пин тенкӗ парӗҫ.

И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн экономика факультечӗн 1-мӗш курс студенчӗсем хӗрӗсем «Ӑслӑ сад» шутласа кӑларнӑ. Хӑш чухне ӳсен-тӑрана пӗрехтермелле тата системӑна шыв ямалла ҫеҫ - ҫапла ӗҫлет вӑл. Унта тӑпра ҫук. Ку ӳсен-тӑрана микроэлементсене ҫӑмӑлрах йышӑнма май парать-мӗн. Пахчара вара чылай микроэлемента тӑпра ҫӑтать.
Хӗрсем ҫак мелпе ӳстернӗ ҫимӗҫсене маркетплейссенче сутаҫҫӗ. Халӗ студенткӑсем ҫӗршыври Топ-100 стартапсен рейтингне хутшӑнма хатӗрленеҫҫӗ.

Пуш уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Шупашкарти Ф.П. Павлов ячӗллӗ музыка училищинче «Тӑмра кӗввинче – ӗмӗрсен сасси» ӑсталӑх лаҫҫи ӗҫлессине эпир унччен пӗлтернӗччӗ.
Аса илтерер: ӑна Хусанти Н.Г. Жиганов ячӗллӗ патшалӑх консеваторийӗн доценчӗ, РФ Композиторсен союзӗн членӗ, этномузыковед, искусствоведени кандидачӗ Геннадий Макаров ирттернӗ.
Доцент авалхи музыка инструменчӗсемпе: тӑмрапа тата тункӑрпа — калассин вӑрттӑнлӑхӗсене уҫса панӑ. Ӑсталӑх лаҫҫине музыка училищин «Пӗччен тата ушкӑнпа халӑх юррисене юрласси» уйрӑм преподавателӗсемпе унта вӗренекенсем хутшӑннӑ. Унсӑр пуҫне районсенчи фольклр коллективӗсен ертӳҫисем те пырса ҫитнӗ.
Никита Арсентьев, Иван Иванов, Никита Ильин, Даниил Данилов, Надежда Еремеева, Павел Биктимиров студентсем тӑма тата тункӑр ӑсталӑхне аван пӗлнине кӑтартса панӑ.
